«Чӑваш бройлерӗнче», пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру япӑхланнӑ. Ҫавна май ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов канашлу ирттернӗ, чӑх-чӗп хапрӑкӗнчи ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче предприяти 55,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 266,7 пин тенкӗ сахалрах. Хапрӑк тӑкакӗ 30 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне электричество парӑмӗ 7,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Шупашкар районӗн ҫыннисенчен ҫӑхав та килме пуҫланӑ: предприятирен ял хуҫалӑх техникине саккунсӑр майпа илсе тухаҫҫӗ-мӗн.
Иртнӗ эрнере Игорь Мясникова директор должноҫӗнчен кӑларнӑ. Халӗ ку тивӗҫе тӗп бухгалтер Валентина Михайлова пурнӑҫлать.
Шупашкарта троллейбуссем туянма укҫа ҫук. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ отчет пухӑвӗнче Алексей Ладыков сити-менеджер ҫапла хуравланӑ.
Республикӑн тӗп хулинчи транспорта пуҫӗпех ҫӗнетесшӗннине, ҫавӑн валли ҫӗнӗ троллейбуссем тата халиччен пирӗн регионта пулман электробуссем туянасшӑннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Сити-менеджертан Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев троллейбус управленийӗ 100 миллион тенкӗ ытла парӑмрине кура ҫулталӑкне 25-шер троллейбус епле илейрессипе кӑсӑкланнӑ. Чӑн та, Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче ун пек цифрӑллӑ хыпар вырнаҫтарнӑччӗ.
Алексей Ладыков ыйтӑва тӳрремӗнех хуравламан имӗш. Анчах вӑл хулари пассажир маршручӗсене оптимизацилесен вӑтам тата пысӑк автобуссене ҫула кӑларас шухӑша, ҫавӑн пекех троллейбус туянма хулан укҫа ҫуккине пӗлтернӗ.
Ӗнер Шупашкарти хастар ҫынсем «Ҫӗнтерӳ» паркне илемлетессипе калаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтри хула сӑнне улӑштарма йышӑннӑ муниципалитет программи тӑрӑх пулса пыракан ӗҫе Шупашкар хулин Мускав районӗнчи пуҫлӑхсем, «Чувашгражданпроект» архитекторӗ Елена Зелянина, «Чапаевский» юлташлӑх ертӳҫи Андрей Мякишев тата ыттисем тишкернӗ.
Елена Зелянина парк тытӑмне упраса хӑварассине пӗлтернӗ. Палӑк патӗнчи тӗп ҫула хӗрлӗ тата сӑрӑ бетон плита хурса тухасшӑн. Тенкелсем, прокат павильонӗсем, мобильлӗ туалетсем лартасшӑн, светильниксене улӑштарасшӑн.
Ҫынсен шухӑшне mosk@cap.ru электрон адреспа, ҫырупа (Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 33а ҫурт, 109 пӳлӗмре ӗҫ кунӗсенче 8.00-тан 12.00-ччен тата 13.00-рен 17.00-ччен йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарти кӳлмекре чӑрӑшсене каснӑ. Мӗн тӗллевпе-ха? Ҫав вырӑнта чуччу-урапа вырнаҫтарасшӑн.
Хула администрацийӗ ҫак вырӑна усламҫӑсене ҫулталӑкне 4 миллион та 730 пин тенкӗ тӳлемелле туса 20 ҫуллӑха тара панӑ-мӗн. Кунта тепӗр 55 метр диаметрлӑ чуччу-урапа пулмалла-мӗн. Ҫавӑн пекех хӑвӑрт апатланмалли ресторан уҫма палӑртнӑ.
Ҫак кунсенче кӳлмекре 12 чӑрӑш каснӑ. Кӗҫех унта бетон хунӑ лапам пулӗ, аттракцион вырнаҫтарӗҫ. Халӗ унта чӑрӑш тымарӗсене эскаваторпа кӑклаҫҫӗ.
Аттракциона ҫитес ҫулхи пӗрремӗш квартал валли ҫеҫ туса пӗтереҫҫӗ ахӑртнех.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинетне Шупашкарти маршруткӑсенче мӗншӗн терминал ҫуккине уҫӑмлатма хушнӑ.
Михаил Васильевич ҫакна палӑртнӑ: маршруткӑсем терминал вырнаҫтарма хирӗҫлесе федераци тата регион саккунне пӑсаҫҫӗ. Ку шухӑшпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та килӗшнӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ку ыйтӑва уҫӑмлатмалла, анчах хулан унашкал полномочи ҫук.
- Тӗрӗслеве тухнӑ чухне водительсем чӗннипе килнӗ полици пирӗн ӗҫченсене уйрӑма пӗрре мар илсе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн манӑн ӗҫтешсем ӗҫрен кайма пуҫларӗҫ. Эпир ҫӗнӗ штат пуҫтартӑмӑр, анчах ыйтӑва хальлӗхе уҫӑмлатман-ха, - тенӗ Алексей Ладыков.
Михаил Игнатьев Транспорт министерствине ку тӗлӗшпе йӗрке кӗртме хушнӑ.
Шупашкарти тӳре-шара республикӑн тӗп хулинчи транспорта пуҫӗпех ҫӗнетесшӗн. Ҫавӑн валли вӗсем ҫӗнӗ троллейбуссем тата халиччен пирӗн регионта пулман электробуссем туянасшӑн.
Электробуссем аккумуляторпа ӗҫлеҫҫӗ. Унӑн вӑйӗ ҫула тухсан 20 ҫухрӑм ҫӗнме ҫитнине пӗлтереҫҫӗ.
Транспорта ҫӗнетес ыйтупа Шупашкар хула администрацийӗнче ӗнер канашлу иртнӗ. Унта Беларуҫ Республикин Раҫҫейри элчелӗхӗн Тутарстанри уйрӑмӗн ертӳҫи Олег Исаев хутшӑннӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ ҫитес вунӑ ҫулта техника паркне йӑлтах ҫӗнетесшӗн. Ҫулсерен 25 троллейбус туянасшӑн.
Ҫакна та палӑртмалла: республикӑн тӗп хулинче маршрутсене ҫӗнӗлле йӗркелесшӗн, троллейбуссене ытларах ҫӳретесшӗн, ГАЗельсен йышне чакарасшӑн.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Ачинск хулинче ҫитес уйӑхра Чӳклеме наци уявӗ иртмелле.
Нумаях пулмасть унти чӑвашсен автономийӗн президенчӗ Геннадий Храмов Красноярск хула пуҫлӑхӗпе Эдхам Акбулатовпа тӗл пулнӑ. Геннадий Храмов хула ертӳҫине Красноярск крайӗнчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ туса ирттерекен ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Эдхам Акбулатов кӑсӑкланса итленӗ май наципе культура ӗҫӗнчи ырӑ енсене палӑртнӑ. Хула ҫыннисене те ун пек мероприятисем кирлине асӑнса хӑварнӑ.
Енсем пӗр шухӑшлӑн малашне те туслӑ ӗҫлемелли пирки калаҫса татӑлнӑ. Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов Красноярск хула мэрне Эхам Акбулатова ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ачинскра иртекен Чӳклеме уява йыхравланӑ.
Каҫал тӑрӑхне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ертсе пынӑ Алексей Самаркин текех пуҫлӑх мар. Унӑн контракчӗ вӗҫленнӗрен ӑна малалла тӑсса паман. Ку ыйтӑва ӗнер вӑл тӑрӑхри Депутатсен районти пухӑвӗнче татса панӑ. Самаркин тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама райадминистраци пуҫлӑхӗн ҫумне — капиталлӑ строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне Александр Краснова шаннӑ. Ӗнерех депутатсем район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурсӑн комисси ыйшне ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер, Алексей Самаркин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ федераци харпӑрлӑхӗнчи 4 гектар ытла ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫӗрулми лартнӑ, ӑна сутса тупӑш тума ӗмӗтленнӗ пулать. Ҫӗрулми кӑларса пуҫтарнӑ ҫӗре вара администрацинче ӗҫлекенсене явӑҫтарнӑ теҫҫӗ. Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Самаркина килте арестлесе усрама йышӑннине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин наци чӗлхисене ирӗкпе кӑна вӗрентмелле шухӑша калани обществӑра тӗрлӗ шухӑшлӑх ҫуратрӗ. Наци чӗлхисене айккинелле сирнӗн йышӑнакансем те пулчӗҫ.
Чӑвашсен «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ те ҫӗршыв ертӳҫин сӑмахне кӑмӑлсӑрланса йышӑнчӗ. Ӑшра тарӑхса-вӗчӗрхенсе ҫӳренипех мар, вӑл уҫӑ ҫыру та хатӗрленӗ. Ӑна, сӑмах май каласан, Чӑваш халӑх сайчӗ пичетленӗччӗ. Ҫырура хастарсем ертӳҫӗсен апла каламалла мар шухӑша палӑртнӑччӗ.
Самар хулинче пурӑнакансем иртнӗ шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ялавсемпе транспарантсем йӑтса, юрласа тата лозунгсемпе хула урамӗсемпе утасшӑн пулнӑ. Анчах влаҫрисем ирӗк паманнине кура Михаил СарКӑмӑл хастар пӗччен пикета тухнӑ. Вӑл ҫапла майпа хулари чӑвашсен кӑмӑлне палӑртнӑ.
Планпа килӗшӳллӗн Шупашкарти Гладков урамӗнчи шкул кӑҫалхи аван уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута каймалла. Анчах подрядчик ҫав вӑхӑт тӗлне ӗҫне вӗҫлеме ӗлкӗрейӗ-ши?
Шкул строительстви мӗнле пынипе ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин паллашнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, подрядчик укҫа-тенке йӑлтах илнӗ. Анчах ӗҫ вара темӗн чухлех юлнӑ. Хальлӗхе спорт лапамне туса пӗтермен, шалти ӗҫсене те вӗҫлемен, ӑсталӑх класӗсене, апат блокне хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермен.
Объекта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчех вӗҫлемелле пулнӑ, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ачасен парта хушшине лармалла. Ӗҫ мӗншӗн вӑраха тӑсӑлать? Подрядчик ҫакна япӑх ҫанталӑк пулнипе сӑлтавлать. Ӗҫ тӑсӑлсан шкул лицензи илмесӗр юлма пултарать. Кун валли те вӑхӑт самай кирлӗ, специалистсен пӗтӗм территорие пӑхса ҫаврӑнмалла.
Строительсем шкулти ӗҫе ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ-ха та…
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |