Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнче сухаҫӑсен конкурсӗ иртӗ.
Ӑмӑрту Комсомольски ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрман уҫланкинче пулӗ. Унта 18 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе арҫынсене чӗнеҫҫӗ. Анчах пурне те мар. Вӗсен паспорт кӑтартмалла. Конкурс умӗн тухтӑр тӗрӗслевӗ витӗр тухма, техника хӑрушсӑрлӑхӗн парвилисене ӑша хывса инструктаж итлеме тивӗ. Ҫаксене пӑхӑнманнисене тата конкурса кая юлса ҫитнисене ӑмӑртӑва хутшӑнтармӗҫ.
Конкурс тӗллевӗ тесе вара чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине халӑхра сарасси, лаша спортне аталантарасси, ҫамрӑксене лашана хисеплеме вӗрентесси тесе ӗнентереҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансене ирхи 8 сехетрен 11-ччен шута илӗҫ, медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларӗҫ. 11 сехетре ӑмӑрту пуҫланӗ. Конкурса районти Акатуя халалланӑ.
Тутарстанри Чистай районӗнне кӗрекен Анат Кӑтрата ялӗнче «Юрла, ташла чӑваш ҫынни» ятлӑ фестиваль иртнӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ялти хастарсем пуҫарса янӑ.
«Малтанхи ҫулсенче унта ансамбльсем йышлӑ ҫӳрерӗҫ, юлашки ҫулсенче фестиваль ял уявне ҫаврӑна пуҫларӗ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Ячӗ картне ларсах каймарӗ-и, урӑх сӑлтав-и, инҫетре пурӑнакансене калама хӗн. Йӗркеллӗ финансировани пулсан, тен ҫӗкленӗччӗҫ тесе шутлатпӑр, мӗншӗн тесен ҫакна тума Анати Кӑтратара культура хӑвачӗ пур», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче.
Иван Ильин ертсе пыракан юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ пур ҫӗре те ҫитсе пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшать иккен. Транспорт пулсан.
Сӑмах май, шӑпах Чистай районӗнчи Анат Кӑтрата ялӗнче республика шайӗнче Уяв ирттерме тытӑннӑ.
Тутарстанпа чикӗллӗ вырнаҫнӑ ҫармӑс ялӗнче, Мари Эл республикинчи Морки районне кӗрекен Шоруньжа ялӗнче, пысӑк форум иртнӗ.
Ҫав яла Тутарстанри «Сувар» хаҫат финпа угор тӗнчин культура шӗкӗр хули тесе хаклать. Ҫапла хисеп туни ытахальтен мар. Асӑннӑ ялта «кашни ҫул финпа угор халӑхӗсем культурӑн тӗп вырӑнне палӑртаҫҫӗ» иккен. «Шоруньжа ӑна тивӗҫлӗ пулнинчен иккӗленмелли ҫук, мӗншӗн тесен кунта мари этнокультура комплексӗ нумай ҫул ӗҫлет, мари халӑх культурине аталантаракан центр пур», — хыпарлать «Сувар».
Ҫармӑс ялӗ Эстонири Обиницара иртнӗ финпа угор ялӗсен II форумӗнче иртнӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра ҫӗнтерсе вӑл ята тивӗҫнӗ.
Финпа угорсен фестивальне 30 ытла коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра — Чӑваш Республикинчи икӗ ушкӑн: Шупашкарти «Уяв» тата Патӑрьел районӗнчи «Пашьел».
Чӑваш Ен Республикӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне чаплӑн уявлама хатӗрленет. Ҫавна май Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ҫиччӗмӗш хут иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй хӑнисене хапӑл тунине кӑтартса хальччен пӗҫермен хуплу пӗҫерӗҫ. Пӗрремӗшенчен, вӑл кӗнеке евӗр пулӗ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл 300 килограмм тайӗ, тӑршшӗ вара 30 метрпа танлашӗ.
Кукӑль-ҫӑмах пӗҫерекенсемшӗн капла пысӑк хуплу пӗҫересси пӗлтерӗшлӗ ӗҫ.
Чӑваш Енри ӑстасем кукӑле темиҫе кун пӗҫерӗҫ. Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй кунӗнче уяв хӑнисене тата унта хутшӑнакансене тутлӑ хуплупа хӑналӗҫ.
Республика кунӗнче пирӗн пата Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗсем килӗҫ. Вӗсем Хӗрлӗ лапамри сцена ҫинче концерт лартӗҫ.
Кӑҫал Чӑваш Ен ҫыннисене уявпа саламлама Ирина Салтыкова, Виктор Рыбин тата Наталья Сенчукова ҫитӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ирина Салтыкова концерт лартӗ. Тепӗр кунхине, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Виктор Рыбинпа Наталья Сенчукова юрӑсемпе савӑнтарӗҫ.
Концерт Хӗрлӗ лапамра 21 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Концерт вӗҫленсенех Пӗтӗм тӗнчери «Асамат» фейерверксен фестивалӗ пулӗ. Салют 22 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Раҫҫей кунӗ ҫывхарать. Палӑртса хӑварар: ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн ют ҫӗршыв ҫыннисем ШӖМӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управленийӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура присяга тытнӑ. Вӗсем Раҫҫей гражданствине илесшӗн. Присяга хыҫҫӑн ҫак ҫынсене пирӗн ҫӗршыв паспортне параҫҫӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ ведомствӑна ют ҫӗршывра ҫуралнӑ 10 ҫын килнӗ. Вӗсем Молдовӑра, Украинӑра, Таджикистанра кун ҫути курнӑ. Пӗри вара – Анголӑран.
«На связи» форумра ҫак хыпара комментарилекенсем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри ҫырнине ӗненес тӗк, Анголӑран пирӗн пата килнӗ ҫын – тухтӑрта ӗҫлет, вӑл ӑна лайӑх тесе палӑртнӑ.
Хусанти Муса Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче Вырӑс чӗлхин кунне тата А.С. Пушкин ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк концерт ирттернӗ. Унта аслӑ поэтӑмӑр хайлавӗсенчи сюжетсемпе ҫыхӑннӑ опера, балет пайӗсене кӑтартнӑ. Унта Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнчи наципе культура автономийӗсен пайташӗсем хутшӑннӑ. Ҫав шутра — чӑвашсем те. Туслӑх ҫуртӗнчи вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем Пушкин юмахӗсене каласа пани пурне те килӗшнӗ. Ҫак постановкӑра Алина Садыкова, София Чаркина, Стефания Чаркина, Дарья Тукаева, Илья Тукаев, Кристина Романова, Кира Камзина, Моханнад Алхами тата Оскар Абсандзе хутшӑнчӗҫ.
Кӳршӗллӗ регионти чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пухӑннисене Тутарстанри Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи, Халӑхсен ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин саламланӑ. Вӑл асӑннӑ регионта вырӑс, тутар тата ытти халӑх чӗлхисене аталанма условисем туса парасси хальхи вӑхӑтра питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Тутарстанри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи чӑвашсен Акатуйӗ кӑҫал урӑх ҫӗрте, Упире, иртет тесе пӗлтернӗ. Алешкин-Саплӑк ял хутлӑхне ҫавӑн пек пысӑк уява ирттерме ӑҫтан укҫа тупнине пакунлисем тӗпчеҫҫӗ-мӗн. Кун пирки асӑннӑ регионти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ. Виҫӗмҫул Акатуй ирттернӗ Анат Чакӑна та ҫакнашкал тӗрӗслев ҫитнӗ текен хыпар ҫитнӗ-мӗн.
«Мӗне пӗлтерет ку? Саккаспа-и е ӑнсӑртран-и? Кама тӗк ҫывӑрттармасть Ҫӗпрел Акатуйӗ?» — пуҫ ватать Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ.
Акатуя «тума ӗлӗкрен халӑхран парне пуҫтарнӑ: явлӑк, ҫӑмарта, кӗрпе. Пуянраххисем хӑйсен ирӗкӗпе пӗрлехи хурана укҫа пӑрахаҫҫӗ. Ку чухне никам та квитанци е отчет ыйтса лармасть. Вӑл ӗлӗкхи йӑла, ташлакан ҫӗнӗ мӑшӑр ури айне хут укҫа пӑрахнӑ пекех.
Халӑх уявне ирттерме пулӑшни хӑйне евӗр садака пекех вӑл. Унран никам та чухӑна юлман-ха. Кирлех-ши милиципе тӗрӗслеттерсе ырӑ ӗҫ тӑвакан ҫынсен кӑмӑлне хуҫма?» — ҫырнӑ «Суварта».
Ӑслӑлӑхпа техника енӗпе патшалӑх премине тивӗҫнӗ маттур ӑсчахсене Республика кунӗ тӗлӗнче чыслӗҫ. Вӗсен ӗҫӗсене Чӑваш Енри комисси тишкернӗ. Ларӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.
Комисси пилӗк ӗҫе пӑхса тухнӑ.
Естествӑлла тата техника наукисен енӗпе конкурса техника наукисен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн электроникӑпа реле хӳтӗлевӗн тата автоматика кафедрин доценчӗ В. Антонов хӑйӗн монографине тӑратнӑ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе вара ӗҫсем ытларах.
Суйласа илнӗ ӗҫсене (ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вӗсен ячӗсене асӑнман) Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӑхса тухӗ. Патшалӑх премине тивӗҫ ҫынсен ячӗсем ҫавӑн хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ.
Чӑваш Енри районсенче ҫак кунсенче Акатуйсем иртеҫҫӗ. Ҫак шӑматкун та ӑна тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелеме палӑртса хунӑ. Хамӑр тӑрӑхрисемпе пӗрлех Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакан чӑвашсем ӗҫпе юрӑ уявне пухӑнаҫҫӗ. Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Асӑннӑ регионти чӑвашсен «Тӑван» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв Аромашево ялӗнчи Олимп стадионӗнче иртӗ.
Унта каяс текенсене Тӗмен хулинчи наци культурисен «Строитель» керменӗ патне пухӑнма сӗнеҫҫӗ. Ирхи ҫичӗ сехете. Пуҫтарӑннисене Акатуя автобуспа илсе кайӗҫ. Пурне те вӑхӑтра ҫитме сӗнеҫҫӗ.
Уяв программи кӑсӑклӑ та тӗрлӗ енлӗ, юрӑ-ташӑпа, вӑйӑ-кулӑпа пуян пулассине шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |