Калифорни ӑсчахӗсем пӗҫернӗ ҫӑмартана чӗрӗ тума пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсене Шнобель премийӗпе чысланӑ.
Тӗрлӗ ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсемшӗн паракан премие Гарвардра йӗркеленӗ. Хальхинче ун пек церемони 25-мӗш хут иртнӗ.
Шнобель премине тивӗҫекен ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсене хӑшӗсем малтанласа кулса, кайран вӗсенче тӗшши пур евӗр йышӑнаҫҫӗ.
Джорджи университечӗн физикӗсем, акӑ, ҫурисене сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен «ҫӑмӑл ӗҫпе» тула кайма вӑтамран 21 ҫеккунт иртнине шутласа кӑларнӑ. Ҫак тӗпчев вӗсен шучӗпе питех те кирлӗ. Вӑл чӗрчунсен тула каяс енпе йывӑрлӑх сиксе тухсан ӑна диагностлама пулӑшмалла тесе шанаҫҫӗ.
Чилинчи биологсем чӑхсене... хӳреллӗ тунӑ. Ҫапла хӑтланса вӗсем ҫунатлӑ хӑш-пӗр динозаврсем хальхи кайӑксене ҫаврӑннине кӑтартас тенӗ.
YouTube-ри официаллӑ каналта Федерацин космос агентстви Геннадий Падалкӑпа Михаил Корниенко Раҫҫей космонавчӗсем тӗнче уҫлӑхне тухнине сӑнлакан видео вырнаҫтарнӑ. Вӑл авӑнӑн 10-мӗшӗнче пулнӑ, тӗнче уҫлӑхӗнче космонавтсем 5 сехет ҫурӑ ытла пулнӑ.
Паллах, ахаль тухман. Вӗсем МКС-а ҫиелтен сӑн ӳкерсе тухнӑ, «Звезда» (чӑв. «Ҫӑлтӑр») модулӗн кантӑкӗсене (космос карапӗн вӗсем иллюминатор ятлӑ) тасатнӑ, караппа станцие ҫыхӑнма пулӑшакан ҫӗнӗ антенна вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, Геннадий Падалка ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине таврӑнмалла. Тӗнче уҫлӑхӗнче вӑл ыттисенчен ытларах вӑхӑт ирттернине те палӑртас пулать. 5 хут МКС-а ҫитсе вӑл пурӗ 878 кун ытла унта ирттернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче Ҫӗнтерӗвӗн Камчаткӑпа Курильск эстафети иртнӗ. Экстремал-ишевҫӗсем пырлӑ шыва 12 километр ҫӗнсе Камчаткӑн кӑнтӑр районӗнчи Лопатка сӑмсахӗнчен пуҫласа Ҫурҫӗр Курил утравӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Шумшу утравӗн Пономарев сӑмсахӗ патне ишсе тухнӑ. Ҫак ҫула 1945 ҫулта Курил десанчӗ тунӑ. Ишеве халь тухнисем шӑпах ҫавна аса илсе сивӗ шыва парӑнтарнӑ та.
Тӗнчерен пухӑннӑ 22 ишевҫӗ хушшинче Чӑваш Енӗн «АквАйСпорт» федерацийӗн президенчӗ Татьяна Александрова пулнӑ. Унсӑр пуҫне Раҫҫейри, Китайри, Великобританири, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи, Чилинчи, Австралинчи тата Кӑнтӑр Африкӑри Республикӑри спортсменсем 8 градусран ӑшӑ мар шыври ҫула тухнӑ. Тинӗс хумӗсем океан еннелле тӗке-тӗке янӑ.
Спортсменсем эстафетӑпа ишнӗ. Пӗрне пӗри вӗсем кашни 15 минутран ылмаштарса пынӑ. Апла пулин те спортсменсем йывӑрлӑха парӑнман, палӑртнӑ вырӑна ишсе тухнӑ-тухнах.
Китай Халӑх Республикинче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ҫамрӑксен канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри тата Сычуань ялӗнчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ.
Унта пирӗн республикӑран 11 студент кайнӑ. Вӗсем вӗренӳре, общество ӗҫӗнче, пултарулӑхра палӑрнӑ. Делегаци йышне ҫамрӑк специалистсем те кӗнӗ. Вӗсем пурте китайла е акӑлчанла лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Чэнду хулинче иртекен канашлура ҫамрӑксем Сычуань наци культурипе тата историйӗпе паллашӗҫ, музейсене ҫитӗҫ, лекцисене тата лаборатори занятийӗсене хутшӑнӗҫ.
Microsoft компани Windows 10 операци тытӑмне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна компьютера кӑна мар, планшетсемпе смартфонсене те вырнаҫтарма пулассине хыпаралҫҫӗ.
Маларах Windows 7 тата Windows 8.1 тытӑмсене вырнаҫтарнисем ҫӗнӗ версие тӳлевсӗрех уҫласа илме пултарасси пирки компанин официаллӑ блогӗнче пӗлтернӗ. Ку майпа унчченхи версисен лицензилле варианчӗсемпе усӑ куракансем кӑна мар, пиратлисен те май пуррине ӗнентереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ операци тытӑмӗнче Windows 8 тытӑмра пулман «Пуҫла» (Пуск) менюна кӗртнӗ. Cortana сасӑ пулӑшуҫи те пур. Хӑнӑхнӑ Internet Explorer браузера Microsoft Edge ятлипе ылмаштарнӑ.
Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене кӑмӑллакансем Microsoft компани сӗнекен операци тытӑмне хаваспах тӗрӗслесе пӑхасса шанаҫҫӗ.
Крымри Шурту (Белогорск) районӗнче вырнаҫнӑ «Тайган» сафари-паркра виҫӗ арӑслан ами хаклӑ йышши крокодила ҫисе янӑ. Кун пирки «Крым. Реалии» пӗлтерет.
Парка курма килнӗ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх крокодилсем арӑслансемпе юнашарах пӗвере пурӑнаҫҫӗ. Пӗр крокодилӗ шывран тухсан ун ҫине виҫӗ арӑслан ами тапӑннӑ. Пысӑк кушаксем шыв чӗрчунне хӑвӑрт кӑна кӑнтнӑ хыҫҫӑн апат патне ытти арӑслансем те ҫитнӗ.
Сафари-паркӑн директорӗ Олег Зубков ку пӑтӑрмах чӑн та пулса иртни пирки каласа панӑ. Крокодилӗ вара 3 пин доллар таранах (хальхи курспа ку вӑл 180 пин тенке яхӑн шутланать) тӑнӑ.
Шупашкар моделӗ Татьяна Иванова Турци сериалӗнче ӳкерӗннӗ. Телесериал — триллер, криминал. Вӑл экран ҫинче 2007 ҫултанпа пырать. Хальлӗхе 9 сезонне ӳкернӗ.
Татьяна икӗ серире ӳкерӗннӗ. Вӑл сериалти сӑнарсенчен пӗрне пытарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Раҫҫейрен килнӗ тӑван рольне калӑпланӑ.
Халӗ Татьяна Иванова — Ӑстампулта. Вӑл унта контракта 45 кунлӑха килӗшӳ тунӑ. Татьяна экран ҫинче 7 ҫул пыракан сериалта ӳкерӗнме ҫын кирлине илтнӗ. Пӗрремӗш сценӑра чиркӳре ӳкерӗннӗ вӑл. Унтан аэропортра кадр ӳкернӗ.
Татьяна ӳкерӗннӗ чухне нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухманнине пӗлтернӗ. Команда туслӑ-мӗн. Татьянӑна сериалта ӳкерӗнмешкӗн икӗ хут чӗннӗ-мӗн. Шупашкар моделӗ хирӗҫ мар. Турцире ӳкерӗннӗшӗн укҫа вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ-мӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, апат та ҫитереҫҫӗ. Турккӑсем апат ҫимесӗр ӗҫлеме те тытӑнмаҫҫӗ-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 19–23-мӗшӗсенче Италири Терамо хулинче Чӗлхе прави енӗпе пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш конгресс иртнӗ. Унта 40 ҫӗршыври 170 ытла эксперт хутшӑннӑ. Ҫавсен хушшинче пӗртен-пӗр Раҫҫей ҫынни пулнӑ. Вӑл — пирӗн ентеш, Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Чӑваш рескомӗн секретарӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев.
Конгреса Евсеева юлташӗ, Итлаи журналисчӗ, халӗ вӑл Чӑваш Енре пурнӑать иккен, Массимо Рипани, чӗннӗ-мӗн. Кун пирки коммунист-депутат асӑннӑ партин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ интервьюра пӗлтернӗ. Италири унӑн тусӗ Евсеева Раҫҫейри чӗлхе политики пирки каласа пама ыйтнӑ. Коммунист-депутат каланӑ тӑрӑх, Европа ҫыннисем пирӗн ҫӗршыври чӗлхе ыйтӑвӗсем пирки пӗлмеҫҫӗ иккен. Раҫҫейре 277 чӗлхепе диалектпа калаҫакан 193 наци ҫынни пурӑннинчен вӗсем тӗлӗннӗ имӗш. Форума хутшӑннисенчен хӑшӗсем Раҫҫей 1917-мӗш ҫултанпа федераци пулнине пӗлмен иккен.
Латвире, Ригӑра, «аттракцион» хута кайнӑ. Унта кирек кам та Иисус евӗр пӑталанӑ Владимир Путин сӑнне пӑта ҫапма пултарать-мӗн. Кун пирки TV5 телеканал хыпарлать.
Ку «статуя» Латви СССРӗн унчченхи КГБ ҫуртӗнче-мӗн. «Аттракциона» килнӗ Роналдс ятлӑ ҫын журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин кунашкал «хисепе» тивӗҫ. Вӑл та ҫакнашкал ҫуртра ӗҫленӗ, вӑл ҫапла пӑта ҫапассине тивӗҫнӗ-мӗн.
Путин «кӳлепи» кураври тӗп экспонатсенчен пӗри-мӗн. Вӑл ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ. Унта килекенсем икӗ пая пайланаҫҫӗ-мӗн: пӗрисем пӑта ҫапаҫҫӗ, теприсем вӗсене кӑлараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑмӑлсӑрланса официаллӑ органсене ҫӑхавланӑ. Анчах Рига мэрӗ Нил Ушаков «ӳнерҫӗсене» витӗм кӳме хирӗҫленӗ – полномочи ҫук-мӗн.
Анчах Латвири ют ҫӗршыв ӗҫӗсен экс-министрӗ Янис Юрканс шухӑшланӑ тӑрӑх, ку Латвин политика тупӑкне пӑта ҫапни. Ку — питӗ япӑх политика сигналӗ. Ҫакна Латвири ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви асӑрхамаллах-мӗн. «Тен, президентӑн та айккинче юлмалла мар», — тенӗ вӑл.
Раҫҫейре ҫӗнӗ уяв — Ашшӗн кунне — туса хурасшӑн иккен. Ӑна килес ҫултан календарьти паллӑ кунсен шутне кӗртме палӑртаҫҫӗ иккен. Унччен вара ку куна хӑҫан палӑртасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
Ҫӗртмен виҫҫӗмӗш вырсарни кунне сӗнекенсем те пур. Ашшӗн кунне шӑпах ҫавӑн чухне Аргентинӑра, Аслӑ Брибанире, Ӗнчӗре (Индире), Канадӑра, Китайра, Турцинче, Францинче, Японире тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра уявлаҫҫӗ иккен. Чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче текенсен хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Ҫав кун пирӗн ҫӗршывра Амӑшӗн кунне палӑртаҫҫӗ-ҫке. Ача-пӑчана ашшӗ те, амӑшӗ те кирлине шута илсен ик уява пӗрлештерни япӑх мар-тӑр. Юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче Дмитрий Донской ҫуралнӑ. Вӑл кнеҫ кӑна мар, нумай ача ашшӗ те пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арҫынсен кунӗ евӗр йышӑннӑран ку уява Ашшӗсен кунӗ пек палӑртма сӗнекенсем те пур.
Ҫынсене те ҫак енӗпе шухӑш-кӑмӑла пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |