Вӑрнар районӗн хаҫӑчӗ юбилейне паллӑ тунӑ. 85 ҫул каялла, 1930 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑ. Вӑл ун чухне «Социализм ҫулӗпе» ятлӑ пулнӑ.
Халӗ хаҫат чӑвашла тухса тӑрать. Тӗп редактор тивӗҫне Вячеслав Николаев пурнӑҫлать. Унӑн тиражӗ — 4250 экземпляр. Хаҫат обществӑпа политика, социаллӑ экономика ыйтӑвӗсене ҫутатать.
Район хаҫатӗнче малтанах Мӗтри Кипекӑн, Иван Ивникӑн, Григорий Лучӑн, Виталий Родионовӑн, Анатолий Емельяновӑн тата ыттисен статйисем пичетленнӗ. Кайран вӗсем литературӑра, ӑслӑлӑхра палӑрнӑ.
Ку таранччен редакторта 23 ҫын ӗҫленӗ. Хаҫат чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Пӗрремӗшӗсенчен пӗрине 1939 ҫулта панӑ. Хаҫат халӗ те ҫулсерен иртекен конкурссенче ҫӗнтерет. Унта ӗҫлекенсем ҫамрӑк. Тиражӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать.
Хаҫат тӑватӑ ҫул «Раҫҫей прессин ылтӑн фончӗ» палла тивӗҫнӗ. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ грантсене те ҫӗнсе илнӗ вӑл. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Раҫҫейри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ хаҫатсен йышне кӗртнӗ.
«Хыпар» хаҫат пирки пӗр вӑхӑтра шӑв-шав лӑпланнӑччӗ. Ӑна чылай ҫул редактор пулса ертсе пынӑ Алексей Леонтьев вырӑнне Валери Туркай влаҫа ларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче те, «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та тем тӗрлӗ шухӑш та палӑртакан тупӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑвӑра Валери Туркай республика шайӗнчи ҫав пуҫлӑха йӗпленӗччӗ. Каярах пирӗн сайт Валери Туркайпа контракт тӑсманни, тӗп редактор тивӗҫне Михаил Арланов пурнӑҫлани пирки хыпарларӗ.
Халӗ «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра Валери Туркайпа контракт тӑсманнине сӳтсе яваҫҫӗ, республика шайӗнчи чӑвашла хаҫата ертсе пыма кама шанасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алексей Леонтьев хыҫҫӑн Валери Туркай килсенхиллех хӗрсе кайман-ха тавлашу. Ҫапах та тӑрӑхласа-йӗплесе ҫыракансем те самай.
«Максимов Геннадий пӗрремӗш номерлӗ кандидат! Коллектив Максимова кӑна йышӑнать, ҫакна Иванов министрпа унӑн ҫумӗ Стройкова ӑнланма тивӗҫ», – тесе ҫырать пӗри.
«Хыпар» Издательство ҫуртӗнче каллех улшӑнусем. Паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ку таранччен директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Валерий Владимирович Туркай юлашки кун ӗҫленӗ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧР информаци политикипе массӑлла коммуникацисен министрӗ Александр Иванов алӑ пусса уведомлени янӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерий Туркая контракт тӑсса паман.
Паян «Хыпар» Издательство ҫуртне министр ҫумӗ килнӗ. Коллектива пухса директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан ҫынпа паллаштарнӑ. Вӑл хыпарҫӑсемшӗн ҫӗнӗ ҫын мар ӗнтӗ. Ку тивӗҫе хальлӗхе Михаил Михайлович Арланов пурнӑҫлӗ. Унччен вӑл коммерци директорӗ пулнӑ.
Пухура «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ертӳҫине суйламашкӑн конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна ирттерсе, ҫӗнӗ хуҫана палӑртса уйӑх ҫурӑ та иртӗ. Ҫапла хальлӗхе «Хыпар» Издательство ҫуртне Михаил Арланов ертсе пырӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ «Кам чапа кӑларӗ района?» ятпа интернет-конкурс ирттерет. Унта хутшӑнма кирек кам та: ватти те, вӗтти те — пултарать. Конкурс материалӗсене хаҫатӑн ҫӗнӗ сайтӗнче — вӑл www.respublika21.ru ятлӑ — вырнаҫтарӗҫ. Конкурса хутшӑнакансенчен халь пурӑнакан мухтавлӑ ҫынсем: ҫыравҫӑсем, литераторсем, вӗрентекенсем, музыкҫӑсем, ӑсчахсем, ҫар ҫыннисем, фермерсем, агрономсем тата ыттисем — пирки ҫырса кӑтартма юрать.
Конкурс материалӗсене А4 форматпа, Times New Roman шрифтпа, 12-мӗш виҫепе икӗ страницӑран ытла ҫырмалла мар. Фото ӳкерчӗк ярса парсан та аван. Ҫырусене кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗччен respublika-21@yandex.ru адреспа йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса уҫӑ онлайн-сасӑлавпа кашни районтан уйрӑмшар палӑртӗҫ. Чи лайӑх материалсене хаҫатра пичетлӗҫ.
«Хыпар» хаҫат редакторӗ Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырнӑ. Анчах вӑл йӗркесем – мухтав юрри мар.
Сӑмахӗ мӗн ҫинчен пынине пӗлес тесен сӑвӑри темиҫе йӗркене илсе кӑтартар:
«Иванов министӑр мӗн кӑна курман-тӑр!..
Вӑл карьера тунӑ хура тар тӑкса.
Кирлӗ чух — пуҫ тайнӑ, кирлӗ чух — йӑл кулнӑ,
Кирлӗ чух — вӑл сутнӑ ӑшшӑн йӑл кулса».
Е тата ҫакӑн пек куплет пур унта:
«Иванов министӑр хӑй те пит тунмасть-тӑр —
Сахал мар вӑл хуҫнӑ ҫыннӑн кунҫулне.
Шеллеме пӗлмен вӑл, каҫарма пӗлмен вӑл.
Халь те аркатать вӑл ҫын ӑраскалне».
Республика хыснинчен укҫа илсе тӑракан хаҫат редакторне калем илсе ҫакӑн пек содержаниллӗ сӑвӑ ҫырма, ӑна Информаци политикин министерствинче тӗп редакторсемпе иртекен канашлура тыттарма мӗн хистенине министрпа редактор хӑйсем кӑна пӗлеҫҫӗ-тӗр.
Мускавсем чӑваш ҫӗрулмине юратни пирки ҫӗршывӑн тӗп хулинче тухса тӑракан пысӑк тиражлӑ «Вечерняя Москва» (чӑв. Каҫхи Мускав) хаҫат пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне тӗп хула ҫыннисем Тамбоври ҫуллӑ какая кӑмӑллаҫҫӗ-мӗн. «Горожане предпочитают тамбовское сало и чувашский картофель» (чӑв. Хула ҫыннисем тамбовсен ҫуллӑ какайне тата чӑваш ҫӗрулмине кӑмӑллаҫҫӗ) статья ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи номерте кун ҫути курнӑ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне хаҫат ахальтен ҫитсе тухман: Мускавра Чӑваш Енри предприятисем апат-ҫимӗҫ куравӗсемпе суту-илӗвне тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. Унта пыракансем пирӗн республикӑри апат-ҫимӗҫпе паллашаҫҫӗ кӑна мар, туянаҫҫӗ те.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков пӗлтернӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑсем Раҫҫей регионӗсенчи продукцие тӗп хулари пасара ҫул уҫаҫҫӗ. Курав кӑҫал та иртӗ.
«Советская Чувашия» хаҫат ҫӑмӑл атлетика эстафетине ҫулсеренех ирттерет. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна ирттерме ЧР Спорт министерстви тата ЧР Информаци политикин министерстви пулӑшаҫҫӗ.
Кӑҫал эстафета 77-мӗш хут иртет. Ӑна йӗркелекенсем унта спорта юратакан 3000 яхӑн ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Ҫӑмӑл атлетика эстафетине калем ӑстисем кӑна мар, тӳре-шара, шкул ачисем, студентсем те хутшӑнаҫҫӗ. VIP-чупу уйрӑм иртӗ.
Кӑҫал хаҫат ирттерекен ӑмӑрту Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пулӗ. Ҫӑмӑл атлетсем ҫӗнӗ ҫулсемпе чупӗҫ.
«Совесткая Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев каланӑ тӑрӑх, йӗплӗ кроссовкӑсемпе килме юрамасть. Унта хутшӑнакансем пурте сувенирсем илӗҫ. Пурне те фотболка лекӗ. Эстафета авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫак канмалли кун Шупашкар хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне анлӑн уявласа ирттерчӗ. Уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем вырсарникунчченех пуҫланчӗҫ. Ун тӗлне республикӑн тӗп хули «Общество хисепӗ» конкурса ирттерессине те йӑлана кӗртсе янӑ. Кӑҫал ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Унта тӗп хулана аталантарас тесе тӑрӑшакан хастарсене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫалхи конкурсра пурӗ 14 номинаци пулнӑ. «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» (Родные истоки) номинацире Чӑваш наци конгресӗн Хӗрарӑмсен комитечӗн хастарӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова 3-мӗш степеньлӗ премие Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен ҫырнӑ кӗнекешӗн тивӗҫнӗ.
Ҫапла, Лидия Филиппова — хаҫатҫӑ кӑна мар, ҫыравҫӑ та, общество ӗҫӗнче те хастар. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла та кӗнекесем кӑларать. Чӑвашла телекӑларӑмсене килӗштерекенсем Лидия Филиппова ЮТВ телеканалпа ертсе пыракан, Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ йӗркеленӗ кӑларӑма юратсах пӑхаҫҫӗ. Кашнинче тӗрлӗ темӑна хускатаҫҫӗ унта. Нумаях пулмасть кун ҫути курнине, тӗслӗхрен, «Эс хӑв та поэзи, хӗр-хӗрарӑм» ят панӑччӗ.
Мускавра ҫӗршыв тата регион шайӗнче тухса тӑракан, ҫырӑнакансен шутне ӳстернӗ хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсене чысланӑ.
2015 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурри валли ҫырӑнакансен йышне пысӑклатнӑшӑн почта ҫыхӑнӑвӗн 10 управленине, ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан 10 тата регионсенчи тепӗр 10 кӑларӑм редакцийӗсене Дипломпа чысларӗҫ. 2014 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑх кампанийӗпе танлаштарсан вӗсем кӑна ку хутӗнче хаҫат-журнал тиражне ӳстерме пултарнӑ-мӗн.
Регионсенчи ҫырӑнтару акцине ӑнӑҫлӑ ирттернӗ 10 кӑларӑм йышӗнче виҫҫӗшӗ — «Хыпар» Издательство ҫурчӗн икӗ хаҫачӗпе пӗр журналӗ. Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хресчен сасси» хаҫачӗсем тата «Тӑван Атӑл» журнал тиражӗсем сыхланса юлнӑ кӑна мар, ӳснӗ те-мӗн.
Чӑваш наци конгресӗ «Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерне кун ҫути кӑтартни пирки ЧНКн пресс-служби хавасланса пӗлтерет. Ӑна кӑларма республикӑн Информаци полтикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви панӑ гранта ҫӗнсе илни пулӑшнӑ иккен.
Пӗлтӗр хаҫата 16 страницӑпа кӑларса тӑнӑ улсан, кӑҫал 24 страницӑпа кун ҫути кӑтартнӑ.
Чӑвашла-вырӑсла пичетленекен статьясем ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗпе, ытти регионти чӑвашсем епле пурӑннипе, тӑван культурӑпа ӳнер ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе, пултаруллӑ йӑхташсемпе паллаштарма шантараҫҫӗ.
Хаҫата кӑларма «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗсем пулӑшаҫҫӗ иккен.
Хаҫат тусӗсене, ытти регионта пурӑнакансене уйрӑмах, кӑсӑклӑ хыпарсем пӗлтерсе тӑма ыйтаҫҫӗ.
«Чӑваш тӗнчи» хаҫат уйӑхра nӗppe тухса тӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |