Швецире Чӑваш Енри пейзажпа киленнӗ. Мускавра пурӑнакан Кирилл Кравченко хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Вӑл курава «Чӑваш Ен — тавралӑха кур» ят панӑ.
Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсенче пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсем сӑнланнӑ. Пӗтӗмпе 20 ӗҫ хатӗрленӗ вӑл. Кирилл ку чун киленӗҫӗпе 19 ҫултанпа интересленет. Вӑл Мускавра Правительство пресс-службинче ӗҫлет. Фотограф Чӑваш Ене канма килме кӑмӑллать. Вӑл кунта юлташӗсем патне хӑнана килет.
Ку унӑн пӗрремӗш куравӗ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш Ене отпуска килнӗ, ҫав вӑхӑтра нумай сӑнӳкерчӗк тунӑ. Ун ӗҫӗсемпе ҫынсем кӑсӑкланнӑ, вӗсен кӑмӑлне кайнӑ.
Кирилл ҫитес вӑхӑтра каллех Чӑваш Ене килесшӗн. Ун чухне вӑл пирӗн патри пӗвесене ӳкересшӗн.
Грузире Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗ иртнӗ. Унта ачасем те, амӑшӗсем те хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 40 ытла ҫын ҫитнӗ.
Конкурса Чӑваш Енрен 7 ҫулти Александрӑпа унӑн амашӗ Наталья Максимова хутшӑннӑ. Пӗчӗк Саша унччен те Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ, «Раҫҫейри пӗчӗк мисс» пулнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна амӑшӗпе Грузири конкурса йыхравланӑ.
Наталья Максимова амӑшӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Хӗрӗ те номинацире мала тухнӑ. Максимовӑсем чӑваш наци культурипе паллаштарнӑ: ялавӗпе, костюмӗпе, тӗррипе, сувенирӗсемпе, апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ.
Конкурс хыҫҫӑн Сашенькӑна Нью-Йоркри пысӑк мода эрнинче модель пулма чӗннӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗнче иртӗ.
Германири инженер Филипп Риталер Чӑваш Енре «буханка» туяннине, унпа Германие ҫула тухнине пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче Филипп тӑван тӑрӑхне ҫитнӗ. Вӑл Франфурт ҫинчи Майн хулинче пурӑнать.
Нимӗҫ Чӑваш Енрен тухсан ҫул ҫинче 9 кун пулнӑ. Ҫул ҫинче нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухман. Кӑштах ҫӗмӗрӗлсен хӑйех юсанӑ.
Филипп ҫул ҫинче чылай илемлӗ вырӑнта пулса курнӑ. Унӑн ашшӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкара ҫитнӗ. Каялла кайнӑ чухне вӗсем руль умӗнче черетпе ларнӑ. Вӗсем Мускавра виҫӗ кун пулнӑ, хулапа паллашнӑ. Унтан Латвие тата Литвана юлташӗсем патне кӗнӗ. Киле ҫитсен машина пӗтӗмпе 4433 ҫухрӑм чупнине кӑтартнӑ.
Кӳршисем хӑйне евӗр машинӑпа интересленме тытӑннӑ. Халӗ «буханкӑна» урӑхлатаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн Филипп унпа ҫула тухӗ, тӗнче курса ҫӳрӗ.
Аса илтерер: нимӗҫ Шупашкара ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче УАЗик илме килнӗ. Вӑл ӑна 650 пин тенкӗпе туяннӑ.
Чӑвашлӑх хӑрушлӑхра тӑнине хӑш-пӗр ҫынсем глобализаципе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӑна айӑплаҫҫӗ. Ҫав япалана пулах чӑваш чӗлхи ҫухалса пырать имӗш, чӑвашлӑх имшерленсе те имшерленсе пырать. Анчах глобализацине ҫапла айӑплани тӗрӗсех-ши?
Тӗнче пӗр вырӑнта тӑмасть. Вӑл аталансах пырать. Ҫавна май хальхи вӑхӑтра чылай пулӑм тӗнче шайӗнче вӑй илме пуҫларӗ. Енчен иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш пурнӑҫне тӗнчери вӑйсем пырса тивмен пулсан хальхи вӑхӑтра ку апла мар тесен пысӑк йӑнӑш пулӗччӗ. Чӑн та чӑваш тӗнчи ҫине глобализаци текенни сахал мар витӗм кӳрет.
Глобализацине айӑплани вӑл, ман шутпа, питӗ тӗрӗс мар ҫул. Тӗнче аталанӑвӗнчен эпир ниҫта та тарса пытанаймӑпӑр. Таҫти упа шӑтӑкне кайса пурӑнма пуҫласан та унӑн витӗмӗ пире ҫав-ҫавах пырса лекет. Глобализацирен тарма май ҫук. Пытанма та кирлӗ мар. Глобализацине темле те вӑрҫма май пур, анчах та унӑн лайӑх енӗсем те ҫук мар. Вӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пӗлмелле кӑна. Ак, сӑмахран, глобализаци пулман пулсан эпир хамӑр компьютер таврашӗ шухӑшласа кӑларайман пулӑттӑмӑр.
Икӗ уйӑх каялла Германири Филипп Риталер Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел модулӗсен савутне командировкӑна килнӗ. Вӑл ун чухне «баханкӑна» — «УАЗ Комби» маркӑллӑ машинӑна — килӗштернӗ.
Нумаях пулмасть Филипп каллех Чӑваш Ене килнӗ. Хальхинче вӑл ҫав машинӑна туянма самолетпа вӗҫсе ҫитнӗ. Вӑл ӑна 650 пин тенкӗпе туяннӑ. Германире кунашкал класлӑ машинӑсем икӗ хут хаклӑрах-мӗн.
Филипп Риталер Германие самолетпа мар, «буханкӑпа» каясшӑн. Унта ҫитмешкӗн — 3 пин ытла ҫухрӑм. Анчах ку нимӗҫе шиклентермест. Унта вӑл машинӑна сӑрласшӑн, хӑтлӑлатасшӑн. Кайран тусӗсемпе Европӑна ҫулҫӳреве каясшӑн.
Филипп Чӑваш Ене тек килмӗ. Кунта туяннӑ «баханка» ӑна пирӗн республика пирки аса илтерӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «The London Book Fair — 2017» пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравне хутшӑнӗ. Вӑл Лондонра пуш уйӑхӗн 14–16-мӗшӗсенче иртмелле.
Кӗнеке индустрийӗн паллӑ пулӑмне Раҫҫей юлашки хут 2011 ҫулта хисеплӗ хӑна евӗр кайнӑ. «Раҫҫее вула/Read Russia» проекта хутшӑнса ун чухне пирӗн ҫӗршыв хальхи вӑхӑтри вырӑс литературипе паллаштарнӑ. Хисеплӗ хӑна евӗр кӑҫалхи курава Польшӑна йыхравланӑ.
Кӑҫал Раҫҫейӗн кӗнеке стенчӗ чӑннипех пуян пулӗ. Унта 450 ытла кӑларӑм вырӑн тупӗ. 2017 ҫулта юбилей паллӑ тӑвакан авторсен ӗҫӗсене тимлӗх уйрӑмах уйӑрмалла. Ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи издательствӑсенче пичетленнисемпе пӗрлех Чӑваш Кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ «Нарспи», «Этнокультурный портрет Чувашской Республики» кӗнеке-альбомсем, «Чебоксары - столица Чувашии», «Праздники, обряды и верования чувашского народа», «Праски Витти. Живопись, эмаль, графика, монументальное искусство» кӗнекесем, «Из опыта народных мастеров» ярӑмри ӗҫсем пулӗҫ.
Паян биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн Корейӑри тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ӗнер пирӗн хӗрарӑмсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ, паян арҫынсем старта тӑчӗҫ. Максим Цветков хытах ывӑнни тӳрех сисӗнчӗ. Апла пулин те ушкӑнри Евгений Гараничев, Антон Бабиков тата Антон Шипулин парӑнмарӗҫ, финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗҫ. Ҫапла вара арҫын-биатлонистсем Пӗчӗк хрусталь глобуса тивӗҫрӗҫ.
Хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нимпех те савӑнтараймарӗҫ. Корейӑри тапхӑр пирӗн ентешшӗн, Татьяна Акимовашӑн та, ӑнӑҫсӑр пулса тухрӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра палӑртнипе килӗшмеллех: спринтра та, пасьютра та чӑваш хӗрӗ сезонти чи начар кӑтартупа палӑрчӗ.
Мӗнех, ҫывӑх вӑхӑтра тата ӑмӑртма тивӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Финляндири Контиолахтире, 17-мӗшӗнче Норвегири Холменколлента старта тухмалла. 10 кунта Татьяна Акимова икӗ хутчен спринтра, икӗ хутчен пасьютра, пӗр хут масс-стартра тата хутӑш эстафетӑра тупӑшӗ.
РФ Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Парижри Раҫҫей культурин православи центрӗнче йӑла-йӗрке костюмӗсен, наци музыка инструменчӗсен, теттисен тата йӑлари япаласен куравӗ уҫӑлӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Ен Раҫҫейрен суйланӑ тӑхӑр регион йышне кӗнӗ. Вӗсем Парижри куравра хӑйсен наци экспоначӗсене кӑтартӗҫ. Чӑваш Енсӗр пуҫне унта Пушкӑрт, Дагестан, Карели, Коми, Хакас республикисем, Астрахань, Липецк, Тула облаҫӗсем хутшӑнӗҫ.
Экспозицире наци костюмӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, музыка инструменчӗсем тата ыттисем пулӗҫ.
Ҫынсен прависене хӳтӗлекен Европа сучӗ Раҫҫейри 9 ҫынна юсанмалли колонисенчи условисем тивӗҫтерменнишӗн 90 пин евро памалла тунӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Енрен.
Европа судне Чӑваш Енри, Карелири, Ростов, Липецк, Свердловск, Томск, Тверь, Архангельск облаҫӗсенчи колонисенче ларакансем ҫӑхав ҫырнӑ. Пур тӗслӗхре те суд Раҫҫей влаҫӗ саккуна пӑснине палӑртнӑ.
Юсанмалли колонисенче ларакансене мӗн тивӗҫтермен-ха? Ҫӑхавсенче палӑртнӑ тӑрӑх, колонире вентиляци, пушӑ вырӑн сахал пулнӑ. Ҫавӑн пекех раковина, туалет ҫителӗксӗр-мӗн. Ҫӑхавпа тухнӑ ҫынсене 5 пин евроран пуҫласа 15,5 евро таран памалла тунӑ.
Смартфонсем валли кӑҫал ҫӗнӗ приложени тухмалла. «Амикуму» ятлӑскер пӗр-пӗр чӗлхене пӗлекене шыраса тупма пулӑшмалла. Андроид тата iOS валли хатӗрленӗскере утӑ уйӑхӗ тӗлне кӑларасшӑн. Ҫӗнӗ приложенипе пуш уйӑхӗнче те паллашма пулать — вӑл вӑхӑтра унӑн тӗрӗслев тапхӑрӗ пырӗ, ҫавна пула «Амикуму» эсперантолла кӑна пулӗ.
Амикуму мӗнле ӗҫлӗ? Енчен те, сӑмахран, сире пӗр-пӗр тутарла пӗлекен ҫын кирлӗ пулса тӑчӗ пулсан ятарлӑ пускӑч ҫине пуснӑ хыҫҫӑн приложение тутарла пӗлекен ҫывӑхри ҫынсене тупса парӗ. Сирӗн вара ҫав ҫынпа ҫыхӑнасси кӑна юлӗ.
Калама кӑмӑллӑ — ытти чӗлхесемпе пӗрлех унӑн интерфейсӗ чӑвашла та пулӗ. Пирӗн чӗлхеллӗ верси чи малтан кӗртнисен йышӗнче пулӗ.
Амикуму приложенине тума укҫана Кикстартер платформа урлӑ пухнӑ. Пурӗ 27 пин евро пуҫтарнӑ (1,8 млн тенкӗ). Пулӑшакансем тӗнчен тӗрлӗ кӗтесенчен пулни паха — Раҫҫейрисем 7-мӗш вырӑнта пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |