Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Марина Карягина тележурналист, поэт, сценарист, драматург ҫинчен Мускав режиссёрӗ ӳкернӗ фильма кӑтартассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Мускаври режиссёр Александр Куприн пӗлтӗр Раҫҫейӗн Культура министерствин саккасӗпе Марина Карягина ҫинчен «Встречное течение. Амфистроф» документлӑ фильм ӳкернӗ. Ӑна ӗнер Чӑваш пашалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи «Ҫеҫпӗл» кинозалта Шупашкарта иртекен XVI пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте кӑтартнӑ.
«Поэзи ҫинчен кино ӳкерме пӗттте ансат пулмарӗ», – палӑртса хӑварнӑ Шупашкарти куракансемпе иртнӗ тӗлпулура режиссёр. «Фильма курсан Марина Карягинан сӑввисене вулас, вӗсене тарӑнрах ӑнланас килсе каять», — тенӗ Мария Готлиб журналист.
Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнчи халӑх театрӗ Б.Васильевӑн «А зори здесь тихие...» повеҫӗ тӑрӑх спектакль ят панӑ. Ӑна «Кунта шурӑмпуҫӗ лӑпкӑ...» ят панӑ.
Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, И. Максимов-Кошкинский ячӗпе хисепленекен халӑх драма театрне Нина Панина режиссёр ҫут тӗнчерен кайнӑранпа Владимир Егоров ертсе пырать.
Сӑмах май каласан, ҫӗнӗ ӗҫпе «Раҫҫӗй 1» телеканалпа эфира тухакан хыпарсен кӑларӑмӗнче каласа кӑтартнӑ. Владимир Егоров режиссёра вара ытларикун, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 9 сехет те 30 минутра уҫӑ эфира тухакан «Ирхи тӗпеле» йыхравланӑ.
Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан тата тепӗр темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем панӑ.
Элӗк районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗнчи халӑх театрӗн режиссёрне Инна Афанасьевӑна тата Шупашкарти ача-пӑча ӳнерӗн 1-мӗш шкулӗн преподавательне Ольга Рудаковӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Элӗкри халӑх театрӗ пирки темиҫе сӑмахпа та пулин тӗплӗнрех пӗлтерес килет. Асӑннӑ театра В.И. Волков ятлӑ ҫын 1934 ҫулта пуҫарса янӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ атистсем 1968 ҫулта А. Эсхел ӗҫӗ тӑрӑх «Виҫӗ туй» спектакль лартнӑ. Ҫав ҫулах коллектива халӑх ятне панӑ.
2007 ҫултанпа коллектива Инна Афанасьева ертсе пырать. Инна Витальевна Хусанти культура институтӗнче вӗреннӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева 50 ҫул тултарнӑ.
Елена Николаева 1973 ҫулта Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ. 2002 ҫулта вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ӑслӑлӑхпа методика центрне ӗҫлеме пуҫланӑ, каярах вӑл Республикӑн культура программисен дирекцине куҫнӑ.
Ҫамрӑксен театрӗн директорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Театрта палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденине Елена Николаева ертсе пыма тытӑннӑранпа театр пурнӑҫпа тан утма тытӑннӑ.
Спектакльсем лартма театра тӗрлӗ ҫӗрти пултаруллӑ режиссерсене, художниксене тата композиторсене пӗрмаях чӗнсе илеҫҫӗ. Театр ӗҫченӗсем хӑйсен пултарулӑхне Мускавра, Питӗрте тата Хусанта туптаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иркутскри сцена ҫине тухӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӗсем унта Н. Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» романтикӑлла драмӑна кӑтартӗҫ.
Аса илтерер: асӑннӑ спектакль Культура.рф порталӑн чи лайх трансляцийӗсен йышне лекнӗччӗ. Чӑвашсен «Шинель» спектакльне пӗр каҫра 58 604 хутчен пӑхнӑччӗ.
Шупашкарти артистсем «Байкал талисманӗ» театр фестивальне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтрах йӑхташӑмӑрсем «Чӑвашсен ҫӗр ӗҫӗ Акатуйран Чӳклеме таран» фестиваль ирттерме палӑртнӑ.
Марина Карягина тележурналист, поэт, сценарист, драматург ҫинчен Мускав режиссёрӗ ӳкернӗ фильма Шупашкарта кӑтартӗҫ.
Аса илтерер: Мускаври кино ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине, телертӳҫӗне тата кино ӑстине Марина Карягинӑна халалланӑ каҫ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав каҫ поэтӑн ҫӗнӗ кӗнекине хакланӑ, Марина Карягина ҫинчен «Встречное течение. Амфистроф» документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ӑна Мускаври режиссёр Александр Куприн Раҫҫейӗн Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.
Ҫав фильма ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче, хӑтлама палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкара килсе ҫитӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ тифлокомментариллӗ спектакль кӑтартӗ. Унта кун пеккине халиччен лартман.
Тифлосасӑллӑ пӗрремӗш спектакле ҫӗтме уйӑхӗнче кӑтартӗҫ. Кун валли Корней Чуковскин «Муха-цокотуха» спектакльне суйласа илнӗ.
Тифлокомментириллӗ спектакле начар илтекен куракансем валли ятарласа хатӗрлӗҫ. Репертуарти ҫав ӗҫе ятарлӑ куракансен пӗтӗм тӗнчери VIII «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пирӗн пӗр пек пулмасан та) фестивалӗнче кӑтартӗҫ. Мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 25-28-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫ вырӑнӗсем пушаннӑ. Кун пирки культура учрежденийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Театра художник-бутофор кирлӗ. Ҫав ҫыннӑн ятарлӑ пӗлӳллӗ пулмалла, театра юратмалла, ҫынпа калаҫма ӳркенмелле мар, ӗҫ опычӗ пулсан аван.
Ҫутӑ оборудованин электроникине, сцена механикине, сасӑ техникине тата электрон техникӑна тытса тӑма инженер-электрик кирлӗ, унӑн ӗҫ опычӗллӗ пулмалла.
Механика оборудованийӗн инженерне те ӗҫе илӗҫ.
Сцена машинисчӗн 45 ҫулчченхи ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, сиенлӗ йӑла-йӗркесемсӗр арҫын пулмалла.
Асӑннӑ ҫынсен эрнере ултӑ кун ӗҫлеме тивӗ, тунтикун кантарӗҫ.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +78352620221 телефонпа кадр специалисчӗпе ҫыхӑнмалла. Тӗплӗ резюмене drama21@rchuv.ru электрон адреспа ярса пама сӗнеҫҫӗ.
Шупашкара узбексем спектакльпе килӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Узбекистанри патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ спектакльсем кӑтартӗ. Ташкент хулинчи ӑстасем Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «На бойком месте» камите тата Уильям Шекспир трагедийӗ тӑрӑх лратнӑ «Сны Гамлета» спектакле кӑтартӗҫ.
Спектакльсем 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗҫ. Касса телефонӗ: 45-00-34.
Сӑмах май каласан, пирӗн артистсем те вӗҫӗмех гастрольсене тухса ҫӳресе аякрикуракансене чӑваш спектаклӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче 2024 ҫулта Жюль Вернӑн «Вокруг света за 80 дней: 150 лет спустя» ятлӑ спектакльне лартма палӑртнӑ. Ҫавна май унта ҫыравҫӑн кӗҫӗн мӑнукне Жан Верна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Франци ҫыравҫи ку шухӑша ырланӑ, спектакль вӑйлӑ пуласса иккӗленмен.
Ҫавӑн пекех, Вырӑс патшалӑх драма театрӗн директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна Федор Кнюхов ҫулҫӳревҫе чӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |