Казахстан Президенчӗ Нурсултан Назарбаев паян Хушу кӑларнӑ — пӗчӗкшерӗн те майӗпен казах чӗлхине латин саспаллисем ҫине куҫарасси пирки.
Латин саспаллисем ҫине куҫасси темиҫе утӑмран тӑрать. Чи малтан — саспаллисен йышне ҫирӗплетесси. Ку ӗҫе паянхи хушупа пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫӗнӗ алфавитра пурӗ 32 саспалли, вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ — апострофлӑ пулӗ («ш», сӑмахран, «s'» пек ҫырӑнӗ).
Пӗтӗмӗшле кириллицӑран 2025 ҫул тӗлне хӑтӑлма йышӑннӑ. Латин саспаллисем ҫине вӑл вӑхӑт тӗлне кӗнеке пичетлессине, пичет кӑларӑмӗсене, хут ҫаврӑнӑшне куҫарса ҫитермелле. Шкулсенче латиницӑпа план тӑрӑх 2022 ҫултанпа вӗрентме тытӑнӗҫ.
Латиница ҫину куҫасси пирки Казахстанра 2012 ҫулта калаҫма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вара Н. Назарбаев латин саспаллисем ҫине куҫмалли плана хатӗрлеме ыйтнӑччӗ. Сӑмах май, Казахстанра латин саспаллийӗсемпе хальхи вӑхӑтра усӑ курма пуҫланӑ та. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи кӑтартмӑшсенче ял-хула ячӗсене кириллицӑпа та латиницӑпа та ҫырса хунӑ.
Нумай пулмасть Михаил Петров удмурт ҫыравҫин чи паллӑ романӗ венгрла пичетленсе тухнӑ. Куҫараканӗ — чӗлхеҫӗ тата тӑлмач Иван Хорварт. «Известия Удмуртской Республики» (чӑв. Удмурт Республикин хыпарӗ) хаҫат нумай пулмасть куҫаруҫӑпа калаҫу ирттерсе ҫакӑн пирки статья кӑларнӑ.
«Кивӗ Мултан» — удмурт ҫыравҫин чи паллӑ романӗ шутланать. Унӑн сюжечӗ 125 ҫул каялла пулса иртнӗ «Мултанское дело» ят панӑ хурлӑхлӑ пулӑм тавра пулса пырать. Романа Михаил Петров 20 ҫул яхӑн ҫырнӑ, вӑл хӑйӗн кун ҫутине 1954 ҫулта курнӑ. Тепӗр ҫул вара, шел те, ҫыравҫӑ куҫне хупнӑ. 1956 ҫулта роман Мускавра вырӑсла тухнӑ. Ку хайлавпа эпир чӑвашла та паллашма пултаратпӑр. 1999 ҫулта вӑл «Кивӗ Мултан» ятпа Шупашкарта 1000 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. Чӑвашла куҫараканӗ — Роза Петрова-Ахтимирова. Кӗнекене ҫавӑн пекех тутарла, эстонла тата хрантсусла куҫарнӑ.
Каласа хӑварас пулать, венгрла тухнӑ куҫарӑвӑн пӗтӗмӗшле тиражӗ пысӑках мар — пурӗ те 100 кӑна.
Ҫапла хыпар «Сӗтев» («Взятка») хаҫат блогӗ пӗлтернӗ. Редакцие ӗнер Страсбург хулинчен шанӑҫ кӳрекен хыпар ҫитнӗ имӗш.
Темиҫе ҫул каялла Европӑри этем прависене хӳтӗлекен суда «Сӗтев» хаҫатра 2011 ҫулта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе «Покажи мне свой язык, и я скажу кто ты» публикаци кун ҫути курнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн хаҫата экстремизм статьяпа айӑпларӗҫ. Айӑпӗ тӗрӗк тӗнчинче паллӑ Илле Иванов журналист ҫине лекрӗ, лешӗ статйине редакциленӗ ҫын кӑна пулнӑ пулин те.
Паллах, айӑплавра политика тата административлӑ йӗр питӗ вӑйлӑ сисӗнетчӗ — сӗтев илекенсене тупса палӑртакансене хӗстерме тӑрӑшни курӑнчӗ.
Айӑплав хыҫҫӑн редакци хӳтӗлев шыраса Страсбурга ҫыру янӑ, халӗ вара унтан хуравӗ ҫитнӗ. Европӑри этем прависене хӳтӗлекен суд «Сӗтев» хаҫат ҫӑхавне пӑхса тухма хатӗр. Ҫитес вӑхӑтра Европӑра «Эдуард Мочалов тата Илле Иванов Раҫҫее хирӗҫ» суд процессӗ пулӗ.
Мексикӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ Тамаулипас штатӗнче тӗлӗнмелле пулӑм асӑрханӑ — унта пулӑ ҫумӑрӗ ҫуса кайнӑ. Мексика кӳлмекӗнчен инҫе мар вырнаҫнӑ Тампико хулинче ҫумӑр пӗлӗтӗнчен шыв тумламӗсемпе пӗрле вӗтӗ пулӑсем ӳкме тытӑннӑ.
«Тампикӑра тӗлӗнмелле пулӑм, Ломас-де-Росалес районта ҫумӑр пӗрӗхтерсе иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче, тӳрремӗн каласан, вӗтӗ пулӑсем тӳперен ӳкме пуҫланӑ», — вырӑнти тӳре-шара хӑйсен Фейсбукри страницинче ҫапларах пӗлтернӗ.
Калас пулать, пулӑ ҫумӑрӗ вӑйлӑ тӑвӑл хыҫҫӑн пулма пултарать. Ытларах чухне питӗ вӑйлӑ ҫавраҫил иртсен пулӑсене тинӗсрен сывлӑша хӑпартать. Унччен маларах ку тӑрӑхра «Пилар» тропикри шторм иртсе кайнӑччӗ. Ҫил 72 км/сех. таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.
Кӑҫалхи хӗлле мӗнле пулӗ? Хӑш-пӗр ӑсчах ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хӗл сивӗ килӗ. Унашкалли 100 ҫул пулман.
Ҫакна, тӗслӗхрен, Аслӑ Британири метеоролог Джеймс Мэдден ҫирӗплетет. Вӑл каланӑ тӑрӑх 2017-2018 ҫулсенчи хӗлле Ҫӗр чӑмӑрӗшӗн куҫӑм тапхӑрӗ пулать. Чӳк уйӑхӗнчех сивӗтӗ-мӗн, раштав пуҫламӑшӗнче шартлама сивӗ шатӑртатӗ. Сывлӑш температури 25-30 градус сивӗ пулӗ. Тепӗр тесен, ӑсчах ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унашкал температура хӗлӗпех пулӗ, хӑнӑхмах тивӗ.
Джеймс Мэдден хӗл вӑраха тӑсӑлнине калать. Европӑра, Азири хӑш-пӗр ҫӗршывра юр вӑйлӑ ҫӑвӗ.
Анчах Раҫҫей ӑсчахӗсем урӑхла калаҫаҫҫӗ. РФ Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗл питех сивӗ килмӗ. Пуҫламӑшӗ чылай ҫултинчен уйрӑлса тӑмӗ. Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче вара нормӑран ӑшӑрах пулӗ.
Сӑмах май, кӑҫал пилеш ӑнса пулса. Ку вара хӗл сивӗ пулмассине пӗлтерекен паллӑ.
Ӗнер, 17 сехетпе 18 сехет хушшинче Хӗвел питӗ вӑйлӑ ҫиҫсе илнӗ. Кун пирки Мускавра вырнаҫнӑ Лебедев ячӗллӗ РӐА-ӗн (РАН) физика институчӗн Хӗвел астрономийӗн гентген лабораторийӗ пӗлтерет. Ӑна чи ҫӳллӗ шайри класс ятне панӑ — Х.
Каласа хӑварас пулать, хӗвел вӑйлӑ ҫиҫни виҫӗмкун та пулса иртнӗ. Вӑл Мускав вӑхӑчӗпе 15:02 вӑхӑтра хӑватлӑ хӗмленсе илнӗ. Унашкалли унччен 12 ҫул каялла кӑна пулнӑ — 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче. Виҫӗмкунхи Хӗвел хӗмленӗвне пула вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫыхӑну япӑхланнине палӑртнӑ — Чулхулари, Кӗмӗрти, Ижевскри, Томскри тата Сыктывкарти магистраллӑ каналсенче пӑтӑрмахсем тупса палӑртнӑ.
Хӗвел вӑйлӑ ҫиҫсе илни Чӑваш халӑх сайтне те витӗм кӳнӗ — пирӗн офисри компьютер юрӑхсӑра тухрӗ. Хӗвел хӗмленнӗ, вӑйлӑ ҫиҫнӗ вӑхӑтра ӑсчахсем самолётсемпе вӗҫме, руль умне ларма сӗнмеҫҫӗ.
Роспотребнадзор Турцири Анталья тата темиҫе курорт туристсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе йышӑннӑ. Кун пирки «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтерет.
Ку – Коксаки вируса пула. МИХсем ҫырнӑ тӑрӑх, Раҫҫей ҫыннисем вируса пула Турцирен каялла таврӑнаҫҫӗ. Анчах ҫав курортсенчен вирус сарӑлнине Ростуризм ҫирӗплетмен.
Коксаки – энтеровирус, вӑл хырӑмлӑхпа пыршӑлӑхра сарӑлать. Вирус ерсен ӳт температури хӑпарать, вар-хырӑм пӑсӑлать, алӑ тупанӗ ҫине шатрасем тухаҫҫӗ.
Чир 7-10 куна пырать. Унпа ытларах шкул ӳсӗмне ҫитмен ачасем чирлеҫҫӗ.
Тӗнчери чи аслӑ арҫын Израильти Хайфа хулинче 113 ҫула ҫитсе вилнӗ. Ҫакна ҫурлан 11-мӗшӗнче The Haaretz пӗлтернӗ.
Исраэль Кристал Польшӑра 1903 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫуралнӑ. 1940 ҫулта Кристал Освенциме куҫарнӑ. Еврейсене массӑллӑ пӗтернӗ чух арӑмӗпе икӗ ачине ҫухатнӑ. Каярах тепре авланнӑ, 1950 ҫулта Израиле пурӑнма куҫнӑ. Унта вӑл вӑрҫӑ пуҫланиччен канихвет кӑларса укҫа туса пурӑннӑ.
2016 ҫулта Ясутаро Коидэ яппун ҫынни 112 ҫула ҫитсе вилнӗ хыҫҫӑн 112 ҫулти Кристала тӗнчери чи аслӑ арҫын тесе йышӑннӑ.
Гиннес рекорчӗсен кӗнеки Кристала чи асли тесе Польшӑри архивра унӑн ҫулне ҫирӗплетекен хутсем тупӑнсан йышӑннӑ. Архивра арҫын 1918 ҫулта Лодзи хулинче пурӑнни ҫинчен документсем тупӑннӑ. Ун чух вӑл 15-ре пулнӑ.
Хӗрарӑмсенчен халӗ чи асли — Ямайкӑри 117 ҫулти Вайолет Мосс Браун.
Японири NSK компани 13 минут ҫурӑ ҫаврӑнма пултаракан спиннер шухӑшласа кӑларнӑ. Ахаль спиннера илес пулсан вӑл темиҫе минут ҫеҫ ҫаврӑнайрать, ун хыҫҫӑн чарӑнать.
Нумай вӑхӑт хушши ҫаврӑнтармашкӑн япун ӑстисем тӗнче уҫлӑхӗнчи уҫлӑхташсенчи (спутниксенчи) подшипникпа усӑ курнӑ. Ҫапла май вӗсен спиннерӗн хакӗ 17 пин иенӑпа (157 доллар е 9400 тенкӗ) танлашнӑ. «Пӗлсех тӑратпӑр, эпир кӑларнӑ япала чи вӑрах ҫаврӑнма пултараканскер», — тенӗ компанийӗн микропрезици пайӗн пуҫлӑхӗ Тосикадзу Исии.
Спиннер — юлашки вӑхӑтра модӑна кӗнӗ тетте. Варринче унӑн тимӗртен е керамикӑран тунӑ подшипник вырнаҫнӑ, айӑккисенче — темиҫе ҫунат. Пӗрисем ку тетте кӑмӑла лӑплантарать тесе шутлаҫҫӗ, теприсем сывлӑха сиен кӳрет тесе. Нумай пулмасть Роспотребнадзор та спиннерсемпе кӑсӑкланса кайнӑ — ачасен сывлӑхӗшӗн сиен пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме шутланӑ.
Чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта) Америкӑра иртекен пӗтӗм тӗнчери историлле лингвистика конференцине тӗпчеме тухса кайнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче паян, 10 сехет каялла, пӗлтернӗ.
Сантр Савгильда ҫырнӑ тӑрӑх, конференци Техасри Сан-Антонио хулинче иртет. Унта ӑна хӑрушлӑха лекнӗ чӗлхесем пирки тухса калаҫма чӗннӗ. «Манӑн тема — чӑваш диалекчӗсем тата кӑк тӗрӗк чӗлхине реконструкцилесси. Унта социолингвистика пӗчӗк пайӗ пулать — уйрӑммӑн илсен Hèctor Alòs Font тӗпчевӗсем ҫинчен пӗлтересшӗн. Историпе диалектологи енӗпе хамӑрӑн 2011–2015 ҫулсенчи тӗпчевсем ҫинчен каласа парӑп», — тесе ҫырнӑ Сандр Савгильда.
Пӗлтӗр Александр Савельев кӑк алтай чӗлхине тӗпчеме йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи ушкӑна кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |