Чӑваш Енри хӑш-пӗр районта ҫывӑх вӑхӑтра юсав кӗтсе илеймӗҫ. Кунта сӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси пирки пырать. «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлемен муниципалитетсем тӗплӗ юсава ҫывӑх 5 ҫулта кӗтсе илесси иккӗленӳллӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан Чӑваш Енри ҫынсенчен 99,83 проценчӗ кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пынӑ. Ҫак енӗпе Улатӑр (106%), Ҫӗнӗ Шупашкар (104%), Куславкка районӗ (103%), Шупашкар хули (102 %), Канаш хули (100%) лайӑххисен ретӗнче. Комсомольски (61 %), Улатӑр (74 %), Ҫӗмӗрле (74 %) районӗсем кайра пыраҫӗ. Вӗсенче ҫитес 5 ҫулта тӗплӗ юсав ирттересси иккӗленӳллӗ. Ҫапла хӑратать «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организаци.
Улатӑрта пурӑнакан Галина Александровна Слугачева килтен пилӗк кун каялла тухса кайнӑ. Унтанпа ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ӑҫта вӑл? Ӑна тӑванӗсем, полицейскисем шыраҫҫӗ.
Галина Слугачева 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм килтен юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ.
Хӗрарӑм 70 ҫулти пек курӑнать, ҫӳллӗшӗ 160-165 сантиметр, вӑтам пӳллӗ, ҫӳҫӗ кӗске, хӗрлӗ сарӑ тӗспе сӑрланӑ. Килтен кайнӑ чухне ӳт тӗслӗ ветровка, хура шӑлавар, хура пушмак, хӗрлӗ кӑвак тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Галина Слугачевӑна курнӑ тӑк 8 (83531)-2-02-02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм Лондонри арҫынпа тӗнче тетелӗ урлӑ паллашса ӑна 1,6 миллион тенкӗ куҫарса пани пирки ӗнер кӑна хыпарланӑччӗ. Улатӑрта тепӗр хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлни ҫиеле тухнӑ. Вӑл ултавҫӑсене 360 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
56 ҫулти хӗрарӑм экстрасенс пулӑшӑвӗ пирки телевизорпа курнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл унпа ҫыхӑннӑ, сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем пирки каласа кӑтартнӑ. Экстрасенс ӑна такам пӑсни ҫинчен пӗлтернӗ, пулӑшма шантарнӑ.
Дистанци мелӗпе «сипленнишӗн» хӗрарӑм экстрасенса 360 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Уйӑхсем иртнӗ, анчах хайхискер сывлӑхӗ лайӑхланнине пач та туйман. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна вӑл полицие йӑлтах каласа кӑтартнӑ.
Халӗ ултавҫа шыраса тупас тесе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑмӑн питӗ кача тухас килнӗ ахӑртнех. Кӑҫал ҫуркунне вӑл тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ, лешӗ ӑна тӳрех тыткӑнланӑ.
Хайхи арҫын хӑй Лондонра пурӑннине, унта тухтӑрта ӗҫленине, арӑмӗнчен тӑлӑха юлнине, ачине пӗчченех воспитани панине каласа кӑтартнӑ. Унӑн Раҫҫее килес килнӗ-мӗн, кунта клиника уҫма палӑртнӑ.
Раҫҫее килмешкӗн вара укҫи пулман имӗш, нухрачӗ банкра выртни, унпа хальлӗхе усӑ курайманни ҫинчен юмах ҫаптарнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗненнӗ. Юратса пӑрахнӑ арҫынна пулӑшас тесе хайхискер кредит илнӗ, ют ҫӗршыври тӗрлӗ банк счечӗ ҫине укҫа ҫине-ҫинех куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 1,6 миллион ытла тенкӗ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав арҫынна тупса палӑртас тӗллевпе ятарлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн эксперчӗсем Чӑваш Енри чи ванса-япӑхса пӗтнӗ ҫулсене палӑртнӑ. Списока, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, влаҫра ӗҫлекенсем патне ярса панӑ. Вӗсен кӑлтӑка пӗтерме мера йышӑнмалла.
Ҫулсене пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти хастарӗсем шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсен рейтингне хатӗрленӗ. Списокра Шупашкарти Лапсар тата Ишлей проезчӗсем ҫӳлти йӗркесене йышӑнаҫҫӗ.
Рейтингра пӗтӗмпе — 231 объект. Япӑх ҫул тесе Шупашкарти Иван Яковлев проспектне те хаклаҫҫӗ иккен. Тӗп хуламӑрти Граждан, Хабиб Миначев урамӗсенчи япӑхнӑ вырӑнсене те начар ҫулсен йышне кӗртнӗ.
Республикӑри ытти-район хулана илсен, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи ҫулсем пур.
Чӑваш енре шалу парӑмӗллӗ предприятисен шутӗнче Шупашкарти 1-мӗш типографи те пур. Панкрута тухнӑскерӗн куҫман пурлӑхне нумаях пулмасть сутса янине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Анчах ҫакӑ та рабочисен умӗнче пухӑннӑ парӑмпа татӑлма ҫитмест-мӗн. Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлес енӗпе ӗслекен пӗрлехи комиссин ӗнерхи ларӑвӗнчереспубликӑн Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин каланӑ.
Шалупа пысӑк парӑмлисен шутӗнче ҫавӑн пекех — Шупашкарти «Чӑвашавтотранс», Улатӑрти «АЗНХ», Шупашкарти «Силовое электрооборудование» предприятисем, Ҫӗнӗ Шупашкарти тимӗр-бетон конструкцисен 2-мӗш номерлӗ савучӗ тата асӑннӑ хулари ҫурт-йӗр строительствин комбиначӗ.
Чӑваш журналӗ пичетленнӗ тӗнче тетелӗнчи проект хупӑннине Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра пӗлтернӗ.
Культурӑна тата литературӑна хаклакансене «Журнальный зал» калӑпӑшлӑ интернет-проект хупӑнни пӑшӑрхантарать. Унта Раҫҫейри хулӑн литература журналӗсем пичетленнӗ. Сайтра «Новый ЛИК» журнал та вырӑн тупнӑ. Ҫавӑнта унӑн пилӗк номерне пичетленӗ. Журнала Чӑваш Енри ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем тӑрӑшнипе кӑларса тӑнӑ.
Чӑваш Енри литераторсен журналне «Лик Чувашии», «ЛИК», «КИЛ» ятсемпе те пичетленӗ.
Хупӑннӑ сайтра журналти публикацисем, ҫав шутра Атнер Хусанкай статйисем, Улатӑрти Евгений Краснов историк тӗпчевӗсем, Маргарита Красотина Праски Виттипе тата Юрий Евлампьев фото ӑстипе хатӗрленӗ интервьюсем хальлӗхе пур-мӗн-ха.
Улатӑр хулинче пурӑнакан Ираида Ктитор авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав ятпа хӗрарӑма хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов килне кайсах саламланӑ. Ӑна вӑл Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне ҫитерсе панӑ.
Улатӑр хӗрарӑмӗ Питӗрте педагог пулма вӗреннӗ. Упӑшки ҫар ҫын пулнӑран вӑл унпа вунӑ ҫул Китайра пурӑннӑ. Улатӑр хӗрарӑмне Мао Цзэдунӑн (вӑл Китайри Коммунистсен партине йӗркелесе янӑ) «Китайпа Совет туслӑхӗ» медалӗпе ӑй вӑхӑтӗнче чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ виҫӗ ача ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ.
100 ҫулхи юбилейпа саламлама ҫитнӗ Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кинемее сывлӑхпа пурӑнма сунса саламланӑ, парне тата чечек ҫыххи ӑшшӑн тыттарнӑ.
РФ Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем айӑпланнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл Улатӑрти 8-мӗш колони-поселенирен тухса тарнӑ.
Чӑннипе, колони-поселенире йӗрке ҫирӗпех мар. Унта лекнисем тухса ҫӳреҫҫӗ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, вӗсене хуралламаҫҫӗ. Иртен пуҫласа каҫчен айӑпланнисем ирӗклӗнех ҫӗрееҫҫӗ. Анчах вӗсен колони вырнаҫнӑ муниципалитет территорийӗнчен тухса кайма ирӗк ҫук. Ӗҫпе е вӗренӳпе ҫыхӑннӑ тӑк айӑпланнисем граждан тумне тӑхӑнма, хӑйӗн ҫумӗнче укҫа тата хаклӑ япала йӑтса ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Паян ирхи 8 сехет те 15 минутра Улатӑрти колони-поселенире пурне те шутланӑ чухне пӗри курӑнман. Вӑл ӑҫта пулнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Улатӑрта индустри паркӗ хута ярасшӑн. Ун патне ҫитмелли ҫулсен строительстви валли тендер пур ӗнтӗ. Ӑна патшалӑх закупкисен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун валли укҫа та уйӑрнӑ: республика тата ҫӗршыв хыснисенчен пӗтӗмпе 27,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ.
Техника заданийӗпе килӗшӳллӗн, парк патне пымалли ҫулсене Вӗрене урамӗ ҫумӗпе тӑвӗҫ. Ку ӗҫе кам пуҫӑнасси аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ.
Аукцион ирттерсен ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ, 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫленмӗ.
Улатӑри ҫӗнӗ индустри паркӗнчи лапамра промышленноҫ предприятийӗсем вырнаҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |