Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи 95 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленет. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Юбилей ячӗпе пултарулӑх форумӗ тата концерт иртӗ. Вӑл 11 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Форума илемлӗх вӗрентӗвӗн специалисчӗсем, музыкӑна хӑнӑхтаракан преподавательсемпе педагогсем, музыка учителӗсем, ҫавӑн йышши тата ытти специалистсем хутшӑнӗҫ. Ӑсталӑх сехечӗсемпе хӑтлавсенче музыка тата ӳнер шкулӗсенче цифра хатӗрӗсемпе усӑ курасси, вӗсене вулавӑш фончӗсене пуянлатасси тата ытти ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Музыка тата ӳнер шкулӗсене вӗрентӳре кирлӗ музыка инструменчӗсемпе тивӗҫтересси ҫинчен те калаҫӗҫ.
Юбилей концерчӗ форум хыҫҫӑн, 16 сехетре пуҫланса 18 сехетчен пырӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫине Юрий Васильева ЧР Культура министерствин «За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн) кӑкӑр ҫине ҫине ҫакмалли паллӑпа чысланӑ. Коллективӑн ытти хӑш-пӗр артистне вара Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн Хисеп хучӗсемпе, Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче юрӑпа ташӑ ансамблӗ 95 ҫулхи юбилейне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче уявланӑ.
Уява ансамбль пултарулӑхне пысӑка хурса хаклакан куракансем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫитернӗ. Вӑл коллектива ҫӗнӗ автобуссен уҫҫине те тыттарнӑ.
Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат 30 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленет. Сумлӑ датӑна йӑшташӑмӑрсем раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун «Чӑваш чӗлхипе тухакан пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен аталанӑвӗнчи йывӑрлӑхсем» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Вӑл 11.00 сехетре пуҫланӗ.
Канашлу вӑхӑтӗнче наци журналистикинчи йывӑрлӑхсене сӳтсе явӗҫ, экспертсен шухӑшне итлӗҫ, чӑваш чӗлхипе тухакан регионти хаҫатсен лару-тӑрӑвӗпе паллашӗҫ, хаҫат чӗлхине сӳтсе явӗҫ. «Ҫавра сӗтеле» «Урал сасси» хаҫатӑн редакторӗ Ю.Н. Михайлов ертсе пырӗ.
«Ҫавра сӗтел» хыҫҫӑн 16.00 сехетре «Урал сасси» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху иртӗ. Кӑмӑл тӑвакансене хапӑл туса кӗтнине пӗлтернӗ «Урал сасси» хаҫатра.
Мероприятисем «Урал Батыр» Наци культурисен центрӗнче, Пелепей хулинчи Горохов урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра иртӗҫ.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи Юман рашчине Халӑхсен туслӑхӗн паркӗн ятне пама сӗнеҫҫӗ. Е ӑна Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвасшӑн. «Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейи» канашӑн председателӗ Лев Кураков хула администрацине ҫак сӗнӳпе тухнӑ.
Лев Кураков ҫакна палӑртнӑ: икӗ сул каялла Шупашкарта Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ уҫӑлнӑ, вӑл шӑпах Юман рашчи патӗнче вырнаҫнӑ. Рашчара вара ҫынсем кӑвайт чӗртсе канаҫҫӗ, эрех-сӑра та ӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал Юман рашчине 2020-2021 ҫулсенче хӑтлӑх кӗртмелли объектсен йышне кӗртнӗ. Хула администрацине ҫак ӗҫе тӑхтамасӑр тума, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ тӗле вӗҫлеме, унтан ӑна ҫӗнӗ ят пама сӗнеҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думин патшалӑх строительствин тата законодательство комитечӗн председателӗ Павел Крашенников раштав уйӑхӗн 31-мӗшне канмалли кун тума сӗнет. Анчах вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакна халӗ тума май ҫук, меншӗн тесен Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме пӗр уйӑх ытла иртӗ.
Тепӗр енчен, пӗр канмалли куна раштавӑн 31-мӗшне куҫарасси пирки постановлени кӑларма пулать, анчах ҫитес ҫулхи канмалли кунсен календарьне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Ҫавна май депутат канмалли куна ҫитес ҫултан йӗркене кӗртме сӗнет.
Сӑмах май, унччен Патшалӑх Думин ку проекта пӑхса тухма сӗннӗ. Ун чухне ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле канмалли кунсен шутне нумайлатма сӗнмен.
Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ чӑваш поэзине никӗсленӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа сумлӑ уяв ирттернӗ.
Унта тӳре-шара, культура ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе поэтсем, депутатсем, поэт пултарулӑхне сума сӑвакансем пухӑннӑ. Сцена ҫине тухса чылайӑшӗ поэт-трибунал пирки ӑшӑ сӑмах каланӑ. Театр фойинче Ҫеҫпӗле халалласа хатӗрленӗ курав ӗҫленӗ.
Ҫеҫпӗл Мишшин премине тивӗҫнӗ лауреатсем те астӑвӑм каҫӗнче пулнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн ертӳҫи Валери Туркай премие Дагестан халӑх поэтне, авар сӑвӑҫне, Дагестанри Писательсен союзӗн ертӳҫине Магомед Ахмедова тата СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗн ертӳҫине Александр Тукмакова панӑ.
Паян, чӳкӗн 22-мӗшӗнче, Раҫҫейре сӑмахсарсемпе энциклопедисен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ку уяв официаллисен йышне кӗмест пулин те чӗлхеҫӗсемшӗн вӑл пӗлтерӗшлӗ кун шутланать. Ҫак кун сӑмахсарсем пирки лекцисем вулаҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятисем хатӗрлесе ирттереҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ те ҫак куна палӑртмасӑр ирттерсе ярас темерӗ — электронлӑ сӑмахсарсен сайтне Николай Иванович Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 5-мӗш томне кӗртрӗ. Ҫапла май халь кунта 3-мӗш томсӑр пуҫне пӗтӗм Ашмарин словарӗ вырнаҫнӑ.
Чӳкӗн 22-мӗшӗнче сӑмахсарсемпе энциклопедисен кунне паллӑ тума вӑл кун Владимир Даль ҫуралнине кура суйланӑ. Асаилтеретпӗр, Владимир Даль — вырӑс чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин авторӗ. Кунашкал уяв АПШ-ра та пур. Вӗсем словарьсен кунне юпан 16-мӗшӗнче, Ной Вебстер ҫуралнӑ кунхине, паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл та, вырӑс ӑсчахӗ пекех, сӑмахсарсем калӑпласа чапа тухнӑ. Чӑваш чӗлхеҫисемшӗн вара ку тӗлӗшпе 1870 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ Николай Иванович Ашмарин паллӑ вырӑн йышӑнать. Анчах хальччен авӑнӑн 22-мӗшӗнче словарьсен уявне уявласси пулман-ха.
Паян, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Арҫынсен пӗтӗм тӗнчери кунне палӑртаҫҫӗ. «Парламентская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, уява Тринидад тата Тобаго утрав патшалӑхӗ 1999 ҫулта йышӑннӑ. Каярах ҫавна Кариб бассейнне кӗрекен, Астралири, Ҫурҫӗр Америкӑри, Азири, Европӑри ҫӗршывсем ырласа йышӑннӑ, каярах — Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ.
Уява йӗркелекенсем арҫынсемпе арҫын ачасен сывлӑхне, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне, тимлӗх уйӑрма чӗнсе калаҫҫӗ.
Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Арҫынсен пӗтӗм тӗнчреи тата тепӗр кунне палӑртаҫҫӗ. Ӑна йӗркелеме Совет Союзӗн Президенчӗ пулнӑ Михаил Горбачёв 2000 ҫулта сӗннӗ. Чӑн-чӑн арҫын ҫӳлте тытакан арҫынсене ҫав кун лауреат ячӗ парса хавхалантараҫҫӗ.
Мӗнех, пӗр уйӑхра икӗ хутчен саламлар арҫынсене.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Тутарстанри Анат Камӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче Пӗрлӗх кунне уявланӑ. «Ытти халӑхпа пӗрле чӑвашсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ», — тесе пӗлтерет Илья Туманов Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче.
Уяв концертне 34-мӗш гимнази вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хастар хутшӑннӑ. Вӗсен репертуарӗ куракансене килӗшнӗ.
Пӗрлӗх кунне уявланӑ май гимнази директорне, «Духовный взлёт» (чӑв. Ӑс-хакӑл хӑпартланӑвӗ) фондӑн пуҫлӑхне, Анат Камӑри чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫине Галина Ляховӑна Анат Кама район пуҫлӑхӗ Айдар Метшин алӑ пуснӑ Хисеп хучӗпе чысланӑ. «Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, ырӑ хыпара маларах эпир асӑннӑ 34-мӗш гимнази Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ произоводство пӗрлешӗвӗ хӑйӗн черетлӗ кунне уявланӑ. «Ҫавра» датах мар та (савут 78 ҫул тултарнӑ», пӗрех халӑхпах палӑртнӑ ҫав куна. Хальхинче уяв «Салют» культура керменӗнче иртнӗ. Унта предприятире паян ӗҫлекенсемпе пӗрлех ветерансене йыхравланӑ. Хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илнӗ хӑнасене.
Саламлама пынисен хушшинче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ ҫумӗ Инна Антонова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Тимофеев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Виктор Горубнов пулнӑ. Уява савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников уҫнӑ.
Савут ӗҫченӗсене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ. Раҫҫейӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин Хисеп грамотисене Андрей Максимов электросварщик, Василий Орлов водитель, Надежда Семенова тата Гельсина Шарафутдинова контролерсем, электроснабжени цехӗн пуҫлӑхӗ Виталий Ухватов тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |