Спортӑн ҫак енӗпе кӑсӑкланса тӑракансем хӗрарӑмсен Раҫҫей ушкӑнӗ тӗнче чемпионатӗнче кун пек ҫитӗнӳ туни пулманнине пӗлеҫҫӗ-ха. Ҫавӑнпа та куншӑн чӑннипех тивӗҫлӗ ҫитӗнӳ тесе хӑпӑртланма ирӗк пур.
Ӑмӑрту Канадӑри Сент-Джон хулинче иртет. Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнассишӗн Раҫҫей хӗрарӑмӗсем Кӑнтӑр Корейӑри спортсменкӑсемпе кӗрешӗве тухнӑ. Тӑххӑрмӗш энд умӗн пирӗннисем 4:3 шутпа пынӑ, анчах кайран виҫӗ чула выляса янӑ. Вуннӑмӗш эндра вӗсем пӳрте икӗ чул кӗртнӗ. Экстра-энд хыҫҫӑн Раҫҫей ушкӑнӗ 7:6 шутпа выляса илнӗ.
Швейцарире Израиль ҫыннине Менаше (Михаил) Гольдельмана «хура археологипе» аппаланнӑ тесе шухӑшланӑран арестленӗ иккен.
Гольдельман Хасар тата Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ аваллӑхне тӗпчекен эксперт шутланать-мӗн. Ҫак ыйтупа ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсем эксперт евӗр те явӑҫтараҫҫӗ иккен. Пирӗн ҫӗршывра вара ун пирки преступник тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Айӑплавҫӑсен шучӗпе, хайхи Хасар хулисен пуянлӑхне — хӗҫ-пӑшала, ылтӑн савӑт-сапана, виле ҫинче усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре — саккуна пӑсса чавса кӑларса пурӑнакан ушкӑна ертсе пынӑ. Мула вӑл чикӗ леш енче сутса, пуянлӑха вӑл хӑйӗн машинин алӑкӗ хыҫне пытарнине палӑртаҫҫӗ. Хасар каганачӗн пуянлӑхне туянакансен шутӗнче Раҫҫей олигархӗсем те пур теҫҫӗ.
Гольдельман пирӗн ҫӗршывра ҫуралнӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл Израиле куҫса кайнӑ. Кайран вӑл Лондона ҫитнӗ. Раҫҫей ӑна тӑван ҫӗршыва тавӑрса пама ыйтни усӑ кӳмен. Анчах Швейцарире ӑна тинех тытса чарнӑ. Гольдельмана тытма унпа пӗр шухӑшлӑ ҫын (ӑна тӑватӑ ҫуллӑха хупмалла тунӑ) тӗпчевҫӗсене пулӑшма килӗшни те витӗм кӳнӗ. Израильте вара Дэн Шапира текен хӗвелтухӑҫ тӗпчевҫипе суд пырать-мӗн.
Германири Росдорф хулинче ӗне вити сирпӗннӗ тет. Ку хутӗнче вӑрӑ-хурах алхасман — ӗнесем хӑйсемех айӑплӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Йӗрке хуралҫисем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх витере метан — хайхи шӑк-пӑхран пӑсланнӑ, выльӑх-чӗрлӗхӗ те пӑсӑк шӑш кӑлармасӑр тӑман пуль — виҫерен ытлашши пухӑнса тулнӑ. Статика электричествине пула газ хыпса илнӗ хыҫҫӑн вите сирпӗннӗ те.
Пурӗ витере 90 ӗне пулнӑ тет, вӗсенчен пӗри ҫех ҫулӑмпа аманнӑ. Тата вите тӑррине сиен кӳнӗ тет.
Тӗнче тетелӗнче кӑҫал ҫӗнӗ юхӑм ҫуралнӑ тет. Тенчипех 1986 ҫулхи кунталӑксене (календарьсене) шыраҫҫӗ. Сӑлтавӗ те паллӑ — вӑл ҫулхи кунсем кӑҫалхисемпе пӗр килеҫҫӗ иккен. Кунта сӑмахӗ чикӗ леш енчи ҫӗршывсем пирки пырать пулинех, пирӗн ҫершывра вара 28 ҫул хушшинче самана самай улшӑнчӗ — уявӗсем хӑйсен кунӗсене ылмаштарса пӗтерчӗҫ те вӗсем хальхи вӑхӑтра ытлашшиех юрӑхлах мар пуль.
Британири Би-би-си пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра халӑх хӑйсен чӑланӗсемпе сунтӑхӗсенче упранакан 1986 ҫулхи кунталӑксене хӗрсе кайсах шыраҫҫӗ. E-bay лавккара унашкаллисен хакӗ 100$ та ҫитет иккен.
1986 ҫулхипе кӑҫалхи ҫулталӑксен уйрӑмлӑхӗ — вӗсем иккӗшӗ те юнкун пуҫланса юнкунах вӗҫленеҫҫӗ.
Сицилин (Итали) тухӑҫ енчи ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Этна вулкан каллех вут-хӗм кӑларма пуҫланӑ. Иртнӗ уйӑхсемпе танлаштарсан вӑл самай хӗрӳлленнӗ иккен. Италири геофизикӑпа вулканологин наци институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кратертан тухакан лава ҫухрӑм тӑршшӗ таран тӑсӑлнӑ.
Этна лава пӗрӗхтерме пуҫлас умӗн иртнӗ уйӑхра икӗ хутччен «вӑранса» пӑхнӑ — вӑл ӗҫлеме пуҫланине сӑнавҫӑсем чӳкӗн 17-мӗшӗнче тата 28-мӗшӗнче асӑрханӑ.
Этна вут-хӗм кӑларнине хальхи вӑхӑтра Катанипе Таориминӑран сӑнама пулать теҫҫӗ.
Украинӑра пӑлхав пыни пирки чылайӑшӗ пӗлет ӗнтӗ. Виктор Янукович президент Европӑпа туслашас вырӑнне Раҫҫей ертсе пыракан Таможня пӗрлӗхне суйланӑ хыҫҫӑн чӳкӗн 24-мӗшӗнче Кейӳ тата ытти хуласенче халӑх майдана пухӑнма пуҫланӑ. Чӳкӗн 30-мӗшӗнче Кейӳ хулинче пӑлхавсем самаях хӗрнӗ — вӑл кун «Беркут» текет спецназ пухӑннӑ халӑха вӑйпа салатма тытӑннӑ. Хайхи раштавӑн 1-мӗшӗнче вара халӑх тата та ытларах тухнӑ, хӑш-пӗр правительство ҫурчӗсене йышӑннӑ. Ӗнер митинга халӑх ҫӗнӗрен пухӑнма тытӑннӑ — Кейӳре пӗрисем 200, теприсем 300 пин пуҫтарӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Чи малтанах вӗсем Украина правительствине отставкӑна яма ыйтаҫҫӗ.
Пӑлхав вӑхӑтӗнче ӗнер Кейӳри Бессараби тӳремӗнче вырнаҫнӑ Ленин палӑкне те персе антарнӑ. Ку ӗҫе «Свобода» нацилле пӗрлӗх ҫыннисем тунӑ теҫҫӗ. Ленина раштавӑн 1-мӗшӗнчех персе антарасшӑн пулнӑ, анчах та ун чухне милици чӑрмантарнӑ. Хальхинче вара, милици ӗҫченӗсем ҫывӑхра пулнӑ пулин те палӑка ҫӗмӗрекенсене хирӗҫ кайман.
Палӑка 1946 ҫулта вырнаҫтарнӑ иккен. Постамент ҫӳллӗшӗ 6,8 метр, хӑй палӑкӗ вара — 3,45 метр.
Турци патшалӑхӗн Стамбул хулинче чӳкӗн 25–30-мӗшсенче Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен пӗрремӗш аслӑ пухӑвӗ пулнӑ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи Екрем Абдулаев /Азербайджан/) йӗркеленӗ.
Пурӗ 23 ҫӗршывран 200 ытла делегат пуҫларӑннӑ. Голланди, Венгри, Болгари, Румыни, Косово, Кипр, Греци, Турци, Азербайджан, Кӑркӑстан, Казахстан, Туркменистан, Афганистан, Иракпа Иран, Сири — хутшӑннӑ ҫӗршывсен йышӗ пӗчӗк пулман. Раҫҫейрен те пынӑ: Тува, Пушкӑрт, Тутар, Дагестан, Калмӑк, Чӑваш республикисенчен, Омск облаҫӗнчен килнӗ. МАФУНран делегатсем Мари Элтен тата Коми Республикинчен пулнӑ.
Чӑваш Республикинчен ҫак аслӑ пухӑва иккӗн хутшӑннӑ: Олег Михайлович Цыпленков тата Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн 3-мӗш курс студентки Кузнецова Анастасия Борисовна. Настӑна Шупашкарти Суту-илӳпе промышленность палати янӑ.
Олег Михайлович каласа панӑ тӑрӑх ҫак пухӑва питӗ лайӑх та тӗплӗн хатӗрленӗ, докладсем те делегатсемшӗн питӗ интереслӗ пулнӑ. Аслӑ пухура Курултай йӗркелемелли пирки йышӑнчӗҫ, унӑн Уставне хатӗрлерӗҫ. Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен курултайне регистрациленӗ вӑхӑтра сиксе тухма пултаракан ыйтусене татса пама 9 ҫынран тӑракан комитет суйларӗҫ — унта ытларах Турципе Азербайджан ҫыннисем тата Европӑри усламҫӑсем кӗчӗҫ.
The Daily Mail хаҫат Венгрири сайра тӗл пулакан пулӑм пирки хыпарланӑ — амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ачи 3 уйӑхран ҫуралнӑ. Тӗнчипе унашкаллине унччен икӗ хут кӑна сӑнланӑ иккен. Ку виҫҫӗмӗш хут пулса тухнӑ иккен. Ҫуралнӑ ачан сывлӑхӗ лайӑх тесе пӗлтереҫҫӗ.
Хайхи инсульт хыҫҫӑн 31 ҫулхи хӗрарӑмӑн пуҫ мими вилнӗ, вӑл ҫав вӑхӑтра 15 эрне ӗнтӗ хӗрӗхчӗрнеллӗ пулнӑ. Амӑшӗ вилнӗ пулин те тухтӑрсем хырӑмри ачи сывланине пӗлнӗ. Ашшӗ-амӑшӗсемпе тата ача ашшӗпе канашланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма пурнӑҫӑ тытакан хатӗрсемпех хӑварма йышӑннӑ. Ҫапла май 3 уйӑх хушши амӑшӗн юнне сиплӗ шӗвекпе тивӗҫтерсе тӑнӑ.
Виҫӗ уйӑх хушшинче тухтӑрсене ҫӑмӑл пулман — амӑшне инфекцилле чирсем лекесрен сыхлама тивнӗ. Ӳчӗ шыҫса ан кайтӑр тесе кӗлеткине кашни кун хускатнӑ, йӑваланӑ, лутӑрканӑ. Амӑшӗн тӑванӗсем те кашни кун тенӗ пекех ҫывӑхра пулнӑ — ҫуралас пепкипе калаҫнӑ, кӗвӗ-ҫемӗ терапине ирттернӗ.
Утӑ уйӑхӗнче вара кесарь касӑмӗпе усӑ курса ачана амӑш амалӑхӗнчен кӑларнӑ. Унӑн йывӑрӑшӗ кило ҫурӑпа танлашнӑ, ҫавӑнпа та ӑна тӳрех инкубатора вырнаҫтарнӑ. The Daily Mail пӗлтернӗ тӑрӑх уйӑх каялла ачана пульницаран киле леҫнӗ. Ачан сывлӑхӗ чипер пулин те тухтӑрсем ӑна сӑнасах тӑраҫҫӗ.
Тибет тӑрӑхӗнче ӑсчахсем ҫухалнӑ чӗрчун шӑмми-шаккине тупнӑ — шӑп ҫав авалхи йӑхран хальхи барссемпе леопардсем пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тупнӑ шӑмӑ пайӗсем — ҫав шутра япӑхах мар сыхланса юлнӑ янах шӑмми те пур — виҫӗ чӗрчунӑн пулнине палӑртнӑ.
Нью-Йоркри естействеллӑ историн Америка музейӗн тӗпчевҫисем пуҫ шӑммине сӑнласа панӑ: вӑл ҫитӗннӗ чӗрчунӑн имӗш; янах шӑммин ҫӳлти пайӗнче виҫӗ шӑл сыхланса юлнӑ — ун тӑрӑх вӑл мӗн ҫисе пурӑннине палӑртма пултарнӑ. Авалхи Panthera blytheae, иккен, хальхи леопардсем майлах пулнӑ. Пысӑкӑшӗпе вӑл сӑрт-ту барсӗнчен (Uncia uncia) пӗчӗкрех, тӗтреллӗ леопардпа (Neofelis nebulosa) пӗр шайра пулнӑ.
Сӑрт-ту барсӗ те, тӗтреллӗ леопард та пысӑк кушаксен йӑхне кӗреҫҫӗ. Маларах ҫав йӑхӑн шӑммисене Африкӑра ҫеҫ тупнӑ, ҫапла май пысӑк кушаксем 3,8 миллион ҫул каялла шӑп ҫав тӑрӑхран тесе шутланӑ. Тибетра тупнӑ шӑмӑсем вара 4,42 миллион ҫулта пулни палӑрнӑ (ҫак пӗтӗмлетӳ патне тӗрлӗ майпа тӗпченӗ хыҫҫӑн тухнӑ). Хӑш-пӗр пайӗ вара тата та аслӑрах — 5,95 миллион ҫулта — пулни те сисӗннӗ.
Тупнӑ шӑмӑсем хальхи чӗрчунӑннисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑманнипе вӗсем чи пӗрремӗш пысӑк кушаксем пулманнине кӑтартнӑ.
Паян атмосферӑн ҫӳл сийӗсенче Европа космос агентстви вӗҫтерсе янӑ GOCE уҫлӑхташӗ (спутникӗ) ҫунса кайнӑ. Ку пулӑм Атлантика океанӗнчи Фолкленд утравӗсем вырнаҫнӑ тӑрӑхран 400 ҫухрӑм кӑнтӑралла пулса иртнӗ.
Уҫлӑхташ пӗчӗк маррине кура — йывӑрӑшӗ 1,1 тонна — унӑн ванчӑкӗсем ҫӗр сийӗ таран ҫитесси хӑратнӑ. Ҫавах та пӑшӑрханни кӑлӑхах пулнӑ. Уҫлӑхташ атмосферӑн ҫӑра сийне Мускав вӑхӑчӗпе 4 сехет те 16 минутра кӗнӗ те ЕКА пӗлтернӗ тӑрӑх спутникӑн пур пайӗ те ҫунса кайнӑ. Ванчӑкӗсем ӳкни пирки каламаҫҫӗ.
GOCE (Gravity field and steady-state Ocean Circulation Explorer) аппарата 2009 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе янӑ. Унта вырнаҫтарнӑ хатӗрсем 2011 ҫулта пирӗн планетӑн тӗп-тӗрӗс гравитаци карттине ӳкерме май панӑ. Виҫевӗн тӗрӗслӗхне ӳстермешкӗн уҫлӑхташӑн электрореактривлӑ тапраткӑчӗсем (двигателӗсем) ун орбитине хӑпартма тата антарма пултарнӑ. Юпан 21-мӗшӗнче аппарат ксенона ҫунтарса пӗтернӗ (тапраткӑчӗ унпа усӑ курнӑ), ҫапла май вӑл майӗпен анма тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |