Шупашкарта арҫын хваттер тара илнӗ те ӑна хӑйӗн ҫине ҫыртарма хӑтланнӑ. Ҫакна тӑваканӗ – Новосибирск облаҫӗнче пурӑнакан 53 ҫулти арҫын.
Хваттер ҫӗнӗ ҫуртра вырнаҫнӑ. Хуҫисем, арӑмӗпе упӑшки, пушӑн 9-мӗшӗнче полицие пынӑ. Вӗсем чутах хваттерсӗр тӑрса юлман. Хайхискерсем нарӑс вӗҫӗнче хваттерне тара панӑ, килӗшӳ алӑ пуснӑ. Икӗ эрнерен вӗсем патне куҫман пурлӑха регистрацилекен учрежденирен шӑнкӑравланӑ та ыйтнӑ: вӗсем урӑх ҫын ҫине доверенноҫ туса паман-и?
Арӑмӗпе упӑшки тӗлӗннӗ. Апла туман-ҫке-ха вӗсем. Часрах полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ытти регионта та ҫакнашкал ӗҫсем туман-и? Ҫакна та тӗрӗслӗҫ.
Хӗрарӑм ҫынсем патне шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, ултавлӑ майпа вӗсенчен укҫа сӑптӑрнӑ. Унӑн серепине Чӑваш Енре пурӑнакан 8 ҫын лекнӗ.
Ҫак ӗҫе Ӗренпур облаҫӗнче пурӑнакан чикан майри тунӑ. Вӑл ҫынсенчен 124 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ. Чӑваш Енре полицейскисем ӑна ҫулталӑк шыранӑ. Тинех тупнӑ.
Чӑннипе, ку ӗҫе ҫав чикан хӗрарӑмӗ тунине полицейскисем пӗлтӗрех палӑртнӑ. Анчах ниепле те тытайман, мӗншӗн тесен лешӗ регионтан региона куҫса ҫӳренӗ. Халӗ ӑна Чӗлепи облаҫӗнче тытса чарнӑ.
Чикан майри вӑрланӑ укҫан пӗр пайне ҫынсене тавӑрса панӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Банк карттисемпе, телефонпа тата тӗнче тетелӗпе усӑ курса ҫынсене улталасси пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 3,9 процент ӳснӗ. Ку ҫулталӑкра вӑрланӑ пурлӑхӑн 39,6 проценчӗпе танлашать.
Пӗлтӗр Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 310 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку, 2020 ҫулпа танлаштарсан, икӗ хута яхӑн нумайрах. 310 миллион тенкинчен 1,9 процентне ҫеҫ каялла тавӑрма май килнӗ.
Йӗрке хуралҫисем тимлӗ пулма ыйтаҫҫӗ. Банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтермелле мар.
Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти хӗр ача-пӑча кӳми сутма тӑрсан укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ӑна Дон ҫинчи Ростов хулинчи арҫын улталанӑ.
Ҫав арҫынна тупса тытса чарнӑ. Вӑл 31 ҫулта.
Хӗр 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ача-пӑча кӳми сутма хатӗрленнӗ. Кӗҫех тавара туянакан тупӑннӑ. Хайхискер укҫа тӳлеме тесе банк карттин реквизичӗсене ыйтнӑ. Хӗр пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑнах счечӗ ҫинчи 5 пин тенки ҫухалнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака та саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӑватӑ ачине пӗчченех ӳстерекен амӑшӗ тӗнче тетелӗнче паллашнӑ савнине пула 2,7 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл ӑна арҫынна куҫарса панӑ.
Пӗр районта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫулла вӑл тӗнче тетелӗнче «ҫар тухтӑрӗпе» ҫырӑннӑ. Лешӗ пӗр патшалӑхра ҫар службинче тӑрать-мӗн.
Кӑштахран «савни» хӗрарӑма «хаклӑ груз» илме ыйтнӑ. Кайран вӑл ун патне хӑйех килӗ, нумай ача амӑшне те качча илӗ – ҫапла шантарнӑ «ҫар тухтӑрӗ». Арҫын тӑкака саплаштарассине ӗнентернӗ.
Хайхи хӗрарӑм тӗрлӗ счет ҫине 2,7 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Кайран каллех укҫа куҫарма ыйтсан тин вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 8 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи йӑлтах хӑйӗн пулман: пӗр пайне кредит илнӗ, тепӗр пайне кивҫен ыйтнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулта авӑн уйӑхӗнче ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе финанс компанийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи майра арҫынна укҫана инвестицие хывма ӳкӗте кӗртнӗ. Кунта ним хӑрушши те ҫук-мӗн: компани Раҫҫей саккунӗсемпе килӗшӳллӗн ӗҫлет имӗш.
Арҫын ӗненнӗ. Вӑл 5 уйӑхра ултавҫӑсен счечӗсем ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 8 миллион тенкӗ ытла. 4 миллион тенкине вӑл пӗлӗшӗсенчен кивҫен илнӗ, 2 миллион яхӑн тенкине 5 ҫуллӑха кредит илнӗ. Ытти – хӑйӗн укҫи.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Упӑшкипе арӑмӗ тӗнче тетелӗнче тавар туянакансене улталанӑ. Ҫак йышӑ Чӑваш Енре пурӑнакансем те лекнӗ. Вӗсем йӗркене пӑснӑ 58 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе ҫынсене 200 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Упӑшкипе арӑмӗ 2 ҫул тӗнче тетелӗнче сайтсем йӗркеленӗ, унта пушмак, тум, парфюмери сутни пирки пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Таварӗсем хаклӑ мар пулнӑ.
Анчах вӗсем клиентсенчен укҫа илсен сайтри тавара мар, йӳнӗреххине ярса панӑ. Тӗслӗхрен, брендлӑ кроссовка вырӑнне йӳнӗ угги пулнӑ.
Ултавҫӑсене пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче тытса чарнӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 16 ҫулти каччӑ тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн укҫине илнӗ. Вӑл ӑна ҫуртне юсаса пама шантарнӑ. Анчах сӑмахне тытман. Ватӑ хӗрарӑмӑн полицие кайма тивнӗ.
74 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл дачӑра строительство ӗҫӗсене пурнӑҫлама пулӑшни пирки хыпарланӑ пӗлтерӗве курнӑ. Унти номерпе шӑнкӑравланӑ, каччӑпа карта улӑштармалли пирки калаҫса татӑлнӑ. Лешӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Кайран вӑл ӑна ҫурта тулаш енчен ҫапма, тӑррине витме хушнӑ. Стройматериалсем туянма тесе каччӑна 135 пин тенкӗ панӑ. Анчах ӗҫе ниепле те пуҫӑнман, вӑл укҫана тавӑрса пама ыйтнӑ.
Каччӑ укҫине хӑйех хуратӑп тесе кинемейрен банк карттине, унӑн пин-кодне ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Карттӑ ҫинче укҫа пулман. Анчах блокировка пулнӑ. Каччӑ ӑна илме темиҫе хутчен укҫа ыйтнӑ. Кинемей тепӗр 145 пин куҫарса панӑ. Каччӑ укҫана тавӑрмассине вӑл темиҫе уйӑхран тин ӑнланнӑ. Полицейскисем 16-ри каччӑна часах шыраса тупнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӗҫе ҫуркунне пуҫӑнма шутланӑ, укҫине хӑй пӗлнӗ пек тӑкакласа пӗтернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын укҫа хывса пуяс тенӗ те темӗн чухлех парӑма кӗрсе кайнӑ. Халӗ унӑн банка, пӗлӗшӗсене укҫа парса татмалла.
Йӑлтах халӑх тетелӗнче укҫа хӑвӑрт ӗҫлесе илмелли пирки хыпарланӑ пӗлтерӗве курнинчен пуҫланнӑ. Вӑл унта хӑйӗн номерне хӑварнӑ. Часах унпа суя брокерсем ҫыхӑннӑ.
Арҫын вӗсем каланипе биржа патне кӗме май пултӑр тесе телефонӗ ҫине сарӑм вырнаҫтарнӑ, счечӗ ҫине 15 пин тенкӗ хунӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна пысӑкрах укҫапа выляма сӗннӗ. Арҫын банкран кредит илнӗ, пӗлӗшӗсенчен укҫа ыйтнӑ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2 миллион та 960 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Анчах арҫын укҫа-тенке каялла тавӑрайман. Ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан вӑл полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ватӑ хӗрарӑм хӗрне ҫӑлас тесе ултавҫӑсене чутах 700 пин куҫарса паман. Ку Шупашкарта пулса иртнӗ.
75 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килти телефонӗ ҫине хӗрӗ шӑнкӑравланӑ имӗш, ҫул ҫинче аварие лекни пирки, ыйтӑва татса пама 700 пин кирли ҫинчен каланӑ.
Хӗрарӑм хӗрне пулӑшас тесе банка кайнӑ, укҫине илнӗ те ӑна куҫарса пама тӑнӑ. Анчах ун патне хӗрӗ шӑнкӑравланӑ – унпа нимӗн те пулса иртмен иккен. Кун хыҫҫӑн ватӑскер укҫана каялла счет ҫине хунӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ.
71 ҫулти хӗрарӑм вара ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хӗрне ҫӑлас тесе вӑл палламан арҫынна хӗрӗн япалисене, пухнӑ пӗтӗм укҫине – 500 тенке – парса янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |