Паян ҫурҫӗр иртсен Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗ (IAAF) Раҫҫей спортсменӗсене дисквалификацилеме шутланӑ. Ҫав шутра ассоциаци 2016 ҫулта Раҫҫейре ирттерме палӑртнӑ пысӑк спорт мероприятисене чарса лартнӑ. Ку — Шупашкарта ирттермелли Хӑвӑр утас енӗпе тӗнче кубокӗ тата Хусанта иртмелли юниорсен ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче чемпионачӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей спортсменӗсем 2016 ҫулта иртекен олимп вӑййисене хутшӑнасси те пысӑк ыйту кӑларса тӑратать.
Хӑварт утас енӗпе тӗнче кубокӗ Шупашкарта 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшпе 8-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Ку йышӑнӑва 2013 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче IAAF Монакора пухӑнсан тунӑччӗ. Шупашкар та ҫак ӑмӑртӑва хатӗрленсе пыратчӗ.
Допинг пӑтӑрмахӗ никама пӑхӑнман WADA агентство тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. Вӗсен доклачӗ тӑрӑх Раҫҫейри допинга тӗрӗслекен агентство хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ туса пыман, 1400 ытла илнӗ пробӑна ҫухатнӑ, ФСБ ҫыннисем допинг тӗрӗслевӗн ӗҫне хутшӑннӑ пулса тухать. Паян иртнӗ IAAF ларӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсене дисквалификацилес е каҫарас тӗлӗшпе самай хушӑ пуҫ ватнӑ. Виҫӗ сехет иртсен тин пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ: сасӑлавра 22-шӗ Раҫҫей спортсменӗсене хирӗҫ, пӗри ҫеҫ майлӑ пулнӑ.
Индонезири наркотиксемпе кӗрешекен агентство утрав ҫинче тӗрме тума сӗннӗ. Унта мӗн виличченех хупнисене крокодилсемпе сыхлаттарасшӑн.
Кӑна Буди Васесо агентство пуҫлӑхӗ сӗннӗ. Хаяр крокодилсене тупас тӗлӗшпе вӑл архипелагсен тӗрлӗ пайне ҫитсе курасшӑн. «Эпир мӗн чухлӗ пултарӑпӑр — ҫавӑн чухле крокодил сыхлаттарма ярӑпӑр», — тенӗ вӑл вырӑнти МИХсене. Ҫавӑн пекех вӑл крокодилсем тӗрме сыхлакан ҫынсенчен лайӑхраххине, вӗсем хупнисене тарма май памассине пӗлтернӗ.
«Крокодила укҫа парса кӑмӑлне ҫавӑраймӑн. Вӑл тарма та пулӑшмӗ», — тенӗ агентство ӗҫченӗ. Анчах ку плана хальлӗхе хатӗрлеҫҫӗ кӑна-ха. Утрав ҫинче тӗрме тӑвас ыйтӑва та пӑхса тухаҫҫӗ ҫеҫ.
Индонезире наркотик саракан хурахсен тӗлӗшпе саккун ҫирӗп. Кӑҫал патшалӑх тунӑ ӗҫ халӑхсене самай пӑлхатнӑ. Ака уйӑхӗнче унта ют ҫӗршыври сакӑр ҫынна, наркотик сутнӑскерсене, пуҫ каснӑ.
Ҫапах Индонези президенчӗ Джоко Видодо наркосутуҫӑсен вилӗм куҫӗнчен пӑхмаллине калать.
Грецире 21 ҫулти чӑваш хӗрӗ ҫухалнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ку информацие тӗрӗслет. Хӗр Улатӑр хулинчен-мӗн. Кун пирки федераци телеканалӗсенчен пӗринпе пӗлтернӗ.
Кӑларӑм эфира НТВ телеканалпа ӗнер, чӳкӗн 5-мӗшӗнче, тухнӑ. Журналистсем Грецире ҫухалнӑ чӑваш хӗрӗ пирки репортаж хатӗрленӗ. Кун тӗлӗшпе ЧР Следстви управленийӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Сюжетра палӑртнӑ тӑрӑх, хӗр Грецие ташӑҫӑра ӗҫлеме кайнӑ. Анчах кӑштахран тӗнче тетелӗнче вӑл аппӑшне «ҫӑмӑлттай хӗрсен» чуралӑхне лекнине пӗлтернӗ. Тепӗракран вӑл амӑшне те шӑнкӑравласа ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн унран хыпар пулман. Юлашки темиҫе уйӑх тӑванӗсем ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.
Хӗр вырӑнти полицие те шӑнкӑравласа пӗлтерме пултарнӑ. Анчах пакунлисем килнӗ ҫӗре вӑл унта пулман. Халӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче унӑн тӑванӗсене ыйтса пӗлӗҫ.
Лондонри Биг-Бена ҫывӑх вӑхӑтра тӗпрен юсамалла, унсӑрӑн сехет механизмӗ чарӑнса ларма пултарӗ. The Daily Mail пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 29£ млн укҫа кирлӗ.
Ку ыйтӑва парламент ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Юсав валли тӑватӑ уйӑх кирлине палӑртнӑ, сехетӗн кашни енне хуплама тивни пирки каланӑ. Унта сехет йӗпписен тата маятниксен подшипникӗсем юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫав кӑлтӑка пула Биг-Бен сехечӗ хуть те хӑш вӑхӑтра хӑйех чарӑнса ларас хӑрушлӑх пур.
Сехет чарӑнса ларассинчен ҫеҫ сыхлакан юсава тума 4,9£ млн кӑна кирлӗ. Анчах пӗттипе юсаманран каярах тепӗр 10£ млн кирлӗ пуласси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Парламент ырласан ку юсав Биг-Беншӑн чи вӑрӑмми пулӗ.
Каярах вӗлерӗҫ-ха. Ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитерме кирлӗ эмел ҫукки хальлӗхе чӑрмав кӳнӗ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тӗрмесенчен пӗрне хупса хунӑ Ричард Глоссип ятлӑ ҫынна авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче укол туса вӗлермелле пулнӑ. Анчах тӗрме администрацийӗ эмелӗ кали ацетачӗ пулнине асӑрхаса ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Шучӗпе вара кали хлоричӗ кирлӗ пулнӑ.
Приговора пурнӑҫа кӗртессине Оклахома штачӗн тӗп прокурорӗ паллӑ мар вӑхӑта куҫарма хушнӑ. Ҫакӑ маларах асӑннӑ Ричард Глоссипсӑр пуҫне Бенджамин Коула тата Джон Гранта та пырса тивет.
Эмел йывӑрлӑхӗ тӗрмесенче юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах сиксе тухать иккен. Ҫакӑн сӑлтавӗ — эмел кӑларакансем вӗлермелли химикатсене пама тӑхтаса тӑни.
Ҫынна вӗлермелле йышӑнусене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче кӑнтӑр енчи ҫичӗ штатра (Техас, Оклахома, Аризона, Миссури, Алабама, Флорида и Вирджини) йышӑнаҫҫӗ. 17 штатра тата Колумби федераци округӗнче ун пек йӑла ҫук.
Ҫак ытларикун авӑнӑн 29-мӗшӗнче Парижра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Паллӑ искусствовед Геннадий Иванов-Орков хӑйӗн Facebook страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Ульпи (Ольга) Николаева йӗркеленӗ.
Куракансемшӗн «Чӑваш Ен» телекомпани хатӗрленӗ фильм кӑсӑклӑ пулнӑ. Ӑна хатӗрлес ӗҫе Марина Карягина, Сергей Мышев тата Ульпи Николаева хутшӑннӑ. Фонограмма валли чӑвашла тата вырӑсла текстсене ҫырма Геннадий Орков та пулӑшнӑ.
Фильма ӳкернӗ чухне Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ӗҫченӗсем хастар хутшӑннӑ — фонд управҫисем, ҫав шутра тӗп управҫӑ Г.Г. Исаев та. Пулӑшакансен йышӗнче фотографа тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫтешӗсемпе 4 струдентне асӑнма пулать.
Фильмра анат енчи чӑвашсен хӗр тата хӗрарӑм тумӗсене кӑтартнӑ. Унта ӳкернӗ кашни ҫипуҫ пайӗ музей фондӗнче упранакан чӑн-чӑн япаласем пулни пирки ҫирӗплетет Геннадий Орков. Фильма музейӗн тӗп залӗнче ӳкернӗ.
The Guargian (чӑв. управҫӑ) информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Турцире пульницаран 47 ҫул хушши выртнӑ ҫын вилнӗ, вӑл астмӑпа тата диабетпа аптранӑ.
Абдулла Хозан Muradiye State Hospital хоспитале пӗрремӗш хут 1968 ҫулта лекнӗ. Ун чухне 23 ҫулхискер тухтӑрсем патне пуҫ ыратнине пула ҫитнӗ. Абдуллан пурӑнмалли вырӑн пулманран тата тухтӑрсемпе вӑл хӑйне вашаватлӑ тытнӑран пульница ертӳҫисем чирлӗ ҫынна палатӑра юлма ирӗк панӑ. Сывлӑхӗ лайӑхланнипе пульницӑран тухма вӑхӑт ҫитсен ӑна яланах ҫӗнӗрен регистрациленӗ.
Абдулла Хозан 70 ҫула ҫитнӗ. Пульница ӗҫченӗсемшӗн вӑл тӑван пекех пулнӑ. Ватӑна Бурсри Ынехӳл (İnegöl) районта пытарнӑ. Хӑй вӑл ҫавӑнта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Америкӑн тӗнче уҫлӑхне тӗпчекен наци управленийӗ (NASA) паян ятарлӑ пресс-конференци ирттернӗ. Унта вӗсем ятарлӑ ушкӑна кӗрекен 8 ӑсчах Марс ҫийӗ ҫинчен ӳкнӗ хӗвел пайӑркисене тӗпчесе тунӑ пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ.
Спектрлӑ тӗпчеве Хӗвел тытӑмне кӗрекен ҫиччӗмӗш планета тавра ҫаврӑнакан станципе усӑ курса тунӑ. Пӗтӗмлетӳ ӑсчахсене хавхалантарнӑ — Марс экваторӗ тавра вырнаҫнӑ тусен патӗнчи тӗттӗм хӑйсем минараллӑ тӑвар пулни палӑрнӑ. Вӗсем вара юхакан шывпа ҫеҫ йӗркеленме пултараҫҫӗ. Минераллӑ тӑвар структурисенче гидратсем пурри те палӑрнӑ. Пресс-конференцире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗпчевпе туллин Nature Geoscience журналта тухнӑ статьяра паллашма пулать. Ӑсчахсен шучӗпе ҫак тӗпчев Марс ҫинче шыв пуррине ӗнентерекен чи пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳ.
Ҫиччӗмӗш планета ҫинче шыв пуррине тӑватӑ ҫул каяллах калаҫатчӗҫ. Ҫӗр метр вӑрӑмӑш шыв ҫулӗсем Марс ҫинчи ҫуллахи тапхӑрта йӗркеленеҫҫӗ, хӗлле вара типсе лараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ планета ҫинче пӑр пуррине те ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ.
Токио университечӗпе «Рикэн» естествӑлла ӑслӑлӑхсен институчӗн ӑсчахӗсем шыв айӗнчи скважинӑсем тавра питӗ тарӑнра пурӑнакан бактерисене тӗпченӗ. Вӑл вырӑнсенсе шыв чулпа сӗтӗрӗннӗрен электричество пулать.
Тарӑнри организмсене кантӑкран ӑсталанӑ савӑта хурса тӗпчевҫӗсем бактерисем ҫине 0,3 вольт хӑватлӑ электричество янӑ. Сӑнакансем хайхи тӗпчекен чӗрӗ организмсем аммиак, кӑмрӑк йӳҫек газне тата шыв кӑларма пуҫланине курнӑ. 8 кун сӑнанӑ хыҫҫӑн бактерисен йышӗ 20% таран ӳснӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем хӑйсене валли тӑранмалӑх сахӑр та кӑларнӑ.
Ӑсчахсем ҫапла май ҫак бактерисем энергие хими синтезӗнчен кӑна мар, пӗчӗк электричество разрядӗнчен те тупма пултарнине палӑртнӑ.
«Рикэн» институчӗн тӗпчев ушкӑнӗн ертӳҫи Рӳхей Накомура ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Хӗвел ҫутти ҫук тата тӑранмалли хими элеменчӗсем ҫук вырӑнта та организмсем хӑйсене пурӑнма майсем тупайраҫҫӗ. Пирӗн тӗпчев ҫакна кӑтартрӗ те».
Венгри влаҫӗсем Хорвати чиккинче ҫӳллӗ карта тытма шут тытнӑ. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Виктор Орбан ҫапла туса лартни мигрантсем ҫӗршыва массӑллӑ пырса кӗнинчен хӳтӗлеме май парассипе ӑнлантарнӑ.
Венгри витӗр кӑҫал 200 пин ытла мигрант иртсе кайнӑ. Венгри Шенген зонине кӗнӗ май унта лексен Европа тӑрӑх ҫӑмӑллӑнах иртсе ҫӳреме май килнӗрен мигрантсем унта лекме ӑнтӑлаҫҫӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗскерсем Европӑра хӳтлӗх тупма шанаҫҫӗ.
Мигрантсен ҫулне пӳлес тесе полицейскисем шывпа перекен ятарлӑ пӑшалпа та усӑ курнӑ, куҫҫуль юхтараканнипе те. Мигрантсенчен хӑшӗсем суранланнӑ та.
Ҫӳллӗ картана Хорватипе Венгри хушшинчи 41-мӗш километр тӗлӗнче хӑпартса лартасшӑн. Ун пек чикке маларах Серби чиккинче тума ӗлкӗрнӗ-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |