Ҫулланнӑҫем илемлӗ ҫут тӗнче,
Тӗнче варри — тӑван ҫӗршывӑмӑр.
Петӗр Хусанкай
2006-мӗш ҫулта, шӑп 15 ҫул каялла ман Эстони чӑвашӗсем патӗнче пулса курма тӳр килнӗччӗ. Питӗр хулинчи Ленсовет ячӗллӗ театрӑн сцени ҫинче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ кунлӑх гастролӗ иртрӗ. Вӑл спектакльсене Эстони ҫӗршывӗнчи Нарвӑпа Таллин хулисенче пурӑнакан чӑвашсем те пырса курчӗҫ. Аякри йӑхташсем ҫапла пӗр пулса ӗҫлеме пултарни пире савӑнтарчӗ те, тӗлӗнтерчӗ те. Чӑваш ушкӑнӗсем Эстонире иккӗ: пӗри Нарва хулинче — ӑна Лидия Григорьева (Муркаш районӗнче ҫуралнӑ) ертсе пырать, тепри — Таллинра, ун тилхепине малтан вунӑ ҫул ытла Герман Викторов моряк тытса пынӑ (Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ), халӗ вара тӑватӑ ҫул Ираида Захарова (Елчӗк районӗнчен) йӗркелесе тӑрать. Эстонири Чӑваш культура обществи пӗлтӗр хӑйӗн вунпилӗк ҫулне паллӑ тунӑ, ӑна Эстони ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен Ассоциацине кӗртнӗ. Ҫак маттур та чипер хӗр Рида (ача чухне ҫапла чӗнме юратнӑ иккен ӑна кукашшӗ) Захарова пуҫарӑвӗпе тата пирӗн Культура министерстви пулӑшнипе, Таллин хулинче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата эпӗ, Надежда Кириллова, хамӑр пултарулӑх программипе Эстони ҫӗршывӗнче пурӑнакан чӑвашсене паллаштарма ҫула тухатпӑр.
Паянхи ҫулҫӳреве эпир Кӑнтӑр Америкӑри Рикон дель Бонете кӳлӗ хӗрринче ирттерӗпӗр. Тӗрӗсрех каласан, ҫак кӳлӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Сан-Грегорио-де-Поланко хулара ҫӳрӗпӗр.
Википеди пире ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ку хула Уругвайӑн Такуарембо департаментӗнче вырнаҫнӑ. Хула статусне вӑл 1994 ҫулта тин илнӗ. Никӗслессе вара ӑна 1853 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче пуҫласа янӑ. 1963 ҫулта пӗчӗк хула шайне ҫитнӗ. Хулара пурӗ 3415 ҫын пурӑнать. Сӑмах май, XX ӗмер пуҫламӑшӗнче кунта 6 пин ытла ҫын пурӑннӑ тет.
Ятӑнчен паллӑ ӗнтӗ, ку хулара, хӑйне пӑхсан пысӑк ял пек туйӑнать пулин те, ӳкерчӗксем пит нумай. Вӗсем кашни утӑмрах тесен те йӑнӑш пулмӗ. Паллах, хулара вӗсене графити теҫҫӗ-ха, анчах ытларах енӗпе ҫавах ӳкерчӗксем темелле пуль.
Хула темерӗн, кунта стадион та пур иккен.
Аслӑ Рада Донецк облаҫӗнчи Новгородски хула евӗрлӗ поселокӗн ятне Нью-Йорк ҫине улӑштарасси пирки йышӑну тунӑ. Кун пирки «Интерфакс-Украина» пӗлтерет.
Ку пуҫарупа вырӑнти ҫарпа граждансен администрацийӗ поселокра пурӑнакан халӑх ӗлӗкхи ята тавӑрма ыйтнӑ хыҫҫӑн тухни пирки палӑртаҫҫӗ. Йышӑнӑва парламентри 301 сасӑпа (226 кирлӗ) ҫирӗплетнӗ.
Нью-Йорк поселенине II Катӗрне патшара лартнӑ вӑхӑтра Раҫҫей империне куҫса килнӗ нимӗҫсем никӗсленӗ. 1930 ҫулсенче вӗсен тӑхӑмӗсене РСФСРӑн Инҫет Хӗвелтухӑҫне депортациленӗ, 1951 ҫулта вара влаҫрисем поселока ҫӗнӗ ята пама йышӑннӑ. Халӗ унта 12 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
2015 ҫулта Украинӑра декоммунизаци ҫинчен калакан саккуна йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн, сӑмахран, совет элемӗсемпе усӑ курма чарнӑ, СССР коммунистла режимне айӑплама тата совет вӑхӑтӗнчен юлнӑ ятарлӑ службӑсен архивӗсене уҫма йышӑннӑ. Саккуна пурнӑҫланӑ май хуласемпе урамсен ячӗсене улӑштараҫҫӗ, совет ҫулпуҫӗсен тата деятелӗсен палӑкӗсене кӑларса переҫҫӗ.
2021 ҫулта, сӑмахран, ҫӗршывра Октябрьти пӑлхавӑра йӗркеленӗ Владимир Ленина халалланӑ юлашки палӑка аркатнӑ. Ҫапла май революционерӑн республикӑра урӑх пӗр монумент та, уйрӑм ҫынсен харпӑрлӑхӗнчисемпе Кейӗве пӑхӑнман территорисенче вырнаҫнисене шута илмесен, юлман.
Кӑнтӑр Корейӑра нумай хутлӑ ҫурт ишӗлнӗ — тӑхӑр ҫын вилнӗ.
«Ишме палӑртнӑ ҫурт ӑнсӑртран ишӗлсе аннӑран тӑхӑр ҫын вилнӗ тата тепӗр саккӑрӑшӗ аманнӑ», — ҫӗртмен 10-мӗшӗнче корейсен ҫӑлав служби пӗлтернине тӗпе хурса ҫапларах хыпарлать Reuters.
Ҫурт ишӗлсе анас умӗн темиҫе минут маларах рабочисем ҫӳлти хута салатнӑ, ун хыҫҫӑн аялти хутран паллӑ мар сасӑ илтӗнме пуҫланӑ. Вара ҫурт автобус чарӑнӑвӗ ҫине, унта шӑп та лӑп халӑх автобусран тухнӑ самантра, йӑтӑнса аннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт мӗншӗн йӑтӑнса анни хальлӗхе паллӑ мар.
Кӑнтӑр Корейӑра ку ҫакнашкал инкек пӗрремӗш хут мар пулса иртет. Сӑмахран, 1995 ҫулта Сампун суту-илӳ центрӗ ишӗлсе аннӑччӗ, ун айӗнче 500 ҫын вилнӗ, 1994 ҫулта вара кӗпер ишӗлнине пула 49 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Аслӑ Британи территорийӗнче юлашки талӑкра COVID-19-тан вилни пирки пӗр тӗслӗхе те регистрацилемен. Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ кун хушшинче пӗр пациент пурнӑҫӗ те татӑлман пӗрремӗш кун пулса тӑрать.
2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Аслӑ Британин Премьер-министрӗ Борис Джонсон кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ мутацине тупса палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ, вӑл малтанхи вариантран 70% вӑйлӑрах ерме пултарнӑ.
2021 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Аслӑ Британире кӑшӑлвирус ернӗ 68 053 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, унсӑр пуҫне 1325 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ҫакӑ эпидеми пуҫланнӑранпа чи пысӑк кӑтарту пулнӑ. Кун хыҫҫӑн инфекцие ҫаклатнисемпе тата вилнисенсен шучӗ чакса пынӑ.
Хальхи вӑхӑтра Аслӑ Британире кӑшӑлвирусран сыхлакан вакцинӑн пӗрремӗш дозипе 39,5 млн яхӑн ҫын е ҫӗршыври ҫитӗнсе ҫитнӗ халӑхӑн 75% сипленнӗ, вакцинӑн икӗ дозипе вара — 25,7 млн ҫын е ҫитӗнсе ҫитнӗ халӑхӑн 48,9 проценчӗ.
Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Пӗрлешӳллӗ королевствӑра кӑшӑлвирус пандемине пула тунӑ пур чарусене те пӑрахӑҫлама палӑртнӑ.
Чӑваш Республикинче иртнӗ талӑкра кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ 47 ҫынна тупса палӑртнӑ, 2 ҫын чире пула вилнӗ.
Бангладешра 70 бенгали тигрне вӗлернӗ браконьера арестленӗ. Ӑна 20 ҫул хушши тытайман.
Хабиб Талукдер, Тигр Хабиб ятпа палӑрнӑскер, Индипе Бангладеш хушшинчи чикӗре вырнаҫнӑ Сундарбан мангров вӑрманӗнче сунарта ҫӳренӗ. Би-би-си пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл сахалтан та 70 сайра тӗл пулакан чӗрчуна вӗлернӗ. Ку районта бенгали тигрӗсен тӗнчери чи пысӑк йышӗ пурӑнать, ҫутҫанталӑкра вӗсем пурӗ те темиҫе пин ҫеҫ юлнӑ.
50 ҫулти Талукдер хӑйӗн карьерине вӑрманта пыл пухнипе пуҫланӑ. Пыл пухакансенчен пӗри Абдус Салам каланӑ тӑрӑх, вырӑнти ҫынсем Хабиба «пӗр енчен хисеплеҫҫӗ, тепӗр енчен унран хӑраҫҫӗ те». Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, «вӑл вӑрманти тигрсемпе пӗччен ҫапӑҫма пултаракан хӑрушӑ ҫын».
Абдул Маннан офицер пӗлтернӗ тӑрӑх, полици те, вӑрман управленийӗ те нумай ҫул хушши Талукдера арестлеме хӑтланнӑ. Вӑл, хӑйне тахҫантанпах вӑрмана кӗме чарнӑ пулин те, Сундарбана вӑрттӑн лекме ҫул тупнӑ, тискер чӗрчунсем ҫине сунара ҫӳренӗ», — каласа панӑ полицейски, браконьер хурахсемпе ҫыхӑнни пирки те хушнӑ.
2018 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, Бангладешра ирттернӗ тигрсен шутлавӗпе килӗшӳллӗн Сундарбанра вӗсен йышӗ 2015 ҫулта палӑртнӑ чи пӗчӗк кӑтартуран (ун чухне 106 ҫеҫ пулнӑ) 114 таран ӳснӗ.
Мексикӑн тӗп хулинче паян пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — метрокӗпер йӑтӑнса аннӑ. Инкеке пула 23 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 65 ҫын пульницӑсене лекнӗ.
Мехикон кӑнтӑр-хухӑҫ районӗнчи Оливоспа Тесонко станцисем хушшинчи метрокӗпер ун тӑрӑх пуйӑс пынӑ вӑхӑтра ишӗлсе аннӑ. Пуйӑсӑн икӗ вакунӗ 10 метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ. Йӑтӑнса аннӑ кӗпер айне темиҫе машина та лекнӗ — вӗсем вӑл вӑхӑтра ун айӗн пынӑ пулнӑ.
МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх кӗпер ҫинче маларах ҫурӑксем палӑрнӑ — вӗсем ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн метро линине тӗппипех тӗрӗслесе тухӗҫ. Сӑмах май, ҫак линине, 12-мӗш номерлине, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хута янӑ. 2014 ҫулта ӑна вӑхӑтлӑха хупнӑ пулнӑ — ун чухне метрокӗпере тунӑ чухне йӑнӑшсем пулни ҫиеле тухнӑ. Юсавсем ирттернӗ хыҫҫӑн метрокӗпере хута янӑ пулнӑ.
Сирӗн хӑҫан та пулин пӗр йывӑҫран тӑракан вӑрманта пулма тӳр килнӗ-и? Пӗр йышши йывӑҫлинче мар, шӑпах пӗр йывӑҫран тӑракан вӑрмана, 1,5 гектар лаптӑклинче. Ҫавӑн пекех тӗлӗнтермӗш япала Индире пур, вӑл йывӑҫа Капмар баньян теҫҫӗ.
Мӑн баньянӑн ботаникӑлла ячӗ — Бенгали фикусӗ (лат. Fícus benghalénsis), вӑл тут йывӑҫӗсен йӑхне кӗрет. Ҫак хӑйне евӗрлӗ йывӑҫӑн ҫулҫи-тарачӗ тӗнчере чи пысӑк лаптӑк йышӑнать — 1,5 гектар лаптӑк, унӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ вара — 25 метра яхӑн. Рекорда тивӗҫлӗ йывӑҫ ҫӗршывӑн тухӑҫ енче вырнаҫнӑ Хаора хулинчи (Анӑҫ Бенгали) Инди ботаника пахчинче ӳсет.
Паллах, ку фикус ахаль йывӑҫ мар. Ыттисенчен вӑл сывлӑшра ҫакӑнса тӑракан ҫӗршер тымарпа уйрӑлса тӑрать. Вӗсем — йывӑҫ вуллипе туратсем ҫинче йӗркеленнӗ ятарлӑ хунавсем. Тӑпра таран анса ҫитсен, сывлӑшри тымарсем ҫӗр ӑшне шӑтарса кӗреҫҫӗ те йывӑҫа нӳрӗкпе тивӗҫтерекен, апатлантаракан хушма ҫӑлкуҫ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек ӳсентӑрансен пурнӑҫ формине ботаникӑра баньян теҫҫӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Xinhua пӗлтернӗ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫе сая янипе кӗрешес тӗллевпе Китайра саккун йышӑннӑ — ҫапла майпа ресторана пырса нумай апат саккасланӑ хыҫҫӑн ҫисе яман клиентсене штрафлӗҫ. Ҫӗнӗ саккунпа «апат-ҫимӗҫ каяшӗ» мӗне пӗлтернине палӑртма май пулӗ. Хальхи вӑхӑтра штраф ҫырса парас йӗрке мӗнле пуласси паллӑ мар-ха. Ҫав шутра апат каяшӗшӗн тӳлемелли виҫе те. Саккунӗ вӑя ӑна пичетленӗ хыҫҫӑн кӗрӗ.
Ҫӗнӗ саккуна апат-ҫимӗҫе ытлашши тӑкакланипе кӗрешес тӗллевпе йышӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра Китай хулисенче кашни кун 50 тонна апат-ҫимӗҫ каяшӗ пулса пырать. Халӑх представителӗсен Пӗтӗм Китай пухӑвӗнче (Патшалӑх Думин аналогӗ) пӗлтернӗ даннӑйсем тӑрӑх, Китай хулисенче ҫулсерен пурӗ 18 миллиард килограмм апат-ҫимӗҫ тӑкакланать.
«Ни хао!» (вӑл «сывлӑх сунатӑп» тенине пӗлтерет, е тӳрремӗн куҫарсан: «ни» — эсӗ; «хао» — аван) тесе паян иртен-ҫӳренсене хавассӑн калама юрать — мӗншӗн тесен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче китай чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Пӗрлешнӗ нацисен организацийӗн 6 официаллӑ чӗлхен (акӑлчан, арап, испан, китай, вырӑс тата хрантсус) кашнин хӑйӗн кунӗ пур. Пӗтӗм тӗнчери коммуникацисен департаменчӗ вӑл кунсене ҫынсем ҫав чӗлхесем ҫинчен интереслӗ информацие пӗлччӗр тесе, вӗсен историне лайӑхрах ӑнланччӑр тесе йӗркеленӗ, мӗншӗн тесен шӑпах чӗлхе урлӑ, унӑн историне хисеплени тата тӗрӗс куҫару йӗркелени урлӑ тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем пӗр-пӗрне ӑнланма пултараҫҫӗ.
Китай чӗлхипе тӑван чӗлхе пек 1,3 миллиард ҫынна яхӑн усӑ курать, ҫапла вӑл тӗнчере чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхе шутланать. Вӑл ҫав тери анлӑ сарӑлнине пула ӑна вӗренме кӑмӑл тӑвакансем нумай, анчах ку ҫӑмӑлах мар… Китай чӗлхи — тӗнчери вӗренме йывӑр чӗлхесенчен пӗри, ҫак уйрӑмлӑха пула ӑна Гиннес рекорчӗсен кӗнекине те кӗртнӗ.
Китай чӗлхинче диалект нумаййи паллӑ. Тӗпрен илсен, ют ҫӗршыв ҫыннисем Пекинра анлӑ сарӑлнӑ хальхи китай литература чӗлхине вӗренеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |