Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ҫурҫӗрти шурӑ носорогӑн аҫи вилнӗ. Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх, ку вӑл — ҫак чӗрчунӑн юлашки аҫи. Ҫӗр ҫинче халӗ тепӗр пилӗк ҫурҫӗр шурӑ носорогӗ юлнӑ-ха, анчах пурте вӗсем — амасем.
Юлнӑ носорогсенчен пӗри те ирӗкре пурӑнмасть. Ҫутҫанталӑкра вӗсене этем кансӗрлет. Тӗрӗсрех, носорогӑн хаклӑ та усӑллӑ мӑйракишӗн ӑна браконьерсем тытса пӗтернӗ. 1960 ҫулта хайхи чӗрчун йышӗ 2250-па танлашнӑ пулсан, халӗ, ав, тӑрса юлманпа пӗрех.
Носорогӑн юлашки аҫине Америкӑна 1980 ҫулта илсе пынӑ. Вӑл 44 ҫул пурӑннӑ. Унпа патне ама та ярса панӑ, ҫапах та йыш хутшӑнтарма май килмен. Ученӑйсем ҫакна чӗрчунсем читлӗхре пурӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫапах та аҫан вӑрлӑхне илсе хӑварнӑ, унпа амасене пӗтӗлентерме шухӑшлаҫҫӗ. Анчах усси пирки иккӗленеҫҫӗ.
Ҫурҫӗр носорогӗ кӑнтӑр носорогӗнчен кӳлепипе уйрӑлса тӑрать. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан пысӑк чӗрчунсенчен вӑл слон хыҫҫӑн иккӗмӗш пырать.
Илле Ивановӑн «Durak» чӑвашла калавӗ Махмуд Кашгари ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери виҫҫӗмӗш конкурсра хавхалантармалли премие тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 8-мӗшӗнче Азербайджанӑн тӗп хулинче, Бакура, чысланӑ.
Махмуд Кашгари ӑсчах ячӗллӗ премие илме тӗрӗк чӗлхипе ҫырнӑ калавсене йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫал чӑваш авторӗсем пуҫласа хутшӑннӑ. Регионти тапхӑрта Илле Иванов калавӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ май республикӑна вӑл тӗнче шайӗнче хӳтӗлеме тивӗҫнӗ.
Бакура пӗрремӗш премие казах авторӗ Нургали Оразов ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшӗнче – тутар ҫыравҫи Айгуль Ахметгалиева, виҫҫӗмӗшӗнче — Алпай Азер азербайджан.
Конкурса пурӗ 13 тӗрӗк патшалӑхӗпе халӑхӗ хутшӑннӑ. Унта Тӗрӗк культурин пӗтӗм тӗнчери организацийӗн тӗп секретарӗ Дюсен Касейинов, Азербайджанӑн культура министрӗ Абульфас Гараев, Турцин культура министрӗн ҫумӗ Нихат Гюль тата ытти пысӑк хӑна хутшӑннӑ.
ЧР МЧСӗ Чӑваш Ен правительствипе пӗрле ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ. Вӗсем Донбассри тата Луганск облаҫӗнчи ачасем валли пылак парнесем пухнӑ.
Акци вӑхӑтӗнче 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ. Ҫав укҫапа канфет туяннӑ, вӗсене хутаҫа хурса парне хатӗрленӗ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче кондитер ҫимӗҫ тултарнӑ урапа Шупашкартан Самара тухса кайнӑ. Унта гуманитари пулӑшӑвӗн конвойӗ палӑртнӑ вырӑна ҫула тухнӑ.
Конвой Дон ҫинчи Ростов хулине раштавӑн 16-мӗшӗнче ҫитмелле. Пылак парнесем вара ачасен аллине 20-мӗшсем хыҫҫӑн лекмелле.
Унччен ЧР Сывлӑх министерстви «Чӑрӑш — Ҫӗнӗ Раҫҫее!» акци ирттернӗ. Республика Мускава, Донецк тата Луганск облаҫӗнчи ҫынсем валли, тумтир, пушмак, тетте, канцтавар, пылак ҫимӗҫ тултарнӑ 27 курупка ӑсатнӑ.
АПШри Теннесси штатра электроэнерги расхутлас тӗлӗшпе хӑйне евӗр сӑнав тунӑ. Виҫӗ ҫуртра ултӑ ҫул роботсем пурӑннӑ. Вӗсем ҫыннӑн кулленхи пурнӑҫне сӑнланӑ. Ку 2009–2014 ҫулсенче пулнӑ.
Ҫуртсенче куллен йӑла техники, телевизор, ытти электроприбор ӗҫленӗ, пӑрӑхсем ӑшӑннӑ. Ҫавӑн пекех темиҫе ҫын пурнӑҫне сӑнарламашкӑн сывлӑша ӑшӑ тата нӳрӗк кӑларакан ятарлӑ машина ӗҫленӗ.
Сӑнава мӗн тӗллевпе ирттернӗ-ха? Ҫуртсенчен пӗри ресурссене перекетлемен ҫемье пулнӑ. Иккӗмӗшӗ, хирӗҫ лараканни, пачах тепӗр майлӑ — йӑлтах перекетленӗ. Виҫҫӗмӗшӗ перекетлемен те, ытлашши расхутламан та — хӑйне май пурӑннӑ.
«Транжирсемпе» «экономистсен» коммуналлӑ счечӗсене танлаштарсан ҫакӑ паллӑ пулнӑ: иккӗмӗшӗсен, АПШри кил хуҫалӑхӗпе танлаштарсан, тӑкак 4 хут сахалрах.
Сӑнава ҫынсене хутшӑнтарман. Вӗсем вырӑнне роботсем пулнӑ, мӗншӗн тесен тӗпчевҫӗсем ҫуртсене кирек хӑш вӑхӑтра та кӗрсе пӑхасшӑн пулнӑ.
Акӑлчан чӗлхин тӗнчери чи хисеплӗ словарӗсенчен пӗри Оксфорд словарӗ кӑҫалхи ҫулталӑк сӑмахне палӑртнӑ. Вӑл сӑмах — «vape». Акӑлчанран куҫарсан ку ӑнлав электрон пируспа ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна туртнине те, электрон пируса хӑйне те пӗлтерет.
Асӑннӑ сӑмаха усӑ курасси ҫулталӑкра икӗ хут ӳснӗ иккен. Уншӑн, тен, питӗ савӑнмаллах мар-тӑр. Оксфорд словарьне хатӗрлекенсем ҫулталӑк словарьне лекнӗ ҫав сӑмах электрон пируса туртакансем йышланнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Ҫулталӑкри сӑмаха лекес шанчӑк ҫавӑн пекех «normcore» (ку вӑл модӑри ӑнлав — ансат курӑнас тесе ӑнтӑлнине пӗлтерет), «bae» (ҫывӑх ҫынна ҫепӗҫҫӗн каланине уҫӑмлатакан япала ячӗ), «contactless» (ҫыхӑнусӑр тени пулать), «slacktivism» (политика тата социаллӑ темӑпа интернет-акцисене хутшӑнни).
Пӗлтӗр ҫулталӑк сӑмахӗ «selfie» пулса тӑнӑ, вӑл ҫын хӑйне хӑй ӳкернине палӑртать.
Килес ҫулхи ҫу уйӑхӗнче 3D-принтерпа пичетленнӗ пӗрремӗш ноутбук сутлӑха тухӗ. Кун пирки The Telegraph Британи хаҫачӗ пӗлтернӗ.
Халӗ кашни ҫын килти условире хӑйӗн компьютерне пичетлеме пултарать тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗш ноутбука пичетленӗ те иккен. Ӑна Pi-Top ят панӑ. Малтанхи саккассен пӗтӗмӗшле хакӗ 120 пин доллара ларнӑ.
340 доллара яхӑн тӑракан 3D-принтера туяннисем валли Pi-Top ятарлӑ комплект кӑларнӑ. Унта кӗрекен хатӗрӗн хуппин шаблонӗ 284 доллара яхӑн тӑрать иккен. Pi-Top текенскере ахаль ноутбукӑн мӗнпур функцийӗпе пуянлатнӑ-мӗн.
Ноутбука тем тӗслӗ те хатӗрлеме пулать иккен, корпус ҫине унӑн хуҫин ятне те вырнаҫтарма пулать.
Ҫӗнӗ йышши ноутбука шухӑшласа кӑларакансем вӑл ачасен компьютер ӑсталӑхне вӗрентме те меллӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн, мӗншӗн ӑна вӗсем хӑйсем тӗллӗн пухма та, сӳтме те пултараҫҫӗ-ҫке.
Юпан 4-13-мӗшӗсенче Беларуҫ Республикинче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУн регион историн, этнографи тата археологи кафедрин профессорӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, культурологи докторӗ В.А.Васильев ертсе пынипе Беларуҫри чӑвашсен историпе культурине тӗпчес енӗпе этнокультура экспедицийӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Беларуҫсем Раҫҫейри университетсемпе ирттернӗ проектсем халӗччен пулманнине палӑртнӑ. Экспедици программине тӗпчев тата культура тӗллевӗсем кӗнӗ: Чӑваш Енрен тухнӑ чӑвашсем пирки документаллӑ материалсем тупасси, истори тата культура палӑкӗсемпе паллашасси.
Беларуҫри Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин патшалӑх музейӗнче вӑрҫӑри паллӑ мар паттӑрсем пирки — Чӑваш Енрен тухнӑскерсем ҫинчен — истори ҫӑлкуҫӗсем Гродно хулинчи 35-мӗш шкулти «Ӑс-тӑн упрать» музейра упранаҫҫӗ.
Беларуҫра нумай наци ҫынни пурӑнать. Ытларахӑшӗ — беларуҫ. Чӑвашсем йышӗпе унта 14-мӗш вырӑнта. Гродно хулинче иртнӗ экспедицире чӑвашсен тата беларуҫсен йӑли-йӗркине, истрине, культурине тарӑнрах пӗлме пулӑшнӑ. 35-мӗш шкулти музей экспозицийӗсем «Коля пичче» ушкӑн пирки каласа кӑтартнинчен пуҫланать.
Раҫҫей Парламенчӗ ҫамрӑксене эрех сутмалли ӳсӗме каллех ӳстерме ыйтать. Халӗ 18 ҫул тултарнисен эрех-сӑра туянма юрать пулсан ҫак ӳсӗме 21 ҫул таран хӑпарттарасшӑн.
Мӗн тӗллевпе? Паллах, ҫамрӑксене эрех-сӑраран сивӗтес тӗллевпе. Ку тӗлӗшпе саккун проектне Федераци Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен председателӗн ҫумӗ Вячеслав Фетисов хатӗрленӗ.
Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ку ӳсӗме хӑпартни ҫамрӑксене эрех-сӑрапа ир туслашасран сыхлать. Документа Патшалӑх Думине ҫитес вӑхӑтра кӗртме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет.
Тӗрӗссипе, ку проекта Патшалӑх Думине пӗр хут кӑна мар кӗртнӗ. Анчах кашнинчех ӑна пӑрахӑҫланӑ. Ара, Граждан кодексӗ 18 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксене права тӗлӗшӗнчен хӗсме юраманнине палӑртать-ҫке-ха. Анчах Патшалӑх Думине 21 ҫулта ҫеҫ суйланма юрать. Эппин, эрех-сӑрана та 21 ҫула ҫитменнисене сутма мӗншӗн чарас мар? Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ проекта сӗнекенсем.
Чылай ҫӗршывра эрехе 21 ҫултан кӗҫӗнреххисене сутмаҫҫӗ. Нью-Йоркра ҫак ӳсӗме ҫитменнисене пирус та памаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Польшӑри Сӑлупуҫ (пол. Słubice) хулинче вырӑнти «Коллегиум Полоникум» ӑслӑлӑхпа дидактика лапамӗн директорӗн пуҫарӑвӗпе Википедине халалланӑ пӗрремӗш палӑк уҫӑлнӑ.
Монумент 1,7 метр ҫӳллӗш. Унта — тӑватӑ кӗлетке, вӗсем Википеди паллине тытса тӑраҫҫӗ. Унӑн авторӗ — «Коллегиум Полоникум» студенчӗ, эрмен йӑхӗнчен тухнӑ Мигран Акопян. Палӑк Сӑлупуҫшӑн вӗренӳ пӗлтерӗшлӗ вырӑнта пулнине кӑтартать.
Палӑка тумашкӑн 62 пин злотых (27 пин доллар) тухса кайнӑ. Ӑна вырӑнти хыснаран уйӑрнӑ. Палка уҫнӑ ҫӗрте «Викимедиа» фондӑн темиҫе уйрӑмӗн элчисем пулнӑ.
Паянхи куна Википедисӗр куҫ умне кӑларма та йывӑр. Вӑл — тӗнче тетелӗнчи энциклопеди, ӑна Америкӑри усламҫӑ Джимми Уэйлс 2001 ҫулта хута янӑ. Википеди — тетелти чи пысӑк проект. Унта тӗнче тетелӗнчи сообществӑсем 280 чӗлхепе ҫырнӑ 30 миллион ытла статья. Поляксен уйрӑмӗнче 1 миллион ытла статья, вӑл пысӑкӑшӗпе Википединче — 12-мӗш.
Пӗлтӗр ЮНЕСКО Уэйлса Википедине тунӑшӑн Нильс Борӑн ылтӑн медалӗпе чысланӑ. 2003 ҫулта Джимми Уэйлс «Викимедиа» фонд тунӑ.
Вӑрнар районӗнчи шкулсен вӗрентекенӗсем акӑлчан чӗлхине лайӑхрах тӗшмӗртес тӗллевпе Аслӑ Британин тӗп хулине Лондона кайса килеҫҫӗ. Унтан ачасене лайӑхрах калаҫма вӗрентеҫҫӗ.
Юлашки ҫулта Лондонра ют чӗлхене вӗрентекен 3 учитель пулнӑ: Маргарита Савельева (Ярмушкари шкул), Мира Агилова (Вӑрнарти 2-мӗш шкул), Тамара Васянина (Кульцаври шкул). Вӗсем пурте акӑлчан чӗлхине 30 ҫул ытла вӗрентеҫҫӗ. Лондонра вӗсем 1-2 эрне пурӑннӑ.
Шкулта ачасем акӑлчан чӗлхине вӗренеҫҫӗ, ку предметпа ППЭ те кӗртеҫҫӗ. Ку йӑлтах — ытти патшалӑх ҫыннисемпе хутшӑнас, вӗсен культурипе историне вӗренес тӗллевпе. Вӗрентекенсем ют ҫӗршывра пулсан Тӑван ҫӗршыв тата хаклӑрах туйӑнма пуҫланине палӑртаҫҫӗ.
Мира Агилова аслӑ класс ачисене аслӑ Британи пирки каласа кӑтартасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |