Шупашкарта пӗрремӗш призывниксене ҫара ӑсатнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри нацгвардире ҫар тивӗҫне пурнӑҫлӗ.
Паян ҫар комиссариачӗн пуху пунктӗнче, Пирогов урамӗнче, пулас салтаксене тӑванӗсем ӑсатнӑ. Пӗтӗмпе 14 каччӑ пынӑ унта. Вӗсем ҫар тивӗҫне Мускавра, Хусанта пурнӑҫлӗҫ.
Призывниксене ятарлӑ тумсемпе тивӗҫтернӗ. Кашнине электронлӑ картта, сим-картта панӑ. Тӑванӗсем сывпуллашмалли самант ҫитсен куҫҫульне чарайман. Ҫапах кашниех ӑнланнӑ: ҫар тивӗҫне пурнӑҫласси — кашни арҫыннӑн тивӗҫӗ.
Тӑван республикӑмӑрта чӑнкӑ туллӑ-сӑртлӑ вырӑнсемех ҫук-ха. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ачасем Шупашкарти олимп резервӗн 1-мӗш шкулӗнчи скалодромра тупӑшнӑ. Унта республикӑн тӗп хулин шайӗнче уҫӑ ӑмӑрту иртнӗ.
Шупашкарта йӗркеленӗ ӑмӑртӑва Хусанти, Кироври, Меллекесри (Дмитровградри), Тольяттинчи, Самарти, Чулхулари хӗрачасемпе арҫын ачасем килсе ҫитнӗ. Тупӑшӑва сакӑр ҫултан пуҫласа 15 ҫула ҫитнисем таран йыхравланӑ.
Кӗҫӗн ушкӑнра Кироври Екатерина Дульгерова тата Давид Мамин ҫӗнтернӗ. 10–13 ҫулсенчисенчен — Хусанти Алиса Валеева тата Самарти Алексей Толмачёв, 14–15 ҫулсенчи хӗрсемпе яшсенчен — Тольяттинчи Тимофей Софрыгин тата Чулхулари Мария Плеснева.
Ту ҫине хӑвӑрт улӑхнӑ ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе тата дипломсемпе чысланӑ.
Пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса пырассипе полномочисене тӗрӗс уйӑрасси пирки (выр. Договор о разграничении предметов ведения и полномочий между Российской Федерацией и Татарстаном) Раҫҫей Федерацийӗпе пӗртен-пӗр субъект килӗшӳ тунӑ — ку вӑл пирӗн кӳршӗллӗ Тутарстан. Ҫак килӗшӳн вӑхӑчӗ кӑҫалхи ҫулталӑкӑн варринче тухмалла. Ҫавах та Минтимер Шаймиев шухӑшӗпе ӑна нимӗнле улшӑнусемсӗр малалла та тӑсма пултарӗҫ.
Ку пирки вӑл Хусанта иртнӗ Тутарстан халӑхӗсен III пухӑвӗнче тухса каланӑ.
«Уйрӑмах палӑртас килет, унта Тутарстан валли налук, укҫа-тенкӗ е экономика енчен нимӗнле ҫӑмӑллӑхсем те ҫук. Паян, ҫак килӗшӳ аталану вӑйне панине шута илсе, вӑл пурри республикӑна ӑнӑҫлӑ ӳсӗмсем тума пулӑшнине шута илсе, унӑн малалла та ӗҫлемеллех. Килӗшӗвӗн содержанине нимӗнле улшӑнусем кӗртмесӗр ӑна малалла тӑсма пулать. Ку конституцине ҫирӗплетекен, пирӗн патшалӑхӑн федераллӑ никӗсне хӑватлантаракан норма пулӗ», — тенӗ Шаймиев.
Палӑртмалла, сӑмах пыракан килӗшӗве 2007 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унӑн вӑйӗ вунӑ ҫула тӑсӑлмалла. Килӗшӳ тӑрӑх ӑна тӑсассин е пӑрахӑҫлассин йӗрки федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла.
Чӑваш Республикин прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть Шупашкар районӗн сучӗ Хусан ҫыннин тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пӑхса тухнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вӑл Кӳкеҫре пӑтӑрмаха лекнӗ, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине кӗрсе кайса тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Ҫул-йӗр инкекӗнче ҫумра ларса пыракан хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӑтӑрмах раштавӑн 17-мӗшӗнче 7 сехет ирхине М7 ҫул ҫинчи 657-мӗш ҫухрӑмӗн +359м вырӑнӗнче пулса иртнӗ. «Lada 219170» маркӑллӑ машинпа пынӑ Александр Романов хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса хӑй енӗпе пыракан «ГАЗ 330252» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Прокуратура сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Романов хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 2 ҫуллӑха колони-поселенинче пурӑнмалла йышӑну тунӑ. Ҫавӑн пекех айӑплӑ ҫынна икӗ ҫуллӑха машин правинчен хӑтарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Сӑмах ӑсти — Порфирий Афанасьев» литературӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш халӑх поэчӗ 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Порфирий Афанасьев Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе вӑл Хусанта тухса тӑракан «Хӗрлӗ ялав» хаҫатри литература ӗҫченӗнчен пуҫланӑ.
Тӗрлӗ ҫулта Порфирий Афанасьевӑн «Хуркайӑк ҫулӗ», «Хӗвел хапхи», «Ҫарӑмсан кӗввисем», «Тав», «Корни», «Родники под Ильмами», «Пурӑнатӑп Атӑл хӗрринче», «Юрату ҫӗршывӗ», «Каҫхи кӑвайт» кӗнекисем, «Писатели Чувашии» библиографилле справочникӗ тата ытти кун ҫути курнӑ.
Поэт тӑлмачӑ евӗр те нумай ӗҫленӗ. В. Шекспирӑн, М. Шолоховӑн, Ф. Достоевскин, Л. Леоновӑн, В. Распутинӑн тата ытти нумай ҫыравҫӑн ӗҫне чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене те тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви республикӑри тата унӑн тулашӗнчи куравсене вӗҫӗмех хутшӑнать. Хальхинче вӑл Хусанта иртнӗ «Образование России» (чӑв. Раҫҫейри вӗренӳ) форума ҫитнӗ.
Унта пуҫтарӑннисене пирӗн республикӑри издательство ача-пӑча, илемлӗ литература, наукӑпа популярлӑ, краеведени литературисене кӑтартнӑ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, форумрисем Н.И. Ашмаринӑн «Болгары и чуваши», Е.В. Еньккин «Повествование о чувашах», Ю.Ю. Ювенальевӑн «Военное искусство суваро-болгар – предков чувашей», В.Д. Дмитриевӑн «Чувашский народ в составе Казанского ханства: предыстория и история» тата ытти хӑш-пӗр кӗнекепе кӑсӑкланса паллашнӑ. Чӑваш тӗррипе ҫыхӑннӑ кӑларӑмсемпе те интересленнӗ.
Туянакансем те пулнӑ. «Грибы», «Блюда чувашской кухни», «Чувашская музыкальная литература», «Праздники, обряды и верования чувашского народа», «Чувашские народные сказки» ятлисене ытларах туяннӑ.
«Нон-стоп» этрада ташшисен ача-пӑча ушкӑнӗ Хусанта иртнӗ «Вдохновение-17» конкурсран лауреат дипломӗпе таврӑннӑ.
Конкурс фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем, солистсем (вӗсен йышӗнче чун ыйтнипе юрлакансем те, профессионалсем те пулнӑ) хутшӑннӑ. Ачасем «Инструментпа юрласси», «Хореографи», «Вокал», «Хорпа юрласси» номинцисенче пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн «Нон-стоп» эстрада ташшисен ушкӑнӗ виҫӗ хореографи постановки лартнӑ: «Сунчӑкпа ташласси», «Ращара», «Театр». Сӑмах май, «Хореографи» номинацире Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 60 ытла ушкӑн тупӑшнӑ.
Судьба революции решалась под Свияжском. Октябрьская победа революции далась легко. Стихийный напор ослабел.
Л.Д. Троцкий.
Пӗлтӗр Тутарстана кӗрекен Сӗве хулинче Граждан вӑрҫин музейӗ уҫӑлнӑ. Унта Хӗрлӗ Ҫара туса хуракана тата ӑна чи йывӑр вӑхӑтра ертсе пынӑ Л.Д. Троцкие халалланӑ экспонатсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫар ӗҫӗсен наркомӗн гипсран тунӑ кӳлепине, ун биографийӗпе кӗнекисене, хӑй аллипе 1918 ҫулта ҫырнӑ Ҫар присягине (1991 ҫулта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре халӗ те усӑ кураҫҫӗ) ятарлӑ зала вырнаҫтарса лартнӑ. Тепӗр залра Сӗве хулине «Троцкий пуйӑсӗ» килнине кӑтартнӑ. Шуррисемпе хӗрлисем «революци арӑсланне» ҫарамаслантарса пуҫ шӑммисен купи ҫине лартса та, ҫӗлене сӑнӑпа тирекен харсӑр юланутҫӑ пек те «юлташла» тӑрӑхласа кӑтартнӑ, ҫак ӳкерчӗксем валли те музейра вырӑн тупӑннӑ…
Тутарстанӑн патшалӑх советникӗ М.Ш. Шаймиев музейҫӗсен ӗҫне «тӗлӗнмелле чаплӑ» тесе хакланӑ.
Мӗнпе палӑрса юлнӑ-ха Л.Д. Троцкий Сӗве хулине килни? «Эпӗ арӑслан пек хаярланса йӗркерен тухса кайнӑ салтаксене хӗстермен пулсан эпир паян Политбюрора ларман пулӑттӑмӑр», — тенӗ каярахпа Лев Давыдович.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хурӑнвар Шӑхаль ялӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, драматургӗ Анатолий Чебанов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине палӑртӗҫ. «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Хусан, Шупашкар, Чӗмпӗр делегацийӗсем хутшӑнмалла. Анатолий Чебанова пирӗнтен чылайӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чылай ҫул лартнӑ «Праскисем» тӑрӑх пӗлет.
Паллӑ кун ҫывхарнӑ май Тутарстанри чӑваш хаҫатӗнчи ӗҫтешӗмӗрсем Анатолий Чебанов пирки Арсений Тарасов драматургпа тата журналистпа калаҫнӑ. Арсений Тарасов Чебановпа «шел пулин те» «калаҫса курман». «Эпир, драматургипе тӑрмашас тенисем, кӑткӑс пьесӑсем ларттарасшӑн, хамӑра кура интеллигенци, ӑсланса, «тарӑн алтса», «ӗмӗрсем валли» ҫыратпӑр. Ҫав вӑхӑтра эпир пӗлместпӗр те – куракан пире йышӑнать-и, е ҫук-и?..» — шухӑшлать иккен калем ӑсти. Унтан вӑл: «Анатолий Чебанова ытти драматурга хакланӑ виҫе тӑрӑх хаклама та кирлӗ мар. Вӑл халӑх хушшинче пурӑнса, хутшӑнса, ҫынсен кӑмӑлне пӗлет.
Тутар Республикин тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх ӳнер академийӗн пайташӗ Василий Афанасьевич Дедушкин паян пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ.
Василий Дедушкин 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Элшел ялӗнче ҫуралнӑ. Аттестат илсен вӑл Ҫӗпрел районӗнчи Шланкӑри шкулта тата Чӑваш Ҫӗпрелӗнчи ача ҫуртӗнче вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. 1955 ҫулта Хусанти медицина училищине вӗренме кайнӑ, ун хыҫҫӑн фельдшерта ӗҫленӗ. Ҫав хушӑра Медицина институтӗнче санитари факультетӗнче вӗреннӗ.
1968–1985 ҫулсенче Василий Афанасьевич тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл Хусанти ҫӑкӑр пӗҫерекен 4-мӗш савутра вӑй хунӑ. Василий Афанасьевич халӑх сӑмахлӑхӗпе, таврапӗлӳпе кӑсӑкланнӑ. 1993 ҫултанпа вӑл Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чӑваш наципе культура центрӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ.
Василий Дедушкинпа кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Хусанти Декабристсен урамӗнчи 99-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Пурӑннӑ чухне вӑл вилсен хӑйне Элшел ялӗнче пытарма ыйтнӑ. Унӑн юлашки сӑмахне ҫапла пурнӑлӗҫ те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |