Чӑваш Енри тӗпчев коммитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе пичетленӗ статьяшӑн «Сӗтев» хаҫата хирӗҫ пуҫарнӑ ӗҫе тӳресем патне ҫитернӗ. Аса илтеретпӗр, йӗрлем (следстви) шухӑшӗпе ҫак статья халӑхсем хушшинче хирӗҫӳ пуҫарать имӗш, ҫакӑншӑн Илле Иванов журналиста айӑплаҫҫӗ. «Сӗтев» хаҫата сӑлтавсӑр айӑплани пирки право хӳтӗлекен чӑмӑртанӑшсем пӗрре мар пӗлтерчӗҫ пулин те йӗрлев комитечӗ айӑплав ӗҫне пӑрахӑҫлама шутламасть-ха.
«Покажи мне твой язык, и я скажу — кто ты» статья хаҫатра икӗ ҫул каяллах пичетленсе тухнӑччӗ, унта автор чӑваш чӗлхине хӗснипе килӗшмен. Тӗслӗхрен, судра тата влаҫ органӗсенче чӑваш чӗлхипе усӑ курма май ҫуккине ҫӗкленӗ.
РФ пуҫилле кодексӑн 282 статьян 1-мӗш пайӗпе килешӳллӗн Илле Иванова икӗ ҫул таран пама пултараҫҫӗ. «Сӗтев» хаҫата кӑларакан Эдуард Мочалов айӑплӑ статьян авторӗ хӑй пулнине пӗрре мар пӗлтернӗ пулин те йӗрлемҫӗсех ҫавах Илле Иванова ҫуд тенкелӗ ҫине лартасшӑн.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакци ӗҫченӗсем вулакансемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫу хаҫат пуласлӑхӗ пирки ҫаврӑнчӗ.
Редакци 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ. Ку вӑл облаҫри чӑвашсен автономи ҫурчӗ. Халь редакцие 2 пӳлӗм уйӑрса панӑ, ӗҫ условийӗсем лайӑхланнӑ.
Н.Н.Ларионов тӗп редактор чи малтан 2012 ҫулта хаҫат страницисенче ирттернӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисене дипломсем парса чысларӗ, тираж ан чактӑр тесе мӗнле ӗҫсем туса пынине каласа пачӗ. Ҫаплах вӑл «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫӗ ҫинче те чарӑнса тӑчӗ, вырӑнти ҫыравҫӑсем кӗнеке ҫине кӗнеке кӑларнине палӑртрӗ.
Журналистсем хӑйсен ӗҫӗсем пирки каларӗҫ. Вулакансем хаҫата илӗртӳллӗрех тума сӗнӳсем пачӗҫ: ачасем, ҫамрӑксем, спорт пирки ытларах ҫырмалли пирки пусӑм туса калаҫрӗҫ. РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юман поэт вара: «Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ытти регионсенчи чӑвашсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесси, чӑваш чӗлхине аталантарасси пирки пӗр сӑмах та каламанни пӑшӑрхантарать. Эпир те чӑваш тӗнчине кӗретпӗр вӗт. Шупашкарсене кирлӗ мар-ши вара эпир?
«Тантӑш» хаҫат ҫумӗнче Ҫамрӑк журналистсен шкулӗ ӗҫлеме пуҫлать, пӗрремӗш пухӑвӗ нарӑсӑн 7-мӗшӗнче иртӗ. Калем ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансене хаҫат редакцийӗнче кӗтеҫҫӗ.
Ҫамрӑк журналистсен шкулӗнче паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, ҫыру ӑсталӑхне хӑнӑхтарӗҫ. Шкул ачисем кунта калаҫу ирттерме, тӗрленчӗксем ҫырма, репортажсем тума вӗренӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗсем: 56-15-30, +7-987-737-60-90, +7-937-011-60-50.
Тӗнче тетелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат ҫулталӑк хушшинче палӑрнӑ ҫынна суйлать. Кун пирки «Вконтакте» халӑх тетелӗнче вырнаҫнӑ вӗсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Кандидатсене эсир те тӑратма пултаратӑр — вӗсен йышне раштавӑн 31-мӗшӗччен кӗртме пулать. Раштавӑн 31-мӗшӗнче вара вӗсенчен пӗр кун хушшинче сасӑлав мелӗпе ҫулталӑк ҫыннине палӑртма шутлаҫҫӗ.
Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра ҫак ҫынсене тӑратнӑччӗ: Александр Блинов, Геннадий Иванов-Орков, Эдуард Фомин, Эктор Алос и Фонт, Кейт Линдси, Арцём Федорiнчик, Олег Цыпленков, Алексей Ефремов, Надежда Лисовая, Дмитрий Мадуров, Русалина Селентай, Илья Иванов, Николай Лукианов (список кӗртнипе йӗркеленӗ).
«Сувар» хаҫата тинех «Чӑвашпичет» киоскӗсенче те сутма пуҫлаҫҫӗ. Кун пирки хаҫат редакцийӗ пӗлтерчӗ. Малтанхи эрнери кӑларӑма Шупашкара леҫнӗ те ӗнтӗ.
Юлташсем, 2013 ҫулхи Ҫырӑнтару кампанийӗ пырать. Вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑр сире пурне те, Чӑваш Енре, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Ульяновск облаҫӗсенче пурӑнакансене, «Сувар» хаҫатӑн 12 страницӑллӑ, тӗрлӗ тӗслӗ, эрнесерен тухакан хаҫата ҫырӑнса илме сӗнетпӗр. Саманапа тан утар, «Сувар» хаҫата ҫырӑнса тӑван чӗлхене упрар, хамӑр пурнӑҫа тата интереслӗрех тӑвар!
Ӗнер «Каҫал ен» хаҫатӑн черетлӗ паллӑ кунӗ пулнӑ — унӑн 10000-мӗш номерӗ кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш номерӗ вара «Паянхи сас» ятпа 1931 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче тухнӑ. Пархатарлӑ ӗҫе пуҫарса яракансем — Василий Митта, Яков Зверев, Фёдор Румянцев. 1932 ҫулта вӑл «Октябрь ялавӗ» пулса тӑнӑ, 1997 ҫултанпа – «Каҫал ен». Каянхи кун хаҫат эрнере икӗ хутчен тухать.
Этемшӗн кӑна мар, пичет кӑларӑмӗшӗн те самай пысӑк тапхӑрта, 81 ҫул хушшинче, хаҫатра район аталанӑвӗн историйӗ номерсерен ҫырӑнса пынӑ. Вӑл кӑна-и? Очерксемпе тӗрленчӗксенче пин-пин ҫын шӑпи тӗрленнӗ. Ӗҫ паттӑрӗсемпе сумлӑ ҫынсен, хисеплӗ ватӑсен, вӗренӳпе спортра маттур ачасен сӑнӗсемпе те паллашма пултарнӑ, пултараҫҫӗ те вулакансем.
«Каҫал ен» хаҫат ӗҫченӗсене, вулакансене, редакцие ҫырса тӑракансене, почта ӗҫченӗсене 10 000-мӗш номер тухнӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр.
Каҫалсене асилтеретпӗр: хальхи вӑхӑтра «Каҫал енӗн» ҫырӑнтару хакӗ — 199 тенкӗ те 80 пус.
Шӑп та лӑп 80 ҫул каялла, 1932 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнче «Колхозник ҫулӗ» хаҫатӑн 1-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пӗрремӗш номере Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Г. Серебряков-Ошмань калӑпланӑ. Малалла вара хаҫата Йӑршу ялӗнчен тухнӑ партин район комитечӗнче культурӑпа пропаганда пайӗн заведующийӗ Ростов П.В. тытса пыма пуҫланӑ. Хӑйӗн кун-ҫулӗнче хаҫат ятне темиҫе те улӑштарнӑ: «Ленин ҫулӗпе» (1938), «Колхозник хаҫачӗ» (1959), «Ленинец» (1962). 1992 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи ятпа тухать — «Тӑван Ен».
Паян, утӑн 27-мӗшӗнче Кӳкеҫри культурӑпа кану центрӗнче ҫак куна анлӑн паллӑ турӗҫ. Чи малтанах хӑнасене районти ал ӑстисен ӗҫӗсем кӗтсе илчӗҫ. Уявӑн хуҫисем те кунтахччӗ — кашни хӑнана тараватлӑн кӗтсе пуху залне чӗнчӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ уява пуҫланӑ май чи малтанхи сӑмаха район ертӳҫисем илчӗҫ — вӗсем хаҫат пирки каласа пачӗҫ, унта тӑрӑшакан ҫынсене ӑшӑ сӑмахпа асӑнчӗҫ. Парнесемпе хисеп хучӗсем пама та манмарӗҫ — ара уяв уявах пулмалла-ҫке. Паянхи кун хаҫат редакцийӗнче 10 ҫын ӗҫлет — вӗсенчен кашни район администрацийӗнчен хисеп хучӗ илме тивӗҫрӗ.
«Тӑван ен» хаҫат тухма пуҫланӑранпа паян 80 ҫул ҫитрӗ. Шӑп та лӑп утӑн 27-мӗшӗнче «Колхозник ҫулӗ» ятлӑ хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ҫакна тӗпе хурса ӗнтӗ «Тӑван ен» хаҫатӑн ҫӗнӗ сайчӗ ӗҫлеме пуҫларӗ.
Паллах, ырӑ пулӑм. Анчах та чуна ыраттараканни — вӑл вырӑсла пулни. Мӗн вара, халӑх вырӑсланса пырать тесе, хаҫат-журналсене те вырӑсла ҫеҫ кӑлармалла-им? Хитре ӗнтӗ, анчах та кунта пӗрре те тытӑнса тӑрас килмест — мӗнле уҫнӑ, ҫавӑн пекех хупас килет. Чӑвашла тума майсем ҫук-и? Укҫа-тенкӗ ытларах ыйтать? Е чӑвашлипе аппаланас килмест?
Ыйтассӑм килет: республикӑра чӑвашла тухакан хаҫат-журнал сайчӗсем хӑҫан хӑнасене ЧӐВАШЛА кӗтсе илме пуҫлӗҫ? Тӗслӗхрен, «Хыпар» хаҫат сайтӗнче чӑвашли ытларах пулсан та хӑнасене вӑл «Добро пожаловать!» тесе кӗтсе илет! Апла пулни вырӑнлӑ марри пуҫа та кӗмест пулас хаҫат пуҫлӑхӗсене.
Вак-тӗвек шайӗнче те пулӗ ку япала, анчах та шута илмелле — кунашкал вак-тӗвексем питӗ пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахри асӑхамасӑр лекнӗ йӑнӑша епле куратӑр — вырӑсла тунӑ сайт ҫавӑн пекех куҫа пырса тӑрӑнать (маларахри «асӑрхамасӑр» сӑмаха ятарласа йӑнӑшпа ҫырнӑ).
Муркаш районӗн хаҫачӗ пуҫласа 1944 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш номер «Колхозник сасси» ятпа пичетленнӗ. Хаҫат эрнере пӗр хут, 1200 экземплярпа тухса тӑнӑ. Пӗрремӗш редакторӗ Ф.И. Малышкин пулнӑ.
«Ҫӗнтерӳ ялавӗ» ятпа район хаҫачӗ 1965 ҫулта тухма пуҫланӑ. Редактор пулса номерсене пичете В.Т. Смирнов алӑ пуснӑ. Хальхинче хаҫат эрнере виҫӗ хутчен вулакан патне ҫитнӗ. Тиражӗ те малтанхи номерсемпе танлаштарсан тӑватӑ хут пысӑкрах пулнӑ.
Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ. Самани те улшӑнчӗ. Район хаҫачӗ вара унчченхи пекех районта пурӑнакансемшӗн кӗтнӗ хӑна пулса тӑрать. Кӗтнӗ хӑна ҫеҫ мар, шанчӑклӑ канашҫӑ та, ҫывӑх юлташ та.
«Ҫӗнтерӳ ялавӗ» халӗ 4635 экземплярпа саланать. 21 район хаҫачӗ хушшинче ку 4-мӗш кӑтарту. Пысӑкрах тиражпа паян Ҫӗмӗрле, Етӗрне тата Патӑрьел район хаҫачӗсем ҫеҫ пичетленеҫҫӗ.
«Ҫӗнтерӳ ялавӗ» республикӑри тӗрлӗ конкурссенче пӗрре мар палӑрнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура 4 хутчен ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗчӗ, «Прессӑн ылтӑн фончӗ» пахалӑх паллине тивӗҫрӗ.
8 пинмӗш номер пичетленнӗрен район хаҫатӗнче тӗрлӗ ҫулсенче редакторта ӗҫленисене ятран аса илер: Ф.
«Тантӑш» хаҫат — шкул ачисен юратнӑ хаҫачӗсенчен пӗри. Республикӑри тата ун тулашӗнчи чӑваш ачисен пурнӑҫне, вӗренӗвне, ӗҫне-хӗлне ҫутатаканскере кашниех кӑсӑкланса вулать.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Елчӗкри ачасемпе ҫамрӑксен ҫуртӗнче «Тантӑш» хаҫатра ӗҫлекенсем районти шкул ачисемпе тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулчӗҫ. «Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ В.Николаев хаҫат ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, «Тантӑш» хаҫата, «Тетте» тата «Самант» журналсене 2012 ҫулта илсе тӑрас енӗпе ирттерекен конкурс, «Хаҫатри хаҫат» проект пирки каласа пачӗ.
«Хаҫатри хаҫат» проектӑн тӗллевӗ — «Тантӑш» хаҫата интереслӗрех кӑларасси, юнкорсен хастарлӑхне ӳстересси», — терӗ вӑл. Малалла «Тантӑшра» «Хаҫатри хаҫат» тухма пуҫлӗ. Ҫак хаҫатӑн редакторӗ те, пулӑшаканӗсем те пулӗҫ. Ачасем хӑйсем ҫырнӑ заметкисене, статйисене, сӑвви-калавӗсене тата ыттисене те хаҫатра пичетлесе кӑларӗҫ.
Журналистсем ҫамрӑк ҫыравҫӑсене блокнот тата ручка парнелерӗҫ, хаҫатпа туслӑ ҫыхӑну тытма сӗнчӗҫ.
Тӗлпулӑва Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗнче ӑс пухакан Корнилова Марийӑпа Смирнова Анна тата вӗсен вӗрентекенӗ Круглова Н.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |