Ҫак кунсенче республикӑри министерствӑсенче коллеги ларӑвӗсем иртеҫҫӗ. Ун пекки Культура министерствинче те пулнӑ. Ҫавӑнта Светлана Каликова министр иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Ларура хӑш-пӗр ҫынна ведомство наградисемпе чысланӑ. «Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята Вырӑс драма театрӗн артистне Вера Боровковӑна тата Чӑваш патшалӑх академи дама театрӗн артистне Марина Яковлевӑна панӑ.
Чӑваш патшалӑх филрамонийӗнче тӗп инженерта тӑрӑшакан Александр Никитин тата Наци библиотекин пай заведующийӗ Луиза Федерова «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» пулса тӑнӑ.
2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑн Министрсен Кабинечӗн тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ.
Культура учрежденийӗсем чылай мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Чӑваш наци музейӗ «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» регионсем хушшинчи конкурс йӗркелӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Культурный код «Сеспель» (чӑв. «Ҫеҫпӗл» культура кочӗ) поэзи фестивалӗ йӗркелӗ, «Ҫӗн Кун Ачи» спектакль лартӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа килес ҫул туса ирттермелли ӗҫсен планне ҫирӗплетнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексӗнче самай мероприяти иртӗ. Ҫав шутра ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ пулӗ, куравсем уҫӑлӗҫ,
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Андриян Николаев» спектакль лартма хатӗрленет. Шупашкарти Симфони капелли куракансене ҫӗнӗ концерт программипе савӑнтарӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Владимир Семенов артист «Театр – ман ӑраскал» моноспекакле хутшӑнчӗ.
Аса илтерер: театрти артистсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан моноспектакльсен ярӑмне Нина Григорьевӑпа уҫнӑччӗ, кайран Нина Яковлева пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑччӗ.
Уйӑхра пӗрре ирттерекен ӗнерхи моноспектакльте театрти кӗҫӗн залри сцена ҫине Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Владимир Семёнов тухрӗ.
Сцена ӑсти Шупашкар районӗнчи (халӗ округ теҫҫӗ) Ҫӗньял-Покровски ялӗнчен. Ленинградри музыкӑпа кинематографи театрӗн институтне вӗренме илесси ҫинчен пӗлтерӗве курнӑ хыҫҫӑн вӑл артист пулас ӗмӗтпе ҫунатланса кайнӑ. Сумлӑ тӳресем ун чухне 3 хӗрпе 3 каччӑна суйласа илнӗ. Владимир Семёнов сумлӑ ҫав йыша лекнӗ.
«Сирӗн ума телейлӗ ҫын тӑрать», — тесе каларӗ хӑйӗн пирки арист. Вӑл юратнӑ ӗҫре тӑрӑшса ӗмӗрленӗшӗн тата мӑшӑӗпе ӑннишӗн те хӑйне ҫавӑн пеккисен йышне кӗртет.
Моноспектакль вӑхӑтӗнче артист тӗрлӗ ҫулта вылянӑ спектакльсенчи сыпӑксемпе паллашма май килчӗ, куракансем унран хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене уҫӑмлатма пултарчӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Ирина Архиповна хисеплӗ ят панӑ. Паянтан, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, вӑл «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» пулса тӑнӑ.
Сцена ӑсти Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ.
Ирина Архиповӑна Ҫамрӑксен театрне ҫӳрекенсем аван пӗлеҫҫӗ, ӑна юратаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева 85 ҫул тултарни, ҫав кун театрта артисткӑн пултарулӑх каҫӗ иртни ҫинчен эпир пӗлтернӗччӗ. Юбилей каҫӗнче Нина Григорьева «Анне» спектакльти тӗп сӑнара калӑпланӑ.
Ҫав каҫ артисткӑна саламлама пынисем хушшинче республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова та пулнӑ. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗ Сергей Павлов вара Нина Григорьева ҫав союза ертсе пынӑ ҫулсене аса илнӗ май вӑл вӑхӑтра 17 артиста хваттер илме пулӑшни ҫинчен палӑртса хӑварнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, РСФСР, Чӑваш АССР халӑх артистки, Чӑваш АССРӗн Константин Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Григорьева 85 ҫул тултарнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫак самантра унӑн юбилей каҫӗ пырать.
Пулас артистка Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ малтанласа хирӗҫленӗ пулин те артист пулас ӗмӗтпе хавхаланса-ҫунатланса пурӑннӑскер Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр искусствин институтне вӗренме кӗме пултарнӑ. 1961 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Никита Бичурин ҫинчен спектакль хатӗрлени ҫинчен эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫав ӗҫӗн премьерипе чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Спектакльти тӗп сӑнар — Раҫҫее Китайпа паллаштарнӑ ӑсчах, Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ Никита Бичурин.
Спектакле Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, писателӗн тата драматургӑн Николай Сидоровӑн «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» драми тӑрӑх хатӗрленӗ. Режиссёрӗ – Пушкӑртстан тата Тутарстан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Байрас Ибрагимов. Художник-постановщикӗ – Татарстан Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Булат Ибрагимов, тумсене Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лариса Комиссарова хатӗрленӗ. Музыки — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Лолита Чекушкинан, хореографийӗ – Андрей Петровӑн.
Ҫак кунсенче шкул театрӗсен «АСАМ» фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ иртет.
Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗсенчи тата Ҫӗмӗрлери коллективсен спектаклӗсене хакланӑ.
Ыран сцена ҫине Муркаш, Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗсенчи тата Шупашкарти 5-мӗш гимназири коллективсем тухӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗ Мускавра иртнӗ «Золотой Витязь» XXI пӗтӗм тӗнчери форумӗнче диплома тивӗҫнӗ.
Унта чӑваш артисчӗсем «Шурҫамка» ӗҫе кӑтартнӑ. Ӑна Юхма Мишшин драми тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев хатӗрленӗ.
Спектакле «Ҫынлӑха, ҫынпа ҫутҫанталӑк ҫураҫуллӑн пурӑннине аталантарнишӗн, Раҫҫей халӑхӗсен культура хӑйне евӗрлне упраса хӑварнишӗн» дипломпа чысланӑ. Тӗп сӑнарсене калӑпланӑ Сергей Никитинпа Антонина Казеевӑна чи лайӑх дуэт тесе йышӑннӑ. Повесть авторне Юхма Мишшине те палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |