Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалласа питӗ лайӑх акци шухӑшласа кӑларнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, театрта «Мӗн-ши вӑл телей?» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна курма чӑваш кӗпине е чӑваш тӗрриллӗ тумтире тӑхӑнса кайсан тепӗр спектакле ҫур хакпа кӗртӗҫ. Асӑннӑ спектакль — премьера. Унӑн ячӗ — «Ӗмӗр сакки сарлака».
Ҫапла-ҫапла. Шӑпах ҫавӑ. Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх ӑна Чӑваш Республикин халӑх артистки, Наталия Сергеева режиссёр хатӗрленӗ. Премьерӑна раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Иван Тургеневӑн «Месяц в деревне» пьеси тӑрӑх «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» драмӑна лартнӑ.
Асӑннӑ хайлава автор 1848-1850 ҫулсенче Парижра пурӑннӑ чух ҫырнӑ иккен. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче ӑна цензура усӑ курма та чарнӑ пулнӑ. Пӗрремӗш хут Мускаври Пӗчӗк театрта ку пьесӑпа 1872 ҫулта спектакль кӑтартнӑ.
Спекталкь режиссерӗ – Дмитрий Миронов, художникӗ – Светлана Зверева, режиссера пулӑшаканӗ – Валерий Карпов.
Наци театрӗсен Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестивалӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫичӗ номинацире палӑртнӑ.
Ӗпхӳри «Нур» патшалӑхӑн тутар театрӗн «Фатима» спектакльне «Чи лайӑх спектакль» тесе йышӑннӑ.
«Чи лайӑх сценографи» номинацире Тутарстанри Г. Камал ячӗллӗ академи театрӗн «Пепел» спектаклӗшӗн Айдар Заббарова чысланӑ. Ҫармӑссен наци драма театрӗн «Китайская бабушка» спектаклӗнче вылянӑ Антонина Антоновӑна «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар» номинацире палӑртнӑ, Ӗпхӳри «Нур» театрӗн артисткине Чулпан Раяновӑна — «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире; Тутарстанри Галиасгар Камал ячӗллӗ театрӑн актёрӗсене Эмиль Талипова тата Алмаз Бурганова — «Актёрсен чи лайӑх ансамблӗ» номинацире; Калмӑк Республикинчи Баатр Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗн артистне Очир Такаева — «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире; Тутарстанри Галиасгар Камал ячӗллӗ театрӑнчи Айдар Заббарова — «Чи лайӑх режиссер» номинацире.
Чӑваш академи драма театрне вырӑс классикине чӑваш сцени ҫинче лартнӑшӑн палӑртса хӑварнӑ. Аса илтерер: фестивале чӑваш артисчӗсем Иван Тургеневӑн «Месяц в деревне» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» драмӑпа хутшӑннӑ.
Хальхи вӑхӑта Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав малалла ӗҫлет. «Чувашия Благодарит» (чӑв. Чӑваш Ен тав тӑвать) ят панӑ пирӗн республика экспозицине.
Чӑвашсем унта ытти пуянлӑхӑмӑрпа пӗрлех «Тухья» арт-объекта илсен кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Хӗрсем пуҫа тӑхӑннӑ арт-объект ҫӳллӗшӗ — 6 метр. Ӑна алӑпа ӑсталанӑ, вӑл 217 ҫутӑ элементӗнчен тӑрать. Экспозицире мӗн пулса иртнине кура ҫутӑ тӗсӗ ылмашать.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен экспозиципе Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем: Раҫҫей халӑх артистки Нина Яковлева, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Иван Иванов, Валентина Иванова, Геннадий Медведев тата Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Василий Николаев паллаштарнӑ.
«Тӑванлӑх алтӑрне йӑтса» концерт хатӗрленӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутайӗнчи культура ҫуртӗнче театр коллективӗсен республикӑри «Асамлӑ чаршав» IV-мӗш фестивалӗн гала-концерчӗ пулӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апашри халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов (режиссёрӗ — Ольга Ерилеева) халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗнче ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актерӗсене Ирина Садовниковӑпа Николай Булаткина халалланӑ.
СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ячӗллӗ Апаш халӑх театрӗ ҫав фестивале А. Ахверина ҫырнӑ «Калуш кайрӗ Атӑла» пьесипе лартнӑ спектакльпе хутшӑнӗ.
Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» фестиваль иртет. Ҫав вӑхӑтра чӑваш сцени ҫинче Азербайджан, Калмӑк, Крым, Тутарстан, Пушкӑртстан, Мари Эл республикисенчи театрсен чи лайӑх спектаклӗсене курма май туса панӑ.
Фестиваль уҫӑлнӑ кун калмӑксем спектакль кӑтартнӑ, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче — пушкӑртсем тата азербайджансем, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — ҫармӑссем.
Паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Крым тутарӗсем Александр Пушкинӑн «Бахчисарайский фонтан» поэми тӑрӑх Эдип Эмир лартнӑ драмӑна курма май пур. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тутарсем спектакль кӑтартӗҫ, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче — чӑвашсем.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев вӑл хӑй те Вера Кузьмина пекех чӑваш пулнишӗн савӑннине палӑртса хӑварнӑ.
«Вера Кузьминична пире пуян эткерлӗх парса хӑварчӗ. Вӑл хӑйӗн пунӑҫне чӑваш ӳнерне, чӑваш культурине, чӗлхине, хӑйневевӗрлӗхне упраса хӑварассине халалланӑ. Вера Кузьмина ячӗ наци театрӗсене пӗрлештерет», — мӑнаҫланса каланӑ Олег Николаев.
Ҫак кунсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «СеспельФЕСТ» фестиваль пырать. Вӑл чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Регионсем хушшинчи ҫав мероприяти Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче Мари Элти Ҫамрӑксен театрӗ Иван Гончаров романӗ тӑрӑх лартнӑ «Обломов. Теперь или никогда» спектакле кӑтартнӑ.
«Эпир кашни ҫулах фестивале килетпӗр, — тенӗ театрӑн илемлӗх ертӳҫи, РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Олег Иркабаев. — Пирӗн спектакле сумлӑ жюри хаклани пирӗншӗн пысӑк чыс».
СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртет. Ӗнер Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче артистсем, аслӑ шкулсен проректорӗсем, преподавательсем, студентсем ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннӑ.
Вера Кузьмина ҫинчен асӑннӑ институтӑн профессорӗ, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Николай Григорьев аса илсе каласа кӑтартнӑ.
«Ун ҫинчен кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, фильмсем ӳкереҫҫӗ, ӑна мероприятисем, конкурссем, фестивальсем халаллаҫҫӗ. Вӑл пирӗншӗн, пултарулӑх ҫыннисемшӗн, тӗслӗх пулса тӑрать. Эпир ун пекрех пулма тӑрӑшатпӑр. Эпир унӑн ырӑ ятне асра тытатпӑр», — ӑшшӑн палӑртса хӑварнӑ Ҫамрӑксен театрӗн артистки Ирина Архипова.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 11 сехетре СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923-2021) вил тӑпри ҫинче палӑк уҫӗҫ.
Аса илтерер: пултаруллӑ сцена ӑстине Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинчи паллӑ ҫынсен аллейинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ.
Палӑк уҫнӑ хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрӗнче Вера Кузьмина ҫинчен ӳкернӗ фильма хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче актриса пурӑннӑ Шупашкарти Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |