Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май ҫак кун Чӑваш наци музейне тата унӑн филиалӗсене тӳлевсӗрех кӗрсе курма май пулӗ.
ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсене тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци музейӗнче экспозицисем ӗҫлӗҫ: "Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии", "История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.", "Чувашия в XX веке", "Природа и человек". Тата "Сценический образ. Детали", "Герои России, какими их не видел никто", "Любовь и театр" куравсем пулӗҫ.
Кунсӑр пуҫне «Черепахи» (чӑв. «Тимӗр шапасем») ятпа коммерци куравӗ ӗҫлӗ. Музей ӑҫта вырнаҫнине аса илтерер: Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 5\2-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 62-41-24.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусен шутӗнче Ҫӗнтерӳ кунне республикӑра епле уявлани те пулнӑ. «Вилӗмсӗр полк» акцие кӑҫал 22 пин ҫын тухнӑ. Ӑна республикӑн тӗп хулинче ҫеҫ мар, районсенче те ирттернӗ.
Кама мӗн пӑшӑрхантарать те, республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин ҫар техникин управлӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫав техника валли ятарлӑ вырӑн пулсан ӑна унта упрама тата ҫавӑнта музей йӗркелеме те май килӗччӗ. Уҫӑ ҫӗрте ларакан техника япӑхать, ӑна юсаса ҫӗнетме те хакла ларать. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунне халалласа Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре урам ачисем ӑмӑртнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, пӗр урам ачисен тупӑшӑвӗ иртнӗ.
Олеся Саксонская «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта капла тупӑшӑва ҫулсеренех йӗркплеҫҫӗ. Пуҫаруҫи — район центрӗнчи «Улӑп» физкультурӑпа сиплев комплексӗнче тӑрӑшакан Николай Максимов.
Максим Горький урамӗнче пурӑнакан тӗрлӗ ҫулхи ачасем ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне хаваспах хутшӑннӑ. Тин ҫеҫ утма хӑнӑхнисем те ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарни-астарнипе тупӑшнӑ. Кӳршӗллӗ урамсенче пурӑнакансем те старта тухнӑ.
Николай Максимов пӗр ачана та кӳрентермен: грамотӑсемпе, пылак кучченеҫсемпе тата медальсемпе хавхалантарнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра Ҫӗнтерӳ кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлӗҫ. Тӗп мероприятисем Шупашкарта иртмелле.
Уяв вӑхӑтӗнче хулан тӗп урамӗпе транспорта ҫӳреме чарӗҫ. 7, 12, 15, 26, 35, 37, 41, 42, 44, 52 45, 54-мӗш номерлӗ автобуссене Энгельс тата Ярославль урамӗсемпе, Президент бульварӗпе кайтарӗҫ.
1-мӗш номерлӗ троллейбус Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчен чукун ҫул вокзалӗ патне ҫитсе каялла ҫаврӑнса кайӗ. Хулан Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ енчен килекен 1-мӗш тата 4-мӗш номерлӗ троллейбуссене Президент бульварӗпе тата Федор Гладков урамӗпе Медицина центрӗ таран кайтарӗҫ.
Ҫуран утакан колонна пынӑ вӑхӑтра 3-мӗш тата 18-мӗш номерлӗ троллейбуссене Калинин урамӗнчен «Мега Молл» чарӑну патне ҫитсен каялла кайтарӗҫ. Хулан тӗп пайӗнчен килекен асӑннӑ номерлӗ троллейбуссене Президент бульварӗпе тата Федор Гладков урамӗпе Медицина центрӗ таран ҫӳреттерӗҫ.
Общество транспорчӗ паян 24 сехетчен хутлӗ.
Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май Шупашкарта каллех тӳлевсӗр экскурси ирттерӗҫ. Ун пеккине Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ тӗлӗнче те йӗркеленӗччӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн Культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче тӳлевсӗр экскурси ҫу уйӑхӗн 10 тата 11-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑна эпир халь асӑннӑ управлени тата «Шупашкар хулин музейпа туризм центрӗ» автономи учрежденийӗ йӗркелеҫҫӗ.
«Минувшее переживаем вновь» (чӑв. Иртнӗ ҫулсемшӗн тепӗр хут хурланар) экскурсие тухнӑ ҫынсем Шупашкартан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине 40 пин ҫынтан 14 пинӗ тухса кайнине, ентешсен паттӑрлӑхӗ тата ытти пирки пӗлейӗҫ. Экскурсие профессионал гид ертсе пырӗ.
Экскурси Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ патӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫыхарнӑ май республикӑра тӗрлӗ акци иртет. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта патриотлӑхпа ҫыхӑннӑ флешмоб йӗркеленӗ. Унта ҫамрӑксен общество организацийӗсен пайташӗсем, хулари вӗренӳ учрежденийӗсенчи студентсем, хастар ҫынсем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе – 800 ытла ҫын.
Ҫакӑн чухлӗ ҫын мӗн тунӑ-ха? Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене хисепленине, тав тунине палӑртса «Эпир астӑватпӑр!» (ӑна вырӑсла «Мы помним!» тесе ҫырнӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, флешмоба хутшӑнакансем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Созвучие» вокал ансамблӗпе пӗрле «Катюша» юрра шӑрантарнӑ.
Сӑмах май, флешмобра мӗнле сӑмаха ҫырассине «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерсе палӑртнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисен 60 проценчӗ «Мы помним!» сӑмах ҫаврӑнӑшне суйланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӳҫ тӳлевсӗр каснӑ. Ырӑ ӗҫе киле ҫитсех пурнӑҫланӑ.
Ҫӳс тӳлевсӗр касмалли акцие Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрпа хулари политехника техникумӗ йӗркеленӗ. Нимеҫӗ-студентсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма 13 шур сухал ыйтнӑ. Ҫамрӑксем ватӑсем патне киле кайса ҫӳҫ каснӑ. Ӗҫе студентсем тӗплӗн та яваплӑн пурнӑҫланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрпа хулари политехника техникумӗ йӗркеленӗ «С заботой о ветеранах» (чӑв. Ветерансемшӗн тӑрӑшса) акципе пӗрлех хулари социаллӑ ӗҫченсем те ветерансене парикмахер пулса пулӑшнӑ. Вӗсем 15 ватӑ патне ҫитнӗ, вӑрҫа ветеранӗсен ҫӳҫне касса хитрелетнӗ.
Пенси тӳлемелли графика ҫу уйӑхӗнче улшӑну кӗртнӗ. Кун пирки РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри пайӗнче пӗлтереҫҫӗ. Графика ылмаштарни уяв тата канмалли кунсем ҫывхарнипе ҫыхӑннӑ.
Почта ҫыхӑнӑвӗн ялсенчи уйрӑмӗсенче пенсипе ҫак кунсенче тивӗҫтерӗҫ: паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, – ҫу уйӑхӗн 7 тата 8-мӗшӗсемшӗн; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен яланхи графикпах парӗҫ.
Почтӑн хулари уйрӑмӗсенче паян ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗшӗн тӳлӗҫ; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 8 тата 9-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче яланхи график ҫине куҫӗҫ.
Перекет банкӗн уйрӑмӗсене пенсие ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсемшӗн паян куҫарӗҫ, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 12–15-мӗшӗсемшӗн.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса 11-мӗшӗччен иллмелли графиклӑ, пенсие почта-банкра тата ытти банкра илсе тӑракансене ыран куҫарса парӗҫ.
Чӑваш Енри профсоюзсем малашне професси кунне палӑртма тытӑнӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва республикӑн Элтеперӗ паян, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута, (ӑна «О Дне профсоюзов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикинчи профсоюзсен кунӗ) тенӗ) Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗне вырнаҫтарнӑ. Хушу йышӑннине саккунсен ярӑмӗнче ҫеҫ мар, хыпарсен колонкинче те курӑнмалла вырӑнта пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ датӑна палӑртни профсоюзсем ҫынсен ӗҫри правине хӳтӗлессине ӳстерессе, социаллӑ ыйтусемпе килӗштерсе ӗҫлессине лайӑхлатасса, Чӑваш Енри тӑнӑҫлӑха витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Элтеперӗн хушӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, профсоюзсен професси кунне ҫулсерен авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи икӗ кун Шупакшар ҫыннисемпе хула хӑнисене экскурсие чӗнеҫҫӗ. Маршрута «Нарспи. Истории и легенды» (чӑв. Нарспи. Истори тата халапсем) ят панӑ. Ӑна республикӑн тӗп хулин администрацийӗпе Шупашкарти Музейпа туризм центрӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Шупашкарӑн историлле пайӗпе утса иртес кӑмӑллӑ кирек епле ҫын та унта хутшӑнайӗ.
Шупашкарӑн кун-ҫулӗпе, чӑваш халӑх историйӗпе, К. Ивановӑн вилӗмсӗр поэмипе, чӑваш туйӗн йӑли-йӗркипе тата ыттипе ҫывӑхрах паллашас тесен ҫу уйӑхӗн 1 тата 2-мӗшӗсенче Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри Константин Иванов палӑкӗ патӗнче 11 сехетре кӗтеҫҫӗ. Маршрута профессионал гид ертсе пырӗ. Ҫула тухнисене кӑсӑклантаракан ыйтусене те вӑл уҫӑмлатма пулӑшӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |