Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттернӗ. Вӑл 5 сехетех тӑсӑлнӑ. Юлашкинчен Владимир Владимирович ҫӗршыври ҫемьесене Ҫӗнӗ ҫул умӗн парне тӑвассине пӗлтернӗ.
Президент каланӑ тарӑх, 7 ҫул тултарман ачасемшӗн Ҫӗнӗ ҫулччен 5 пин тенкӗ куҫарса парӗҫ. Ӑна унчченхи пекех, 10 пин тенкӗ панӑ пек, куҫарса парӗҫ.
«Эпир калаҫса татӑлтӑмӑр, эпир – ҫӗршыв, патшалӑх – пирӗн ачасене парне тӑвӑпӑр. Пысӑках мар. Ҫапах 7 ҫул тултарман ачасемшӗн 5 пин тенкӗ парӑпӑр», - тенӗ Владимир Путин пресс-конференцире.
Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Лешсем анлӑ сарӑлнӑ меслетпе усӑ курнӑ: шӑнкӑравланӑ, хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хайхискерсем юптарма тытӑннӑ: унӑн укҫине ултавҫӑсем хапсӑнаҫҫӗ-мӗн, вӗсене тытмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Хӗрарӑм вӗсене итлесе 1 миллион та 300 пин тенкӗ кредит илсе ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Хӗрарӑм 73 тӗрлӗ операци ирттерсе укҫана куҫарнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Ен федераци хыснинчен паракан ҫӑмӑллӑхлӑ кредита илнӗ. Пирӗн республикӑна 1 миллиард та 400 миллион тенке яхӑн лекнӗ. Унӑн процент ставки — 0,1 процент. Парӑмпа 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен татӑлмалла.
Республикӑн Финанс министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хысна кредичӗ коммерци займӗсене пӗчӗклетме, патшалӑх парӑмне татма май парӗ. Халӑх умӗнчи социаллӑ яваплӑха туллин пурнӑҫлама та пулӑшӗ.
Раҫҫей субъекчӗсене федераци бюджечӗ шучӗпе пулӑшма ҫӗршыв Президенчӗ хушнипе кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче саккун йышӑннӑ.
Пасар пӗрле те телей уйрӑм тенӗ. Лотерея билечӗ те ҫавӑн пекех. Кама нимӗн те тухмасть, кама ӑнать.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче виҫӗ билет туяннӑ. Виҫҫӗшӗ те телейлӗ лекнӗ. Вӗсенчен пӗринпе хӗрарӑма хула тулашӗнчи пӳрт тивӗҫнӗ е аллӑн 500 пин тенкӗ илейӗ.
Хӑшӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, телейлисем — ӑнсӑртран туяннисем. Ӳкӗте кӗртнипе е ӑҫта каймасть вак укҫа тенипе илнисем.
Сӑмах май каласан, кӑҫал Раҫҫей почтин Чӑваш Енри уйрӑмӗсенче 570 пине яхӑн лотерея билечӗ сутнӑ. Ку вӑл унчченхи ҫулхинчен 10 процент нумайрах. Вӗсемпе ҫынсем 29 миллион тенкӗ ытла выляса илнӗ.
Пирӗн ҫӗршывра тухтӑрсене яла илӗртес тӗллевпе «Земство тухтӑрӗ» программӑна 2012 ҫулта йышӑнчӗҫ. Ҫавӑнтанпа республикӑра 518 врач ӗҫе вырнаҫнӑ. 2020 ҫулта ялсенче 47 врач ӗҫе пуҫӑннӑ.
«Земство фельдшерӗ» 2018 ҫулта вӑя кӗчӗ. 2020 ҫулта вӑл програмӑпа 78 фельдшер ӗҫлеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, аякри ялсене ӗҫе вырнаҫнӑ земство тухтӑрӗсемпе земство фельдшерӗсене пӗр хутчен паракан виҫеве пирӗн тӑрӑхра пысӑклатса тӳлеҫҫӗ: врачсене — 1,5 млн. тенкӗ, фельдшерсене — 0,75 млн. тенкӗ.
Земство тухтӑрӗсем Канаш, Шупашкар тата Патӑрьел районӗсене ытларах кайнӑ.
Пирӗн республикӑра пурӑнакансем юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ хак капашсӑр ӳссе кайнине сисрӗҫех ӗнтӗ. Сӑмахран, сахӑр песукӗ икӗ хут хакланнӑ, хура тул кӗрпи — 1,5 хут. Кӗрпе-макарон, сыр, сысна ашӗ, ҫӑкӑр, панулми хакланнӑ.
Потребитель рынокӗнчи лару-тӑрӑва паян Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче тишкернӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, инфляцин кӑҫалхи виҫи 4,5 процента ҫитнӗ. Ку вӑл Раҫҫейри вӑтам шайран пысӑкрах. Апат-ҫимӗҫ хакӗ 6,6 процент пысӑкланнӑ, апат-ҫимӗҫ мар таварсен — 4,8 процент.
Шупашкарта «Магистраль» строительство организацийӗн ертӳҫи суя хутсем хатӗрленӗ тата улталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухӗ.
2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче стройорганизаци «Чувашупрдор» учрежденийӗпе контракт тунӑ. Унӑн Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенчи ҫулсене юсамалла пулнӑ. Суя документсене хатӗрлесе вӑл ӗҫе вӗҫленӗ пек туса кӑтартнӑ. «Чувашупрдор» предприятире тӗрӗслемесӗрех алӑ пусса панӑ, «Магистраль» стройорганизаци 8 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗнӗ ҫула савӑнӑҫлӑ кӗтсе илесшӗн пулнӑ ахӑртнех. Анчах вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Хӗрарӑм полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттерме Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ҫурт тара илме палӑртнӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, ҫав ҫынпа ҫыхӑннӑ. Мессенджерта лешӗ укҫа тӳлеме тесе каҫӑ янӑ. Хӗрарӑм ун ҫине пусса 10 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ултавҫӑ кам пулнине палӑртаҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрутсем ҫинче Ҫӗнӗ ҫултан билет хакне хӑпартма палӑртаҫҫӗ.
Асӑннӑ маршрутпа турттаракансем ӗҫлеме тӑкаклӑ тесе пӑшӑрханнине республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр хуларан теприне ҫӳрекенсем транспорт сайра ҫӳрени пирки самай пӑшӑрханчӗҫ. Яваплӑ специалистсем маршрутсем ҫине миҫе транспорт тухнине, вӗсем мӗн вӑхӑтра хутланине тӗрӗслерӗҫ. «Маршруткӑсен» йышӗ сахалли, ҫавна пула транспорт сайра ҫӳрени палӑрсан вӗсен хуҫисем билет хакӗ йӳнӗ тесе пӗлтернӗччӗ.
Халӗ 331-мӗш эмаршрутри транспорт салонӗсенче пӗлтерӳсем ҫакнӑ. Унта 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн аллӑн укҫа тӳлесен билет хакӗ 32 тенкӗ, ЕТКпа татӑлсан 30 тенкӗ пулас пирки асӑрхаттарнӑ.
Халӗ билет хакӗ аллӑн укҫан е карттӑпа тӳленине кура — 26 тата 25 тенкӗ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Чӑваш Енри паллӑ бизнесмен тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Аса илтерер: Владимир Ермолаева пысӑк виҫепе налук тӳлеменшӗн айӑплатчӗҫ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014-2016 ҫулсенче, Владимир Ермолаев «СУОР» ертӳҫи пулнӑ чухне, 107 миллион тенкӗ налук тӳлемен. Ҫав ҫулсенче вӑл декларацисене суя цифрӑсем пӗлтернӗ.
Судра Ермолаев айӑпне йышӑнман, патшалӑха кӳнӗ тӑкака саплаштарман. Прокуратура куншӑн ӑна колоние яма ыйтнӑ. Суд ҫакна шута илсе усламҫа пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха яма йышӑннӑ.
Владимир Ермолаева суд залӗнчех арестленӗ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Сӑмах май, Ермолаев тӗлӗшпе унччен те темиҫе хутчен пуҫиле пуҫарнӑ. Анчах вӑл кашнинчех штраф тӳленипе кӑна хӑтӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |