Улатӑрта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Вӗсем хулари Горшенин урамӗнче брусчатка сарнӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисем тимленине Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти пайӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ютран килнисен ӗҫлеме юрать-ха, анчах малтан ятарлӑ ирӗк (е патент) илмелле. Хайхисен ун пек хутсем пулман.
Ҫавӑ саккуна административлӑ майпа пӑсни пулать. Брусчатка саракансенчен кашнинех 2-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫлеттернӗ организаци (вӑл — кӳршӗллӗ регионта регистрациленнӗскер) тӗлӗшпе те протоколсем ҫырнӑ. Ӗҫе суда ярса панӑ. Саккуна пӑснӑ организацие 250 пин тенкӗрен пуҫласа 800 пин тенкӗ таран штрафлама е предприяти ӗҫне 90 кун таранлӑха чарса хума май юрать.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн, ӑна пӑрахӑҫламалла имӗш. Ҫапла вӑл палламан ҫынна 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ку кӑна мар, хӗрарӑм тӑванӗсене те ҫапла тума сӗннӗ. Пиччӗшӗ 340 пин тенкӗ куҫарса панӑ, тивӗҫлӗ канури амӑшӗ – 145 пин тенкӗ ытла. Ҫапла майпа ҫемье ултавҫӑсене 900 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Вӗсем ҫемье патне 30 ытла номертен шӑнкӑравланӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ.
Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ.
«Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.
Чӑваш Енри икӗ хула — Куславккапа Ҫӗмӗрле — Раҫҫейри пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатма V конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме федераци грантне тивӗҫӗҫ. Икӗ хула валли 120 ытла миллион тенкӗ уйӑрӗҫ!
Куславккара Культурӑпа кану тӗп паркне уҫӗҫ. Вӑл «Геометрика» ятлӑ пулӗ. Паркӑн тӗп шухӑшне Николай Лобачевский ячӗпе ҫыхӑннӑ. Кану вырӑнӗн кашни лапамӗ аслӑ математик кун-ҫулне, унӑн ӗҫ-хӗлне уҫса парӗ.
Ҫӗмӗрлере хулари тӗп парк вырӑнӗнче Пионер организацине йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвӗҫ. Унта кӳлӗ, фонтан пулӗ, амфитеатр тӑвӗҫ.
Проектсене 2022 ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле.
Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян ҫавӑн пек мерӑна йышӑннӑ та.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ҫирӗп йӗрке Улатӑр хулинче, Улатӑр районӗнче тата Пӑрачкав районӗнче эрнене тӑсӑлӗ. Лару-тӑру лайӑхланмасан чару вӑхӑтне тата тӑсӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне ҫынсен вилеслӗх кӑтартӑвӗ Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне 138,5-пе танлашнӑ, Улатӑрта ҫав кӑтарту — 297,1, Улатӑр районӗнче – 293,2, Пӑрачкав районӗнче – 195,8. Вӑрмар районӗ те хӑрушлӑх зонинче, анчах унта хальлӗхе чару мерисене ҫирӗплетмен.
Маларах асӑннӑ виҫӗ муниципалитетра массӑллӑ мероприятисем (ҫав шутра суйлав умӗнхи агитаци те) ирттермӗҫ. Обществӑлла апатлану предприятийӗсем каҫхи 9 сехетчен ҫеҫ ӗҫлӗҫ, зал 50 процентран ытла тулли пулмалла мар.
Улатӑрти ҫӳп-ҫап полигонӗ каллех ҫунма пуҫланӑ.
Аса илтерер: полигон ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫунма пуҫланӑччӗ. Ҫав вӑхӑтра республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑччӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап малтан шалтан ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫиеле тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма ҫав кунах сӳнтернӗ, анчах тӗтӗм йӑсӑрланма пӑрахман. Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче ҫӳп-ҫап полигонне тӗрӗс мар пӑхса тӑни палӑрнӑ – ҫӳп-ҫапа вӗтетмен, таптаман тата тӑпрапа хупламан, шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӳп-ҫапа нӳретмешкӗн шыв сапман.
Халӗ полигонта каллех йӑсӑрланма тытӑннӑ. Кун пирки яваплисене паян хыпарланӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна такам юри чӗртсе яма пултарнӑ. Ку хыпара йӗрке хуралҫисем тӗрӗслеҫҫӗ.
Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарӗҫ. Ҫакӑ чир Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра ытларах сарӑлнипе сӑлтавланнӑ.
«Кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен регионти штаб хӑш-пӗр муниципалитетра чарусем пӑхса хӑварма пултарӗ. Халӑх вакцинациленменнине пула чир-чӗрпе асапланакансем сахал мар», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Республикӑри виҫӗ районта: Улатӑр хулипе районӗнче, Пӑрачкав районӗнче — лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗчленнӗ.
Иртнӗ талӑкра пушарнӑйсем Шупашкарта тата Улатӑрта пушар сӳнтернӗ. Ӗнер Улатӑр хулинче Горький урамӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ.
Шупашкарта та харпӑр ҫурт кӗле ҫаврӑннӑ. Хуҫи, 70 ҫулти арҫын, шар курнӑ. Вӑл пӳртре тухнӑ ҫулӑма сӳнтерес тесе хӑй сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Паян вара Шупашкарта «Юбилейный» сад юлташлӑхӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1032 пушар тухнӑ. Вӗсенче 62 ҫын вилнӗ, 54 ҫын суранланнӑ.
Улатӑрти ҫӳп-ҫап полигонӗнче пушара халӗ те сӳнтереймен. Унта тӗтӗм йӑсӑрланать – ҫапла пӗлтернӗ «Советская Чувашия» хаҫата хула ҫыннисем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчех ҫунма пуҫланӑ вӑл. Ҫав вӑхӑтра республикӑра шӑпах шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап малтан шалтан ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫиеле тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма ҫав кунах сӳнтернӗ, анчах тӗтӗм йӑсӑрланма пӑрахман-ха.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полигона пӗрмай тӑпра турттараҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-21-мӗшӗсенче унта 200 тонна тӑпра кайса тӑкнӑ. Тӳре-шара пушара сӳнтерме хушма техника та уйӑрнӑ.
Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: ҫӳп-ҫап полигонне тӗрӗс мар пӑхса тӑнӑран та пушар тухма пултарнӑ – ҫӳп-ҫапа вӗтетмен, таптаман тата тӑпрапа хупламан. Ҫитменнине, шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӳп-ҫапа нӳретмешкӗн шыв сапман. Пӗр сӑмахпа, полигона пӑхса тӑракан организаци ҫӳп-ҫап хӑй тӗллӗн ҫунма ан тытӑнтӑр тесе мерӑсем йышӑнман. Ҫавна май прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулинчи управленийӗнче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Полицин пӗрремӗш пайӗн пуҫлӑхӗ пулма полицин подполковникне Павел Симакова ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе коллектива ӗнер, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, паллаштарнӑ. Павел Симаков маларах ШӖМӗн Шупашкар хулин управленийӗнче пуҫиле шырав подразделенийӗсенче тӑрӑшнӑ.
ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ те ҫӗнӗ ҫын. Вӑл — полици майорӗ Алексей Масеев. Масеев шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 2005 ҫултанпа ӗҫлет. 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе вӑл Улатӑрти муниципалитетсем хушшинчи пайӗн Пӑрачкав районӗнчи уйрӑмне ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӳкеҫре хут вӗрентекен шкул уҫнӑ. | ||
| Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ ял» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ. | ||
| Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |