Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм халӑх тетелӗнче пӗр арҫынпа паллашнӑ. Лешӗ пуян-мӗн. Чӑннипе вара вӑл Тутарстанри юсанмалли колонире ларакан арҫын пулнӑ.
Ҫак арҫынна пула хӗрарӑм укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Пӗррехичне вӑл хӗрарӑмран банк карттин реквизичӗсене ыйтнӑ – парне тӑвасшӑн-мӗн. Лешӗ реквизитсене пӗлтерсенех карточкӑсем ҫинчен укҫа ҫухалнӑ: 65 пин тата 5 пин тенкӗ.
Ултава ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Палӑртмалла: ҫав 25 ҫулти арҫын юсанмалли колоние ҫаратнӑшӑн лекнӗ. Ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти полици уйрӑмне такси водителӗ килнӗ, хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ.
Ҫав каҫ пӗр ҫамрӑк ҫын такси водительне, 37 ҫулти арҫынна, кафере апат-ҫимӗҫ туянса Дзержинский урамӗнчи пӗр ҫурта илсе пыма саккас панӑ. Лешӗ ҫимӗҫсене 3 пин тенке яхӑн туяннӑ, вырӑна ҫитнӗ.
17-ри каччӑ телефонран таксиста укҫа куҫарса панӑ пекки тунӑ, транзакци ӑнӑҫлӑ иртнине кӑтартнӑ. Анчах укҫа-тенкӗ таксист счечӗ ҫине килмен.
Видеокамерӑсене пӑхсан полицейскисем ҫав 17-ри каччӑ кам пулма пултарнине палӑртнӑ. Вӑл унччен те вӑрланӑшӑн уголовлӑ майпа явап тытнӑ, халӗ ун тӗлӗшпе урӑх преступленишӗн следстви пырать. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм финанс пирамидине укҫа хывнӑ, унтан палламан ҫынна ӗненсе ӑна укҫа панӑ.
Хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та микрофинанс компанийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Организаци 2018 ҫулта хупӑннӑ, хӗрарӑм вара шӑпах ӑна 180 пин тенкӗ панӑ.
Арҫын куншӑн компенсаци пулассине пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, процентсем те тавӑрӗҫ-мӗн – 700 пин тенкӗ ытла. Анчах куншӑн укҫа куҫармалла имӗш – урӑх вкладчиксем валли.
Хӗрарӑм ҫакна ӗненсе 451 пин тенкӗ кредит илнӗ. Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие кун пирки пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та юмах юптарнӑ: вӑл вклад уҫнӑ банкра ултавҫӑсем пур иккен, вӗсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Хайхискер банкри ултавҫӑсене тупмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Ватӑскер ӗненнӗ. Ҫапла хӗрарӑма 150 пин тенкӗ кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ.
Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем тепӗр банкра та ӗҫлеме пултарнине каланӑ, каллех 150 пин тенкӗ кредит илме ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ҫав укҫа-тенке арҫын кӑтартнӑ счетсем ҫине куҫарнӑ.
Ҫав кунах Шупашкарти 51 ҫулти арҫын улталаннӑ. Ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкаравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчен такам укҫа куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Вӑл арҫынна банк уйрӑмне кайса 415 пин тенке илме, «резерв фондне» куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Ҫак арҫын тӗнче тетелӗнче сӗтел-пукан сутни пирки пӗлтерӳсем тупнӑ та сутуҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ, укҫа тӳлесе хума шантарса лешсен банк карттин ревизичӗсене пӗлнӗ. Ӑна тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем Хусана кайнӑ. 38 ҫулти арҫынна пирӗн республикӑна конвойпа илсе ҫитернӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса лартнӑ. Вӑл ытти ҫакнашкал преступленисемпе те ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ ҫын ҫак ултавҫӑн аллине лекнӗ. Вӗсем ӑна 16500 тата 12500 тенкӗ куҫарса панӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Севастопольте хваттер туянма палӑртнӑ. Анчах ӗмӗчӗ пурнӑҫланайман. Ултавҫӑсен аллине лекнӗскер полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтерӳсен сайтӗнче Севастопольте хваттер сутни пирки вуланӑ, сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ хваттершӗн залог 200 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ку ӗненнӗ. Анчах укҫа-тенке куҫарсан сутуҫӑ ҫухалнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, карттӑпа пӑтӑрмахсем сиксе тухнине пӗлтернӗ. Ҫавна май хайхи ҫын укҫана урӑх счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм карточка ҫинчен 148 пин тенкӗ илнӗ те лешӗ кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ тет. Укҫа выляса илнӗ тенине, шел те, хӑшӗ-пӗри ӗненет. Кусем ултавҫӑсем пулнине кайран ҫес тавҫӑраҫҫӗ вара.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн телефонӗ ҫине ыйтӑм тухма сӗнекен СМС-ҫыру килнӗ. Хайхискер ссылкӑпа кайса халӑх тетелӗнчи страницӑна лекнӗ. Унта вара – анкета.
Хӗрарӑм мӗнпур ыйтӑва хуравласан ӑна парне – 130 пин тенкӗ ытла – парассине пӗлтернӗ. Анчах ӑна иличчен комиссишӗн тӳлемелле-мӗн. Хайхи хӗрарӑм 14 хутчен укҫа куҫарнӑ, укҫа куҫарма ыйтса ҫырнӑ ҫырусем вара ҫаплипех пӗтмен.
Кун хыҫҫӑн тин, 1 сехетрен, хӗрарӑм тӑна кӗнӗ, аферистсене укҫа куҫарса панине ӑнланнӑ.
Канашра пурӑнакан хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ кунне уявланӑ, 36 ҫул тултарнӑ. Ҫав кун халӑх тетелӗнче ун патне банк ятӗнчен салам ҫитнӗ. Ҫырура парне тума шантарнӑ – 1 пин тенкӗ. Хӗрарӑмӑн анкета ҫеҫ ҫырмалла, банк карттин реквизичӗсене кӑтартмалла.
Кӑштахран телефон ҫине код килнӗ, ӑна та анкетӑна ҫырмалла пулнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн картти ҫинчи мӗнпур укҫа ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе – 1,5 пин тенкӗ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал 9 уйӑхра ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансенчен 67,2 миллион тенкӗ суя мелпе сӑптӑрнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм кредит илме тӑнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл полици уйрӑмне килсе ку мӗнле пулса иртни пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче кредит илмешкӗн заявка хӑварнӑ. Лешсем лайӑх условисем пуласса шантарнӑ. Вӑл 1 миллион тенкӗ илме палӑртнӑ.
Кӗҫех ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе финанс организацийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, условисем пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑма йӑлтах тивӗҫтернӗ.
Договорпа килӗшӳллӗн, унӑн страховкӑшӑн тата поцентсен пӗр пайне тӳлемешкӗн укҫа куҫармалла пулнӑ. Хӗрарӑм укҫана банк терминалӗсем урлӑ пайӑн-пайӑн куҫарнӑ. Хайхискер 180 пин тенкӗ куҫарсан тин тӑна кӗнӗ. Лешсем ҫапах хӑпман – шӑнкӑравласах тӑнӑ. Хӗрарӑм вара шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнлансан полицие кайнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм паллашу сайчӗсенче савни шыранӑ. Хайхискер ют ҫӗршыв арҫыннисемпе паллашнӑ, анчах ку кашнинчех ултавпа вӗҫленнӗ.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл ют ҫӗршыври виҫӗ арҫынпа ҫырӑнма пуҫланӑ, пурте укҫа ыйтнӑ. Анчах пурте нухрат куҫарса парсан ҫухалнӑ.
Пӗрремӗш арҫынни — АПШри «ҫар тухтӑрӗ», «хӗрӳ точкӑра» службӑра тӑрать-мӗн. Ӑна 350 доллар кирлӗ иккен: ӑна улӑштарма килӗшнӗ специалиста тӳлеме. Унтан самолета ларма билет туянма 3500 доллар ыйтнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: арҫын вӗҫсе килмен.
Тепри те — «ҫар ҫынни», хӗрарӑма АПШран 5 миллион доллар илсе тухма сӗннӗ. Хайхискер виртуаллӑ савнине 7700 доллар куҫарса панӑ.
Шупашкар хӗрарӑмӗ тепӗр савнине 1500 доллар куҫарса панӑ. Унтан каллех укҫа куҫармалли пирки ҫыру килнӗ: 4500 доллар. Хальхинче тин хӗрарӑмӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ, тек укҫа куҫарман.
Халӗ полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |