Ставрополь крайӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна судпа айӑпланӑ. Вӑл унччен те уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хайхискер Чӑваш Енри ҫынна та улталанӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 68-ти арҫынна унччен медицина таварӗ илнӗшӗн компенсаци парассине пӗлтернӗ. Лешӗ куҫарса панӑшӑн, илсе ҫитернӗшӗн тесе укҫа тӳленӗ. Вӑрнар районӗн арҫынни патне кайран татах шӑнкӑравланӑ. Вӑл пурӗ 23 хутчен укҫа куҫарса 230 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Патӑрьел районӗнчи сусӑра вара 50 пин тенкӗлӗх улталанӑ. Ӑна та компенсаци тавӑрса пама шантарнӑ.
Вӑрнар районӗн сучӗ ҫак арҫынна тата унӑн 20 ҫулти «ӗҫтешне» айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Арҫынна колони-поселение 3 ҫул та 4 уйӑхлӑха янӑ, «ӗҫтешне» тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.
Ултавҫӑсем темле май тупса та улталаҫҫӗ. Банкра сирӗн ятпа такамсем кредит илесшӗн, эпир ҫавӑнтан сире сыхлӑпӑр тесе калаҫҫӗ, тавар сутакансемпе туянакансене те шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ. Халӗ тата ҫула тухас тесе улталаннӑ тӗслӗхсем те пур.
Шупашкар хулинче 20 ҫулти хӗр Хусана кайма ҫула май машина тупас тенӗ. Кӑштахран пикепе палламан арҫын ҫыхӑннӑ, вӑл хӑйӗнпе машина водителӗ тесе палаштарнӑ. Хӗрӗ ҫул укҫине куҫарса памалла каҫӑ ярса панӑ. Унта банк карттин номерне те, ыттине те кӑтартма тивнӗ. Хӗр банк картти ҫинчи 17 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫавӑн пек меслетпе Шупашкарти 22 тата 43 ҫулсенчи хӗрарӑмсем улталаннӑ. Ултавҫӑсене пӗри 3 пин тенкӗ куҫарса панӑ, тепри — 7 200 тенкӗ.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын полицие пынӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Палламан ҫын юптарма тытӑннӑ: такам ун ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн, счета упраса хӑварма сӗннӗ. Шупашкар арҫынни вӑл мӗн каланине пурнӑҫласа пынӑ. Вӑл счечӗ ҫинчи 400 пин тенкине илнӗ те 24 номерпе куҫарса панӑ.
Канашра пурӑнакан 71 ҫулти кинемей те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл 135 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Халь ултавҫӑсем кам пулнине тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче полицие пырса хуйхи пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗр самантра 28 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Унӑн смартфонӗ ҫине палламан номертен смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм мессенджера уҫнӑ. Унта вара – хаваслӑ видеороликсем курмалли каҫӑ. Вӑл ним шутламасӑр ун ҫине пуснӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн телефонри хӑш-пӗр сарӑм ҫухалнӑ. Ҫав шутра – банк операцийӗсем тумалли сарӑм та. Укҫа ҫухалнине тӳрех сисмен-ха вӑл. Лавккана кайсан счет ҫинчи 28 пин тенкӗ ҫуккине ӑнланнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти арҫын юрҫӳрен туянас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ултавҫӑсем унран 300 пин тенкӗ сӑптӑрса илнӗ.
Ҫак арҫын тӗнче тетелӗнче юрҫӳрен шыранӑ. Унӑн куҫӗ умне пӗр пӗлтерӳ тӗл пулнӑ: юрҫӳрен питӗ йӳнӗ тӑрать. Хайхискер сутуҫӑпа телефонпа калаҫнӑ. Лешсем илсе ҫитерсе пама шантарнӑ та ку укҫа – 300 пин тенкӗ — куҫарса панӑ. Транспорт компанийӗпе ярса парасси пирки хут килнӗ. Анчах вӗсем суя пулнӑ, сутуҫӑ телефонне те сӳнтерсе лартнӑ.
Раштавӑн 15-мӗшӗнче арҫын полицие пырса каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Лешсем анлӑ сарӑлнӑ меслетпе усӑ курнӑ: шӑнкӑравланӑ, хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хайхискерсем юптарма тытӑннӑ: унӑн укҫине ултавҫӑсем хапсӑнаҫҫӗ-мӗн, вӗсене тытмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Хӗрарӑм вӗсене итлесе 1 миллион та 300 пин тенкӗ кредит илсе ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Хӗрарӑм 73 тӗрлӗ операци ирттерсе укҫана куҫарнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗнӗ ҫула савӑнӑҫлӑ кӗтсе илесшӗн пулнӑ ахӑртнех. Анчах вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Хӗрарӑм полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттерме Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ҫурт тара илме палӑртнӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, ҫав ҫынпа ҫыхӑннӑ. Мессенджерта лешӗ укҫа тӳлеме тесе каҫӑ янӑ. Хӗрарӑм ун ҫине пусса 10 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ултавҫӑ кам пулнине палӑртаҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 24 ҫулти хӗре ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ.
Экономистра ӗҫлекен 24 ҫулти хӗр патне ӗнер кӑнтӑрла палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, кредит илмен-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ҫук тесе хуравланине илтсен вӑл хӗрпе кредит уйрӑмӗн ӗҫченӗ ҫыхӑнассине, ыйтӑва татса пама пулӑшассине шантарнӑ.
Ултавҫӑ тӗрлӗ номертен 30 ытла хутчен шӑнкӑравланӑ. Юлашкинчен хӗр ӑна банк карттин номерне, банк карттин виҫӗ цифрӑллӑ кодне, унтан тата смс-ҫырупа килнӗ кода каланӑ.
Ҫапла вара палламан ҫынсем хӗр ячӗпе кредит илсе хӑйсен счечӗ ҫине 150 пин ытла тенке куҫарнӑ.
Улталаннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн хӗр пакунлисенчен пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ҫынсене ҫапла майпа улталаҫҫӗ тенине илтнине, анчах хӑй ҫакланасса шутламаннине пӗлтернӗ.
81 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсенчен шар курнӑ. Лешсем ӑна пӗр ҫул суйса пурӑннӑ, укҫа сӑптӑрнӑ.
Ватӑ хӗрарӑм телевизорпа сиплевҫӗ пирки пӗлтерӳ курнӑ. Хайхискер унпа ҫыхӑннӑ лешӗ унран укҫа ыйтма пуҫланӑ. Кинемей лешӗ ыйтнине пурнӑҫласа укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ…
Банк ӗҫченӗсем хӗрарӑмӑн куҫне уҫма тӑрӑшнӑ, укҫа куҫармалла марри пирки асӑрхаттарнӑ. Ватӑскер вара вӗсене итлемен, палламан счетсем ҫине 29 хутчен куҫарнӑ, хӑйӗн юлашки укҫине кӑларса панӑ. Пӗтӗмпе 2 миллион тенкӗ куҫарнӑ.
Палламан ҫынсем шӑнкӑравласа хӑратма тытӑнсан ҫеҫ вӑл тӑна кӗнӗ. Лешсем кредит илсе вӗсене куҫарса пама ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса ултавҫӑсен аллине лекни пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑш банкпа усӑ курни пирки ыйтнӑ. Унтан шӑп та лӑп ҫав банкран шӑнкӑрав килнӗ. Палламан ҫын хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илесшӗн имӗш.
Хӗрарӑм парольсене пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем хӗрарӑм ячӗпе кредит хатӗрленӗ, ӑна банка килме ӳкӗте кӗртнӗ. Унта хӗрарӑм кредит укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Вӑл вара ултавҫӑсен пулнӑ. Хӗрарӑм пӗтӗмпе 1 млн тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |