Этникӑсен хушшинчи журналистикӑн гильдийӗн «Национальный акцент» (чӑв. Наци акценчӗ) пирӗн ҫӗршывра ҫулла ирттерекен чи лайӑх наци уявӗсене палӑртнӑ. Списока 20 уява кӗртнӗ. Ҫавсен шутӗнче чӑвашсен Акатуйӗ те сумлӑ вырӑн йышӑнать.
Списока пирӗннисен евӗр Акатуй уявсенчен Сабантуйпа уҫнӑ. Чи лайӑх уявсен шутне ҫавӑн пекех удмуртсен «Быг-быг»-ӗ, якутсен «Ысыах»-ӗ, вепс культурин «Древо жизни» (чӑв. Пурнӑҫ йывӑҫҫи) фестивалӗ, вырӑс пултарулӑхӗн «Самоварфест» фестивалӗ, удмуртсен «Кöрбан»-ӗ тата ытти уяв пур.
Чӑваш Акатуйӗ пирки вӑл ака-суха уявӗ, ҫураки пӗтернӗ хыҫҫӑн палӑртаҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ. Кӑҫал ӑна Шупашкарти Анне монуменчӗ патӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уявлама палӑртса хунӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче Чулхула облаҫӗнчи Пысӑк Болдино ялӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри поэзин Пушкин фестивалӗ 53-мӗш хутчен иртнӗ.
Унта пирӗн республикӑран Валерий Туркай хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Валерий Туркай Чӑваш халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин тата Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ пулнине палӑртнӑ.
Уяв маларах эпир асӑннӑ ялти ӑслӑлӑхпа культура центрӗнче уҫӑлнӑ. Валерий Туркай чӑваш халӑхӗ Пушкина питех те юратнине асӑнса хӑварнӑ. Вӑл поэтӑн «Зимний вечер» сӑввине чӑвашла вуланӑ. Ӑна Валерий Туркай чӑвашла куҫарнӑ.
Болдино ялне пӗрмай ҫӳренӗрен 2017 ҫулта «Александр Пушкин. «Чӗрем ман юлӗ сирӗнпе. А сердце оставляю вам» кӗнеке кӑларнине пӗлтернӗ. Ӑна 1000 экземплярпа кун ҫути кӑтартнӑ. Унта Пушкинӑн Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисем те, вырӑс классикӗ хӑйӗн чӗлхипе ҫырнисем те кӗнӗ.
Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсем Шупашкарта пысӑк уяв ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пирӗн пата «Асамлӑ уй» кӑларӑм ертӳҫи Леонид Якубович та ҫитнӗччӗ. Вӑл Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Асамҫӑ» акци ирттернӗччӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн паллӑ телеертӳҫӗ тата РФ халӑх артисчӗ Леонид Якубович Хӗрлӗ лапама машинӑпа ҫул тытнӑ. Унта вӑл ҫулпа мар, тротуарпа кайнӑ иккен. Ҫавна сӑн ӳкерекенсем пулнӑ. Сӑнӳкерчӗк ҫинче Якубович «Лексус» рулӗ умӗнче ларни курӑнать. Сӑнӳкерчӗксене «За рулем» паблика вырнаҫтарнӑ.
URA.ru кӑларӑма Леонид Якубович туман япалашӑн каҫару ыйтмассине пӗлтернӗ. Тротуар тӑрӑх ҫӳренӗ текен сӑмаха вӑл аташу тесе хакланӑ.
Тутарстанра та чӑваш Акатуйӗ иртӗ. Асӑннӑ регионти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Упире уявлӗҫ. Район шайӗнчи мероприяти унта ҫулсерен иртет. Шупашкартан артистсем кайӗҫ.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштекӗнче «Янра, хуткупӑс» уява пухӑнӗҫ.
Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче — Ҫимӗк. Ҫав кун Элкел районӗнчи Сиктӗрмере Акатуя пухӑнӗҫ. Ӑна «Звениговский» совхозӑн ериӳҫи Иван Казанков ирттерӗ.
Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклӑра Учук уявне палӑртма ӗмӗтленеҫҫӗ. Фольклор фестивалӗнче вӑкӑр пусса учӳк пӑттипе ҫийӗҫ. Кӑҫал унта культура учрежденийӗнче вӗренекен ҫамрӑксене те хутшӑнтарасшӑн.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Аксура — «Уяв-2019». Иртнӗ ҫулсенче вӑл Нурлатра пулнӑ, кӑҫал республикӑри чӑваш культурин уявне Аксу райцентрне куҫарӗҫ. Унта Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева чӗннӗ.
Ҫарӑмсан районӗнчи чӑваш Акатуйӗ хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар. Унти Акрель ялӗнче утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Питрава ҫулсерен пухӑнаҫҫӗ.
Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри Абдулкадир Инан ячӗллӗ пушкӑртпа тутар литература центрӗнче йӑх-несӗл (Шежере) уявӗ иртнӗ. Унта Петровсен ҫемйи те хутшӑннӑ.
6-мӗш номероӗ вулавӑш ертӳҫи Валентина Зорина «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Петровсен туслӑ ҫемйи 1986 ҫулта йӗркеленнӗ. Авӑркас районӗнчи Маньел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ каччӑ асӑннӑ районти Шланлӑ ялӗнчи Аленӑпа пӗрлешнӗ. Малтан вӗсем Ӗпхӳ хулинче пурӑнма тытӑннӑ. Часах мӑшӑрӑн пӗрин хыҫҫӑн тепӗр хӗр ҫуралать. Юра милицире ӗҫленӗ. 2002 ҫулта ҫамрӑк ҫемье Ҫтерлӗ хулине куҫнӑ. Халӗ хӗрӗсем ҫитӗнсе хӑйсем ҫемье ҫавӑрнӑ.
Юрий Анатольевич — отставкӑри милици капитанӗ, Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ, усламҫӑ. Алевтина Витальевна Ашкатарти шыв илмелли «Водоканал» предприятинче смена пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет, хулари культура ҫурчӗн «Тавах» чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗн солистки.
Петровсен туслӑ ҫемйи — Ҫтерлӗри чӑвашсен наципе культура автономийӗн хастар членӗсем.
«Эпир чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, хамӑр чӗлхене, халӑха юрататпӑр. Ачасене, мӑнуксене те чӗлхене юратма, авалтан килекен йӑла-йӗркесене ӑша хывма вӗрентетпӗр.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта Пӗрремӗш канал «Пӗрремӗш пул!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Чӑваш Ене 150 яхӑн «ҫӑлтӑр» килӗ: федераци каналӗн телеертӳҫисем, эстрада артисчӗсем…
Сумлӑ хӑнасем килнӗ ҫӗре Шупашкара тата илемлетесшӗн. Кӳлмекре Анне палӑкӗ умӗнче хулари экологи отрячӗсенчи 30 ача «Бобер» телеканалти (вӑл та Пӗрремӗш канал йышне кӗрет) телеертӳҫӗпе пӗрле «1» евӗр клубма лартӗҫ. Клумбӑна бегонисемпе, бархатцысемпе хитрелетӗҫ. Калчасем хатӗр ӗнтӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр кунашкал клумбӑна Ижевск хулинче тунӑ. Ун чухне Пӗрремӗш канал ыркӑмӑллӑх акцине Удмурт Республикинче ирттернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Успенский-3 поселокра асӑннӑ регионти чӑвашсем Акатуй ирттерӗҫ. Уяв программи чӑннипех те пуян. Унта кӑҫал ҫӗнӗлӗхсем те кӗртнӗ.
Акатуй ярмӑркки чӑваш халӑхӗн декораципе прикладной ӳнерӗн ӑстисен хатӗр-хӗтӗрӗпе паллаштарӗ.
«Акатуй сӑри» фестивальте чӑваш сӑрине вӗретес тата тӑван халӑхӑмӑрӑн ытти апат-ҫимӗҫне хатӗрлес вӑрттӑнлӑхпа паллаштарнипе пӗрлех вӗсене астивсе пӑхма май килӗ.
«Акатуйӑн чи лайӑх сувенирӗ», «Акатуйри чи лайӑх сӑра вӗретекенӗ», «Акатуйри чи лайӑх хушма хуҫалӑх» конкурссем вара пултаруллисене хавхалантарма пулӑшӗҫ.
«Сӑмах ӑсти» ача-пӑча лапамӗнче чӑвашла тата вырӑти поэтсен сӑввисене вулӗҫ. «Умники и умницы» (чӑв. Ӑслӑ арҫын ачасемпе ӑслӑ хӗрачасем) викторинӑра чӑваш халӑхӗн историне лайӑх пӗлекенсене палӑртӗҫ. Чӑваш ташшисемпе юррисене те вӗрентӗҫ.
«Шакки-шакла», «Чулла», «Чушкӑлла» чӑваш халӑх вӑййисене ӑмӑртмалла выляттарӗҫ.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра иртекен концерта пӗтӗм тӗнче курайӗ. Кунта сӑмах Пӗтӗм тӗнчееи ачасене хӳтӗлемелли кун Шупашкарта Пӗрремӗш канал ирттерекен ыр кӑмӑллӑх акцийӗ пирки пырать.
Ҫав кун тем тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Вӗсенчен пӗри — Хӗрлӗ лапамри гала-концерт. Унта паллӑ артистсем хутшӑнӗҫ. Ҫавна «МУЗЫКА ПЕРВОГО» (чӑв. Пӗрремӗшӗн музыки) телеканал тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Апла пулсан ӑна кирек кам та пӑхайӗ. Концерт чаплӑ фейерверкпа вӗҫленмелле.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче сусӑр ачасен концерчӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирпа кӑтартӗ.
Шупашкарта иртекен «СТАНЬ ПЕРВЫМ!» (чӑв. Пӗрремӗш пул!) ыр кӑмӑллӑх акцийӗпе Пӗрремӗш канал, «ПОЕХАЛИ!» (чӑв. Кайрӑмӑр!) тата «МУЗЫКА ПЕРВОГО» (чӑв. Пӗрремӗшӗн музыки) телеканалти сюжечӗсенчне паллашма май килӗ. Мероприятие «Время» (чӑв. Вӑхӑт) кӑларӑмра пӗтӗмлетӗҫ.
Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ май хала администрацийӗ ачасем валли те конкурс йӗркеленӗ. Эдуард Успенскин сӑнарне – Чебурашкӑна – пурте паллатӑр пуль? Ҫавӑн валли тум суйлас тӗллевпе мэри чи лайӑх костюмсен конкурсне пуҫарнӑ.
Конкурса шкула ҫӳремен ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене тата сӑнӳкерчӗксене Шупашкарти шкул ӳсӗмне ҫитмен ачасене аталантаракан центра ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ҫитерсе памалла. Адресӗ: Эгер бульварӗ, 6-мӗш ҫурт, 1-мӗш корпус. Е ӗҫсене электронлӑ почтӑна ямалла: cheb_dop5@mail.ru.
Ҫӗнтерӳҫе Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлеменни кун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, палӑртӗҫ.
Пӗлтӗрхи Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти каччӑ икӗ машинӑна пистолетпа персе сиенлетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер, право хуралҫисене «Пежо» маршурт автобусӗн водителӗ машинӑн кантӑкӗ темле майпа ванни пирки евитленӗ. Темиҫе сехетрен ҫав вырӑнтах ҫул-йӗр инспекцийӗн патруль машинине сиенлетнӗ.
Право хуралҫисем кӗҫех айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 20-ри каччӑ пулнӑ. Ҫамрӑкӑн килӗнче пневматика пистолечӗ тата пуля тупнӑ. Хайхи право хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл юпасемпе баннерсене перес тенӗ. Харсӑрланнӑ ҫамрӑк вӑрланӑшӑн тата ҫаратнӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑ. Халӗ ӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |