«Ирӗклӗх» хастарӗсем ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Иван Моторин, Владимир Филимонов ячӗпе сӗнӳсем янӑ. Вӗсем чӗлхе тытӑмӗнчи ыйтусене уҫӑмлатма сӗннӗ.
Хастарсем Михаил Игнатьевран патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсен хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлнипе пӗлменнине мониторинг тума ыйтнӑ. Кун валли диктант е тест ҫырмалла.
Кунсӑр пуҫне общество хастарӗсем тӳре-шарана чӑвашла та, вырӑсла та пӗлмеллине каланӑ. Ҫакна саккунра ҫирӗплетме сӗннӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗпе ЧР Вӗренӳ министерствине шкулсенче «Чӑваш Ен историйӗ» предмета кӗртме, 10-11-мӗш классенче чӑваш литературине чӑвашла вӗрентме, 9-мӗш тата 11-мӗш классене чӑваш чӗлхипе экзамен тыттарма сӗннӗ. «Ирӗклӗх» каллех ППЭне тата тӗрӗслев ӗҫӗсене патшалӑх чӗлхипе ҫырма ирӗк пама ыйтнӑ. Унччен вӗсем кунашкал ыйтупа РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева патне тухнӑ пулнӑ.
«Ирӗклӗх» ҫакнашкал пуҫарусем сӗнни Чӑваш чӗлхи кунӗпе ҫыхӑннӑ.
Шупашкара йывӑр тиевлӗ машинӑсене малашне те кӗртмӗҫ. Ку чарӑва тепӗр 10 кунлӑха тӑснӑ. Хушӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машинӑсен Шупашкарти автоҫулпа ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ҫӳреме юрамӗ. Ку ҫанталӑк япӑх тӑнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер: йывӑр тиевлӗ машинӑсене Шупашкарти ҫулсемпе пуш уйӑхӗн 20-мешӗнчен ҫӳреме чарнӑ. Ку чару ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, пӗтмеллеччӗ. Анчах хула влаҫӗ ӑна тӑсма йышӑннӑ.
Сӑмах май, республикӑра йывӑр тиевлӗ машинӑсене ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен ирӗклӗ ҫӳреттермӗҫ.
Канаш хулинче форма ҫи-пуҫӗ ҫӗлекен производство хута ярасшӑн. Паян унта республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин пулнӑ. Унта вӑл «Магеллан» компанин пайташӗсемпе курнӑҫнӑ.
«Магеллан» Федерацин Наци гвардийӗ, Газпром, Пулӑ тытассипе ӗҫлекен федераци агентствипе килӗштерсе ӗҫлет. Унӑн предприятийӗ Ӗпхӳре пур. Канаш, монохула май, предприятие меллӗ услови туса пама хатӗр. Производствӑна хута яма вӑл 6 лапам сӗннӗ. Кирлех пулсан ҫӗвӗҫсене Канаш хӑех вӗрентме хатӗр.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче производствӑна хӑҫан хута ярассине палӑртман, «Магелланӑн» производство лапамӗсене уҫасшӑн тесе ҫеҫ пӗлтернӗ.
РФ Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗ, Чӑваш Енӗн влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн пайташӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Мускавра Чӑваш Енри муниципалитетсен хӑш-пӗр пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫа Вадим Николаев сенатор та хутшӑннӑ.
Курнӑҫура патшалӑхӑн регионти политики пирки калаҫнӑ имӗш. Николай Федоров федерацин субъекчӗсем вырӑнсене хӑйсене мӗнле туйнине Федераци Канашӗн пӗлмеллине палӑртнӑ.
Николай Федоровӑн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, тӗлпулӑва Чӑваш Енри Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, хӑш-пӗр районпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хутшӑнни паллӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ чӑваш сенаторӗсем пӗлтӗр РФ Президентӗнчен Владимир Путинран ытларах ӗҫлесе илнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Николай Федоров 9 миллион тенкӗ ытла тупӑш тунӑ. Вадим Николаев — 11 миллион ытла тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ-и? Ҫак ыйту ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталне тишкерсен ҫуралать. Хулан официаллӑ сайтӗнчен ертӳҫӗ пирки информаци ҫухалнӑ.
Халӗ унта хула администрацийӗн тивӗҫӗсене Ольга Чепрасова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать тесе ҫырнӑ. Вӑл унччен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Гугл кэшне пӑхас-тӑк, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче улшӑнусем паян пулнӑ. Пуҫлӑха, Игорь Калиниченкӑна, ӗҫрен кӑларни пирки хальлӗхе официаллӑ хыпар ҫук-ха. Игорь Борисович ку должноҫра нумай вӑхӑт ларман.
Президент администрацийӗ, Федераци Канашӗн министрӗсем 2016 ҫулта мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки деклараци тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче Николай Федоров тата Вадим Николаев пур.
Чӑваш сенаторӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ-ха? Николай Федоров 9 миллион тенкӗ ытла тупӑш тунӑ. Вадим Николаев вара — 11 миллион ытла тенкӗ. Чӑваш сенаторӗсем иккӗшӗ те РФ Президентӗнчен Владимир Путинран ытларах ӗҫлесе илнӗ.
Владимир Путин пӗлтӗр 8 858 432 тенкӗ тупӑш тунӑ. 2015 ҫулхипе танлаштарсан, ку 33 пин тенкӗ сахалрах. Путинӑн харпӑрлӑхӗнче икӗ хваттер, 15 сотка ҫӗр, гараж, гараж тумалли ҫӗр лаптӑкӗ пур. Декларацие ӗненес тӗк, унӑн Раҫҫейре туса кӑларнӑ виҫӗ машина пур.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтӗр 8,58 миллион тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн тупӑшӗ 300 пин тенкӗ чакнӑ. Медведевӑн харпӑрлӑхӗнче 367,8 тӑваткал метрлӑ хваттер, Раҫҫейре туса кӑларнӑ икӗ машина пур.
Республика шайӗнче тухса тӑракан обществӑпа политика хаҫачӗсенчен пӗри, «Советская Чувашия», паян пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Сумлӑн, тивӗҫлипе. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ҫутӑ та илемлӗ залне пуҫтарӑнса.
Юбилея халь ӗҫлекенсене ҫеҫ мар, унччен ҫав тытӑмра тӑрӑшнисене, хаҫата вулакансемпе тӳре-шарана пуҫтарнӑ. Сцена ҫине тухса калаҫнисем хаҫата ырланӑ, унӑн пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланине палӑртнӑ.
Самана таппипе тан пыма хӑтланса хаҫат ята пӗрре ҫеҫ мар ылмаштарнӑ. Африкан Соловьев редактор вӑхӑтӗнче вӑл «Газета, с которой советуются» слоган тупса идеологи сӗмӗнчен пӑрӑннӑ та бреэнда ҫаврӑннӑ «Советская Чувашия» ятпах юлма пултарнӑ. Паян кӑларӑм слоганӗ — «Газета на все времена».
Ҫи-пуҫа кура кӗтсе илеҫҫӗ тетпӗр-ха, ҫапах та чи кирли — тӗшши. Пичет кӑларӑмӗ вулаканшӑн чун апачӗ пулсан ӑна ҫын алӑран ямӗ. Ҫавна суннӑ та уява пуҫтарӑннисем.
Чӑваш Ене ертсе пыракансем ӗҫлекенсем умӗнче парӑма кӗрсе кайнӑ патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине, «Чӑвашавтотранса», епле пулӑшассине пӗлмеҫҫӗ. Тӗкӗ кӳме хатӗр, анчах епле ҫул суйламаллине хальлӗхе татса паман. Ҫакна REGNUM информаци агентствин журналисчӗпе калаҫнӑ чух ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин тата республикӑн транспорт министрӗ Владимир Иванов палӑртнӑ.
Йывӑрлӑхри предприяти шӑпине ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫиччӗмӗш сесссийӗнче Кабминӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗ пирки Михаил Игнатьев Элтепер отчет тунӑ хыҫҫӑн депутатсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ чухне те хускатнӑччӗ. Яваплӑха республика ертӳҫисем хӑйсем ҫинчен сирмӗҫ, анчах ыйтӑва республика хысни шучӗпе ҫеҫ татма пӑхни тӗрӗс маррине палӑртнӑччӗ Михаил Игнатьев. «Вӑл предприятири ыйтӑва татса эсир хыснаҫӑсене — учительсене, врачсене ӗҫ укҫисӗр хӑварас тетӗр-им?» — пӗлтернӗччӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.
Ҫак уйӑхра «Чӑвашавтотранс» предприятие 2002–2016 ҫулсенче Ханты-Манси автономи округӗнчи «Березовнефтпродукт» предприятире тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ Сергей Фомичев ертсе пыма тытӑнчӗ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкар хулинчи Ефремов купса бульварӗнчи сувенир павильонӗсене илсе пӑрахма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хулари тӳре-шара вӗсене «ирӗк памасӑр лартнӑ объект» евӗр хакласа урӑх вырӑна, Чӑваш наци музейӗ патне, куҫарасшӑн-мӗн. Киосксене грузовик-манипуляторсем вырӑнтан хускатма пуҫланӑ. Хула администрацийӗ унта апатлану предприятийӗ вырӑнлӑраххине палӑртнӑ имӗш.
Анчах ку утӑма тӗрлӗрен йышӑнакан тупӑннӑ. Халӑхра «Шупашкар Арбачӗ» текен вырӑнта киосксем ларни килӗшӳсӗр текенсем те пур, усламҫӑсене хӗсӗрлеҫҫӗ тесе тарӑхакансем те ҫук мар. Республика ертӳҫисем Шупашкарти тӳре-шаран утӑмне ырласах йышӑнманнине те калаҫҫӗ. Апла-и, капла-и, анчах «ирӗк памасӑр лартнӑ» 90 суту-илӳ объектне кӑҫал Шупашкарта илсе пӑрахма шут тытнӑ.
Атӑлҫи федераци округӗн шайӗнчи А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет шкулне Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗнче тума пуҫлӗҫ. Ку хыпара ӗнер иртнӗ Правительство ларӑвӗнче республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Юрий Исаев пӗлтернӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри кадет корпусне малтанласа республика хысни шучӗпе тума пуҫлӗҫ. Унта укҫана ытти ҫӑлкуҫран уйӑрасса шанаҫҫӗ. Юрий Исаев Правительство канашлӑвӗнче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи пулӑшнипе «Ренова» компанин ушкӑнӗсен директорсен канашӗн председателӗпе Виктор Вексельбергпа калаҫса татӑлма май килнӗ.
Шкула 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Строительствӑшӑн яваплисем халӗ проект хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |