Чӑваш халӑхӗ яланах хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе, тӗллевлӗхӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ, лартнӑ тӗллевсене вара яланах пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Пирӗн республика пысӑках мар пулин те, халӑхӗ вара пирӗн чӑннипех-ҫке маттур. Чӑваш Республики вара хӑйӗн пин-пин юрӑ, пин-пин тӗррипе кӑна мар килленме пултарать, чӑваш ҫӗрӗн халалӗпе чӑмӑртаннӑ спортсменкӑсемпе те мухтанма тивӗҫ.
Ӗнер, утӑн 18-мӗшӗнче, 14:00 сехетре правительство ҫуртӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Универсиадӑран тӑван кӗтӗсе ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ спортсменкӑсемпе тӗл пулнӑ. Йышӑннӑ йӑла тӑрӑх Михаил Васильевич спортсменкӑсене: Екатерина Красновӑна, Ирина Юманова, Кристина Савицкая, Наталья Пучковӑна, Алина Прокопьевӑна пуш аллӑн кӗтсе илмен, хӗрсене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантарас тесе ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Ҫӗнтерҫӗсене саламлама физкультура, спорт тата туризм министрӗ Сергей Мельников, спортменсенкӑсен тренер-вӗрентекенӗсем килсе ҫитнӗ. Чи малтанах Михаил Игнатьев хӗрсенчен вӗсен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, ҫӗнсе илнӗ медальсем ҫинчен те сӑмах хускатнӑ.
— Универсиадӑра хутшӑннӑ спортсменсене пысӑк ҫитӗнӗвӗсемшӗн чун-чӗререн саламлатӑп.
Кӗрлесе иртсе кайрӗ ӗнтӗ Хусанти ҫуллахи Универсиада. Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсемпе эпир тивӗҫлипех мухтанма пултартпӑр. Вӗсем ҫӗнсе илнӗ 9 медаль республика чысӑшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Универсиадӑра вара пирӗн спортсменкӑсем кӑна мар хастаррӑн вӑй хунӑ, республикӑран Хусана ҫул тытнӑ 193 волонтер та хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипех пурнӑҫланӑ теме май пур.
Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ умӗнчи тӳремре волонтерсен делегийӗпе тӗлпулк иртнӗ. 193 ҫамрӑк виҫӗ эрне хушши спорт объекчӗсенче тӑрмашнӑ.
Волонтерсене Чӑваш Енӗн вӗренӳ пайӗ тата ҫамрӑксен политикин министр ҫумӗ Сергей Кудряшов тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗ Олег Викторов салам сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. «Чӑваш Енӗн команди 2013» волонтерсен центрӑн регионаллӑ координаторӗ Софья Белова вара Сергей Владимировича Универсиада дирекцийӗ чысланӑ тав хутне алла тытарнӑ.
Савӑнӑҫлӑ тӗлпулӑва волонтерсем хӑйне евӗр ташӑ флэшмобӗпе вӗҫленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Александр Алка ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫавна халалласа Кӗнеке палати «Тӑван тӑрӑхӑн юрӑҫи» ятпа электрон курав хатӗрлет. Ӑна хатӗрлекенсем ӗнер сӑвӑҫӑн хӗрӗпе Вера Ходорченкопа тӗл пулнӑ.
Кӗнеке палатин ертӳҫи Александр Магарин пичет архивӗн хальхи тӑрӑмӗпе паллаштарнӑ, пичет хучӗсен фондне йӗркелессин тата упрассин вӑрттӑнлӑхӗсене ҫуса панӑ.
Тӗлпулура электрон куравӑн иккӗмӗш пайӗ пирки уйрӑмах сӳтсе явнӑ иккен. Унта Александр Алкан кӗнекисемпе брошюрисем, унӑн хайлавӗсем вырӑн тупмалла. Вера Александровна хӑйӗн енчен май килнӗ таран пулӑшма пулнӑ.
Утӑн 7-мӗшӗнче «Сурские зори» кану базинче «Хавал» уйлӑхӗ 4-мӗш хут пухӑнчӗ. Ҫынсем тӗрлӗрен — ача-пӑчасенчен пуҫласа ваттисем таранах.
«Хавал» уйлӑхра кашни кун тӗрлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, тӗрлӗ теметикӑпа калаҫусем иртеҫҫӗ — историпе, генетикӑпа, чӑваш культурипе. Ытти тӗрлӗ мероприятисемпе те пуян — ирхи хусканусем, таврари кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллашни, тӗрлӗ вӑйӑсем. Ҫавӑнпа та вӗсен кану хаваслӑ иртет, тунсӑхлама вӑхӑт ҫук.
Уйлӑхӑн тӗп вырӑнне чӑваш чӗлхине вӗренесси йышӑнать. Чӑн та, кунта ытларах чӑвашла пӗлменнисем пухӑннӑ, ҫавӑнпа та вӗсемшӗн чӑвашла калаҫни, чӑвашла тӗлпулусем ирттерни питӗ усӑллӑ. Кашни ҫыннӑн пӗлӗвӗ тӗрлӗрен пулнӑран вӗренӳ ушкӑнӗсене те виҫҫӗ йӗркеленӗ — малти ӳсӗмрисем, вӑтам ӳсӗмрисем тата чӑвашла лайӑх пӗлекеннисем.
«Хавал» уйлӑх вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.
Вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче, Венгри ҫӗршывӗнчен ача-пӑча делегацийӗ Шупашкара хӑнана ҫитмелле. Ку йӑлана Шупашкарпа Эгер (вӑл шӑп та лӑп Венгрире вырнаҫнӑ) хулисем тӑванлашнӑ хыҫҫӑн пуҫарса янӑ. Ҫавна май утӑн 14-31-мӗшӗсенче венгр ача-пӑча ушкӑнӗ кану программипе килешӳллӗн сывлӑха ҫирӗплетекен тата пӗлӳ паракан «Бригантина» центрта кун каҫаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ йӗркеленӗ культура мероприятийӗ программипе килешӳллӗн килсе ҫитнӗ хӑнасене хулан паллӑ вырӑнӗсемпе, наци историйӗпе тата йӑла-йӗркисемпе паллаштарӗҫ, ҫавӑн пекех хула музейӗсенче, кану паркӗсенче, кондитер фабрикинче, тӗрлӗ предприятисенче экскурсисем иртерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне венгр ача-пӑчисем хула ҫамрӑкӗсемпе тӗл пулӗҫ. Ку икӗ тӗрлӗ хулари ҫамрӑксем хушшинче туслӑ ҫыхӑнусене йӗркелеме пулӑшӗ.
Пӗлме, 2007 ҫулта Шупашкарти пултаруллӑ ача-пӑча ушкӑнӗ Эгер хулин муниципалитечӗ йыхравӗпе «Культурӑсен тӗлпулӑвӗ» халӑхсем хушшинчи ача-пӑча лагерьне кайса курнӑ. Унта вӗсене хула историйӗпе, культурипе, паллӑ вырӑнӗсемпе, йӑла-йӗркесемпе паллаштарнӑ.
«Хӗрлӗ парӑс» уйлӑха ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата чикӗ леш енчи чӑваш диаспорин ачисене ҫулсеренех канма пухаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен кану тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, смена утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Канма Пушкӑрт тата Тутар, Мари Эл, Беларуҫ республикисенчен, Ӑренпур, Пенза, Самар, Сарту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен тата Мускав хулинчен 46 ача килсе ҫитнӗ. «Хӗрлӗ парӑса» лекиччен вӗсен хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енпе кӑтартма тивнӗ. Мӗншӗн тесен уйлӑха килмелли путевкӑсемпе вӗсене пултарулӑх конкурсӗсенче палӑрнӑшӑн хавхалантарнӑ.
Вӗсемпе республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ.
«Сывлӑх сунатпӑр», — тесе кӗтсе илнӗ вӗсем министра. Пысӑк хӑнана вӗсем туслӑх сулли парнеленӗ. Уйлӑхра канакансене Вадим Петрович республикӑн культура пурнӑҫӗ, Чӑваш Енӗн паллӑ вырӑнӗсемпе ҫыннисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Уйлӑхра вӑхӑта ирттернӗ вӑхӑтра ачасем республикӑри пултаруллӑ чӑвашсемпе тӗл пулӗҫ, ҫӗннине-кӑсӑклине самай пӗлӗҫ.
Сӑнсем (10)
Паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Болгари Республикин Раҫҫейри полномочиллӗ элчипе Бойко Коцевпа тӗл пулнӑ. Хӑна ӑна «Самар хӗресӗ» паллӑпа чысланӑ. Ӑна ҫӗршывсем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарассишӗн ҫине тӑракан Болгари тата Раҫҫей ҫыннисене параҫҫӗ иккен. Наградӑна Болгарие османсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 135 ҫул ҫитнӗ май кӑларнӑ.
Тӗлпулура енсем ӗҫлӗ ҫыхӑнусене аталантарссине сӳтсе явнӑ. Экономикӑпа туризма аталантарма Шупашкар тата София хуласене самолетпа ҫыхӑнтарас шанчӑк пур.
Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, республика тӗп хулине ӗҫпе Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ сучӗн судьи Александр Зырянов килсе ҫитнӗ.
Шупашкар хӑни Республика Элтепӗрепе, Михаил Игнатьевпа, тӗл пулнӑ. Тӗлпулура Зырянов республика пуҫлӑхне мӗн тӗллевпе килни пирки каласа панӑ — кунта вӑл планпа тӗрӗслев ӗҫне ирттерме палӑртнӑ иккен.
Унсӑр пуҫне аслӑ судья республикӑри мӗнпур суд ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухасси ҫинчен пӗлтернӗ. Ятарлӑ комисси паянхи куна Шупашкарти Мускав тата Ленин районӗн сучӗсене тӗрӗслеме те ӗлкернӗ.
Тӗлпулура Михаил Игнатьевпа Александр Зырянов республикӑри суд системине ҫӗнӗтес ыйтӑва хускатнӑ. Суд органӗсен пахалӑхне ӳстересси ҫинчен сӑмах ҫӗкленӗ.
Хӗрлӗ хӗрес обществи пирки маларах вӗҫӗмех аса илтеретчӗҫ-ха. Халӗ темӗнле ыркӑмӑллӑх фончӗ те пур та, вӑл хӑлхаран кайман сӑмах тееймӗпӗр. Ҫапах та Хӗрлӗ хӗрес обществи халӗ те ӗҫлет иккен. Ытларикун Чӑваш Ен Элтеперӗ Раҫҫейӗн Хӗрлӗ хӗрес обществин председателӗпе Раиса Лукутцовӑпа тӗл пулнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ене вӑл кунти халӑха гуманитари пулӑшӑвӗ мӗн чухлӗ кирлине пӗлессишӗн килсе ҫитнӗ иккен.
Раиса Лукутцкая сӑнанӑ тӑрӑх, Чӑвашра инкексем сахал пулаҫҫӗ иккен. Вӑл республикӑн Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви Хӗрлӗ хӗрес обществипе килӗштерсе ӗҫленине те палӑртнӑ.
Михаил Игнатьевпа Раиса Лукутцкая инфекци чирӗсем, туберкулёз, ВИЧ-инфекци сарӑласран туса ирттермелли ӗҫсем пирки те калаҫу пуҫарнӑ.
Красноармейскинче Бавари Ҫӗрӗн Лапперсдорф общинин (районӗн) делегацийӗ пулса курчӗ.
Ун йышӗнче — 19-ӑн, ҫав шутра Эрих Доллингер бургомистр мӑшӑрӗпе — Йоханнапа тата Ханс Тодт альтбургомистр мӑшӑрӗпе — Каролинӑпа, ыттисем — община парламенчӗн депутачӗсем, хуҫалӑхсен, вӗрентӳ, культура, коммуналлӑ организацисен ертӳҫисем. Ҫулҫӳреве икӗ ен туслӑх кӗперне хывнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Делегацине Трак вӑтам шкул вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе тата юрӑпа тарават кӗтсе илчӗҫ.
Шкул директорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Г. Юлмасова вӗрентӳ учрежденийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. «Эпир чылай проекта пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлетпӗр, ҫав шутра нимӗҫ чӗлхине республикӑра анлӑрах сарас енӗпе те. Ку чӗлхене ачасем юратса вӗренеҫҫӗ, ҫӑмӑллӑнах калаҫма хӑнӑхаҫҫӗ. Пирӗн шкулта пӗлӳ илнӗ вунна яхӑн ҫамрӑк хӑйӗн пурнӑҫне Германипе ҫыхӑнтарнӑ. Ачасен пӗр ушкӑнӗ кӗҫех Англире ҫулҫӳревре пулса курать», — пӗлтерчӗ Галина Илларионовна.
Чӑваш апатне — хуран куклине — тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн инҫетри ҫывӑх туссем шкулпа паллашрӗҫ: пуҫламӑш классен пӳлӗмӗсене, этнопедагогика музейне кӗрсе курчӗҫ, «Ачасен Арбачӗн» ӗҫне хутшӑнчӗҫ, ачасене сувенирсем пачӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |