Пӗлтӗр Хӑвӑрт утакансен тӗнче чемпионатне — вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7–8-мӗшӗсенче пулмаллаччӗ — ирттерес вырӑна улӑштарасси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Сӑлтавӗ никама пӑхӑнман WADA агентство тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн тухнӑ допинг скандалӗпе ҫыхӑннӑччӗ. 2015 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ IAAF ларӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсене тӗнче чемпионачӗсене хутшӑнма чарнисӗр пуҫне пирӗн патшалӑхри икӗ чемпионата та ирттерме чарчӗҫ: маларах палӑртнӑ Шупашкарти мероприятие тата Хусанти ҫамрӑксен ҫӑмӑл атлетикӑн тӗнче чемпионатне.
Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн (IAAF) пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх хӑвӑрт утакансен тӗнче чемпионатне ирттермелли вырӑна Рима куҫарма шут тунӑ. Ку сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ. Чемпионачӗ вара маларах палӑртнӑ пекех ҫу уйӑхӗн 7–8-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫавӑн пекех Хусан ҫухатнӑ ҫамрӑксен чемпионачӗ валли те тепӗр вырӑн тупнӑ — вӑл Польшӑра вырнаҫнӑ Пӑткоҫ (Быдгощ) хулинче иртӗ.
Каласа хӑварас пулать, Шупашкар вырӑнне урӑххине суйланӑ чухне тепӗр темиҫе хулана та тӑратнӑ пулнӑ — Гуаякиль (Эквадор), Кейӳ (Украина), Монтерей (Мексика). Римшӑн 9 сасӑ пулнӑ, ытти хуласемшӗн — тӑватшар.
Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗрешӳ енӗпе Пӗтӗм тӗнчери «Чемпионсен хӗллехи кубокӗ» иртнӗ. Ӑна «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ
Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ мероприятие сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ: ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Михеев, ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков, «Любэ» ушкӑнӑн бас-гитарисчӗ Павел Усанов (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ) тата ыттисем.
Турнирта сакӑр тупӑшу пулнӑ. Унта Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Раҫҫейӗн ытти хулисенчи спортсменсем вӑй виҫнӗ.
Чӑваш эстрада артисчӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне ҫитсе хӑйсен юрри-ташшине кӑтартса ҫӳрет. Сцена ҫине тинтерех ура ярса пуснисем те, сумлӑ ят ҫӗнсе илнисем те инҫе ҫула кӗскетсе аякри йӑхташӑмӑрсем патне кайса ҫӳреҫҫӗ.
Кӑҫал та вӗсем тӗрлӗ региона ҫитӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра иртекен концертсенчен Тутарстан Республикинчи Ҫарӑмсан салинчи Культура керменӗнче кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Раштава халалланине асӑнмалла.
Уява Чӑваш Республиикн халӑх артистки Августа Уляндина пухӗ. Вӑл ыркӑмӑллӑх концертне чӗнет. Программӑна «Ярды» ушкӑн (Шупашкар), «Салам» фольклор ушкӑнӗ (Хусан), MC DANC ADRENALINE ушкӑн (Новосибирск), «ТРИ А» ушкӑн (Шупашкар) та кӗнӗ. Тӗрлӗ хуларан килнӗ артистсен концерчӗ 19 сехетре пуҫланмалла.
Синоптиксем юнкун Чӑваш Ен ҫийӗн тӗтре карса илессе малтанах систернӗ. Ҫӑра тӗтре Шупашкар ҫийӗн ытларикун каҫхинех аннӑ. Ҫавна май Мускавран Шупашкара вӗҫекен самолет хӑйӗн курсне улӑштарса урӑх еннелле кайнӑ.
Ӗнер 20 сехет тӗлне вырӑн-вырӑнӑн ҫӑра тӗтре карса илнӗ. Ҫавӑнпа Мускавран килекен самолет Шупашкара анса ларайман. Командир Хусанта анса ларма шухӑшланӑ.
Ахаль чухне самолет Шупашкара 20 сехет те 15 минутра ҫитет. Ӗнер пассажирсем Хусанта 20 сехет те 50 минутра анса ларнӑ. Анчах 21 сехет ҫурӑ ҫитнӗ — пассажирсем самолетрах ларнӑ-ха, хыпар кӗтнӗ.
22 сехетре пассажирсем тӗнче тетелӗнче хӑйсене автобуса лартнине пӗлтернӗ. Анчах улталанӑ иккен. «Мӗнле пултаратӑр — ҫапла ҫитӗр», — тенӗ вӗсене.
Ҫулла пулса иртнӗ ҫак калаҫу халӗ аса килчӗ. Ун чухне Шупашкар хула кунӗччӗ. Самолетсем вӗҫнине курма тесе кайнӑччӗ те шоу пуҫланиччен вӑхӑта ирттермелле кӗнеке вуласа ларнӑ вӑхӑтра сак ҫине манпа юнашар 45-сенчи арҫынпа хӗрарӑм пырса ларчӗҫ. Хӑйсем ӑшӑ вырӑнта канни пӑхсанах паллӑ: ӳчӗсем иккӗшӗн те самай пиҫӗхнӗ.
Ҫаксем сӑмах чӗнчӗҫ те калаҫса кайрӑмӑр. Чулхула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Шупашкар хула кунне курма ятарласа килнӗ иккен. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем – хӑйсен бизнесӗпе аппаланакан ҫынсем. Ҫӗршыври тӗрлӗ хулара пулса курнӑ. Хайхисенчен чӑвашсене хаклама ыйтатӑп. Вӗсем пирӗн халӑх пирки пуян пурӑнаҫҫӗ тесе шухӑшланине палӑртрӗҫ. Мӗншӗн ҫавӑн пек пӗтӗмлетнипе кӑсӑклантӑм. Урапа тӑрӑх хаклаҫҫӗ иккен. Темиҫе ҫул каялла Шупашкарта «копейкӑсем» тата ҫавӑн йышши кивӗ машинӑсем нумай пулнӑ-мӗн, халӗ — чаплисем (ҫынсенчен самай пайӗ урапасене кредитпа илнине пӗлмеҫҫӗ курӑнать вӗсем). Тепӗр япалана та палӑртрӗҫ хӑнасем: «Чӑвашсем шап-шурӑ ҫӳреҫҫӗ. Кӑнтӑр енче канма юратманни сисӗнет».
Канма юратмаҫҫӗ тенипе манӑн килӗшес килмерӗ.
Паян ҫурҫӗр иртсен Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗ (IAAF) Раҫҫей спортсменӗсене дисквалификацилеме шутланӑ. Ҫав шутра ассоциаци 2016 ҫулта Раҫҫейре ирттерме палӑртнӑ пысӑк спорт мероприятисене чарса лартнӑ. Ку — Шупашкарта ирттермелли Хӑвӑр утас енӗпе тӗнче кубокӗ тата Хусанта иртмелли юниорсен ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче чемпионачӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей спортсменӗсем 2016 ҫулта иртекен олимп вӑййисене хутшӑнасси те пысӑк ыйту кӑларса тӑратать.
Хӑварт утас енӗпе тӗнче кубокӗ Шупашкарта 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшпе 8-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Ку йышӑнӑва 2013 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче IAAF Монакора пухӑнсан тунӑччӗ. Шупашкар та ҫак ӑмӑртӑва хатӗрленсе пыратчӗ.
Допинг пӑтӑрмахӗ никама пӑхӑнман WADA агентство тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. Вӗсен доклачӗ тӑрӑх Раҫҫейри допинга тӗрӗслекен агентство хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ туса пыман, 1400 ытла илнӗ пробӑна ҫухатнӑ, ФСБ ҫыннисем допинг тӗрӗслевӗн ӗҫне хутшӑннӑ пулса тухать. Паян иртнӗ IAAF ларӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсене дисквалификацилес е каҫарас тӗлӗшпе самай хушӑ пуҫ ватнӑ. Виҫӗ сехет иртсен тин пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ: сасӑлавра 22-шӗ Раҫҫей спортсменӗсене хирӗҫ, пӗри ҫеҫ майлӑ пулнӑ.
Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ.
Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ.
Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗренекенсем те хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсене хӳтӗленӗ.
Хусанта халӑх ташшине юратакансем ҫӗршыв кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Унта Хусан, Чулхула, Мускав, Тӗмен, Самар, Пенза, Шупашкар хулисенчен 15 коллектив пуҫтарӑннӑ.
Тутарсен тӗп хулине пирӗн республикӑри Культурӑпа халӑх пултарулӑхӗн керменӗ ҫумӗнчи «Суварята» ташӑ ансамблӗ те ҫитсе килнӗ. Ирина Музыкантова ертсе пыракан коллектив киле сумлӑ парнесемпе таврӑннӑ. «Халӑх ташшин йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн» ҫамрӑк артистсен ушкӑнӗ «Халӑх ташши» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас тата наци культурин пуянлӑхне упраса хӑварас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ансамбль балетмейстерне, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Музыкантова Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Александр Протаповича спорта юратакансем пӗлеҫҫӗ. Ҫамрӑк спортсмен чылай ҫитӗнӳ тума ӗлкӗрнӗ.
Александр — хоккейҫӑ. «Сокол-96» командӑра выляканскер, халӗ Хусанти «Барс» командӑра тапӑнакан, Раҫҫейӗн ҫамрӑк хоккеистсен пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Ҫак команда Канадӑпа вылӗ. ЧР Спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, команда валли 34 хоккеиста суйланӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — хапхаҫӑ, 14-шӗ — хӳтӗлекен, 17-шӗ — тапӑнакан. Александр Протапович Канада командипе тапӑнаканра вылӗ.
Александр 19 ҫулта кӑна-ха. Кӑҫалхи сезонра вӑл «Ак Барс» хоккей лигин клубӗшӗн темиҫе матч вылянӑ.
Хусанта телерадиопрограммӑсемпе фильмсен «Ҫын тата ӗненӳ» Пӗтӗм Раҫҫейри иккӗмӗш фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри телерадиокомпанийӗ йӗркеленӗ.
Конкурса 70 регионтан 200 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне «Чӑваш Ен» ПТРК та кӗнӗ. Николай Муляновӑн «С нами Бог» радиопрограмми «Слово веры несущие» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ку кӑларӑм эфира 15 ҫул тухать. Паян ӑна Максим Курленко иерей ертсе пырать.
Ку номинаци чи йывӑррисенчен пӗри пулнӑ. Тӗп тӗллев — пупсемпе ӗҫлесси. Кунта Максим аттен тӳпи пысӑк. Вӑл тӗн пирки пурне те ӑнланмалла калаҫать.
Фестивальте ҫавра сӗтелсем, ӑсталӑх класӗсем иртнисӗр пуҫне культура программи анлӑ пулнӑ. Хӑнасем Сӗвере пулнӑ, Пӑлхар хулине курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |