Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче Чӑваш телевиденийӗ хӑнара пулчӗ. Алена Алексеева ҫыравҫӑпа ӳкеревҫӗ Александр Яковлев Якуртушкӑнь тата Юманай ялӗсене ҫитсе курчӗҫ.
Пӗрремӗш тӗлпулу Якуртушкӑнти вӑтам шкулта иртрӗ. Кунта Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Албутова Н.М. вӗрентекенӗн ачисем хӑйсен хайлавӗсемпе сӑввисене вуланӑ, чӑваш кӗпи илемне чӑваш ташшинче кӑтартнӑ. Унтан хӑнасем умӗнче юрӑпа ташӑ халӑх ушкӑнӗ «Шанчӑк» хайӗн пултарулӑхӗпе киллентернӗ. Сӑмах май, «Шанчӑка» Л. Григорьева темиҫе ҫул ӗнтӗ ертсе пырать. Якуртушкӑнь тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе юррӑ-ташӑ кашни килтех, ӗҫре те ӗҫкӗре те.
Тепӗр тӗлпулу Юманай ялӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Архипов Севастьян Михайловичпа пулчӗ. Севастьян Михайлович Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче паллӑ ҫын, ӗмӗрне ял ачисене ӑс парас ӗҫре ирттернӗ. Ҫартан таврӑнсан вырӑс чӗлхи, истори тата географи вӗрентнӗ, юлашки вунӑ ҫулне шкул ертӳҫинче тӑрмашнӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче Чӑваш телевиденийӗ хӑнара пулчӗ. Алена Алексеева ҫыравҫӑпа ӳкеревҫӗ Александр Яковлев Якуртушкӑнь тата Юманай ялӗсене ҫитсе курчӗҫ.
Пӗрремӗш тӗлпулу Якуртушкӑнти вӑтам шкулта иртрӗ. Кунта Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Албутова Н.М. вӗрентекенӗн ачисем хӑйсен хайлавӗсемпе сӑввисене вуланӑ, чӑваш кӗпи илемне чӑваш ташшинче кӑтартнӑ. Унтан хӑнасем умӗнче юрӑпа ташӑ халӑх ушкӑнӗ «Шанчӑк» хайӗн пултарулӑхӗпе киллентернӗ. Сӑмах май, «Шанчӑка» Л. Григорьева темиҫе ҫул ӗнтӗ ертсе пырать. Якуртушкӑнь тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе юррӑ-ташӑ кашни килтех, ӗҫре те ӗҫкӗре те.
Тепӗр тӗлпулу Юманай ялӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Архипов Севастьян Михайловичпа пулчӗ. Севастьян Михайлович Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче паллӑ ҫын, ӗмӗрне ял ачисене ӑс парас ӗҫре ирттернӗ. Ҫартан таврӑнсан вырӑс чӗлхи, истори тата географи вӗрентнӗ, юлашки вунӑ ҫулне шкул ертӳҫинче тӑрмашнӑ.
«Тантӑш» хаҫат — шкул ачисен юратнӑ хаҫачӗсенчен пӗри. Республикӑри тата ун тулашӗнчи чӑваш ачисен пурнӑҫне, вӗренӗвне, ӗҫне-хӗлне ҫутатаканскере кашниех кӑсӑкланса вулать.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Елчӗкри ачасемпе ҫамрӑксен ҫуртӗнче «Тантӑш» хаҫатра ӗҫлекенсем районти шкул ачисемпе тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулчӗҫ. «Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ В.Николаев хаҫат ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, «Тантӑш» хаҫата, «Тетте» тата «Самант» журналсене 2012 ҫулта илсе тӑрас енӗпе ирттерекен конкурс, «Хаҫатри хаҫат» проект пирки каласа пачӗ.
«Хаҫатри хаҫат» проектӑн тӗллевӗ — «Тантӑш» хаҫата интереслӗрех кӑларасси, юнкорсен хастарлӑхне ӳстересси», — терӗ вӑл. Малалла «Тантӑшра» «Хаҫатри хаҫат» тухма пуҫлӗ. Ҫак хаҫатӑн редакторӗ те, пулӑшаканӗсем те пулӗҫ. Ачасем хӑйсем ҫырнӑ заметкисене, статйисене, сӑвви-калавӗсене тата ыттисене те хаҫатра пичетлесе кӑларӗҫ.
Журналистсем ҫамрӑк ҫыравҫӑсене блокнот тата ручка парнелерӗҫ, хаҫатпа туслӑ ҫыхӑну тытма сӗнчӗҫ.
Тӗлпулӑва Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗнче ӑс пухакан Корнилова Марийӑпа Смирнова Анна тата вӗсен вӗрентекенӗ Круглова Н.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх тӑван ҫӗршывӑн шанчӑклӑ хуралҫисене чыслать. Ҫак пысӑк уяв умӗн Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗсене ӑс хывакансем нумай ӗҫ палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — Мингалев Александр Егорович спецназ ветеранӗпе тӗлпулу йӗркелени.
Вӑл хӑй ҫырнӑ юрӑсемпе Чечен вӑрҫин тискерлӗхне, паянхи ҫӗршыв хуралӗнче тӑракан паттӑр салтаксен сӑнарне шкул ачисемпе учительсем патне ҫитерчӗ.
Пирӗн ҫӗршывӑн паттӑр салтакӗсем ҫын ҫӳремен шурлӑхра, кайӑк ларман ту хысакӗнче, кашкӑр кӗмен вӑрман чӑтлӑхӗнче — тӑван ҫӗршывӑн кашни утӑмӗнче тискер тӑшмана ҫунтарнӑ. Этемлӗх нумай вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ. Анчах вӑрҫӑ хӑйне яланлӑхах тӗп тумасӑр та ҫӗршыв салтак ӳстерме пӑрахмӗ. Усал вӑя хирӗҫ аслӑ вӑй кирлӗ. Сывӑ, маттур, шанчӑклӑ пулма пилленӗ ҫамрӑксӗне аслӑ ӑру. Ҫак пил яланах пирӗн асра.
Александр Егорович шкулсенче хӑюлӑх, хастарлӑх, паттӑрлӑх урокӗ ирттерни паянхи ҫамрӑк ӑрушӑн питӗ кирлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче юн тӑкнисене, Чечен Республикинче, Афганистанра пулнӑ интернационалист-салтаксене, паянхи ҫӗршыв хуралӗнче тӑракансене пуҫ тайса ҫапла калатпӑр: «Паттӑрсен ӗҫне-хӗлне нихҫан та манмӑпӑр, ӑна хамӑр хастарлӑхпа пуянлатса пырӑпӑр!
Кашни ҫулах нарӑс уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа вӑтам шкулӗнче унта вӗреннисемпе тӗлпулу ирттереҫҫӗ. Ку тӗлпулӑва 1998 ҫултан пуҫласа юбилейлӗ (10, 20, 30, 40, 50, 60) выпусксене чӗнетчӗҫ. Пӗр ҫаврӑм пулнӑ хыҫҫӑн 10 ҫул хушши пӗрле вӗреннисене чӗнме тытӑнчӗҫ.
Кӑҫал вара 1971-1982 ҫулсенче пӗрле вӗреннисене чӗннӗ. Пин ытла вӗсем. Шатӑр сивве пӑхмасӑр (Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫак кун 30 градус сивӗ тӑчӗ) Тури Туҫа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ 200 яхӑн ҫын пухӑнчӗ.
Мӗн кӑна асаилмерӗҫ пулӗ! Вӑтӑршар ҫул пӗр-пӗрне курманнисем куҫҫуль кӑлармасӑр чӑтаймарӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулу туса панӑшӑн тӑван шкула тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Ҫӗн Ҫул пуҫланнӑ пуҫланман, ачасем ҫул синче асархануллӑ пулчӗр тесе, тата ҫулҫӳрев саккунӗсене ҫирӗпрех астуччӑр тесе Ҫӗмерле тӑрӑхӗнчи Якуртушкӑнь, Хутар, Юманай ялӗсен шкулӗсенче Ҫӗмӗрле хулипе районӗн йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем тӗлпулусем иртерчӗҫ. Калаҫусем 8-11-мӗш классенче вӗренекен ачасемпе пулса иртрӗ. Ҫулҫӳрев саккунӗсемсӗр пуҫне Пуҫилле тата Граждан Кодекссен хӑш-пӗр пайӗсене пӑхса тухрӗҫ, асӑрхатарчӗҫ, ӑнлантарчӗҫ. Ачасем хушшинче ҫамрӑка интереслӗ ыйтусем паракансем те пулчӗҫ.
Тӗлпулӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӑмахсемпе пурте килӗшрӗҫ: халӑх хушшинче пурӑнса ҫынсем пек пурӑнма тӑрӑшмалла, йӗркене пӑхӑнмалла, тӗрӗс ҫулпа утмалла.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Хапӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта А. Емельянов ҫыравҫӑн 80 ҫулхи юбилейне халалласа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш чӗлхи уйрамӗнче ӗҫлекенсем хушшинче ӗҫлӗ тӗлпулу пулать. Ҫав тӗлпулӑва А. Емельяновӑн тӑванӗсене, ӑна ҫывӑх пӗлекенсене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ачисем хайсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулахӗ ҫинчен, унӑн паллӑ хайлавӗсене тишкерӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасем те писатель пултарулахӗ пирки ҫӗнӗ хыпарсем илсе килме шантарчӗҫ.
Тӗлпулу ирхине 10 сехетре пуҫланать, пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.
Ӗнер, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» кафере чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан сумлӑ ҫынсем пухӑнчӗҫ — иртсе каякан ҫулталӑкри ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсене асӑнчӗҫ, малашнехи пирки калаҫрӗҫ. Мероприятие вара «Чӑваш Ен» наци радиовӗн корреспонденчӗ Ольга Деменцова ертсе пычӗ.
Нумайӑнтарах пухӑнма хӑшӗ-пӗрне тулта алхасакан ҫанталӑк чарчӗ пулсан та пӳлӗме ҫынсем ҫителӗклех пуҫтарӑнчӗҫ: Сарри Мишши, Праски Витти, Енилин Николай Аристархович, Пётр Пупин, Виталий Станьял, Тимӗр Тяпкин, Олег Прокопьев, Арсений Тарасов, Николай Ишентей, ыттисем. Хускатнӑ ыйтусене асӑнас пулсан ытларах чӑваш халӑхне пӗрлештерме пултаракан пӗр-пӗр никӗсе шыраса тупмалли пирки калаҫрӗҫ. Халӑх интеллигенцийӗ пирки те сӑмах пулчӗ — ӑҫта ун пулмалла, мӗнле ӗҫлемелле. Олег Прокопьев чӑвашла пайта тума вӗренейменни пирки ӳпкелерӗ. Депутатсемпе, Шупашкар хулин ертӳҫисемпе тата район пуҫлӑхӗсемпе тачӑрах ӗҫлеме сӗнӳсем пулчӗҫ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗнче Г. Хирпӳ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май юрӑ-кӗвӗллӗ тӗлпулу иртрӗ. Мероприятие Светлана Асамат сӑвӑҫ тата Г. Хирпӳ мӑнукӗ — филологи ӑслӑхӗн кандидачӗ Мария Петухова хутшӑнчӗҫ.
Г. Хирпӳ мӑнукӗ пуҫтарӑннисене хӑйӗн кукашшӗ ҫинчен каласа пачӗ, сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарчӗ. Культура институтӗнчен ятарласа килнӗ вокалистсем темиҫе юрӑ юрласа пачӗҫ.
Юпан 19-мӗшӗнче Вӑрманкас Ухман (Канаш районӗ) ялти тӗслӗх вулавӑшӗнче вулакансемпе кӑсӑклӑ та информаципе пуян калаҫу-тишкерӳ иртрӗ. Ӑна библиотека ӗҫченӗсем Виталий Енӗш 70 ҫул тултарнине халалласа хатӗрлерӗҫ, ҫавӑнпа ячӗ те ҫак куна ҫывӑхччӗ — «Виталий Енӗш — ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ тата тӑлмач».
Мероприятине пухӑннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ, ҫыравҫӑ пирки тем те пӗр кӑсӑкли пӗлчӗҫ — калаҫӑва ирттерекен ун пурнӑҫне, пултарулӑхне тӗплӗн сӑнласа пачӗ. Виталий Григорьевичӑн тӗп хайлавӗсемпе те паллашрӗҫ — ку тӗлӗшӗнчен вара ҫыравҫӑн «Ҫӗр тӗрекӗ», «Чун кӑварӗ», «Пурҫӑн йӑлмак» кӗнекисем пулӑшрӗҫ.
Виталий Енӗш 1941 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра токарь, слесарь, Пушкартстанри Авӑркас район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. «Капкӑн» журнал редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. Пултарулӑх анине «Ялан халӑхпа пӗрле» очеркпа кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |