Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑҫалхи II ҫур ҫуллӑха хаҫат-журнал ҫырӑнтарма тытӑннӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Хаҫат-журнала Раҫҫей почтинче, «Советская Чувашия», «Чӑвашпичет» киосксенче ҫырӑнтараҫҫӗ.
Ҫырӑнтару кампанийӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей почти «Ыркӑмӑллӑх йывӑҫӗ» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Унта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ача ҫурчӗсене, интернат шкулсене, ваттисемпе ветерансене хаҫат-журнал ҫырӑнса парса ырӑ ӗҫ тума чӗнеҫҫӗ.
Палӑртса хӑварар: кунашкал акцие иккӗмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр унта кӗпӗрнаттӑрсем, регион пуҫлӑхӗсем, общество тата культура ӗҫченӗсем, эстрада ҫӑлтӑрӗсем хастар хутшӑннӑ. Тен, тӑлӑх ачасене, ветерансене, ваттисене чӑваш хаҫачӗсене ҫырӑнса паракан нумаййӑн пулӗҫ?
Маларах эпир «Сӗтев» хаҫатӑн тӗп редакторне хӗнени пирки ҫырнӑччӗ. Ку ӗҫе вырӑнти депутат Куракин Д.А. тунӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Паян, акан 15-мӗшӗнче, Э.В. Мочалова хуҫалӑх енӗпе пулӑшакан Николай Макаровӑн ҫуртне ҫурҫӗр иртсен сиен кӳнӗ. Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Йытӑкачкасси ялӗнчи ҫуртӑн чӳречине чулпа персе ҫӗмӗрнӗ.
«Сӗтев» хаҫатпа ҫывӑх ҫыннисене полици ӗҫченӗсем нимӗн те туманни пӑшӑрхантарать. Ашкӑнакансем паллӑ. «Полици нимӗн туманнине пула вӗсем хӑйсене явапсӑр туяҫҫӗ», — теҫҫӗ редакци ӗҫченӗсем.
Ӗнер Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче чӑваш студенчӗсем пухӑннӑ. Пухӑва ҫирӗм ытла ҫамрӑк ҫын килнӗ — Тутарстанран та, Чӑвашран та. Тӗлпулӑва йӗркелекенӗ — Ҫарӑмсан районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан Василий Борисов студент.
Пухӑннисем умӗнче «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев тухса сӑмах каланӑ. Вӑл ҫамрӑксене чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнӑ тата унӑн паянхи лару-тӑрӑвӗ пирки каласа панӑ. Чӑваш чӗлхине хӳтӗлемелли меслетсем ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Тӗслӗх пек смартфонсем ҫинче чӑвашла сарӑмпа усӑ курнине палӑртса хӑварнӑ. Пухӑннӑ ҫамрӑксем калаҫу вӑхӑтӗнчех Android-лисем ҫине чӑвашла ҫырма май паракан сарӑма лартнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама Чӑвашран Хусана вӗренме килнӗ студентка пулӑшнӑ.
Константин Малышев пухӑннисене чӑвашлӑх анине хӑй мӗнле кӗрсе кайни пирки те каласа кӑтартнӑ. Ку студент вӑхӑтӗнчех пулни пирки ҫамрӑксем пӗлнӗ.
Кунашкал пуху Хусанта пӗрремӗш хут иртнӗ, ҫамрӑксене вӑл килӗшни пирки пӗлтернӗ. Малашне те йӗркелеме шутлани ҫинчен вӗсем каланӑ.
Республикӑра тухса тӑракан хӑш-пӗр хаҫат-журнала йӳнӗрехпе ҫырӑнса илме май пулассине пӗлтереҫҫӗ. «Раҫҫей Почти» ҫырӑнтару хакне 15 процент чакать-мӗн.
Федераци центрӗн кунашкал пулӑшӑвне Раҫҫейри 2 пин яхӑн кӑларӑм тивӗҫӗ. Списока пирӗн республикӑри 29 кӑларӑм кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хыпар», «Тантӑш», «Советская Чувашия», «Чӑваш хӗрарӑмӗ». Ҫӑмӑллӑхпа вулакансем юратакан хаҫатсем усӑ курма пултараҫҫӗ.
Хаҫатсенче наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатни, сывӑ пурнӑҫа пропагандӑлани те витӗм кӳнӗ. Ҫӑмӑллӑха ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсем те тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ хаҫат-журнала «Раҫҫей Почтин» уйрӑмӗсенче ҫеҫ йӳнӗрех ҫырӑнтараҫҫӗ.
Шупашкарти 5-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен ачасем хаҫат каларнӑ. Вӑл «Юный путинец» (чӑв. «Ҫамрӑк путинҫӑ») ятлӑ.
2-мӗш «б» класра ӑс пухакансем шкута тата ун тулашӗнче пулса иртнисене ҫырса кӑтартмашкӑн шутланӑ. Заметкӑсене хӑйсемех шӑрҫалаҫҫӗ. Ҫапла хаҫат кӑларас шухӑш ҫуралнӑ.
Кӑларӑма 5-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Кузовихина ертсе пырать. Хаҫатра класри, шкулти тата хулари пулӑмсем пирки ҫырса кӑтартаҫҫӗ. Ачасем репортажсем, статьясем, хыпарсем ҫыраҫҫӗ. Хаҫат шӑпӑрлансене пурнӑҫ пирки интереслӗ каласа кӑтартма хӑнӑхтарӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ «Тантӑш» хаҫата 85 ҫул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлать! Ӗҫре ӑнӑҫу, мӗн планланине пурнӑҫлама сунатпӑр! Хаҫата вулакансемшӗн кӑсӑклӑ материалсемпе тултарса тӑмаллах пултӑр!
Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ — вӑл ун чухне «Пионер сасси» ятлӑ пулнӑ — 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Унтанпа 60 ҫул ӗнтӗ — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хаҫата кӑларма пӑрахсан 1966 ҫулта ҫеҫ тепре чӗртнӗ — вӑл чӑваш ачисен ҫывӑх юлташӗсенчен пӗри шутланать. Хаҫатра ачасен калавӗсем, хайлавӗсем тата сӑввисем тӑтӑшах пичетленсе тӑраҫҫӗ. Хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ Илья Максимович Алтын-Баш пулнӑ. Вӑл хаҫата пӗрремӗш ҫулӗсенче ертсе пынӑ. Каярах редактор вырӑнӗнче И.П. Кириллов, К.С. Сергеев, М.Н. Мареева, А.А. Крыльцов, Г.Е. Платонова, В.Д. Николаев пулнӑ.
«Тантӑш» хальхи вӑхӑтра 1 200 ытларах тиражпа эрнере пӗрре тухать. 2013 ҫултанпа редактор ӗҫне В.Л. Фёдоров туса пырать. Хаҫатӑн калӑпӑшӗ — 8 страница. Тӗп рубрикӑсем: «Ҫыру ҫыртӑм васкаса», «Чун ӑшши», «Манӑн шухӑш», «Пултарулӑх», «Ҫӗнӗ ӑру», «Хастарсем», «Кӑсӑклӑ» тата ыттисем те.
«Хыпар» Издательство ҫурчӗн тилхепине ҫӗнӗ ертӳҫӗ тытрӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ конкурспа килӗшӳллӗн, директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Михаил Арланова шаннӑ. Хыпарҫӑсемшӗн вӑл ют ҫын мар, Михаил Михайлович унччен ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ.
Михаил Арланов Издательство ҫуртне ертсе пыма тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях иртмерӗ. Апла пулин те унӑн ӗҫне тишкерме тытӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ертӳҫе, ахӑртнех, ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Пӗрисем хӳтӗлерӗҫ, теприсем… «Правда ПФО» сайтӗнче Михаил Арланов ертӳҫӗ пулни пирки статья тухрӗ кӑна – ӑна хаклакансем тупӑнчӗҫ. Чӑннипе, хӑшӗ-пӗрне вулама та кулӑшла. Коллективра мӗн пулса иртни, кам мӗн туни, пӗр-пӗрне «пылчӑкпа» варалани (пӗр сӑмахпа, килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларни)… Тӳрех халап аса килет: тутарсем пӗр-пӗрне хуранран тухма пулӑшаҫҫӗ, чӑвашсем вара пӗр-пӗрне каялла туртаҫҫӗ… Ахальтен-им чӑваш лайӑх пурӑнакан кӳршине ӑмсанать теҫҫӗ? Пӗрисене «Хыпар» хаҫат тивӗҫтермест, теприсене ертӳҫӗ хӑйне мӗнлерех тытни кӑмӑлне каймасть… Пурте «анонимка» ҫыраҫҫӗ. Ҫурӑм хыҫӗнче вӑрттӑн калаҫни, тем тесен те, килӗшӳсӗр.
Виҫӗмкун Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Журналистсем союзӗн регионти организацине ертсе пыма каллех Валерий Комиссарова суйланӑ.
Съезда хутшӑнакансене Чӑваш Енӗн пичет тата информаци политикин министрӗ Александр Иванов саламланӑ. Хӑшӗсене министерствӑн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ вӑл. Ҫав шутра, сӑмахран, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра чылай ҫул ӗҫлекен Марина Тумаланова корреспондент пур. Хаҫатӑн тепӗр корреспонденчӗ, Татьяна Наумова, ЧР Журналистсен союзӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ те журналистсене хисепленине палӑртнӑ. Республикӑн саккун кӑларакан ҫак органӗн чыславне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн пай редакторӗ Алина Карпова тата Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫат редакторӗ Людмила Шурекова тивӗҫнӗ.
Пурнӑҫра мӗн пулса иртнине маларах хаҫат тӑрӑх пӗлсе тӑраттӑмӑр. Унчченхи статьясенчен пӗринче эпӗ Шупашкар районӗнче тӑрӑшнӑ чух ӗҫ кунне хаҫатран пуҫланине каланӑччӗ-ха.
Ҫапла, республика е ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсене ӗҫтешсемпе черет тӑрса тенӗ пек шӗкӗлчеттӗмӗр. Хаҫат вулама ӳркенекен журналиста редактор ӑнланмастчӗ. Кайран хаҫат та ҫӗнӗ йышши технологисем ҫине куҫрӗ, тӗнче тетелне тухма тытӑнтӑмӑр. Ун чухне редактор информаци агентствисем хыпарланине, влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче мӗн ҫырнине шӗкӗлчеме хытарса тенӗ пекех калатчӗ.
Халӗ пичет кӑларӑмӗсем актуаллӑха ҫухатса пыраҫҫӗ. Хаҫатӑн черетлӗ номерне пичете хатӗрленӗ ҫӗре телевизорӗ вӑл е ку хыпара ҫич хут пӗлтерсе ӗлкӗрет. Лайӑх-и ку, начар-и, хуравне, тупата Туршӑн та пӗлместӗп. Вилӗмсӗр Константин Иванов ҫамрӑк пуҫӗпех «вӑйлӑ этем те хӑй тӗнчине пӑхӑннине» ӑнланнӑ та, пире, унран икӗ е ытларах та хут аслӑраххисене, пурнӑҫа курнӑ теме юратаканнисене, саманана хирӗҫ каяйманнине ӑнланмасан намӑс та пуль.
Ҫапла, самана чӑнлӑхӗ паян ҫапларах: информаци агентствисемпе тӗрлӗ сайт пичет кӑларӑмӗсенчен тем чухлӗ хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ.
Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра мала тухнӑ. Пӗрремӗш вырӑнах мар пулин те виҫҫӗмӗш йышӑнни те — пысӑк ҫитӗнӳ.
«Нумай енлӗ Раҫҫей» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса 35 регион 750 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем, Хусанти телерадиокомпани пӗлтернӗ евӗр, Раҫҫей пекех тӗрлӗ енлӗ пулнӑ.
Ҫак кунсенче Пӗтӗм ҫӗршыври ҫав конкурс ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ шутне Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат та кӗрейнӗ. Сӑмах май каласан, пӗрремӗш парнене «Пирӗн кил — Тутарстан» журнал тивӗҫнӗ. Федераци конкурсӗн Гран-прийӗ Курска ӑсаннӑ. Унӑн хуҫи — унти «Раҫҫей туризмӗ» информаци порталӗ. Чӑвашла хаҫат та сумлӑ конкурсра палӑрнипе пичет кӑларӑмне вулакансем те, ӑна кун ҫути кӑтартакансем те хӑпартланма тивӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |