Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ ҫитес вӑхӑтра районсенчи штата чакарассине пӗлтернӗ.
Шӑмӑршӑра, Елчӗкре, Элӗкре, Тӑвайра, Сӗнтӗрвӑрринче, Вӑрмарта, Красноармейскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Етӗрнере тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрте территорири ӗҫ вырӑнӗсене пӗтерӗҫ. Ҫапла вара пулӑшу илме малашне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Канашри, Патӑрьелти, Муркашри тата ытти ҫӗрти районсем хушшинчи инспекцисене кайма тивӗ.
Налукҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, штата чакарас юхӑм Мускавранах килет. Прогреса чараймӑн, компьютерсем ҫынсене хӗссе кӑлараҫҫӗ. Налук тӳлекенсем чылай ыйтӑва хӑйсен уйрӑм пӳлӗмӗсем урлӑ татса параяҫҫӗ.
Улатӑр хулинче прокуратурӑн ҫӗнӗ ҫуртне тума тытӑннӑ. Эрнекун ҫуртӑн никӗсне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хывнӑ. Унта республика прокуратуринчен те Андрей Фомин прокурорпа унӑн ҫумӗ Александр Кондратьев пырса ҫитнӗ. Улатӑр хулин администрацийӗн ӗҫченӗсем, Улатӑр тата Пӑрачкав епископ Феодор та унта пулнӑ.
Андрей Фомин пӗлтернӗ тӑрӑх, СССРӑн пӗрремӗш генпрокурорӗ Константин Горшенин Улатӑртан пулнӑ. Республика прокурорӗ Улатӑрти прокуратурӑра хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен коллектива ырласа каланӑ.
Строительство ӗҫӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗ валли вӗҫлемелле.
Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм ашшӗн пистолетне полицие пырса панӑ. Пӑшала 1955 ҫул хыҫҫӑн туса кӑларнӑ.
Хӗрарӑм Руслан Думчев участковӑя килте ашшӗнчен юлнӑ Марголин пистолечӗ упранни пирки пӗлтернӗ. Вӑл саккуна пӑсса хӗҫ-пӑшал упранӑшӑн уголовлӑ майпа явап тыттарни пирки пӗлнӗ, ҫавӑнпа ӑна полицие пама шутланӑ.
Эксперт пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Марголин пистолетне 1955 ҫул хыҫҫӑн туса кӑларнӑ. Колибрӗ – 5,6 миллиметр. Унпа халӗ те усӑ курма пулать.
Хӗрарӑмсем те улталаҫҫӗ. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ ҫепӗҫлӗхпе, ырӑ та ӑшӑ кӑмӑлпа уйрӑлса тӑмалла пек те, анчах вӗсем хушшинче те темле ҫын та пур.
Улатӑр районӗнчи йӗрке хуралҫисем 30 ҫулти хӗрарӑм-усламҫӑ ҫынсене улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑмӑн офисӗ Улатӑрти «Стрелка» микрорайонти 7-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Хайхискер 2019-2020 ҫулсенче пластик чӳрече лартса пама шантарнӑ. Клиентсенчен укҫа илнӗ те ӗҫне пурнӑҫламан. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм 20 ҫынна улталанӑ. Шар курнисенчен пӗр пайӗ йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтман та.
Хӗрарӑм-усламҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынсене 350 пин тенкӗлӗх улталанӑ тесе шухӑшланӑ. Шар курнисем татах пулсан 8(83531)20-2-02 телефон номерӗпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн ытларах чухне пирӗн патра хӗлле шутланать. Халӗ те ав питех ӑшӑтмасть. Ку таранччен вӑтамран 7 градус сивӗ тӑнӑ. Хальлӗхе юр та нумай — 63 сантиметр ҫӳллӗш. Ытти чухнехинчен 20 сантиметр ытларах.
Тунтикунран ӑшӑтма тытӑнать, кӑштах юр ҫӑвать. Юнкунран хӗвел те тухӗ. Кӑнтӑрла 5 градус таранах ӑшӑ пулать.
Ӗнер улатӑрсем тин ҫунӑ юр сарӑ тӗслӗ пулнине асӑрханӑ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран хӑйӑр вӗҫет. Каспи ҫывӑхӗнче юр ҫук, унта тусан, хӑйӑр вӗҫет. Ҫавӑнпа Улатӑрта та сарӑ тӗслӗ юр ҫунӑ.
Кӑҫал ҫуркунне Аҫтӑрхан облаҫӗнчен тата Казахстанран хӑйӑр вӗҫсе килме пултарать.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртме пӑрахӗҫ.
Ун пек йышӑнӑва ҫулсеренех ҫуркунне кӑлараҫҫӗ. Юр ирӗлнӗ тата сывлӑш температури ылмашса тӑнӑ вӑхӑтра ҫулсем питӗ ванаҫҫӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑсем ҫӳресен пушшех те.
Шупашкар хулин администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулана кӗнӗ пилӗк вырӑнта талӑкӗпе ӗҫлекен, машинӑсене виҫекен стационар пункчӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр тата Вӑрнар шоссисем ҫинче пулӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ комплекс ӗҫлӗ.
Хулана йывӑр тиевлӗ машинӑпа кӗрес тесен ятарлӑ ирӗк илмелле. Вӑл ун йывӑрлӑхӗнчен килет. Хак – 1000 тенкӗрен пуҫласа 175000 тенкӗ таран.
Улатӑрти ачасем Кубань тӑрӑхне канма тухса кайӗҫ. Унти «Термы» сиплев ҫурчӗ Чӑваш Енри ачасене ыркӑмӑллӑх шучӗпе сиплет. Кубань тӑрӑхӗ 25 ҫемьене йышӑнӗ. Унта сусӑр ачасене илсе кайӗҫ. Организаци ыр кӑмӑллӑхҫӑсем пулӑшнипе ӗҫлет. Вӗсенчен пӗри – Александр Удодов усламҫӑ.
Проекта Мускаври «Ҫветтуй Лука» фонд, Вырӑс православи чиркӗвӗн Улатӑрти епархийӗ йӗркеленӗ.
Улатӑрта сусӑр 200-е яхӑн ача пурӑнать. Вӗсемпе тӗллевлӗӗҫлекен чи ҫывӑх учреждени те 200 километрта, Шупашкарта, вырнаҫнӑ. Улатӑрти епархи ҫумӗнче йӗркеленӗ центр 25 сусӑр ачашӑн тӑван кил евӗр пулса тӑнӑ. Унта ачасемпе логопед, психолог, дефектолог, массажист, физкультура инструкторӗ ӗҫлеҫҫӗ. Арт-терапи тата хореографи енӗпе занятисем иртеҫҫӗ, театр тата хор кружокӗсем пур. Улатӑрти виҫӗ ҫемье Краснодар тӑрӑхӗнчен канса килнӗ те ӗнтӗ.
Кӑшӑлвируспа хӑш районта ытларах чирлеҫҫӗ? Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ «вирус карттине» тишкерер.
Хӗрлӗ Чутай тата Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле хули – ҫак муниципалитетсенче чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче – 287, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 345, Ҫӗмӗрлере 681 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ.
Паллах, ытларах ку енӗпе Шупашкар «палӑрнӑ». Унта 10904 ҫын чирленӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (1632 ҫын). Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗ (1100), Ҫӗмӗрле (681), Улатӑр (672) пыраҫҫӗ.
Чи сахал ҫын чирленисен йышне ҫаксем кӗнӗ: Йӗпреҫ районӗ (185), Красноармейски районӗ (178), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (173), Ҫӗмӗрле районӗ (137).
Улатӑр тӑрӑхӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. Ӑна вырӑнти предприяти укҫине кӗсьене чикнӗшӗн айӑпласшӑн.
Арҫын предприятире экспедиторта ӗҫленӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштавран пуҫласа 2020 ҫулхи ҫӗртмеччен вӑл продукци кӳрсе килнине тӗрӗслесе тӑнӑ. Ӑна куншӑн укҫа панӑ, нухрата вара предприяти кассине хумалла пулнӑ. Анчах арҫын харпӑр усламҫӑсенчен илнӗ укҫан пӗр пайне кассӑна хуман, хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫапла майпа вӑл 16 пин тенкӗ вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе айӑплав алӑ пусмашкӑн прокуратурӑна ярса панӑ.
Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Улатӑр хулине килӗштернӗ. Кун пирки вӑл паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Улатӑр — пуян историллӗ, «купса предпринимательствин» йӑли-йӗркипе пуян, тӗлӗнмелле, хитре хула», — пӗтӗмлетнӗ вице-премьер. Ҫав вӑхӑтрах ӑна вырӑнти таврапӗлӳ музейӗ экспоначӗсем тусанланни вара шухӑша путарнӑ. Лайӑх енчен министр ҫынсене: ырӑ кӑмӑллӑ та хӑнасене тараватскерсене — палӑртнӑ.
Министр Улатӑрта канмалли кунсенче пулнӑ. Унта вӑл халиччен пулса курманнине пытарман. Дмитрий Краснов хулари чиркӳсенче те пулнӑ.
⠀
⠀
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӳкеҫре хут вӗрентекен шкул уҫнӑ. | ||
| Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ ял» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ. | ||
| Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |