Китайри Фуцзянь провинцинче пурӑнакан хӗрарӑм, iPhone 14 Plus вӑрлама шут тытса, смартфона вӑрласа каясран лавккари сӗтелпе кӑкарнӑ троса кӑшласа татнӑ.
Ҫакӑн пек хӑйне евӗрлӗ вӑрламалли меслет видеосӑнав камерине лекрӗ: видео ҫинче вӑрӑ малтан трос ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӗр-икӗ хутчен ҫыртса пӑхнӑ, унтан, никам та сӑнаманнине курсан, ӑна кӗппипех кӑшласа татнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, South China Morning Post ҫырнӑ тӑрӑх, китаянка смартфона сумкӑна пуҫтарса чикнӗ те лавккаран тухса кайнӑ.
Ҫапах та вӑрӑна лавккаран тухса кайсан ҫур сехетрен ярса тытнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна 7 пин юаньлӗх сиен кӳнӗшӗн айӑплама йышӑннӑ, ку вӑл пирӗннипе шутласа 95 пин тенке яхӑн.
Усал шухӑшлӑ хӗрарӑм хӑй каласа панӑ тӑрӑх, йӗркене ҫакӑн пек пӑсма ӑна ҫӗнӗ iPhone туянас ӗмӗт хӗтӗртнӗ, анчах та ҫак хаклӑ япалана туянма унӑн укҫи пулман имӗш.
Исланди ҫыранӗсенчен инҫе мар вырнаҫнӑ Тридрангар маяк Атлантика океанӗн хумхануллӑ шывӗ ҫийӗнче хӗрӗх метра яхӑн ҫӳллӗшре ларать. Ҫак тӗнче хӗрринчи цивилизацин тӗпренчӗкӗ пек улах вырӑна шутласа кӑларма та йывӑр пулӗ, вӑл чӑнкӑ чул сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ, ун тӑрринчен тӗлӗнмелле тавралӑха сӑнама май пур.
Маяк пӗр-пӗринпе юнашар тӑракан виҫӗ чӑнкӑ чул сӑртсен чи ҫӳлли ҫинче вырнаҫнӑ. Пӗр енчен пӑхсан ҫак Háidrangur ятлӑ хысак питӗ шӗвӗр пек туйӑнать, анчах чӑннипе унӑн тӑрри самай лаптак та сарлака. Унта вертолетпа ҫеҫ ҫитме май пур. Утрав ҫине вӗҫме чи малтанах уяр та пӗлӗтсӗр ҫанталӑк кирлӗ. Исландире вара ку сайра хутра кӑна пулать.
Исланди ҫыранӗсем патӗнче вырнаҫнӑ Вестман утравӗ ҫинче Тридрангар маяка 1939 ҫулта туса лартнӑ. Вӑл вӑхӑтра вертолетсемпе усӑ курма тытӑнайман-ха, ҫавӑнпа та океан варринче тӑракан чӑнкӑ чул сӑрт ҫинче ӑна тӑвасси ҫав тери йывӑр ӗҫ шутланнӑ.
«Чи малтанах пирӗн чул ту тӑррине ҫул хывмаллаччӗ. Ку тӗлӗшпе пире Вестманнаэйяр утравӗсенчи ӑста скалолазсем пулӑшрӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем планетӑсен парадне курайӗҫ. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче, «Чебоксары в курсе» ятлинче, пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ пулӑм — питех те сайра-хура пулаканскер. Тата тӗрӗсрех каласан, 20 ҫулта пӗрре.
Планетӑсем парада ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тӑрса тухӗҫ. Тӑрса мар-ха. Парада тӑнӑн йӗркипе курӑнӗҫ.
Пӗр йӗр ҫинче ҫав кун Сатурн, Нептун, Юпитер, Меркурий тата Уран курӑнӗ.
Ҫутҫанталӑкри сайра тӗл пулакан пулӑма асӑрхас тесен ятарлӑ хатӗр кирлӗ мар. Планетӑсен парадне нимсӗрех курма май килӗ. Пӑхма манса каймалла мар кӑна.
Китайри Сиань хулинче паян пӗрремӗш хут «Китай — Тӗп Ази» саммит уҫӑлать, унта унччен совет союзне кӗнӗ пилӗк республикӑн лидерӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Ҫӗнтерӳ парадӗнче тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Казахстан, Киргизи, Таджикистан, Узбекистан тата Туркменистан президенчӗсем КХР председателӗпе Си Цзиньпинпа тепӗр хут тӗл пулусен ярӑмне ирттерӗҫ. Кун пирки «Коммерсант» кӑларӑм пӗлтерет.
Ҫак ҫӗршывсен суту-илӳпе экономика хутшӑнӑвӗсене аталантармалли сӑлтав — вӗсен экономикисем кӑтартакан ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗ пысӑк пулни, ҫакна тӗнчери организацисем те ҫирӗплетеҫҫӗ. 2023 ҫулта МВФ Тӗп Азипе Кавказ республикисен экономики 4,2% шайӗнче ӳсӗ тесе шутлать. Пӗлтӗр, МВФ хакланӑ тӑрӑх, ӳсӗм малтанхи прогнозсенчен иртнӗ: кӑтарту 4,8% ӳснӗ.
Пекин совет союзӗнчен юлнӑ уҫлӑхӗн кӑнтӑр пайӗнче пӗртен пӗр ертсе пыракан вӑй пулма тӑрӑшни ку тӑрӑха АПШ тата Европӑри вӗсен партнерӗсем вӑйлӑрах та вӑйлӑрах витӗм кӳме хӑтланнипе сӑлтавлама пулать.
Швецире электромобильсен аккумуляторӗсене ҫулпа пынӑ чухнех авӑрлама май паракан тӗнчери пӗрремӗш ҫула тума палӑртнӑ. Ҫак технологи электромобиль батарейисен хӑватне 70% чакарма тата электромобильсен ҫулӗ ытла кӗске пулнӑран вӗсен шутне ӳстерме чаракан ҫитменлӗхе пӗтерме май парасса кӗтеҫҫӗ.
Швецире ҫулпа пынӑ хушӑран аккумулятора авӑрлакан системӑллӑ тӑватӑ опытлӑ участок пур пулин те ҫӗнӗ проект ыттисенчен хӑйӗн масштабӗпе уйрӑлса тӑрать, тата ҫитменнипе вӑл пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме Швецин транспорт администрацийӗ (Trafikverket) подрядчика тупас тӗллевпе конкурс ирттерет.
Электричествӑпа тивӗҫтерме мӗнле технологипе усӑ курассине хальлӗхе палӑртман-ха, анчах та мӗнпур вариантсене те пӑхса тухаҫҫӗ — проводлисене те, проводсӑррисене те, вӗсен шутӗнче: провод карса тухнисем те пур, ток яракан электричествӑпа тивӗҫтерекен рельссем те, ҫул ӑшне вырнаҫтарнӑ индукци катушкисем те. Электрификациленӗ трасса Халлсбергпа Эребру хушшинчи E20 автострада ҫинче вырнаҫӗ, вӑл суту-илӳ тӗлӗшӗпе тиев турттармашкӑн машшинсемпе анлӑ усӑ куракан транспорт коридорӗ шутланать.
Никарагуара африкӑланӑ пыл хурчӗсем тапӑннӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫын, ҫав шутра пӗр ача, вилнӗ. Кун пирки вырӑнти La Nueva Radio YA кӑларӑм пӗлтерет.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Сан-Себастьян-де-Яли хулинче 45 ҫын ларса пыракан автобус 50 метрлӑ ҫырмана чӑмнӑ. Унта вара кофе плантацийӗсем тата Африка валли ӗрчетнӗ пыл хурчӗсен вӗллисем пулнӑ.
Шар курнӑ пассажирсем автобусран тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫине вӗҫекен кӑпшанкӑсем тапӑннӑ. Ҫын вӗлерекен пыл хурчӗсене пула ултӑ ҫын, вӗсен хушшинче 47 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн сакӑр ҫулхи хӗрачан, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтернӗ тӑватӑ ҫулхи арҫын ачана госпитализациленӗ, унӑн сывлӑхӗ пит йывӑр.
Полицейскисем хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи инкек мӗнле сиксе тухнине тата аварин сӑлтавӗсене палӑртаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл техника юсавсӑрлӑхне пула пулнӑ, ӑна пула 22 ҫулти водитель автобуса итлеттереймен.
Гарвардри ӑсчахсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, XV ӗмӗр варринче викингсем Гренландирен тинӗс шайӗ вӑйлӑ хӑпарнипе тата пӗрмай шыв илнине пула пӑрахса кайнӑ. Naked Science ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ялсем патне питӗ ҫывӑха ҫитнӗ, кӗтӳ ҫӳретмелли улӑхсене ярса илнӗ, ҫавна пула ҫӗр тӑварланса кайнӑ та тыр-пул ӳсме пӑрахнӑ.
Ҫурҫӗр Америкӑна — Гренландин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енне — Европа ҫыннисенчен чи малтан викингсем ҫитнӗ. X ӗмӗр вӗҫӗнче скандинавинчен тухнисем виҫӗ пысӑк ял никӗсленӗ, унта вӗсем 500 ҫула яхӑн пурӑннӑ.
Викингсене утрава пӑрахса кайма мӗн хистени пирки ӑсчахсем паянхи кун та тавлашаҫҫӗ. Чи анлӑ сарӑлнӑ версисем хушшинче: политика тӗлӗшӗнчи йывӑрлӑх, социаллӑ хумхану тата ҫутҫанталӑк улшӑнни.
Гарвард ӑсчахӗсем шутланӑ тӑрӑх, вӑрттӑнлӑх кӑларса тӑратакан миграцин тӗп сӑлтавӗ тинӗс пулса тӑнӑ — ун чухне вӑл вырӑнти экономикӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.
Тӗпчевҫӗсем ҫав вӑхӑтри климата уҫса паракан даннӑйсене тӗпченӗ, Гренланди пӑрлӑхӗ мӗн таран ӳснине модельлесе пӑхнӑ. Викингсем утрава пӑрахса кайни вара шӑп та шай пысӑках мар пӑрлӑх тапхӑрӗ пуҫламӑшӗпе пӗр килни палӑрнӑ.
Тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ Раҫҫейпе Корейӑри специалистсен ушкӑнӗ пӗрлехи вӑйпа инновациллӗ транзистор шутласа кӑларнӑ, вӑл хальхи вӑхӑтри аналогсен ҫитменлӗхӗсемсӗр пулса тухнӑ, ACS Nano публикацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл ӑшша нумаях ҫухатмасӑр сигнала питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа куҫарма пултарать.
Тӗпчевҫӗсем хӑйсен ӗҫне ҫак результат таран «наноэкситонлӑ транзистор» хатӗрлесе пурнӑҫлама пултарнӑ, унта шалти сийлӗ тата сийсем хущшиллӗ экситонсемпе усӑ курнӑ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурма проводниксенче ҫутӑ пайӑркишӗн яваплӑ экситон квазипайӗсем ҫӗнӗ ӑрури эмисси элеменчӗсене тума кирлӗ, вӗсенчен ӑшӑ сахалрах саланать, малашлӑхра вӗсемпе ҫавӑн пекех квантлӑ технологисенче те усӑ курма май пулӗ.
Тӗпчевҫӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, шалти сийсенчи экситонсем горизонтальлӗ вырнаҫасшӑн, сийсем хушшинчисем вара — вертикальлӗ. Ҫак структурӑсем пӗрешкел маррине пула тата частицӑсен ҫутӑ эффективлӑхӗ пӗчӗк пулнине кура нановиҫеллӗ уҫлӑхра ҫак пайсене ӑсчахсене тивӗҫлӗ шайра тытса тӑма йывӑр пулнӑ, анчах ку йывӑрлӑха вӗсем экситонсен тачӑлӑхӗпе ҫутӑлӑхне инҫет мелпе контрольлесе тӑрса ҫӗнтернӗ.
Тӗнчере «цифрӑллӑ тӗпел» аталанма пуҫлать пулас. Апла-и, капла-и, виҫӗ виҫеллӗ пичет пулӑшнипе нумаях пулмасть нумай сийлӗ торт хатӗрлеме май килнӗ.
Америка университетӗнче 7 компонентран — печенирен, арахис ҫӑвӗнчен, шӑккалат массинчен, банан нимӗрӗнчен, ҫӗр ҫырли повидлинчен, чиерен тата глазурьтен — тӗрлӗ чизкейк хатӗрлеме пултаракан ятарлӑ аппарат шутласа кӑларнӑ. Тутлӑ апат-ҫимӗҫе хатӗрленӗ чухне питӗ тӗрӗс кӑтартакан лазерпа та усӑ курнӑ.
Ҫиелтен пӑхсан ӑстаҫӑсем хатӗрленӗ апат сумлӑ кулинари конкурсӗсене хутшӑнаканнисенчен чылай япӑхрах курӑнать пулин те, ҫапах та ҫакӑ апата хатӗрлес ӗҫре виҫӗ виҫеллӗ пичетпе усӑ курма май пуррине кӑтартса парать.
Ингредиентсене лазерпа усӑ курса (урӑхла каласан, пысӑк температура унта самай витӗм кӳрет) хатӗрленине пула кун пек апата ытлах усӑллӑ теме ҫук. Ҫапах та асӑннӑ меслетпе усӑ курсан апата хатӗрленӗ чухне калори виҫине тӗп-тӗрӗс пӑхӑнма май пур.
Тен, ӑстасем кӑтартнӑ ҫак технологие тӗпе хурса, каярах кашни уйрӑм ҫын валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелли меслете лайӑхлатма та пултарӗҫ, вӑл тухӑҫлӑрах ӗҫлеме тивӗҫ тата усӑллӑ апат хатӗрлеме пултармалла.
Кунашкал ыйту лартсан эсир, ахӑртнех, Чилин ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Атакама пушхирӗ ҫинчен шухӑшланӑ пулӑттӑр. Ма тесен час-часах ӑна тӗнчери чи типӗ пушхир тесе палӑртаҫҫӗ. Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта пӗр тумлам шыв та ӳкмен тапхӑр 400 ҫул тӑсӑлнӑ, 1570 ҫултан пуҫласа 1971 ҫулччен. Атакама пушхирӗ, тен, чи типӗ пушхир те пулӗ, анчах Ҫӗр чӑмӑрне илес пулсан вӑл чи типӗ вырӑн мар.
Планетӑн чи типӗ вырӑнӗ Антарктидӑра, Виктори Ҫӗрӗ районӗнче, ӑна Мак-Мердо айлӑмӗ ят панӑ. Ку лаптӑк 4 800 ҫм² йышӑнать, унта юр ҫук. Улттӑмӗш континентӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкне илсен унӑн калӑпӑшӗ 0,03% пулать.
Мак-Мердо айлӑмне ҫӳллӗ тусем хупӑрласа илнӗ, вӗсене пула ку вырӑна Тухӑҫ-Антарктика пӑрлӑхӗ сарӑлаймасть. Антарктика енчен вӗрекен типӗ ҫилсен хӑвӑртлӑхӗ 320 км/сех таран ҫитет, вӗсене пула тусем ҫинчи юр вӗҫсе каять, сывлӑш юхӑмӗсем аяларах аннӑҫемӗн температура хӑпарма пуҫлать те пӗтӗм нӳрӗк пӑсланса пӗтет. Юрпа ҫумӑр ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ӳкме ӗлкӗреймест, вӗсем самантрах пӑсланса пӗтеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |