Чӑваш Енри тӳре-шарана тытса тӑма ҫулталӑкне 950 миллиона яхӑн тенкӗ тухса каять. 2017—2019 ҫула валли республика хыснине чӑваш парламенчӗн депутачӗсем ырланӑ чух ҫемҫе пукан йышӑнакансене тӑкакӗсем 0,8 процент ӳсни палӑрнӑ.
Республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина тӑкаксем ӳснине пурлӑхӑн кадастр хакӗнчен илекен налук ӳснипе тата коммуналлӑ пулӑшу тӑкакӗ пысӑкланнипе ӑнлантарнӑ. 0,8 процент ӳсни министр шучӗпе пысӑк мар, тӳре-шарана тытса тӑмалли тӑкак пӗлтӗрхи шайрах юлнӑ.
«Пӗтӗмӗшле патшалӑх ыйтӑвӗсем» статьяпа укҫа уйӑрассине унчченхинчен 45 млн тенкӗ ӳстернӗ те птӗмӗшле виҫе 1,6 млрд тенке ҫитнӗ. Тӳре-шаран шалӑвне те ҫав укҫаран уйӑраҫҫӗ. 2018 тата 2019 ҫулсенче ку тӑкака 40 миллион тенкӗ, кашни ҫул — 20-шер миллион, ӳстересшӗн.
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Прокопьев текех ҫемҫе пукан йышӑнмасть. Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Instagram-ра пӗлтернӗ. Прокопьев вырӑнне халӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Андреев йышӑнать.
«Пирӗн хисеплӗ ӗҫтешӗмӗр Прокопьев Николай Петрович паян ҫуралнӑ кунне палӑртать тата хула администрацийӗнчи ӗҫне вӗҫлет. Унта 19 ҫул ӗҫленӗ, вӗсенчен виҫӗ ҫулне Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ», – тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков Instagram-ра.
Николай Прокопьев — республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче ӗҫлекен, халӗ Чӑваш Енри этем правине хӳтӗлеме ӗмӗтленекен Надежда Прокопьева упӑшки. Теприсен шучӗпе Николай Прокопьев арӑмне ҫул парас тӗллевпе должноҫрен кайма пултарнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ этем правине унччен юстици министрӗ пулнӑ Надежда Прокопьевана хӳтӗлеттересшӗн. Маларах министр пулнӑ ҫын юлашки вӑхӑтра республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче тӑрӑшать.
Этем правине хӳтӗлеме ӗнерхи министрсӑр пуҫне Эдурад Васильев, Виктор Ильин та ӑнтӑлнӑ. Сӑмах май, Виктор Ильин — Надежда Прокопьеван унчченхи упӑшки иккен. Депутатсем вӑрттӑн сасӑласа чылайӑшӗ Надежда Прокопьевашан пулнине палӑртнӑ. Ку кандидатурӑна этем правине хӳтӗлекен ҫӗршыври уполномоченнӑй пӑхса тухӗ.
Аса илтерер, республикӑра пурӑнакансене Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Ежеев та хӳтӗлес тенӗччӗ. Омбудсмен кандидатурине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи сессийӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Владимир Ежеев ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫӗртме уйӑхӗнчи сессире хӑйӗн унчченхи заявленине илессине пӗлтернӗ, депутатсем унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗччӗ. Теприсем пӑшӑлтатнӑ тӑрӑх, Ежеев кандидатурине Мускавра ырламан имӗш.
Шупашкарта маршруткӑсен йышне чакарасси пирки юлашки вӑхӑтра хӗрӳ калаҫаҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене чакарас ӗҫе каярахри вӑхӑт ҫине куҫарнӑ.
Аса илтерер: Шупашкарта маршруткӑсен йышне 20 процент таран пӗчӗклетесшӗн. Вӗсен вырӑнне пысӑк автобуссем ҫӳретесшӗн. Ҫапла майпа пассажирсен йышӗ 10 процент нумайланасса шанаҫҫӗ.
Маршруткӑсене ҫак кӗркунне чакарма палӑртнӑччӗ. Анчах тӳре-шара ку ӗҫе каярахри вӑхӑт ҫине куҫарнӑ. Мӗншӗн? ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, халь ӗҫлекен предприятисемпе килӗшӗве 180 кунран ҫеҫ пӑрахӑҫлама юрать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кириллов ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет
Владимир Кириллов пуҫлӑх пуканне 2006 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнать. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл виҫӗ ҫӗр лаптӑкне суту тумасӑрах коммерци организацине тара панӑ. Муниципалитет ҫак ҫӗрсене харпӑрлӑха та куҫарса ӗлкӗреймен.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫав ҫӗрсене ҫав организациех 750 пин тенкӗпе сутса янӑ. Ку пасар хакӗнчен йӳнӗрех. Следстви шухашӗпе, пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн хыснине 4 миллион та 200 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Ӗнер Шупашкар хули 548-мӗш ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Ҫак кун уяв ячӗпе пухӑннӑ ентешсене Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополитчӗ Варнава ӑшшӑн саламланӑ. «Кунта ӗҫчен те пултаруллӑ халӑх пурӑнать. Вӗсене пула, тӑван хуламӑр кунран-кун ешерсе илемленсе, хӑватланса пырать. Турӑ пурне те пулӑштӑр. Пӗрне-пӗри яланах хисеплӗр, тарават пулӑр, килӗштерсе, ӑнланса пурӑнма тӑрӑшӑр», - тесе пилленӗ Шупашкар тата Чӑваш Ен Епархийӗн Управляющийӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер хула ҫыннисене ырӑ суннӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн сӑмахӗнче пухӑннӑ халӑха саламланӑ май муниципалитет Раҫҫейри чи таса та хӑрушлӑхсӑр вунӑ хула йышӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Эпир — ҫӗршыври чи хӑтлӑ, илемлӗ хуласенчен пӗринче пурӑнатпӑр. Чи пахи, кашни ҫын хула аталанӑвӗшӗн хӑйӗнчен мӗн килнине пурнӑҫлани. Шупашкар – пирӗн кил, сирӗн ҫӗнтерӗвӗрсен хули!», — тенӗ вӑл.
Ку цифрӑсене ӗнер республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ аталану министрӗ Сергей Димитриев ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелес енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи канашӗн ларӑвӗнче каланӑ.
Лару «Росинка» физкультурӑпа сиплев центрӗнче иртнӗ. Малтан тӳре-шара центра пӑхса ҫаврӑннӑ, стадиона тата бассейна хакланӑ, столовӑя кӗрсе тухнӑ. Унтан лару пуҫланнӑ. Сергей Димитриев министр каланӑ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра шкул ҫулӗнчи 102,5 пин ачана кантарма палӑртнӑ. Вӗсенчен 13,9 пинӗ каннӑ, 12 пинне ӗҫлеме вырнаҫтарнӑ. Канупа тата сиплевпе ачасен 65 % процентне тивӗҫтерме палӑртнӑ. Министр ача-пӑча канӑвне вӗсен министерстви тата ытти ведомствӑн специалисчӗсем ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине ӗнентерӳллӗн каласа кӑтартнӑ.
Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патне йӑлари хытӑ каяша вуншар ҫул турттарса вӑл тулса кайни темиҫе ҫул каяллах ҫынсене те, тӳре-шӑрана та пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Тинех вӑл ыйту татӑлма пуҫларӗ: йӑлари каяша ятарлӑ вырӑна, полигона, турттараҫҫӗ, Питтукасси свалкине рекультивацилеме йышӑнчӗҫ. Укҫине, Турра шӗкӗр, Мускавран уйӑраҫҫӗ. Малтанласа - 113,9 миллион тенкӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмалла. Анчах кунта ӑнланманлӑх сиксе тухрӗ.
Малтан рекультивацилекене палӑртаймарӗҫ, кайран палӑртнине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хурларӗ, унтан Шупашкар хула администрацийӗ конкурсра суйланнӑ «Автодор» предприятипех килӗшӳ тума йышӑннине пӗлтерчӗ.
Ҫак лару-тӑрура Элтеперпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухасси пирки калаҫаҫҫӗ.
Шупашкара «мӑйракасӑр» троллейбус илсе килсе тӗрӗслессине унччен пӗлтернӗччӗ. Паян ӑна ҫула кӑларнӑ. Унпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ярӑннӑ.
Троллейбуса Сарӑтуран Шупашкара темиҫе кунлӑха ҫеҫ илсе килнӗ. Унашкал транспорт 16 миллион тенкӗ тӑрать, электричествӑсӑр 30 ҫухрӑма яхӑн каяйма пултарать. Анчах темиҫе ҫултан унӑн аккумуляторне улӑштармалла. Ку вара 6 миллион тенке кайса ларать.
Ҫӗнӗ транспортпа Владимир Иванов министр та ярӑнса курнӑ. Троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кайнӑ. Анчах Хӗвеланӑҫ поселокне ҫитсен Алексей Ладыков Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме тӗллевленнӗ. Ку кӑна мар – вӗсем «мӑйракасӑр» транспортпа Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн алӑкӗ умнех ҫитсе чарӑннӑ.
Унашкал транспорта пирӗн те туянӗҫ-и? Федераци хысни 16 миллион тенкинчен 6-шне саплаштарма шантарсан та – ҫук. Ыран троллейбус Сарӑту хулине кайӗ.
Паян Шупашкарти Алкешри Роза Люксембург урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра «Антошка» ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑван Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Республика кунӗ тӗлӗнче Шупашкарта икӗ ача пахчи уҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара кайнӑ вырӑнта ҫӗкленнӗ ҫӗнӗ районта, Ҫӗнӗ хула текенскерте, ӗнер «Новоград» ят панӑ (чӑв. Ҫӗнӗ хула) ача пахчи уҫӑлнӑччӗ. Маларах Садовый микрорайонта «Йӑрӑ ача» хута ячӗҫ.
Кашни ача пахчине уҫмах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, республикӑн вӗрентӳ министрӗ Юрий Исаев, хулари тӳре-шара хутшӑннӑ, сӑмах каланӑ.
Аса илтерер: кӑҫал хулара тӑватӑ ача пахчи уҫӑлмалла. Ыран «Радужный» микрорайонта 160 пепкене вырнаҫмалӑх уҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |