Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура шӑрӑх ҫанталӑк республикӑри уй-хире шар кӑтартни пирки калаҫнӑ. Чылай ҫӗрте ҫӗр типсе кайнӑ, нӳрӗк ҫитмест.
Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Паспеков каласа кӑтартнӑ. Патӑрьелти метеорологи станцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑпрара нӳрӗк ҫук. 4 метеостанцире – Патӑрьелте, Улатӑрта, Шупашкарта тата Пӑрачкавра – типӗ те вӗри ҫил пулнине палӑртнӑ. «Эпир районсене пулма пултаракан тӑкака шутлама, инкеклӗ лару-тӑру режимне йӑшӑнмалли пирки шухӑшлама сӗнтӗмӗр», - тенӗ Денис Паспеков.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйту патне ҫитес эрнере те таврӑнассине пӗлтернӗ.
Улатӑр хулинче масар ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта каллех ҫак пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, чылай вилтӑпри ҫуннӑ.
Пушар паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра тухнӑ. Унччен ҫӗнӗ масар ҫуннӑ пулнӑ, хальхинче вара кивӗ ҫӑва ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ.
Ҫакна та каласа хӑвармалла: Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Улатӑр хулинчи Тельман урамӗнче пушар пулнӑ. Сӑмах май, хула масарӗ шӑпах ҫак урамра вырнаҫнӑ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, ҫынсем шыва кӗме ҫӳреҫҫӗ. Анчах шыв хӗрринче асӑрханулӑх пирки мансан инкек пуласси те инҫех мар.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Улатӑр хулинчи пляжра инкек пулнӑ. Паян хӗвел хӗртет, ҫынсем пляжа шыва кӗме пухӑннӑ. 19 сехетре пӗр арҫын шыва чӑмнӑ та тек курӑнман.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Тухтӑрсем те килнӗ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хальлӗхе путма пултарнӑ арҫынна тупайман.
Аса илтерер: нумаях пулмасть сайтра ют ҫӗршыв студенчӗ путни пирки тата 12-ри, 13 ҫулти хӗрачасем чутах шыв айне кайманни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Тӳрех палӑртар, вӑхӑтлӑха. Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов пуҫлӑх пуканне текех йышӑнмассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Юрий Боголюбов администрацинчи яваплӑ тивӗҫрен хӑтарма ыйтса ыйту ҫырнӑ. Унӑн заявленине вырӑнти депутатсем ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, пӑхса тухнӑ.
Паянах депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Вӑл 14 сехетре иртнӗ. Унта тишкернӗ пӗлтерӗшлӗ ыйту район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шанассипе ҫыхӑннӑ. Тилхепене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне – экономика пайӗн пуҫлӑхне Елена Васягинӑна вӑхӑтлӑха тыттарнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхне, сӑмах май, республика шайӗнче конкурс ирттерсе палӑртмалла.
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов ку должноҫе текех йышӑнмӗ.
Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫак йӗркесен авторӗ район администрацийӗн сайтне юриех тишкерчӗ. Сити-менеджер тивӗҫне кам пурнӑҫлассине хальлӗхе асӑнман. Юрий Боголюбов хушаматне вара район администрацийӗн структуринчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май, паян 14 сехетре Улатӑрта Депутатсен пухӑвӗ иртмелле иккен. Пуҫлӑх пулма вӑхӑтлӑха кама шанассине, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта палӑртӗҫ.
Улатӑр хула администрацине ертсе пыма Юрий Боголюбова 2018 ҫулхи кӑрлачӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шаннӑччӗ.
Сити-менеджер хӑмӑтне тӑхӑниччен Юрий Боголюбов хулари пульницӑн тӗп врачӗ пулса ултӑ ҫул ытла ӗҫленӗччӗ.
Сити-менеджерта Юрий Боголюбов умӗн тимленӗ Александр Седовпа Александр Герасимов та ҫав должноҫра ҫулталӑк ытларах ҫеҫ тӑрӑшнӑ.
Паян каҫхине тин кӑна, 20 сехетре, Улатӑр хулинче масар ҫинче ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ҫулӑм алхаснӑран тавралӑхра тӗтӗм сарӑлнӑ. «Пушар тухнине курнӑ ҫын пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлать. Темиҫе вилтӑпри ҫунса кайрӗ ӗнтӗ. Хӑрушӑ. Пушарнӑйсем халӗ те ҫитмен», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, 20 сехет те 45 минутра ҫунакан масар ҫине пушарнӑйсем ҫитеймен-ха. Ҫак вӑхӑт тӗлне ахаль ҫынсем кӑна унта пулнӑ. Хальлӗхе масар мӗншӗн ҫунма пуҫлани паллӑ мар.
Улатӑр ҫыннине, вӑл уйрӑм усламҫӑ шутланать, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне сӗтев парас тенӗшӗн явап тыттарасшӑн.
41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 291,2 статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫсем пуҫарнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем «ГАЗ-А32R35» автомобиле тӗрӗслеме ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла чарнӑ. Инспекторсем машина хуҫи транспорт тытӑмне ылмаштарнине асӑрханӑ. Тӗрӗсрех каласан, пассажирсем валли хушма вырӑнсем йӗркеленӗ.
Савут кӑларнинчен ылмаштарнӑ транспорта ҫӳреме юрамасть. Уншӑн административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Явап тытас килмен енне транспорт хуҫи инспектора 5 пин тыттарма пӑхнӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискере коллекторсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ-мӗн.
Хӗрарӑм микрозаймсем илнӗ, анчах укҫана вӑхӑтра тӳлесе пырайман. Парӑм пухӑнсан ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Агентство ӗҫченӗсем парӑма тавӑрмалли пирки каланӑ, хӑратма, киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмен. Ҫитменнине, хӗрарӑмӑн тӑванӗсене те тапӑннӑ.
Коллекторсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене судра явап тыттарнӑ. «Парӑмсене пӗтерекен агенство» тӗлӗшпе приговор вуланӑ, 250 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Улатӑр хулинчи училище ҫуртне революциччен хӑпартнӑ. Халӗ ӑна ҫӗнетесшӗн, унта музей тӑвасшӑн.
Комсомол урамӗнчи 47-мӗш ҫурт икӗ хутлӑ, йывӑҫран тунӑскер. Ӑна реставрацилемешкӗн 16 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗ электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Малтанхине кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫлемелле, иккӗмӗшне – 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче. Ҫӗнетнӗ ҫуртра таврапӗлӳ музейӗ уҫасшӑн.
Каласа хӑвармалла: аукцион ирттересси пирки кӑҫал ака уйӑхӗнче те пӗлтернӗ. Анчах вӑл пулман.
Сӑмах май, ҫурта 1911 ҫулта хӑпартнӑ. 1990 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче ӑна регион пӗлтерӗшлӗ историпе культура палӑкӗсен списокне кӗртнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре санитари авиацийӗн вертолечӗсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ку 2020 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче пурнӑҫланмалла.
Санитари авиацийӗн вертолечӗсем Чӑваш Енри кӗрсе ҫӳреме йывӑр ялсене ҫитӗҫ, тухтӑрсем пациента пулӑшу парӗҫ. Сӑмах май, кунашкалли республикӑра унччен те пулнӑ: СССР вӑхӑтӗнче ҫак тӗллевпе пысӑках мар Ан-2 самолетсемпе усӑ курнӑ. Вӗсем ытларах чухне «Шупашкар – Улатӑр» маршрутпа вӗҫнӗ. Халӗ вара Чӑваш Енре санитари авиацийӗ ҫук.
Владимир Викторов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вертолетсем туянас, вӗсем валли анса лармалли 6 лапам тӑвас енӗпе калаҫусем иртеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.01.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни ҫуралнӑ. | ||
| Мазяков Юрий Емельянович, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |