Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Тенеяльне (Тӑвай районӗ) пысӑк хӑнасем килсе кайрӗҫ. Ялти тӗне кӗмен чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллашма Пӑлхар ҫӗршывӗнчи София хулинчи паллӑ ӑсчахсем кӑмӑл тунӑ: Ружа Нейкова профессор, Болгари ӑслӑлӑх академийӗн этнографӗсем Иво Леонкев тата Славян Стоилов. Вӗсемпе пӗрле ЧПУ профессорӗ, истори наукисен докторӗ Геннадий Ильич Тафаев, Атӑлҫи Пӑлхар обществӑлла фондӑн учредителӗ Юрий Витальевич Дадюков, фондӑн яваплӑ секретарӗ Анатолий Павлов пулчӗҫ.
Ялти клуб умӗнче хӑнасене чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑксем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, чӑваш сӑрипе сӑйларӗҫ. Ял-йыш та нумай пуҫтарӑннӑ. Пӑлхар хӑнисем хӑйсемпе тата вӗсем мӗнле тӗллевпе килнипе паллаштарчӗҫ. Г.И.Тафаев профессор Атӑлҫи пӑлхар чӑвашӗсем ҫинчен питӗ инстереслӗ те ӑнланмалла каласа пачӗ. Ружа Нейкова профессор пӑлхар халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ хушшинчи пӗрпеклӗхсене палӑртрӗ, йӑла-йӗркесен, кӗпе-тумтир ҫинчи эрешсен, пуҫа тӑхӑнмалли тухьян, хушпун пӗрпеклӗхӗ ҫинчен ӑнлантарчӗ. Хӑнасем Тенеялӗнчи чӑвашсен авалхи юрри-ташшипе интересленчӗҫ, уявсене мӗнле ирттерни пирки ыйтса пӗлчӗҫ.
Чӑваш Енре электромеханикӑ колледжӗнче «Ют ҫӗршывра ӗҫлеме пултаракан сварщик» ӑстисене хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ тет. Вӗренӳ Центрне уҫма тата ӗҫне йӗркелеме Голландирен Хенк Бодт (Henk Bodt), Румынирен Хориа Даскау (Horia Dascau) Шупашкара килсе ҫитнӗ иккен. Кусем пуҫне тӗрӗслев ушкӑнне Раҫҫейри сварка ӑстисем тата тӗнче стандарчӗсен ӑстаҫисем килнӗ пулнӑ. Тӗлпулура Чӑваш Ен правительствин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ тет. Тӗрӗслев ушкӑн членӗсем колледж ӗҫне тӗплӗн пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн ҫак вӗренӳ ҫуртӗнче тӗнчипе ӗҫлеме пултаракан ӑста сварщиксене хатӗрлеме май пуррине палартнӑ. Ҫӗнӗ Центр кӑҫалтан «Международный сварщик» (Тӗнчипе ӗҫлеме пултаракан сварка ӑсти) диплом хучӗ алла илме пуҫлаҫҫӗ, унпа вӗсем (шут тытсан, паллах) ют ҫӗршывсенче те ӗҫлеме пултарӗҫ.
Чӑваш Енри евӗр вӗренӳ Центрӗ Раҫҫейре урӑх ҫук иккен. Шупашкарта вӗренсе тухнӑ сварка ӑсти тӗнчери 45 ҫӗршывра ӗҫ вырӑнӗ тупма пултарӗ. Чӑваш Ен каччи-хӗрӗсем ҫак хыпара илтсе пуҫа хывсан питӗ лайӑх пулӗччӗ. Ытти хуласенчен персе ҫитиччен.
Ачасен кӑмӑл-сипетне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне, наци сӗмлӗхне аталантарасси питӗ ҫивӗч тӑрать. Этемӗн ҫак енӗсене ачаранах аталантармасан унран тӑван ҫӗршыва чунтан-чӗререн парӑннӑ чӑн-чӑн этем пулаймӗ.
Тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрени, тӗрлӗ ӗҫ-пулӑмсем ирттерни, чӑвашсен паллӑ ҫыннисемпе тӗлпулусем йӗркелени, тӑван халӑх йӑли-йӗркине ӑша хывни ачасен наци сӗмне вӑйлатать.
Палтай шкулӗнче (Етӗрне районӗ) пултаруллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем йӗркелесе ачасене явӑҫтарасси йӑлана кӗчӗ. Ҫулсерен шкулта ятарласа Чӑваш чӗлхипе литературин уявне ирттерме тытӑнтӑмӑр. Кӑҫал ку уява Чӑваш чӗлхин кунне халалларӑмӑр. Палӑртнӑ кун чӑваш тӗррри-эрешӗпе илемлетнӗ зала лӑк тулли халӑх пуҫтарӑнчӗ. Шкула хӑнана Чӑваш Республикинчи профессилле писательсем Арсений Тарасов, Василий Кервен, «Самант» журналӑн шеф-редакторӗ Владимир Васильевич Степанов, Николай Львович Сапожников — районти этем тата ҫутҫанталӑк центрӗн ертӳҫи, хамӑр тӑрӑхри ҫыравҫӑ, Валерий Муравьев таврапӗлӳҫӗ килсе ҫитрӗҫ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче акан 12-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен И.Я. Яковлевӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ Чӑваш чӗлхипе культурин вункунлӑхне ирттерме палӑртнӑ. Ҫавна май факультет куллен тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Декада Ӑслӑлӑх кунне ирттернинчен пуҫланчӗ. Акан 13-мӗшӗнче вара «Поэзи асамӗ тата куҫару» тесе ят панӑ тӗлпулӑва Анатолий Семенович Смолин килсе ҫитрӗ. Вӑл студентсене паянхи чӑваш поэзийӗ пирки ҫеҫ мар, тӗрлӗ халӑхсен литератури епле аталанни пирки те интереслӗ каласа пачӗ.
А.Смолин хальхи литература процесӗнче сӑвӑҫ пек ҫеҫ мар, ӑста куҫаруҫӑ пулнипе те паллӑ. Вӑл вырӑсларан чӑвашла А.Пушкина, С.Есенина, В.Маяковские, А.Блока,Н.Рубцова т.ыт.те, чӑвашларан вырӑсла Ҫеҫпӗл Мишшине, К.
Ҫурхи кану кунӗсенче Тӑванкас шкул ачисем вӑхӑта савӑнӑҫла та пӗлтерӗшлӗ ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Хӑш-пӗри Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗн музейӗнче пулчӗҫ, теприсем юнашар ялти спорт керменне ҫӳрерӗҫ. Вулама юратаканнисем вара ҫыравҫӑсемпе тӗл пулчӗҫ.
Пирӗн тӑрӑхра ҫак кунсенче Дмитрий Суслин хӑнара пулчӗ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑ шкулта вӗрентнӗ вӑхӑтрах кӗнеке ҫырмаллӑх вӑхӑт тупать иккен. Ун калавӗсемпе хӑйӗн сайтӗнче паллашма пулать имӗш. Тӗлӗнмелле те, Тӑванкас ачисем сайта тупса ҫыравҫӑн хайлавӗсемпе паллашма та ӗлкӗрнӗ иккен.
Хальхи вӑхатра ку ӗҫ пачах та мул кӳмест пулин теДмитрий Суслин хӑйӗн калавӗсене ятарласа ачасем валли ҫырать. Хайлавсенче хальхи вӑхӑтри ҫамрӑк паттӑрсем ӗлек авалхи хастар улӑпсем евӗр ырлӑхшӑн кӗрешеҫҫӗ, усала ҫӗнтереҫҫӗ.
Ӗнер Ҫатра-Лапсар шкулӗ 100 ҫул тултарнине хаваслӑн уявларӗҫ. Тӑван шкула ҫак ҫурхи кун вӗренсе тухнисем, вӗсене пӗлӳ панӑ учительсем тата ытти хӑнасем пухӑнчӗҫ. Ҫатра-Лапсар шкулӗнче пӗлӳ пухса чапа тухнисем те сахал мар пулчӗҫ: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Фёдорова Любовь Владимировна, темиҫе кӗнеке авторӗ, ӳнер музейӗнче вӑй хуракан Иванов-Орков Геннадий Николаевич, режиссёр, чӑвашсен пӗрремӗш нумай ярӑмлӑ «Кӗпер» фильмне лартакан Трифонов Леонид Павлович, тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ Иванова Марина Владимировна тата ыттисем. Чыслав пайне ирттернӗ спорт пӳлӗмӗ, пӗчӗкех мар пулин те, пурне те вырнаҫтараймарӗ те — ларма-тӑма вырӑн ҫукччӗ.
Уяв чаплӑ иртрӗ — шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ, ятарласа килнӗ ушкӑнсем юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗҫ. Нумай-нумай ҫынна хисеп хучӗпе, тав хучӗпе чысларӗҫ. Паллах, шкул кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пама та манмарӗҫ — ӗлӗкхи пирки те, паянхи пирки те.
Уява килнисем час саланмарӗҫ — концертпа чыслав пайӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле вӗреннисем пӗр-пӗринпе пуҫтарӑннишӗн савӑнчӗҫ, хӑйсем пирки каласа пачӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗ — пӗтӗм тӗнчери поэзи кунӗ. Шӑпах ҫак куна халалланӑ та Елчӗкри тӗп вулавӑшри «Чи нумай кӗнеке вулакан» конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗсене паллӑ тӑвассине. Вулавӑшӑн директорӗ Зайцева Л.А. палӑртнӑ тӑрӑх, кун йышши конкурса районта кашни ҫулах ирттереҫҫӗ, ҫапла майпа ҫитӗнекен ӑрӑва кӗнеке тӗнчине кӗрсе кайма пулӑшаҫҫӗ. Паллах, кун йышши конкурссене пӗтӗмлетнӗ чухне шкул ачисене ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу йӗркелесе панине мӗн ҫиттӗр. Хальхинче те районти тӗп вулавӑша Шупашкар хулинчен ҫыравҫӑсем — Марина Карягинӑпа Елен Нарпи — тата Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗн библиотекарӗ Наталья Петроградская килсе ҫитрӗҫ. Ҫыравҫӑ ҫулне мӗнле суйласа илни, кӗнеке епле ҫырӑнни, хайлавсенчи ӗҫ-пуҫ аталанӑвӗ — йӑлтах кӑсӑклӑ ачасемшӗн. Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулни ачасемшӗн усӑллӑ пулассине библиотекарьсем те, вӗрентекенсем те аван ӑнланаҫҫӗ. Ачасем компьютерпа мар, кӗнекепе туслашни вӗсен чун тасалӑхӗшӗн чылай тухӑҫларах. Тата вулама юратакан ачара хӑйӗнче те ҫыравҫӑ пулас ӗмӗт вӑранма пултарать-ҫке. Кӗнеке ҫыракансемпе тӗл пулни вара ҫав ӗмӗте татах ҫирӗплетет кӑна.
Пирӗн литература пуласлӑхӗ — ҫамрӑксенче. Аплӑ тӑк ҫамрӑк ӑру таса чунлӑ та пысӑк пуласлӑха шанса ӳстӗр тесе пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле те пирӗн.
Пирӗн, чӑвашсен, сахал ҫул пурӑнсах тӑван халӑхӑн асне тарӑн кӗрсе юлма пултарнӑ пултаруллӑ та хастар ҫынсем чылай. К.Ивановпа М.Ҫеҫпӗлтенех тытӑнма пулать ку шут хисепне, анчах сӑмахӑмӑр пирӗн саманташ, Кирилл Демьянович Кириллов (1962–1996) — театр критикӗ, тележурналист, ҫыравҫӑ пирки.
34 ҫултах уйрӑлса кайнӑ вӑл пирӗнтен, апла пулин те ячӗ халӑхра ырӑпа тӑрса юлнӑ. Ҫӗн йӗркелӳ тапхӑрӗнче литературӑна, драматургине вӑркӑнса кӗнӗскерӗн, «Чун кирлӗ, чун!» ятлӑ кӗнеки тинтерех ҫеҫ, мӑшӑрӗ Надежда Мефодьевна Кириллова тӑрӑшнипе кун ҫути курнӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшне Кирилл Кириллова астӑвакансем, ун ӗҫне малалла тӑсакансем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пурӑннӑ пулсан театр критикӗ 50 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫак ятпа ЧПГӐИн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ертӳҫи В.А. Ендеров, ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн профессорӗ В.Г. Родионов, «Хыпар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ М.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Хутар ялӗнче Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валери Туркай хӑнара пулчӗ. Пуҫтарӑннӑ ял халӑх умӗнче Туркай хайӗн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑввисемпе паллаштарчӗ, нумайӗшне вуласа пачӗ. Сӑвӑҫ ҫӗршывра пулса иртекен пулӑмсене хӑй евӗрлӗн кӑтартса пани итлекенсене килӗшрӗ, нумайӗшӗ килсене саланма хыпаланмарӗҫ, калаҫӑва хутшӑнчӗҫ. Валери Туркай Хутар вулав ҫуртне хайӗн ҫырӑвӗсен пуххине те парнелерӗ. Ку шутра «Салам, сӑртсен-тусен ҫӗршывӗ!», «Манӑн пил» тата «Шурӑ фарфор чашӑк».
Ҫакӑн евӗр «каҫсем» йышлӑрах пулсан чӑваш чӗлхи аталанас ыйту тапранасса шанас килет.
Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи чӑваш чӗлхи, музыка тата вӑй-хал культури вӗрентекенӗсем Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Геннадий Архиповпа, ЧППУ-н этнопедагогика ӐТИ (НИИ) директорӗн ҫумӗпе Константин Портновпа, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Валерием Тургайпа тӗл пулчӗҫ. Кунтах пичет тата культура ӗҫченӗсем те пуҫтарӑннӑччӗ. Калаҫу ытларах ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва, ҫуралнӑ тавралӑха хисеплеме-юратма вӗрентесси пирки пычӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |