Шупашкар хулинче пӗр арҫын чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче машинӑри барсеткӑна ҫухатнӑ. Автомобильрен вӑл пӗр 40 минутлӑха тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра машинӑри пурлӑх ҫухалнӑ. Арҫын машина алӑккине хупса хӑварман иккен.
«ГАЗель» автомобиль Эльмен урамӗнче ларнӑ. 51 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӗчӗк сумкӑра 15 пин тенкӗ укҫа пулнине пӗлтернӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ. Хула урамӗ куҫлӑ та, хӑлхаллӑ та. Машина патӗнче ҫӳрекен шанчӑксӑр ҫынна асӑрхакансем, чӑн та, тупӑннӑ. Шӑпах вӗсем пулӑшнипе 38 ҫулти арҫынна тытса чарма май килнӗ. Вӑл унччен темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ.
Канашри ҫар комиссариатне тӗпрен юсаса ҫӗнетесси пирки тахҫан пӗлтернӗччӗ. Унти ӗҫсем вӗҫленмен-ха. Строительство фирмин ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл 16 миллион тенкӗ вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Сӑмах «Стройсфера» компани директорӗ пирки пырать. Нумаях пулмасть ӑна сӗтев панӑшӑн, улталанӑшӑн, панкрута тухнӑ чухне саккуна пӑснӑшӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче 47 ҫулти ертӳҫӗ ҫар комиссариачӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетме килӗшӳ тунӑ. Хӑй вара ҫак ӗҫе тума шутламан. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, объекта ишсе антармалла. Кун пирки ертӳҫӗ те пӗлнӗ. Вӑл 16 миллион тенкӗ аванс илнӗ, анча унпа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан арҫын алимент тӳлемесӗр пурӑнннӑ. Парӑм питӗ нумай пухӑннӑ – 1 миллион таранах. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна сӑлтавсӑрах алимент тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Алимент тӳлемелли суд хушӑвне 2007 ҫулта кӑларнӑ. Унӑн шалӑвӗн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне тытса юлмалла пулнӑ.
Арҫын вара алимент тӳлемен. Парӑм ҫулран ҫул пухӑнса пынӑ, 1 миллион тенке ҫитнӗ. Куншӑн ӑна тӗрмене 1 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта полицейскисем арҫынна шыраҫҫӗ. Шар курнӑ ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӑна енчӗкне хӑйех панӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Граждан урамӗнчи кафере эрех ӗҫнӗ чухне вӑл ҫамрӑк арынпа паллашнӑ. 33-рискер ӑна енчӗкне тыттарнӑ та темӗн туянма ыйтнӑ. Енчӗкре, хӑй каланӑ тӑрӑх, 16 пин тенке яхӑн пулнӑ. Ун пирки вӑл киле ҫитсен тин аса илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкри арҫынна куракансене шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Ун пирки ҫак номерсемпе пӗлтермелле: 8-999-756-26-18, 8-903-066-48-72 е 102.
Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ҫӑкӑр касмалли хатӗр туянма аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Хатӗрсем шкулсем валли пулӗҫ.
Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 4 905 480 тенкӗ. Саккас параканӗ – ЧР Вӗренӳ министерстви. Аукциона хутшӑнкансенчен заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗве чӳкӗн 19-мӗшӗнче тӑвӗҫ.
Килӗшӗве алӑ пуссан подрядчикӑн 20 кунра ҫӑкӑр касмалли хатӗрпе тивӗҫтермелле пулӗ. Пӗтӗмпе 69 шкул валли туянӗҫ.
Республикӑри хӑш-пӗр аптекӑран эмелсем ҫухалнӑ. Пурте мар. Антибиотиксем, вируса хирӗҫле препаратсем, гормонсем. Кирлӗ ассортиментпа тивӗҫтермен аптекӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Аптекӑсенче антибиотиксен ушкӑнӗнчи азитромицин, левофлоксацин, цефтриаксон, антикоагулянтсен ушкӑнӗнчи натри эноксапарин, вируспа кӗрешекен умифеновир ятлӑ препаратсене, дексаметазон тата метилпреднизолон гормонсене тупса илме йывӑр иккен.
Авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен хаксем 0,3 процент хакланнӑ, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа – 3,8 процент. Аптекӑсенче хак ӳсни эмел туса кӑларакансем эмелшӗн унчченхинчен 3,6 процент нумайрах ыйтаҫҫӗ. 50 тенкӗрен йӳнӗрех препаратсем пуринчен ытла хакланнӑ – пурӗ 5,9 процент.
Вируспа кӗрешекен 16 йышши препаратӑн пӗрремӗш партийӗ чӳк уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче килсе ҫитмелле тесе каланӑ министр. Аса илтерер, кӑшӑлвируспа кӗрешекен препарат туянма федераци бюджетӗнчен 48,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ковидран килте сипленекенсене кӑшӑлвируса хирӗҫ препарата тӳлевсӗр парӗьҫ.
Чӑваш Енре «республика Элтеперӗ» валли «Genesis G80» автомобиль туянасшӑн. Кун пирки патшалӑх закупкисен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Машина туянасси пирки «Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн автобази» хысна учрежденийӗ пӗлтернӗ.
Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, машина кӑҫал кӑларнӑскер тата тулли приводлӑ пулмалла. Двигателӗн хӑвачӗ — 197 лаша вӑйӗ. Автомобиле пилӗк пассажир вырнаҫтӑр.
Машина туянма хыснаран 3 миллион та 203 пин те 500 тенкӗ кӑларса хума хатӗр.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӳлти Хыркасси ялӗнче Ункӑ юханшывӗ ҫинче ГЭС тунӑ, анчах вӑл темиҫе ҫултан ишӗлнӗ. 80-мӗш ҫулсенче ҫуран каҫмалли кӗпер тунӑ унта.
Ҫав кӗпере 2019 ҫулхи кӗркунне юсанӑ, анчах ку нумая пыман – кӑҫал ҫуркунне пӗр енчи кӗпер тӗревӗсем ишӗлсе аннӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК репортаж хатӗрленӗ.
Хӑрушӑ пулсан та Ҫӳлти тата Аялти Хыркасси ялӗнчи ҫынсем ҫав кӗперпех усӑ кураҫҫӗ. Капла ҫула кӗскетме пулать: Патӑрьел ялӗнчи лавккана, шкула, пульницӑна, чарӑнӑва ҫывӑхрах.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн кӗпере юсама укҫа ҫук. Тӳре-шара ҫынсене асфальт ҫулпа усӑ курма сӗнет.Халӑх фрончӗ ҫакӑнса тӑракан кӗпер тумалли пирки калать. Ҫакӑ паллӑ: кӗпере юсамаллах, анчах мӗнле укҫапа? Хальлӗхе хуравӗ ҫук.
Чӑваш Енри «вӑрҫӑ ачисене» укҫан пулӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки паян ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра тата ытти хӑш-пӗр регионта «вӑрҫӑ ачи» статуса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак ушкӑна кӗрекенсенчен хӑшӗсем ятарлӑ удостоверени те илме ӗлкӗрчӗҫ. Анчах ку хут хальлӗхе нимех те памасть. Укҫан пулӑшу памаҫҫӗ.
«Вӑрҫӑ ачисене» хушма пулӑшу памаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Нуша-тертне самай тӳснӗ ватӑсене пулӑшмалла тесе общество членӗсем пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ.
Шупашкар хулинче Урамри баскетболӑн пӗтӗм тӗнче шайӗнчи центр тӑвасшӑн. Ӑна кредит учрежденийӗсенчен пӗрин, «Промсвязьбанкӑн», «ПСБ – детям» (чӑв. ПСБ – ачасем валли) Пӗтӗм Раҫҫейри спорт проекчӗпе килӗшӳллӗн тума хатӗр.
Нумаях пулмасть республикӑн Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер тата РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков «Промсвязьбанк» председателӗпе Петр Фрадковпа тӗл пулнӑ.
Кредит учрежденийӗ республикӑри инвестици проекчӗсене укҫа хывма хатӗррине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека парасси пирки те шухӑшласа пӑхма хатӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |