Тӳрех палӑртса хӑварам — ку статьяпа эп чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене, тӑван чӗлхин хӑватне ӳстерес тӗлӗшпе тӑрмашакансене пӗрре те сектантсем тесе каласшӑн мар, ҫак сӑмахӑн сивлек сӗмне пӗрре те вӗсем ҫине сарасшӑн мар.
Чи малтанах «секта» тата «сектант» пӗлтерӗшӗсене уҫӑмлатар. Тӗп ӑнлавӗ, паллах, тӗнпе ҫыхӑннӑ. Секта тесе пӗр-пӗр тӗнрен пайланса тухнӑ вӗренӗве калаҫҫӗ. Хӑй сӑмахӗ те латинла secare-рен пулнӑ, чӑвашла вӑл «кас(ӑлса тух), пайла(нса тух)» куҫать. Кӗскен каласан тӗнӗн тӗп вӗренӗвӗпе килӗшсех тӑмансен ушкӑнӗ, тӗп вӗренӗве улшӑнусем кӗртнӗ ушкӑн. Ҫавах та ҫак сӑмахӑн тепӗр пӗлтерӗш те пур. Сӑмахран, Ожегов словарӗ ак ҫапла ӑнлав илсе парать:
Секта — группа лиц, замкнувшихся в своих мелких, узких интересах.
Чӑвашла каласан — халӑхӑн ытларах пайне кӑсӑклантарманнипе, интереслентерменнипе ӗҫлекенсен ушкӑнӗ. Халӑхшӑн «ют» ӗҫпе аппаланакансем. Шӑп ҫак ӑнлав пирки сӑмах пырӗ те.
Ӗнер хула тӑрӑх ҫӳресе мӗн асӑрхарӑм? Халӑхӑн ытларах пайӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ пирки пӗлмест те, чухламасть те. Ку уяв вӗсене кирлӗ мар.
Паян Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш наци вулавӑшӗ ҫывӑхӗнчи И.Я.Яковлев палӑкӗ умӗнче митинг-концерт иртнӗ. Ӑна ЧР Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ, Елена Светлая ҫыравҫӑ, «Нарспи» клуб ертӳҫи Лидия Константинова йӗркеленӗ.
Уяв «Нарспи» юрӑпа ташӑ ансамблӗпе «Сарпике» ташӑ ушкӑнӗн театрланӑ постановкипе пуҫланнӑ. Композицин тӗп шухӑшӗ — хӑйӗн историне пӗлекен халӑх вӑйлӑ пулни.
Митингра ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина, ЧР Профессионал писательсен председателӗ Геннадий Максимов, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Митинга пухӑннисем Иван Яковлевӑн Халалне итленӗ. Унӑн палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Юлашкинчен Чӑваш чӗлхине уявне килнисем вӑйӑ картине тӑнӑ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Фаина Александрова 1922 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Ункӑҫумри пуҫламӑш шкулта, кайран Тракри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче Красноармейскинчи вӑтам шкулта кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. 1945–1948 ҫулсенче райпланра плановикра ӗҫленӗ.
1943 ҫулта Афанасий Михайловпа ҫемье ҫавӑрнӑ. 5 ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 1948 ҫулта пурнӑҫ кинемее Шор-Пусай ялне илсе ҫитернӗ. Унта вӑл 75 ҫула ҫитичченех колхозра ӗҫленӗ.
Халӗ Фаина Тимофеевна пӗчченех пурӑнать. Ветеран сурӑхсем, чӑхсем усрать.
95 ҫулхи юбилей ячӗпе Фаина Тимофеевнӑна Элӗк район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Павлов тата Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Сорокин саламланӑ.
Паянхи Чӑваш чӗлхи кунӗпе ентешӗсене Патӑрьел район пуҫлӑхӗ Михаил Петров тата райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов та саламланӑ. Ӑна район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Ҫак пысӑк уяв чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килет: чӑваш чӗлхи тата Иван Яковлевич пӗр ҫыхӑнура тӑраҫҫӗ. Яковлева пула, вӑл тунӑ алфавит витӗмӗпе, халӑхӑмӑр вулама-ҫырма пуҫланӑ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр хатӗрленӗ кӗнекесене вуласа пӗлӗве, тӗнче курӑмне ӳстернӗ», — тенӗ саламра.
Унтан Патӑрьел районӗнче те тӑван чӗлхене сыхласа хӑварас енӗпе пысӑк ӗҫсем тунине, килес ӑру валли иксӗлми пуянлӑха: йӑла-йӗркене, культурӑна, чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ.
«Юнпа ҫеҫ мар, чунпа та чӑваш пулар, атте-анне чӗлхине хисеплер!", — тесе вӗҫленӗ Патӑрьел район пуҫлӑхӗ Михаил Петров тата район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов алӑ пуснӑ салама.
Мускавра паян Чӑваш Енӗн экономика потенциалӗн хӑтлавӗ иртнӗ. Мероприятие РФ Ют ҫӗршыв министерствинче йӗркеленӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унта хутшӑннӑ.
Ҫавӑн пекех хӑтлава РФ ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Сергей Лавров, Федераци Канашӗн, Патшалӑх Думин, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен элчисем хутшӑннӑ. Унта ют ҫӗршыв дипломат ведомствин 96 элчи килме килӗшнӗ.
Ют ҫӗршыв дипломачӗсене Чӑваш Республикипе паллаштарнӑ, экономика потенциалӗ, проектсем пирки каласа кӑтартнӑ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – ют ҫӗршыв инвесторӗсене илӗртесси.
Хӑнасем чӑвашсен апат-ҫимӗҫне, наци костюмӗсемпе йӑли-йӗркипе курма пултарнӑ. Сӑмах май, кунашкал хӑтлав Владимир, Чӗлепи, Омск, Тӗмен облаҫӗсен, Кӑнтӑр Уралӑн пулнӑ.
Шупашкарти тӳре-шара ҫӗнӗ троллейбус рейсӗсем ярасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ку ыйтӑва паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ирттернӗ планеркӑра ҫӗкленӗ. «Шупашкарти троллейбус управленийӗ» унитари предприятине кризислӑ лару-тӑруран кӑларас ыйтӑва пӑхса тухнӑ май ҫӗнӗ рейссем пирки те калаҫнӑ. Тӳре-шаран шухӑшӗпе, ӑна пулӑшмаллах.
Йывӑр лару-тӑруран тухмалли мел сӗннӗ – ҫӗнӗ рейссене хута ямалла. Троллейбуссене «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсене ҫӳремелле тӑвасшӑн.
Ҫав вӑхӑтрах тӳре-шара коммерци маршручӗсене чакарма сӗнет, вӗсен пассажирсене илсе ҫӳремелли килӗшӳ срокран тухса пырать.
Ҫулсерен 60–95 пин ҫухрӑм ҫӳрекен йывӑр тиевлӗ машина хуҫисем валли «Платон» тӳлевне йӳнӗрех тӑвасшӑн. Анчах хальлӗхе ку калаҫу шайӗнче кӑна-ха. Сӗнӗве ҫирӗплетмен.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «Платонри» скидкӑсем пирки РФ Транспорт, Экономика тата Финанс министерствисене шухӑшлама каланӑ. Палӑртмалла: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тариф ӳснӗ, кашни ҫухрӑмшӑн 1,9 тенкӗ тӳлемелле.
Транспорт министрӗ Максим Соколов «Платон» дальнобойщиксемшӗн ҫивӗч ыйту пулманнине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи даннӑйсене ӗненес тӗк, ҫакна 424 машина ҫеҫ хирӗҫ. Пӗтӗмпе ку тытӑмра вара 820 пин машина регистрациленӗ.
Сӑмах май, канмалли кунсенче Иркутскра «Платона» хирӗҫ йӗркеленӗ авточупу пуҫаруҫисене тытса чарнӑ. Вӗсем ку акци пирки администраципе калаҫса татӑлман.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫак кунсенче Федор Мадуровӑн «Вӑрҫӑ ачисем» куравӗ ӗҫлет. Унта художникӑн скульптурипе, графикипе тата живопиҫӗпе паллашма пулать. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн 75 ҫулхине халалласа йӗркеленӗ.
Курава уҫма республикӑри тӳре-шара: культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен «Пехил» общество организацийӗн правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ, художник ҫуралнӑ Шӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинчен тухнӑ ентешлӗхӗн пайташӗ Анатолий Ухтияров тата ыттисем хутшӑннӑ.
Вячеслав Ориновпа Юрий Исаев юбиляра курав уҫӑлнӑ ятпа саламласа республикӑн ӳнер ӗҫне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав хучӗпе чысланӑ.
Нумаях пулмасть вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсене саламланӑ, чи лайӑххисене чысланӑ.
Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева ҫынсем малтанах вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсенче, депутатсенчен, хула е район администрацийӗнчен пулӑшу ыйтнине палӑртнӑ.
Уявра вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ӗҫченсене саламланӑ. Ҫавӑн пекех республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнисене чысланӑ. Муниципалитетри чи лайӑх ертӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин тивӗҫнӗ. Чи лайӑх староста — Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнчи Владимир Никифоров. Чи лайӑх ял тӑрӑхӗ — Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗ.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче тӗп тухтӑрсем юлашки ҫур ҫулта виҫӗ хутчен ылмашни пирки «Ҫыхӑнура» форумра ӗнер пӗлтернӗ.
Хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи 97 пин ҫынна пӑхса тӑракан пульницӑра 2100 ҫын ытла ӗҫлет. Халӗ сиплев учрежденине Антонина Иванова тухтӑр ертсе пыма тытӑннӑ. Медицинӑра вӑл 1993 ҫултанпа тимленӗ. Юлашки икӗ ҫулта Хулари клиника центрне ертсе пынӑ.
1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗнче 2007 ҫултанпа Лидия Воропаева тӑрӑшнӑ. 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна Республикӑри онкологи пульницин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Тӗп врачсӑр юлнӑ пульницӑн тилхепине тепӗр 11 уйӑхран ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Наиля Зинетуллинӑна тыттарнӑ. Ҫур ҫултан ӑна пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулнӑ Татьяна Богданована тӗп врачӑн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Нумаях пулмасть иртнӗ конкурсра пульницӑри тӗп пукан Богдановӑна мар, Антонина Ивановӑна лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |