Улатӑр хула пуҫлӑхӗ Михаил Марискин политика партийӗсен, общество пӗрлешӗвӗсен вырӑнти уйрӑмӗсен тата профсоюз организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Ун пеккисем, сӑмах май, хулара 22 шутланса тӑраҫҫӗ иккен.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ курнӑҫура Улатӑр пуҫлӑхӗ хула епле аталанса пани пирки каласа кӑтартнӑ. Ваккӑн тавар сутасси, общество апатланӑвӗн ҫаврӑнӑшӗ, халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳрессин калаӑпӑшӗ пысӑкланнӑ. Кӑҫал хулара 24 хваттерлӗ ҫурт хута янӑ, 4,3 километр тӑршшӗ ҫул сарнӑ, 15,5 километр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хунӑ, тротуарсем 5 километр ытла сарнӑ, нумай хваттерлӗ 5 ҫурт картишне хӑтлӑх кӳнӗ. Ытти ӗҫ-пуҫ пирки те асӑнса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне плансемпе паллаштарнӑ.
Йывӑрлӑх пирки каласан, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗпе ҫынсен парӑмӗ 56,2 миллион тенке ҫитсе кайнӑ, ҫав шутарн ҫуррине яхӑнӗ — газпа.
Тӗлпулӑва пынисем нумай ыйту хускатнӑ. Вӗсем, тӗпрен илсен, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха, хулана хӑтлӑх кӳрессине, транспорт ҫӳреттерессине, сусӑрсене социаллӑ инфраструктура объекчӗсене ирӗклӗн кӗрсе тухассине пырса тивнӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Канаш хулипе районӗ Укринӑри Остер хулипе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ иккен.
Чӑваш наци конгресӗн VIII отчетпа суйлав сьездне килнӗ май вӗсем Канаш ҫӗрӗ ҫине те ҫитсе курнӑ. Хӑнасем район администрацийӗн ларусен залӗнче концерт лартнӑ, суйлав комиссийӗсен председателӗсемпе тата секретарӗсемпе ирттернӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Канашсен ентешлӗхӗн председателӗ Анатолий Кипеч чӑвашсем тата Украина халӑхӗ хушшинчи туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетессишӗн, ҫав шутра Ҫеҫпӗл Мишши ятне манӑҫтарас мар тесе тӑрӑшнӑшӑн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
2013 ҫул — Ҫутҫанталӑк ҫулталӑкӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче Шуськин Е.М., Трофимов О.В., Гусельщиков А.К. газ участок мастерӗсем тата «Моргаушмежрайгаз» АУО «Чӑвашсетьгаз» газ участокӗн ертӳҫи Орлов В.Г. районти шкулсене ятарлӑ графикпа ҫитсе «Газ тата экологи» темӑпа калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Графикпа килӗшӳллӗн Валерий Гурьевич Орлов паян Штанашри тӗп шкулта шкул ачисемпе тӗл пулчӗ.
Валерий Гурьевич пухӑннисене газ историйӗпе паллаштарчӗ. Пӗрремӗш хут газпа Пӗрлешӳллӗ Штатсенче (США) 1859-мӗш ҫулта усӑ курма пуҫланӑ иккен.
Районти 70 ялтан 63-шӗнче газпа усӑ кураҫҫӗ, ҫичӗ яла газ баллонӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ачасене газ баллонӗ ӑшне газ еплерех тултарни пирки пӗлме те кӑсӑклӑ пулчӗ. Районта 10012 хваттерпе ҫуртран 6672-ӗшӗнче газпа усӑ кураҫҫӗ иккен.
Хӗрлӗ Чутай район территорийӗ витӗр Раҫҫейри чи вӑрӑм, 4 500 ҫухрӑм тӑршшӗ газопровод иртет, вӑл Тури Ҫӗрпӳкасси, Хӑмаркка, Шулю хӗррипе вырнаҫнӑ, унтан Сӑр урлӑ каять. Валерий Орлов ачасене газпа усӑ курнӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарчӗ, ҫутҫанталӑка упрама чӗнсе каларӗ: «Пӗр йывӑҫран сире валли темиҫе кӗнеке ҫеҫ тухать, ҫавӑнпа та кашни ачан кивӗ хут пуҫтарма тӑрӑшмалла, ҫапла майпа кашниех йывӑҫсен кун-ҫулне тӑсма пулӑшӗ».
Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ теме юрататчӗ кукамай. Чӑн та, аптӑрасан ҫын таҫта та ҫитет пуль ҫав. Хӑшӗсем, ав, республика Элтеперӗ патне те ним мар вӗҫтереҫҫӗ. Акӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ кун, юпан 24-мӗшӗнче. Ун патне тӗрлӗ ыйтупа пыракан пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Галина Филиппова, ав, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ эрех-сӑра сутакан заведенисем пирки тарӑхса пӗлтернӗ. Ӗҫсе-хыпса лартнӑ ҫынсем вӑрҫӑ-харҫӑ пуҫласа та кансӗрлеҫҫӗ иккен.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан Ирина Московцева нумай ача амӑшӗ тата Шупашкарти сусӑр ача амӑшӗ Наталия Доброхотова ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. Нумай ачаллӑ ҫав ҫемье валли ҫурт туса пӗтернӗ те иккен, шывпа, ҫутӑпа тата газпа тивӗҫтерсен унта куҫма кӗҫех май килӗ. Сусӑр ачаллӑ ҫемье вара общежитинче хӗсӗнсе пурӑнать. Хваттерпе тивӗҫтермелли пирки суд йышӑну та кӑларнӑ-мӗн-ха. Ыйтӑвӗ хальлӗхе татӑлман. Михаил Игнатьев рсепублика хыснинче кӑҫал валли 30 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Вӑл суд йышӑнӑвне тивӗҫтерсе ҫурт-йӗр тума палӑртнӑскер иккен.
Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ ҫитеспе ҫак мероприятипе ҫыхӑннӑ хыпарсем йышлансах пыраҫҫӗ. Ӗнер, Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӑлкуҫ» кафере ЧНК Президенчӗ вырӑнӗшӗн тӑратнӑ кандидатсем ентешлӗх пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Каласа хӑварас пулать, виҫӗмкун, юпан 22-мӗшӗнче, хайхи тупӑшакансен йышӗ ӳснӗ иккен — Аслӑ Пухӑва ирттерме йӗркеленӗ оргкомитет ларӑвӗнче тепӗр икӗ кандидат пирки пӗлтернӗ. Муркаш район ентешлӗхӗ Тимӗр Тяпкина сӗннӗ, Чӑваш Республикин Вӗрентекенсен ассоциацийӗ вара — ЧНК ӗҫтӑвком председательне Константин Портнова.
Ӗнерхи тӗлпулура пур кандидатсем те пулчӗҫ — Валерий Клементьев, Николай Лукианов, Тимӗр Тяпкин, Константин Портнов. Ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «ТУС» АХО тӗп директорӗ, ЧНК вице-президенчӗ Николай Угаслов на хутшӑннӑ — сас-хура пелтернӗ тӑрӑх влаҫ тытӑменчисем наци конгресӗн пуҫлӑхӗнче шӑп та тӑп ӑна курасшӑн.
Ача-пӑча правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов эрнекун Хӗрлӗ Чутайра пулнӑ. Унта вӑл ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа йышӑннӑ.
Ачасен республикӑри тӗп хӳтӗлевҫи патне пулӑшу ыйтса тӑватӑ ҫын пынӑ. Ыйтусенчен ытларахӑшӗ тӑлӑхсен ыратӑвӗпе ҫыхӑннӑ — сӑмахран, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе. Кунсӑр пуҫне алиментран пӑрӑнакансем пирки те сӑмах хускатнӑ.
Уполномоченнӑй патне йышӑнӑва пынисене ҫавӑн пекех район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Алексей Порфирьев тата опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Алевтина Дадюкова итленӗ. Тӳре-шара ҫынсене хурав панӑ, ҫивӗчрех ыйтусене епле татнине Вячеслав Рафинов хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Паян культура министрӗпе наци юхӑмӗн шурсухалӗсем тӗл пулчӗҫ. Асаилтеретпӗр, ку тӗлпулӑва иртнӗ эрнекун, юпан 4-мӗшӗнче планланӑччӗ — элчӗ пулса кайма ҫавра сӗтелте Виталий Станьяла, Николай Егорова, Фёдор Мадурова тата Николай Максимова суйланӑччӗ. Тӗлпулӑва Фёдор Мадуров ҫеҫ ҫитеймен, вӑл хӑйӗн ӗҫӗсемпе паян тӑван тӑрӑхне тухса кайнӑччӗ.
Калаҫу ытларах енпе Чӑваш наци конгресӗ тавра пычӗ. Николай Егоров пулас «Амазония» парк пирки сӑмах хускатрӗ, анчах ку ыйтупа министр ӑна тепӗр хут каярах уйрӑммӑн тӗл пулма шантарчӗ.
— Калаҫу хӗрӳ пычӗ — тесе пӗлтерет Тимӗр Тяпкин. — Министрсем ҫине Станьял вӑйлӑ тапӑнчӗ, конгреса хатӗрленес ӗҫ питӗ сӳрӗккен пынипе кӑмӑлсӑр пулнине палӑртрӗ.
Виталий Станьял хальхи вӑхӑтра та ни кун йӗрки ҫуккине, ни резолюци проектне хатӗрлеменнине асӑнчӗ. Мандат, секретариат комиссийӗн проектне те никам курман пулас. Аслӑ пуху умӗн 2 эрне юлнӑ тӗле регионсене ЧНК Президенчӗн отчётне ярса пама вӑхӑт та тахҫанах ҫитнӗ — нихӑш наци культурин автономийӗн ертӳҫи те вӑл хута курман.
Чӑваш Енӗн аграрийӗсем нумаях пулмасть Чехи Республикине тухса кайнӑ. Официаллӑ йыша ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ертсе пырать иккен. Делегацине вара пурӗ 12 ҫын кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче республикӑн Суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗ Игорь Кустарин, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, фермер тата врач кӗнӗ.
Чехинче йыш асӑннӑ ҫӗршывӑн Аграри палатин президенчӗпе Ян Велебпа, суту-илӳ палатин вице-президенчӗпе Жосеф Силикпа тӗл пулнӑ. "Zemedelec» текен ял хуҫалӑх куравне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, пахча ҫимӗҫ тата чечек ҫстееркен предприятие ҫитсе курнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, енсем килӗштерсе ӗҫлесси пирки ал пусмалла.
Паян Шупашкара икӗ кунлӑх визитпа Китайри Гуйчжоу провинцийӗн элчисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем Шупашкар хула администрацийӗнче влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Гуйчжоу провинцийӗ Чӑваш Енпе тӗрлӗ енпе килӗштерсе ӗҫлес шухӑшлине палӑртнӑ. Сӑмахран, аслӑ шкулсем хушшинче. Вӗренӳ отрасльне илсен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе асӑннӑ провинцинчи университет килӗштерсе ӗҫлесси пирки Китай элчисем пӗлтӗр пирӗн патра пулнӑ чухнех алӑ пуссах калаҫса татӑлнӑ. Хайхисен Шупашкарта маларах асӑннӑ университетӑн филиалне уҫасси пирки те шухӑш пур-мӗн.
Тепӗр шухӑш та пур Китай ҫыннисен — вӗсем пирӗн республикӑри сӑра-эрех кӑларакан савутсемпе пӗр чӗлхе тупасшӑн. Китайра рисран эрех тӑваҫҫӗ-мӗн. Ҫавна пирӗн патра тултарас тата сарас (ҫапла ӑнланма май панӑ хӑнасем калани) ӗмӗт пур-мӗн. Анчах Шупашкар влаҫӗсем ку ыйтӑва епле татасси пирки хальӗхе калама иртерех. Пурӑнсан курӑпӑр теҫҫӗ-и-ха?..
Паян Чӑваш наци музейӗнче Пермь крайӗнчи музей ӗҫченӗсемпе тӗлпулу иртнӗ. Хӑнасене республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тухса калаҫнӑ, тӗлпулусенче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май пуррине палӑртса хӑварнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче министр ҫумӗ Чӑваш Енре музей ӗҫне епле йӗркелени ҫинчен те ӑнлантарса панӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн патра патшалӑхӑн 3 музейӗ, вӗсен 5 филиалӗ тата муниципалитетсен шайӗнче 12 аваллӑх управҫи ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне вырӑнсенче, хӑш-пӗр пердприяти-организацинче те таврапӗлӳллӗ тата ытти енлӗ музейсем пур.
Пермь крайӗнчен килнӗ хӑнасем Чӑваш патшалӑх ӳнерпе литература, Чапаев музейӗсене, Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейне ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ытти паллӑ вырӑна та ҫитмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |