Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш академи драма театрӗнче Василиса Петрован юбилей каҫӗ иртӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.
Василиса Петрова — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл 1960 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври Пӗчӗк театр ҫумӗнчи М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унтанпа Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗнче ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Иван Снигирёв «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер¸ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
46 ҫулти Иван Снигирев — опера юрӑҫи. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ. Унта преподаватель пулса та ӗҫленӗ, 2004 ҫултанпа оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшать. 2011-2012 ҫулсенче вӑл П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче соло кафедринче стажировкӑра пулнӑ.
Чӑваш Енри ике ҫынна паян «Чӑваш Республиикн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Вӗсенчен пӗри — Мария Васендина. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» учрежденире сектор заведующийӗнче тӑрӑшать. Иккӗмӗшӗ вара — Ольга Фёдорова. Вӑл – Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн йӗркелӳпе право пайӗн пуҫлӑхӗ.
Вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗ, чӑваш классикӗ Константин иванов ҫуралнӑранпа кӑҫал 135 сул ҫитет. Ҫавна май пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Константин Иванов ячӗпе 66 ҫул ӗнтӗ хисепленсе тӑрать те унта та сумлӑ датӑна манса каймӗҫ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна чӑваш театрӗн никӗҫлевҫин Иоаким Максимов-Кошкинский пьесипе лартнӑ.
Каярах вара театрта «Нарспи» спектакле сцена ҫине кӑларӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалах ҫамрӑксен театрӗнче «Эхо войны» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ахрӑмӗ) балладӑпа паллаштарӗҫ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Проекта театрӑн тӗп режиссёрӗ Дмитрий Михайлов вӑрҫӑ мӗнне пӗлекен поэт-классиксен сӑввисене тӗпе хурса хатӗрленӗ.
Балладӑри пластикӑшӑн явапли — Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Рамиза Мухаметшина яваплӑ. Ӗпхури балетмейстерпа тетар унччен те пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртнӗ.
Спектакле илемлетекенни — Дмитрий Михайлов.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Галина Кузнецован юбилей каҫӗ пулӗ.
Галина Юлиановна 1960 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1983 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче (халӗ ӑна «Атӑл Опера» теҫҫӗ) музей уҫасшӑн.
Иртнӗ эрнере учрежденире коллективӑн пухӑвӗ иртнӗ. Ҫавӑн чухне Андрей Попов илемлӗх ертӳҫи, директор тивӗҫне пурнӑҫлакан Андрей Попов иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ, кӑҫалхи плансемпе паллаштарнӑ.
Кӑҫал театрта музей уҫасшӑн. Калӑпӑшлӑ ҫак проекта Раҫҫейӗн Культура министерствипе татаА.А. Бахрушин ячӗллӗ Патшалах тӗп театр музейӗпе пӗрле пурнӑҫа кӗртесшӗн. Музей кашни кунах ӗҫлӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енри паллӑ культура ӗҫченӗ Петр Клементьев 70 ҫул тултарнӑ.
Пукане театрӗн ӳнерӗпе вӑл ача чухнех кӑсӑкланма пуҫланӑ. 1971 ҫулта шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1973 ҫулта пурнӑҫне театрпа ҫыхӑнтарнӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 48 ҫул ӗҫленӗ вӑхӑтра 100 ытла постановкӑри 130 роле калӑпланӑ.
Петр Клементьев — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ тата чӑваш халӑх артисчӗ.
Шупашкарти ватӑсем иртне эрнекун пӗрле пуҫтарӑнса Чӑваш академи драма театрне спектакль курма кайнӑ. Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен хастар ватӑсем, кӗмӗл волонтёрсем, Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» спектакле пӑхса савӑннӑ.
«Ку спектакле эпӗ виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ куртӑм. Маншӑн чӑваш чӗлхи тӑван чӗлхе мар пулин те спектакль тыткӑнламаллипех тыткӑнларӗ. Тӗлӗнсе каймалла! Пурне те пысӑк тав!», — хавхаланса калаҫнӑ, сӑмахран, Людмила Тимошкина ятлӑ хастар ватӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артистки Татьяна Яфанова 80 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Чӑваш Республикин патшалӑх вырӑс драма театрӗнче ӗҫлет. Татьяна Петровна 1945 ҫулта ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Куйбышеври драма театрӗ ҫумӗнчи студирен вӗренсе тухнӑ. 1967 ҫулта Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл 80 ытла сӑнара калӑпланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |