Нумай пулмасть «Proceedings of the National Academy of Sciences» журналта тӗпчевҫӗсен кӑсӑклӑ статьи пичетленсе тухнӑ. Ӑсчахсем шыраса тупнӑ тӑрӑх чӗрӗ организмсем ураланма пуҫлани шывран тухичченех аталаннӑ иккен.
Тӗпчевре Африкӑри иккӗлле сывлакан протоптӗрсемпе (Protopterus annectens) усӑ курнӑ. Ӑсчахсем ҫитӗнсе ҫитнӗ пулла аквариума вырнаҫтарса ун хыҫҫӑн пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлекен камерӑпа сӑнанӑ. Ҫапла май чӗрӗ чунӑн куҫӑм биомеханикине палӑртма май килнӗ.
Ӑсчахсем унчченех ҫак пулӑсен ҫунатти ишме ҫителӗксӗр пулнине асарханӑ (вӗсем ҫӗлен пулӑ евӗр пӗтӗм кӗлеткине усӑ кураҫҫӗ). Ку тӗпчев вара ҫӗннине чылай уҫса панӑ. Протоптӗр, иккен, ҫунаттисемпе шыв тӗпӗнчен тапса хӑпарма усӑ курать. Ӑсчахсем икӗ тӗслӗ куҫӑм асӑрханӑ — «утӑм» (ҫунаттисемпе черетлӗ хускатнӑ чухне) тата «сикни» (пылӑ йӗкӗр ҫунаттисемпе харӑс тапса хӑпарнӑ чухне).
Ку тӗпчевсем чӗрӗ чунсен куҫӑм механики аталавӗ пирки ҫирӗпленнӗ шухӑша ҫӗнӗлле пӑхма хистеҫҫӗ. Ӑсчахсен шухӑшӗпе ку куҫӑмпа девон тапхӑрӗнче (416-360 миллион ҫул авал) авалхи пулӑсем те усӑ курма пултарнӑ. Хальччен асӑрханӑ чулланнӑ йӗрсене ҫапла май ҫӗр тӑрӑх утакан чӗрчунсем мар, пулӑсем те хӑварма пултарнӑ — кӑна ӑсчахсем шута илме сӗнеҫҫӗ.
Яндекс шыравҫӑ туркӑлла ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки компани тин кӑна салатнӑ пресс-релизра пӗлтерчӗ.
Шыравҫӑ турккӑ чӗлхин морфологине шута илсе ӗҫлет, йӑнӑш ҫапнӑ текста юсама пултарать. Аркадий Волож каланӑ тӑрӑх сервиса туркӑлла куҫарнӑ тени ҫителӗксӗр — ку чӑн та ҫӗнӗ продукт пулса тухнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Турцире ытларах Кукӑль (Google) шыравҫипе усӑ кураҫҫӗ — ун пӗтӗмӗшле тӳпи 97-99% ҫитет.
Нидерландӑн Хоогерсмилд хулинче телевидени турулӗ персе аннӑ — патшалӑхӑн пӗр пайӗнче хальхи вӑхӑтра телекуравпа радио ӗҫлемест.
Пӑтармах пушартан пуҫланнӑ — 100 метр ҫӳллӗшӗнче паллӑ мар сӑлтава пула вут хыпса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем ӑна сӳнтернӗ пулин те — сиенленнӗ конструкци чӑтайман, арканса кайнӑ. Пӑтӑрмахра ҫынсем аманман — хӑрушлӑха туйса вӗсене маларах унтан кӑларнӑ пулнӑ.
Арканса кайиччен ку турул патшалӑхра чи ҫӳллисенчен пӗри пулнӑ. Ӑна 1959 ҫулта хӑпартнӑ — пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 303,5 метр. 1968 ҫулта пӗлӗтсем аялта пулнӑран F-100 самолет ҫак турула тытса тӑракан пӗр пралука татса кайнӑ пулнӑ. Ун чухне ытла нумай сиенленмен самолет ҫӗр ҫине ларма пултарнӑ, турул вара кӑшт тайӑлнӑ пулнӑ.
Х.А. Ясауи ячӗллӗ казах-турккӑ тӗнче университечӗ ҫамрӑксене вӗренме кӗме йыхравлать. Майсем питӗ лайӑх вара: стипендине долларпа тӳллеҫҫӗ, ҫулталӑкне икӗ хут Шупашкара тӳлевсӗр (хӑйсен транспорчӗпе) кайса килме пулать, общежитипе тивӗҫтереҫҫӗ, кунне виҫӗ хут укҫасӑр ҫитереҫҫӗ. ППЭ (ЕГЭ) те памалла мар — собеседованипе (Шупашкартах) йышӑнаҫҫӗ. Ку йыхрав укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен йывӑртарах, анчах та пӗлӳ илесшӗн ҫамрӑксене ытларах кӑсӑклантармалла — университета кӗме укҫа тӳлес ҫук.
Ҫак университета вӗренме каяс кӑмӑл пулсан — ҫак хыпар айӗнче хӑвӑрӑн ҫыхӑну мелӗсене ҫырӑр (хушамат, ят, ашшӗ ячӗ; электронлӑ почта, карас инҫесасӑн номерӗ тата ыттисене). Хӑвӑрӑн май пулмасан — ыттисене пӗлтерӗр. Эпир ҫыхӑну мелӗсене университет элчисене парӑпӑр — вӗсем сирӗнпе ҫыхӑнӗҫ (ҫыхӑнӑва ҫапла йӗркелӗпӗр терӗҫ...).
Х.А. Ясауи ячӗллӗ казах-турккӑ тӗнче университетне 1991 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Казахстан президенчӗ Н. Назарбаев 329№ Хушӑва алӑ пусса уҫнӑ. Ҫапла май Туркесстан патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗренӳ заведенине паллӑ философӑн тата ӑсчахӑн Ходжа Ахмет Ясауин ятне панӑ.
Нумай пулмасть Mozilla Foundation организаци Firefox браузера ҫӗнетнӗ, унӑн 5-мӗш версине кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхсем сахал мар: CSS-анимацие ӑнлана пуҫланӑ, HTML5 стандартпа лайӑхрах ӗҫлет. Javascript ӗҫне те якатнӑ — хӑвартрах ӗҫлемелле. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ верси компьютер пурлӑхӗсене те ытлашши тӑкакламасӑр усӑ курать. Пысӑк ҫӗнӗлӗх шутне «Do-not-track» функцие кӗртме пулать — ӑна усӑ курсан сайтсем усӑҫ ӑҫта ҫӳренине сӑнамӗҫ.
Пӗтӗмӗшле илсен малтанхи 4-мӗш версипе (вӑл кӑҫал пуш уйӑхӗнче тухсаччӗ) танлаштарсан пурӗ пин ытла ҫӗнӗлех кӗртнӗ — вӗсем браузера хӑвартрах ӗҫлеме, усӑҫ ӗҫне ҫӑмӑллатма тивӗҫ.
Браузера эсир кунтан уҫласа илейретӗр (вырӑслине). Ӑна чӑвашлатма та пулать — 5-мӗш версинче ӗҫлекен хушӑма кунта тупайратӑр.
Туркменин шӗкер хулинче, Ашхабадра, паян 185 метр ҫӳллӗш палӑк уҫрӗҫ. Кун пирки ИТАР-ТАСС хыпар агентстви пӗлтерет. Палӑка Конституци кунӗпе Махтумкули сӑвӑҫ ҫуралнӑ кунне халалласа уҫрӗҫ. Конституци палӑкӗ ятлӑкскер, хальхи вӑхӑтра вӑл хулара чи ҫӳлли шутне кӗчӗ. Унччен тӑршшӗпе малта тӑраканнисен шутӗнче Пӑхӑнманлӑх палӑкӗ пулсаччӗ — ун ҫӳллӗшӗ 91 метрпа танлашатчӗ.
Монумента Polimeks турккӑ компанийӗ ӑсталанӑ — пӗтӗмешле хакӗ 45 миллион евро ларнӑ. Ун никӗсне 2008 ҫулта хывнӑ пулнӑ.
Каласа хӑварас пулать, паян ҫавӑн пекех Президентӑн ҫӗнӗ керменне уҫнӑ. Хулан историллӗ вырӑнӗнче ҫӗкленнӗ комплекса хӑпартас-тӑвас ӗҫе Bouygues компани тунӑ, ун хакӗ 250 миллион европа танлашнӑ.
Автомобиль пайӗсене тӑвакан Continental компани машинсене ҫуран ҫынсем умӗнче чарӑнма пултакан хӑрушлӑхсӑрлӑх системине хатӗрленӗ. Ӑна усӑ курни ҫуран утакан ҫынсемпе пулса иртекен аварисен шутне чакарма пултарать.
Ҫӗнӗ система стерео-видеокамерӑран тӑрать — икӗ камерӑран ӳкернӗрен вӑл куракан ӳкерчӗк ҫынӑн евӗрлех. Машин умӗнче куҫакан ӗскере (объекта) палланӑ хыҫҫӑн система ун калӑпӑшӗпе хӑвартлӑхне тата машинпа ӗскер хушшине пӗлейрет. Ҫапла вара, ҫын е чӗрчун ытла та хӑвӑрт ҫывхарма пуҫланине туйса илсен, водителе систернӗ хыҫҫӑн машина чарӑнма пултарать.
Кунашкал хатӗрсем ытти компанисем хатӗрлени пирки те калас пулать. 2010 ҫулта, сӑмахран, Nissan фирма автомобиль умӗнче куҫса иртекен ӗскерсене паллама пултаракан Moving Object Detection технологине кӑтартнӑ. 2008 ҫулта Стокгольмри ӑсчах машин умӗнчи ҫул ҫине сиксе тухнӑ е ҫул хӗрринче иртекен шулта чӗрчунсене палласа илекен система хатӗрленӗ. Mercedes-Benz компанин те унашкал тӗпчевсем пур. Night View Assist ятлӑ каҫхи курӑм системи каҫхине ҫуран ҫынсене паллайрать, вӗсене сасӑпа систерейрет.
Пирӗн, ахаль ҫынсен, вӑл системӑсем пурнӑҫа кӗрессине ҫеҫ кӗтме тивет.
BBC пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйӑ дизайнерӗ Тэвит Препӗн (David Braben) USB-управлӑх пысӑкӑш компьютер прототипне кӑтартнӑ. Raspberry Pi Foundation ыркӑмӑлӑх фончӗ пулӑшнипе усӑ курса ӑна ҫулталӑк хушшинче кӑларма пуҫласса шанаҫҫӗ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх пӗрин хакӗ 25 долларпа танлашӗ.
Хӑй вахӑтӗнче Elite ятлӑ компьютер вӑййине (1984 ҫулта вӑл BBC Micro тата Acorn Electron компьютерсем валли тухнӑ) ӑсталакан Тэвит Препӗнӗн устройстви 700 мегагерц такт татӑшлӑхлӑ ARM чипӗ ҫинче никӗсленет. Оперативлӑ асӑм виҫи 128 мегабайтпа танлашать. Ҫавӑн пекех унта 2.0 стандартлӑ USB-порт, HDMI разъем (телекуравпа е мониторпа ҫыхӑнтарма), SD картӑсем валли хушӑк пур. Компьютер Ubuntu операци системипе ӗҫлет.
Ҫак пӗчӗк электронлӑ шутлавҫа аталанакан патшалӑхсенче сутма палӑртнӑ, информатика пӗлӗвӗн никӗсне ачасен ӑсне хывма усӑ курӗҫ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Эстонири шкулсем валли «Чӑвашсем» пособи (эстонла) кӑларнӑ. Ӑна Ираида Захарова тата Ита Серман хатӗрленӗ.
Нумай ярӑмлӑ кӑларӑм Эстонире пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа, унӑн историйӗпе тата культурипе паллаштарать. Вӑл Эстони Республикин Вӗренӳ тата наука министерстви пулӑшнипе кун ҫути курнӑ.
Кӗнекере Чӑваш Ен ӑҫтарах вырнаҫни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех унӑн историйӗпе, обществӑпа политика тытӑмӗпе, тӑван чӗлхен, наци ҫи-пуҫӗн, апат-ҫимӗҫӗн, йӑла-йӗркин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне наукӑпа культура, вӗренӳ, чӑвашсен паллӑ ҫыннисем пирки кунти ятарлӑ уйрӑмра вуласа пӗлме пулать. Кӑларӑмра чӑваш диаспорипе Эстонири ентешӗмӗрсем ҫинчен те информаци пур.
Пособие Ираида Захаровӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Германире нумай пулмасть Rhombos-Verlag издательствӑра (Берлин) «Аттилпа Кримкилте» эпос нимӗҫле тухнӑ. Унта ҫавӑн пекех оригиналлӑ чӑвашла текст та пур. Кӗнекене кӑларакансем ӑна тӗрлӗ тӗслӗ сӑнсемпе илемлетме, нимӗҫ историкӗсен комментарийӗсемпе ӑнлантарӑвӗсене тата тишкерӗвӗсене вырнаҫтарма май тупнӑ.
Кӗнекене хатӗрлесе кӑлараканӗ — паллӑ нимӗҫ ҫыравҫи, историкӗ, политологӗ тата ҫулҫуревҫи Кай Элерс. Вӑл Раҫҫейри тата тухӑҫри ытти патшалӑхри халӑхӗсен историйӗсемпе хальхи пурнӑҫне сӑнласа паракан кӗнекесем кӑларассипе те паллӑ. Нимӗҫ ҫыравси Юхма Мишшипе, Чӑваш Енӗн халӑх ҫыравҫипе тачӑ ҫыхӑну тытать, ҫак туслӑх кӗнекене кӑларма пулашнӑ та ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |