Хусанта ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 2-мӗш фестивалӗ старт илнӗ. Унта 10 ытла тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енрен фестивале «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ хутшӑнать.
Кунсӑр пуҫне мероприятие азербайджансем, турккӑсем, пӑлхарсем, казахсем, кӑркӑссем, нухайсем тата тӗрӗк халӑхӗсен ытти ҫыннисем килнӗ. Фестиваль программи анлӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Тутарстан чиновникӗсемпе тӗл пулӗҫ, экскурсисем ирттерӗҫ, семинарсемпе хӑтлавсем йӗркелӗҫ.
Фестивале «Атӑл» центр, тутарсен наци культурин федераци автономийӗ тата Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗпе тата спорт енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркеленӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗ.
Аса илтерер: 1-мӗш фестиваль те Хусанта иртнӗ. Ун чухне те унта чӑваш организацийӗсем хутшӑннӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хусанта ӗҫлӗ тӗлпулура пулнӑ. Унта вӑл Венгрин тӗп консулӗпе Ференц Контрӑпа тӗл пулнӑ.
Хусанта Михаил Игнатьевпа Ференц Контра ял хуҫалӑх, туризм, культура тата хуҫалӑх тытӑмӗсенче килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Венгри — суту-илӳпе экономика тӗлӗшӗнчен Чӑваш Енӗн партнерӗсенчен пӗри. Пӗлтӗр ҫак ҫӗршывпа пирӗн республикӑн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 1 миллион яхӑн тенкӗпе танлашнӑ.
Михаил Игнатьев тӗлпулура ку ҫыхӑну тата ҫирӗпленессине палӑртнӑ. Венгри консулӗ вара Михаил Васильевича ЧР Элтеперӗн пуканне тепӗр хут йышӑннӑ ятпа саламланӑ, Хусанти тӗп консульство экономика, культура тӗлӗшӗнчен пирӗн регионпа малашне те хастар ҫыхӑнса ӗҫлессине каланӑ.
Суйлава ҫынсене кайтарттарас тесе темле меслетпе те усӑ курни пирки калаҫнине илтме тивет. «Пире ирхи тӑхӑр сехетрен кая юлмасӑр суйлав участокне ҫитме, кайран ҫавӑн пирки пуҫлӑх хӑйне шӑнкӑравласа пӗлтерме хушрӗҫ», — терӗ пӗлӗшӗм. «Кайса килме пулӗ-ха. Манӑн арӑмӑн ӗҫӗнче вара камшӑн сасӑланине ӳкерсе илсе пуҫлӑх хӑй патне ярса пама ыйтнӑ», — сӑмахланчӗ вӑл малалла. Те чӑннипех ҫавӑн пек пулнӑ ӗнтӗ, те юри пакӑлтатаҫҫӗ — тытман вӑрӑ вӑрӑ мар тенешкел, тет хыҫҫӑн каяймӑн...
Хусанта вара суйлавҫӑсене сасӑлаттарма хастар хутшӑнтарас тесе сулӑ валеҫнӗ. Ӑна суйлава пыракан ҫынсене панӑ. «Эпӗ сасӑларӑм», — тесе ҫырнӑскере кӑтартсан общество транспортӗнче ҫав кун тӳлевсӗр ҫӳреттернӗ, патшалӑх музейӗсене тата Хусан-арена стадиона пӗр тӳлеттермесӗр кӗртнӗ. Суйлав ячӗпе тӗрлӗ ҫӗрте массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ. Каҫхине Хусанта Елка, Лев Лещенко тата Салават Фатхетдинов концерт кӑтартнӑ. Унтан Хусанта салют кӗрлеттернӗ.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Хусанти Кремль патӗнчи Ҫыранҫум урамра Тутар Республикин Халӑхсен ассамблейи тата Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ «Культурӑсен мозаики» фестиваль ирттернӗ. Ӑна Тутартстанӑн Президенчӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Рустам Минниханов килсе курни пирки унти «Сувар» хаҫат пӗлтерет. Унпа пӗрле Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан, ТР муфтийӗ Камиль Хазрат пулнӑ.
Кӑҫал пуҫласа ирттернӗ фестивальти тӑватӑ павильонра ҫирӗм наципе культура пӗрлешӗвӗ вырнаҫнӑ. Унта курма килекенсен наци апат-ҫимӗҫӗпе, ал ӗҫ хатӗрӗсемпе паллашма май пулнӑ. Чӑваш наципе культура автономийӗн сӗтелне Аксу районӗ кӑтартнӑ. Ӳсел, Ҫӗнӗ Аксу, Сӗнчел ялӗн юрӑҫисем хӑнасене юрӑсемпе кӗтсе илнӗ, хуплупа сӑйланӑ. «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ юрласа ташланӑ. Лидия Квакова ертсе пыракан ушкӑн ҫуркунне «Никрут юрри» фестивалӗн гран-прине ҫӗнсе илнӗ. ӑста юрӑҫсен тупӑнать вӗсем ҫинчен те шӑрантармалли.
Сосновка поселокӗнче вӑрман касакансен хушшинче конкурс иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ.
Конкурса Чӑваш Енри чи маттур ҫынсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех кӳршӗ облаҫсемпе республикӑсенчен килнӗ. Йывӑҫ касма ҫӑмӑлах мар-мӗн. Пӗр сантиметр та пулин йӑнӑшсан «брак» пулать.
Конкурса 11-ӗн хутшӑннӑ. Вӗсем мӗнле ӗҫленине тӳперен те сӑнанӑ. Конкурсҫӑн йывӑҫа касни кӑна ҫителӗксӗр. Унӑн ӑна палӑртнӑ вырӑн ҫывӑхнерех ӳкермелле пулнӑ.
Йывӑҫ касакансен ӗҫӗ хӑрушӑ та. Вӑл пурнӑҫшӑн чи хӑрушӑ профессисен шутне кӗрет. Шахтерсемпе минерсемпе танах. Йывӑҫ касакансем хӑйсен ӗҫӗнче вӑйран ытларах ӑс кирлине палӑртаҫҫӗ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑххи Артем Шашков пулнӑ. Вӑл пирӗн республика чысне Хусанта иртекен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хӳтӗлӗ.
Хусанти экономика, управлени тата права институчӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗ хупӑннине пӗлтереҫҫӗ. Мӗншӗн? ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, студентсем ҫук-мӗн.
Института хупас ыйтӑва учреждени ертӳҫисем татса панӑ. Унта унччен юриспруденци тата экономика тытӑмӗнчи специалистсене хатӗрленӗ.
Ведомствӑра каланӑ тӑрӑх, ҫакна социаллӑ экономика тата демографи лару-тӑрӑвне шута илсе йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех филиалти вӗренӳ программи кирлӗлӗхӗ чакнӑ-мӗн.
Пӗлмешкӗн: унччен Хусанти экономика, управлени тата права институчӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗнче 300 ытла ҫын вӗреннӗ. Ҫакна та палӑртмалла: малтан институт уйрӑмне лицензи те паман.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене автостоп мелӗпе ҫӳрекен сусӑр ҫитнӗ. Игорь Скикевич ятарласа экспедицие тухнӑ, вӑл хуласене ҫитсе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен умӗнче пуҫ таять.
Сусӑр Шупашкара утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килнӗ. 50 ҫулти арҫын Чулхуларан ҫитнӗ. Ӑна кунта чылаййӑн кӗтсе илнӗ. Аса илтерер: Игорь Скикевич йывӑр чирленӗ, унӑн ҫурӑм шӑмми арканма тытӑннӑ. Комӑра выртнӑ вӑл. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл вилме е ӗмӗрӗпех вырӑн ҫинче выртма пултарнӑ. Анчах арҫын нумай тӑрӑшнӑ, кӳме ҫине ларма пултарнӑ.
Авточаруҫӑ ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Крымран ҫула тухнӑ. Вӑл хуларан хулана тӗрлӗ транспорта ларса ҫӳрет. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем патӗнче ҫӗр каҫать.
Игорь Скикевич ҫемье пирки ӗмӗтленет. Унччен вӑл авланнӑ, анчах арӑмӗнчен уйрӑлнӑ. Ҫулҫӳрев хыҫҫӑн вӑл Лариса Гузеевӑн «Давай поженимся!» кӑларӑмне лекме ӗмӗтленет.
Юлашкинчен Игорь Скикевич Сахалина ҫитесшӗн. Чӑваш Енрен вӑл Хусана ҫул тытнӑ. Унтан Самарӑна кайӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнчен ретро-урапасем ҫула тухнӑ. Ӑҫта? Севастополе ҫити. Ӑна «ГАЗ 21-Ретро» автоклуб хастарӗсем йӗркеленӗ.
Иртнӗ ӗмӗрти 60–70-мӗш ҫулсенчи «Волга» тата «Москвич» урапасем темиҫе ҫухрӑм парӑнтарӗҫ. «Шупашкар – Севастополь» ҫулҫӳреве тухас тесе «ГАЗ 21-Ретро» автоклуб хастарӗсем отпуск та илнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем талӑкне 700–800 ҫухрӑм кайӗҫ.
Ҫулҫӳреве Ҫӗнтерӳ 70 тултарнине халаллӗҫ. Ун валли маларах, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, хатӗрленме тытӑннӑ. Хастарсем Крымри чӑваш диаспорипе ҫыхӑннӑ, маршрут хатӗрленӗ, ытти регионти ретро-урапа хуҫисене чӗннӗ. Ҫулҫӳреве Йошкар-Ола, Чулхула, Хусан ҫыннисем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ретро-кортеж Шупашкартан ирхи 6 сехетре тухса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗсем Севастопольте пуласшӑн.
Ачасем каникулта. Анчах ӑна нумайӑшӗ усӑллӑ ирттересшӗн, урам тӑрӑх йытӑ хӑваласа чупасшӑн мар. Ав Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗн вӗренекенӗсем Хусана экскурсие ҫитсе килнӗ. Вӗсем икӗ культурӑна пӗрлештерекен Кремле кӗрсе курнӑ.
Экскурсие ертсе пыраканни Хусан пирки халап, вӑл 16-мӗш ӗмӗрте ҫӗкленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унтан ачасем мӑсӑльмансен йӑли-йӗркипе паллашнӑ.
Шӑпӑрлансем Хусанти илемлӗ вырӑнсене ҫитсе курнӑ. Бауман урамӗпе ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем метропа ярӑннӑ. Кайран Океанариума ҫитнӗ, тӗрлӗ пулӑпа паллашнӑ, акӑшсене тӑрантарнӑ. Крокодила 5 сантиметртан курма пултарнӑ.
Алтышево ачисем экскурсирен лайӑх кӑмӑлпа таврӑннӑ. Вӑл вӗсен тавракурӑмне пуянлатма пулӑшнӑ.
Раҫҫей кунӗ тӗлӗнче ҫынсем виҫӗ кун канаҫҫӗ. Ҫавна май инҫе ҫула кайса килес текенсем те йышланма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ курӑнать «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществи.
Паянтан пуҫласа компани Мускавран тӗрлӗ хулана хушма пуйӑссем ярать. 87 рейса 60 пуйӑс хушнӑ. Ҫав шутра Шупашкара та пӑхса хӑварнӑ. Хушма пуйӑссене паянтан пуҫласа ҫӗртмен 16-мӗшӗ таран кӗртӗҫ.
Хушма пуйӑссене Мускавран Санкт-Петербурга, Пскова, Льгова, Курска, Белгорода, Новозыбкова, Брянска, Хусана, Йошкар-Олана, Тольяттине, Саранска, Ижевска, Вологдӑна, Тамбова, Самарӑна, Пензӑна, Чӗмпӗре, Сартӑва, Волгограда тата ытти хӑш-пӗр хулана яраҫҫӗ. Унтан каялла Мускава таврӑннӑ чух та пуйӑс шучӗ ытларах пулӗ, апла тӑк ытларах пассажир вырнаҫайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |