Улатӑр хулинче пурӑнакан Сергий тата Ольга Гороховсен ҫиччӗмӗш ача ҫуралнӑ. Вӗсем 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫулталӑкран ывӑл ҫуралнӑ. Кайран тепӗр пилӗк ача кун ҫути курнӑ.
Ҫемье пуҫне Сергий Горохова Улатӑрта нумайӑшӗ пӗлет. Ӑна Сергий диакон пек паллаҫҫӗ. Вӑл Улатӑрти епархин миссионер уйрӑмне ертсе пырать. Сергий тӗн, халӑх, патриотизм юррисене шӑрантарма кӑмӑллать.
Ҫемье пуҫлӑхӗ ачисене те юрӑ юрлама вӗрентнӗ. Гороховсем хӑйсен ҫемйин гимнне те хатӗрленӗ. Ҫиччӗмӗш ача ҫуралнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура регистрациленӗ чухне вӗсем ӑна пурте пӗрле шӑрантарнӑ.
Чӑваш Енри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен икӗ педагог Раҫҫей Президенчӗн укҫине тивӗҫнӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи кун пек йышӑнӑва РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче тунӑ.
Пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ педагогсем Чӑваш Енре — тӑххӑррӑн. Вӗсенчен иккӗшӗ — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем. Иккӗшӗ те Шупашкарта ӗҫлеҫҫӗ. Галина Абрамова Шупашкарти 59-мӗш шкулта тӑрӑшать, Ирина Диарова — 33-мӗш шкулта.
Премие ҫавӑн пекех Шупашкарти 44-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Семенова тата Улатӑрти 2-мӗш шкулти Елена Селезнева; Шупашкарти 2-мӗш лицейри хими вӗрентекен Тамара Михайлова, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти биологи вӗрентекен Надежда Кузьмина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Надежда Демьянова, Элӗкри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Фаина Тихонова, Пӑрачкав шкулӗнче географи вӗрентекен Елена Колчанова тивӗҫнӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Дарья Спиридоновӑпа Кирилл Прокопьев гимнастсене Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑра ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Иккӗшӗн ячӗпе те вӑл телеграмма янӑ.
Кирилл Прокопьев гимнаст ирӗклӗ хӑнӑхтарура ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Дарья Спиридонова пӗрене ҫинчи хӑнӑхтарупа ҫӗнтернӗ.
Кирилл Шупашкарти олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулӗнче вӗреннӗ, халӗ Улатимӗр облаҫӗшӗн ӑмӑртӑва хутшӑнать. Дарья Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, спортри малтанхи утӑмсене Чӑваш Енре тунӑ, халӗ Мускавра пурӑнать.
Сӑмах май, Чӑваш Енрен Универсиадӑна Владислав Поляшов хутшӑннӑ. Вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Улатӑр хӗрӗ Евгения Шелгунова гимнастка тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Бронза медаль илме ӑна кӑштах ҫеҫ май килмен.
Улатӑрта Республикӑри онкодиспансерӑн филиалӗ уҫӑлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетре Улатӑр районӗн тӗп пульницинче пулӗ.
Кунашкал филиал пӗрремӗш хут уҫӑлать. Улатӑрта онколог пур, ҫапах вӑл ӑна улӑштармасть. Филиала уҫса халӑха тивӗҫлӗ пулӑшу парасшӑн.
Онкологи диспансерӗн филиалӗ мӗншӗн шӑпах Улатӑрта уҫӑлать-ха? Мӗншӗн тесен район Шупашкартан инҫетре вырнаҫнӑ. Унта пациентсене ятарлӑ графике пӑхӑнса йышӑнӗҫ.
Онколог пӳлӗмӗнче диспансер учетне туса пырӗҫ, пациентсене тимлӗн сӑнӗҫ. Филиала уҫнӑ ҫӗрте ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов, Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева пулӗҫ.
Улатӑрта 11 ҫулти хӗрача путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку пӑтӑрмах виҫӗ кун каялла, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ. 11 ҫултискер Сӑр юханшывра путнӑ.
Хӗрача виллине халӗ те тупайман-ха. Аса илтерер: вӑл аппӑшӗсемпе пӗрле шыва кӗме кайнӑ. 11-ти хӗрача ҫыранран ӳкнӗ те путнӑ. Юханшыв вӑйлӑ юхать, ӑна юхтарса кайнӑ. Халӗ унӑн виллине волонтерсем те, пулӑҫсем те шыраҫҫӗ.
ЧР МЧСӗ республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шывра 22 пӑтӑрмах пулнине пӗлтерет. Вӗсенче 20 ҫын вилнӗ. Виҫҫӗшӗ – ачасем.
Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртмелле. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмеллине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха депутатсене Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче суйлама тивмӗ.
Шупашкарта РФ Патшалӑх Думине депутата Леонид Черкесов суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ юлнӑ вырӑна черетлӗ «халӑх тарҫине» палӑртӗҫ. «Тарҫӑ» пулма хальлӗхе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Владислав Григорьев усламҫӑ, РФКП-рен – Николай Перцев усламҫӑ, РЛДП-тан – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Кристина Алексеева, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫейрен» – юрист бюровӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев, Пенсионерсен партийӗнчен Сергей Зотов техник тата тепӗр виҫӗ кандидат суйлав кӗрешӗвне хӑйсем тӗллӗн тухнӑ: ниҫта та ӗҫлемен Александр Арланов тата икӗ Александр Борисов. Юлашкинче каланисенчен пӗри – электросварщик, тепри ниҫта та ӗҫлемест.
Канаш хулинчи Депутатсен пухӑвне депутата 14 ҫын суйланасшӑн тапаҫланать, Ҫӗнӗ Шупашкара — 11, Улатӑр районне – 5, Канаш районне —10, Пӑрачкав районне — 4, Ҫӗрпӳ районне — 5, Шупашкар районне — 11, Шӑмӑршӑ районне — 10, Етӗрне районне — 16.
Иртнӗ вырсарникун республикӑра виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Ирхине Ҫӗрпӳри пӗвере 54 ҫулти арҫын путнӑ. Вӑл тусӗпе, иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ вӗсем, пӗве урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ. Варрине ҫитсен 54 ҫултискер вӑйран кайнӑ, шыва путнӑ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем шыраса тупнӑ.
Тепӗр пӑтӑрмах Атӑл леш енчи «Прометей» кану базинче пулнӑ. 17 сехетре Атӑлта 37 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Унӑн виллине хальлӗхе тупайман.
Улатӑрта 11 ҫулти хӗрача путнӑ. Вӑл аппӑшӗсемпе пӗрле Сӑрӑн сулахай енне шыва кӗме кайнӑ. Хӗрача чӑнкӑ ҫыран хӗррине лекнӗ те шыв айне кайнӑ. Халӗ унӑн виллине шыраҫҫӗ.
Улатӑрта пурӑнакан 10-ри шӑпӑрлан путакан ачана ҫӑлнӑ. Ку темиҫе кун каяллах пулнӑ-ха, анчах кун пирки халь тин пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Денис Ведяшов ҫемйипе пляжра каннӑ. Вӑл путакан 6-ри ачана асӑрханӑ та пулӑшма часрах васканӑ. Денис пӗчӗкскер шыв айне ҫухалнине пуринчен малтан курнӑ. Вӑл ӑна юлташӗпе ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. 6-ри ача шыв нумай ҫӑтнӑран кӑвакарсах кайнӑ. Юрать, ҫыран хӗрринче виҫӗ арҫын пулнӑ, вӗсенчен пӗри ачана пирвайхи пулӑшу кӳнӗ, искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ.
Тухтӑрсем ҫитнӗ тӗле ача тӑна кӗнӗ, анчах мӗн пулса иртнине ӑнланман. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ачана ҫӑлнӑ Денис 4-мӗш класа куҫнӑ. Вӑл спорткомплекса ҫӳрет, шӑпах ҫавӑнта ишме вӗреннӗ те. Денис ҫемье чи аслӑ ача. Вӑл кӗҫӗннисене ырӑ тӗслӗх кӑтартать
«Фармаци» предприяти Улатӑрти 119-мӗш аптеки пуҫа минретекен шӗвек сутнӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗтӗмпе — 240 штук.
Габапентин япалаллӑ препарата эпилепсипе аптӑракансем валли туса кӑлараҫҫӗ. Ӑна тухтӑр рецепчӗпе ҫеҫ сутмалла. «Фармаци» предприятин республикӑри мӗнпур аптекине пурӗ те 11 штук кӑна илсе кайнӑ, вӗсенчен тӑваттӑшне ҫеҫ сутнӑ вӑхӑтрах Улатӑрта ӑна черет тӑрса пек туяннӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элетперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ Правительство канашлӑвӗнче препарата пули-пулми сутни пирки хытах калаҫу сиксе тухнӑ. Михаил Игнатьев республикӑн сывлӑх сыхлав министрне Владимир Викторова тӗплӗ тӗрӗслеме хытарсах каланине кура министр итлеме шантарнӑ, каланине пурнӑҫласа ку факта тӗрӗслеме пулнӑ.
«Граждан пуҫарӑвӗ» общество организацийӗн хастарӗсем ыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсенчен чылайӑшӗ Чӑваш Енри ҫулсене виҫӗ балпа ҫеҫ хакланӑ. Респондентсен 6,24 проценчӗ ҫеҫ ҫулсене лайӑх хак панӑ.
Ыйтӑма республикӑри 26 муниципалитетра ирттернӗ. Кашни тӑрӑхрах 40 ҫынран кая мар ыйтнӑ. Пӗтӗмпе 1082 водителӗн шухӑшне ыйтса пӗлнӗ.
Пур муниципалитетра та респондентсем япӑх ҫулсем пирки ҫеҫ аса илнӗ. Лайӑххи темшӗн пуҫа килмен. Элӗк, Вӑрнар, Улатӑр районӗсенче ҫулсем питӗ япӑххи ҫиеле тухнӑ. Патӑрьел, Ҫӗрпӳ районӗсенче ҫулсем лайӑх еннелле улшӑннӑ. Вӑрнар поселокӗнче вара арканнӑ ҫул нумай. Улатӑрта ҫулсем ҫинчи шӑтӑк-путӑка хӑйӑр тултарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вара кирпӗчпе сапланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |