Ҫак кунсенче пирӗн республикӑри харӑсах темиҫе районпа факеллӑ ҫынсем чупса иртнӗ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫавсем Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Унта вӗсем Элӗк районӗнчен пырса кӗнӗ, кайран Йӗпреҫ енне тухса кайнӑ.
Факел йӑтнӑ ҫынсем — «Тӗнче чупӑвӗ – 2016» Пӗтӗм тӗнчери мир, туслӑх, ӑнланулӑх эстафетине хутшӑнакансем. Унта хутшӑнас текенсен спортсмен пулни кирлӗ мар, ҫулне те пӑхмаҫҫӗ. Ҫунакан факела темиҫе метр та пулин йӑтса утмалла е алӑра тытса тӑрсан та ҫителӗклӗ теҫҫӗ.
Кӑҫалхи чупу вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра кӑна 19 пине яхӑн километр ҫӗнмелле. Старта Владивосток, Севастополь, Пермь тата Мускав хулисенче палӑртса хунӑ. Раҫҫей команди Казахстанри, Монголинчи, Беларуҫри, Китайри тата Финлянди чиккинче Европӑри интернационаллӑ ушкӑнпа тӗл пулмалла.
Мероприяти Ӗпхӳ хулинче, Европӑпа Ази чикӗленнӗ вырӑнта, хупӑнӗ. Унта Хӗвеланӑҫпа Хӗвелтухӑҫ пӗрлешӗҫ.
Валерий Спиридонов программист «Про Горд» портал корреспондентен каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Германире ҫын пуҫне урӑх пациента лартас операци тума хатӗрленеҫҫӗ.
Ку тӗнчере пӗрремӗш операци пулӗ. Ӑна 2017 ҫул вӗҫӗнче тума палӑртнӑ. Кун валли темиҫе миллион укҫа кирлӗ. Мӗншӗн Германире ирттереҫҫӗ? Унта медицина технологийӗн шайӗ лайӑх. Хӑрушӑ эксперимента Владимир хулинчи ҫын та хутшӑнасшӑн.
Сӑнава ирттемешкӗн укҫа пухса ҫитереймен-ха. Владимир арҫыннишӗн кам пӗрремӗш пациент пулни — вырӑс-и, Китай ҫынни-и — пӗлтерӗшлӗ мар.
Валерий Спиридонов, Владимирта пурӑнаканскер, Вердинг синдромӗпе аптӑрать. Вӑл кӳмепе ҫӳрет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Турцири Кемер хулинче «Кемер Интернешенал 2016» илемлӗх конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Кристина Андреева та хутшӑннӑ.
22 ҫулти Кристина конкурсран 3-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ. Коронӑна ҫӗнсе илессишӗн 21 пике тупӑшнӑ. Вӗсем — Раҫҫейрен, Украинӑран, Молдовӑран, Польшӑран, Албанирен, Лативрен, Америкӑран, Казахстанран, Кӑркӑсстанран, Узбекистанран, Румынирен, Грузирен тата ытти ҫӗршывран килнӗ.
Пирӗн ентеш вӗсен хушшинче 3-мӗш вырӑна ҫӗнсе илме пултарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна — Украина хӗрӗ, пӗрремӗшне Америка хӗрӗ ҫӗнсе илнӗ.
Швейцари ҫыннисем паян пурне те уйӑхсерен тӳлекен тупӑш (тепӗр май ӑна шантарнӑ никӗслӗ тупӑш теҫҫӗ) пирки сасӑлаҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх патшалӑх хӑйӗн гражданӗсене уйӑхсерен аслисене 2550 швеци франкӗ (пирӗннипе 170 пин патнелле пулать), ачасене 625 франк тӳлесшӗн. Ӗҫлекеннисене те ӗҫсӗррисене те.
Шантарнӑ тупӑша валеҫме пуҫлассине ытларах пайӗ йышӑнмасть тесе пӗлтереҫҫӗ. Хирӗҫлекенсен шухӑшӗпе тупӑш илнипе ӗҫ хушшинчи ҫыхӑну ҫухалнине пула пурнӑҫ япӑхланӗ. Политиксем те ку сӗнӗве ырламан. Ҫавах та сӗнӳшӗн 100 пин ҫын алӑ пуснине шута илсе ӑна сасӑлава кӑларнӑ.
Ку ыйтусӑр пуҫне референдумра халӑхӑн тата тепӗр тӑватӑ темӑна та татса пама тивӗ. Вӗсем комуналлӑ тӳлевпе тата таркайсене йышӑнассине ҫӑмӑллатассипе ҫыхӑннӑ.
Египетри журналист хӑйӗн тин ҫуралнӑ ывӑлне Путин ят панӑ. Вӑл хӑйӗн савӑнӑҫӗ пирки халӑх тетелӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Каир хулинче пурӑнакан Моамен Мухтар хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне Фейсбука вырнаҫтарнӑ. «Ку манӑн ывӑл Путин», — тесе ҫырнӑ вӑл сӑнӳкерчӗк айне.
Журналист ывӑлӗ валли мӗншӗн кунашкал ят суйланӑ? Ҫакна вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Владимир нумай, Путин вара пӗрре ҫеҫ».
Халӑх тетелӗпе усӑ куракансем Египетри журналиста ача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ. Ывӑлӗ пысӑк ҫын пуласса шанаҫҫӗ вӗсем.
Тем хӑтланакан та пур. Ҫак кунсенче Шупашкар ҫынни вӑрӑм тунасемпе сӑнав ирттернӗ. Вӗсем ҫыртнине хӑй мӗнле чӑтса ирттернине пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Хайхискер Атӑл леш енче вӑрӑм тунасене «ҫитернӗ».
Евгений Столяров хӑйне вӑрманта ҫыхса хуртарнӑ. Вӑрӑм тунасем ӑна тӳрех тапӑннӑ. Вӗсем кӗлеткипех ҫыртсан мӗн пулать? Ҫакна пӗлесшӗн ҫуннӑ вӑл.
Вӑрмана вӑл юлташӗпе кайнӑ. Пилӗкӗ таран хывӑннӑскер вӑрӑм тунасене мӗн чухлӗ вӑхӑт «тӑрантарнӑ»? Евгений 19 минут ҫеҫ чӑтайнӑ.
Хӑй вӑл слесарь. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӗҫре чӗркуҫҫине амантнӑ. Унтанпа унта-кунта ҫеҫ ӗҫлесе ҫӳрет. Пушӑ вӑхӑчӗ нумай. Ҫавӑнпа вӑл сӑнав ирттерме шухӑшланӑ та.
Кун хыҫҫӑн Евгенин хулпуҫҫи, ҫурӑмӗ, алли хӑпарса тухнӑ, хӗрелнӗ, кӑвакарнӑ. Тепӗр талӑкран та кӗлетки ыратнӑ унӑн. Сӑнава видео ӳкерсе тӗнче тетелне лартнӑ. Мӗн ку: сӑнав-и е эпатаж-и?
Тепӗр тесен, тӗнчере хӑйне евер сӑнавсем унччен те тунӑ. Исаак Ньютон ача чухне чирленӗ, тантӑшӗсенчен юлса аталаннӑ. Пӗррехинче ҫиллӗ ҫанталӑкра ачасем вӑрӑмӑшне сикессипе ӑмӑрту ирттернӗ.
Чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта) кӑк алтай чӗлхине тӗпчеме йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи ушкӑна кӗнӗ. Eurasia3angle (Еврази виҫкӗтеслӗхӗ) тӗпчевҫӗсен никама пӑхӑнман ушкӑнӗ кӑк алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗршыври чӗлхеҫӗсем, археологсем тата генетиксем кӗнӗ. Ушкӑн Германири Йена хулинче тӗпленсе ӗҫлӗ, Сантӑр Савкилта унта тухса кайнӑ та ӗнтӗ.
«Виҫӗ дисциплина меслечӗпе усӑ курса эпир кӑк алтай вырӑна тупма шутлатпӑр, алтай чӗлхисен йышне кӗрекен халӑхсем континент тӑрӑх мӗнле сарӑлнине ӳкерме тӗв тунӑ», — пӗлтерчӗ пире Александр Савельев.
Чӑваш тӗпчевҫи тӗрӗк чӗлхисен пайӗшӗн яваплӑ пулӗ. Вӑл икӗ енпе ӗҫлӗ. Пӗри — тӗрӗк чӗлхинчи ял хуҫалӑх терминологийӗне тӗпчессипе ҫыхӑнӗ. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх тӗрӗксем куҫса ҫӳренӗ сӑлтавсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗнче сӑнама пулать. Ку ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кайрах кӗнекен пичетлесе кӑларасшӑн. Александр ӗҫӗн иккӗмӗш тӗпчев енӗ — филогенетика. Ӑнланмалла каласан — биологсем чӗрӗ организмсене классификациленӗ чухне усӑ куракан компьютер меслечӗсемпе тӗрӗк чӗлхисене тӗпчесси.
Нумаях пулмасть Германире скульпторсен пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта Польшӑри, Украинӑри, Латвири, Германири, Раҫҫейри ӑстасем тупӑшнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Евгений Акимов унта Раҫҫей чысне хӳтӗленӗ. Унта унӑн вӗренекенӗ Артем Смирнов та кайнӑ.
Фестиваль Сотрум хулинче иртнӗ. Кӑҫал унта «вупӑр карчӑк» темипе кӳлепесем касса кӑларнӑ. Чи малтан скульпторсем жреби туртса кӑларнӑ. Мӗн лекнине кайран ӑсталанӑ.
Евгений Акимов ҫӗленсемпе ҫыхӑннӑ карчӑка касса кӑларнӑ. Вӗренекенӗ вара ачасен сӑнарне «чӗртнӗ».
Фестивальте тӗрлӗ ҫӗршыври ӑстасем опытпа ылмашӑннӑ. Германире пурӑнакансем вара скульптурӑсемпе сӑн ӳкерӗннӗ.
Браун университетӗнче тӗпчев ирттернӗ, пуяннисемпе чухӑннисем укҫана мӗнле тӑкакланине тишкернӗ. Хайхи университет ӑсчахӗсем ҫак ӗҫе 5 ҫул ытла тунӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене пӗр ыйту кӑсӑклантарнӑ: пуяннисемпе чухӑннисем хӑйсен укҫине мӗнле тӑкаклаҫҫӗ? Тӗпчевре 150 пин ҫын ытла хутшӑннӑ. Тӳрех каласа хӑварас пулать, кунти сӗнӳсем Раҫҫейри халӑха пырса тивмесӗр те пултараҫҫӗ, тӗпчевӗ тем тесен те АПШ-ра иртнӗ-ҫке. Ҫынсем укҫана тӑкаклас йӑлана мӗнле туса пынине тӗпченӗ май ҫакнашкал уйрӑмлӑхсем асӑрханӑ:
Пуяннисен ытларах пайӗ (67%) хушма тупӑш илес тесе темӗнле те тӑрӑшаҫҫӗ. Чухӑннисене пӑхас пулсан, ку тӗлӗшпе 6% ҫеҫ уйрӑлса тӑрать. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх — укҫаллӑ пулас тесен хӑвӑн вӑхӑта ахаль ирттермелле мар, укҫа ӗҫлесе илме майсем тупмалла. Нумай ӗҫлен — сан алӑра укҫи те ытларах пулать.
Лотерей билетне чухӑнсенчен 77% туянать, пуяннисенчен вара — 6% ҫеҫ. Чухӑнсен ҫитменлӗхӗ — вӗсем темле майпа харӑс пуйса кайма ӗмӗтленеҫҫӗ. Чӑн та, хӑшӗ-пӗрин ҫулталӑк хушшинче лотерей билечӗ туяннӑ укҫана пухас пулсан сахал мар пуҫтарӑнӗччӗ пуль.
Швейцари влаҫӗ патшалӑхӑн кашни гражданинне — ӗҫлет вӑл е ӗҫлемест ҫав-ҫавах — 2500 швеци франкӗ (€2250 е 184 526 тенкӗ) тӳлеме пуҫласшӑн. Ку ҫӗнӗлӗхе ырласан Швейцари уйӑхсерен пурне те тупӑшпа тивӗҫтерекен тӗнчери пӗрремӗш патшалӑх пулса тӑрӗ.
Ҫӗнӗлӗхе патшалӑхри демографи институчӗ ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх йӗркеленӗ пулать. Швейцари халӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх уйӑхсерен тӳлекен тупӑш йӗркелесен те вӗсем ҫав-ҫавах хӑйсене валли ӗҫ шырӗҫ. 2% кӑна хӑйсен ӗҫне пӑрахса патшалӑх ӗнси ҫинче пурӑнма пуҫласси ҫинчен каланӑ. Тепӗр 8% шухӑшласа пӑхма вӑхӑт кирли ҫинчен пӗлтернӗ. Ыйтӑма хутшӑннӑ халӑхран 56% влаҫрисем унашкал саккуна йышӑнмасть тесе шухӑшлать.
Швейцари ҫыннисем ку тӗлӗшпе утӑ уйӑхӗнче сасӑласа йышӑнасшӑн. Сӑмах май ку ҫӗршыври чи пӗчӗк пенси виҫи 1160 франкпа (85 пин тенкӗ) танлашать. Вӑтамран Швейцари ҫынни уйӑхне 6 пин ытларах франк (453 пин тенкӗ) ӗҫлесе илет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |