Екатеринбургра шкул ачисем ҫӗнӗ «вӑйӑ» шутласа кӑларнӑ. Куншӑн аслисем пӗрре те савӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.
Вӑййа ачасем тупӑшмалла выляҫҫӗ. Унтан хӑйсен «ҫитӗнӗвӗсене» видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хураҫҫӗ те мухтанаҫҫӗ. Ачасем светофор хӗрлӗ ҫуталнӑ чухне ҫул урлӑ чупса каҫаҫҫӗ-мӗн. Ҫакӑ ӗнтӗ — вӑйӑ.
«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак «вӑййа» пула пӗр шкул ачи вилнӗ. Тепри пульницӑна хуҫӑк урапа лекнӗ.
Шӑпӑрлансем хӑрушӑ пулнине ӑнланмаҫҫӗ ахӑртнех. 12 ҫулти хӗрача каланӑ сӑмахран, кӑҫал хӗлле арҫын ачасем ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Халӗ вара укҫалла выляҫҫӗ. 100 тенкӗлӗх.
Вӑййа Самар, Хабаровск, Архангельск хулисен ачисем те хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ. Любовь Владыкина психолог каланӑ тӑрӑх, ачасене адреналин ҫитмест.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ-мӗн. Урапи айне лекнӗ водителӗн вара суд сакки ҫине ларма тивӗ.
«Атӑл» М-7 федераци ҫулӗ ҫине «Кушак куҫӗ» текен ҫутатакан хатӗрсем вырнаҫтарнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл — ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӗн питӗ кирлӗ япала. Ҫав пулӑшнипе тӗттӗмре водитель ҫула лайӑхрах курайӗ. Автотранспортӑн фари куҫа йӑмӑхтарать те руле тытса пыракан ҫул-йӗр паллисенчен ытла ҫуран ҫӳрекенсене каҫма ӳкерсе панӑ йӗрсене начар курать. «Кушак куҫӗ» текен ҫутатакан хатӗр пассажирсем валли тунӑ йӗре асӑрхама май парать.
Хальхи вӑхӑтра «Атӑл» федераци ҫулӗн Чӑваш Енпе иртсе пыракан пайӗ ҫинче ҫуран ҫӳрекенсем валли каҫмалли вырӑнсене ун пек хатӗрпе 13 тӗлте тивӗҫтернӗ. Кун пирки «Атӑл» упрдорӑн ӗҫе йӗркелекен пайӗ пӗлтернӗ. Малашне вӗсем тӑрӑх ҫулӑн пӗр енчен тепӗр енне хӑюллӑнтарах каҫма май килессе шанаҫҫӗ.
Ҫанталӑк шӑрӑх пулнӑ май Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗсенчен пуҫласа пушар енӗпе ятарлӑ режим пулнине палӑртӗҫ. Ҫавна май республикӑра пурӑнакансене вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Хальлӗхе вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 3-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ.
Ятарлӑ режим вӑя кӗрсен вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамасть.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрман участокӗсенче мобильлӗ ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем пулӗҫ.
Ведомство вӑрмансенче тухнӑ ҫулӑмсем пирки 8(8352) 40-24-00 тата 8-800-100-94-00 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне патшалӑх вӑрман фончӗсенче ҫулӑм тухнине асӑрхаман. Анчах Атӑлҫи федераци округӗнче 140 пушар тухнине палӑртнӑ
Ятарлӑ режима республикӑра ЧР Министрсен Кабинечӗ хушу кӑлариччен тӑсӗҫ.
Паянтан, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен, Чӑваш Енре пушара хирӗҫле йӗрке йышӑннӑ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ҫакӑн пирки калакан йышӑнӑвӗн проектне правительствӑн паянхи ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Пушара хирӗҫле ятарлӑ режим етни вӑрман хуралӗпе вӑрманти пушарсемпе кӗрешекен подразделенисем инкеке ҫӗнме ялан хатӗр тӑмаллине пӗлтерет. Кунсӑр пуҫне ҫак тапхӑрта ҫынсене вӑрмана кӗме чарӗҫ. Пуҫӗпех мар, анчах вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрсе тухма, тарнспорта вӑрман тӑрӑх хутлама ирӗк пулмӗ. Вут-ҫулӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫпа та ку вӑхӑтра аппаланма юрамӗ.
Йӗркене пӑхӑнмасӑр пуҫтахланакансене пуҫран шӑлмӗҫ. Ун пеккисене явап тыттарассине вӑйлатнӑ. Вӑрманта кӑвайт чӗртсен уйрӑм ҫынсене 2 пинрен пуҫласа 4 пин тенкӗ таран штарфлӗҫ, должноҫрисене — 15 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене — 400 пинрен пуҫласа ҫур миллион таран. Вӑрмана шар кӑтартсан ӑна чӗртсе тӑратма тата пушара сӳнтерме тӑкакланнине те айӑплинчен шыраса илӗҫ.
РФ Сывлӑх министерствин ҫӗнӗ хушӑвӗ ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, малашне профессионал водительсене те, ҫав шутра харпӑр усламҫӑсене те, рейса тухас умӗн тухтӑр тӗрӗслӗ. Пассажирсене тата сиенлӗ тиев турттаракансен вара рейс хыҫҫӑн та тӗрӗсленме тивӗ.
Тӗнче тетелӗнчи канашлура ҫынсем ҫакна ырласа йышӑннӑ. Сисчӗвленмелли пурах ҫав. Ав нумаях пулмасть Шупашкарти Эльмен урамӗнче 37-мӗш маршрут водительне тытса чарнӑччӗ. Ҫынсене ир-ирех ӳсӗр турттарнӑ-мӗн вӑл.
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен кунашкал медтӗрӗслевсене хӑйсен укҫипе ирттерме тивӗ. Медиксен лицензиллӗ пулмалла. Тӗрӗслеве ятарлӑ службӑсен водителӗсем, васкавлӑ шӑнкӑравпа ҫула тухаканскерсем, ҫеҫ хутшӑнмасан та пултараҫҫӗ.
Ведомство хушӑвӗнче тӗрӗслев мӗнле иртессине те палӑртнӑ: ӳт температурине, чӗре мӗнле тапнине, юн пусӑмне виҫӗҫ, ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслӗҫ.
Алкотестер юнра алкоголь пулманнине ҫирӗплетет, анчах тухтӑр иккӗленет пулсан водителӗн шӑкне анализ тума пултарӗҫ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстерме пулӑшӗ.
Мотосезон уҫӑлнӑ май ҫул ҫинче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла тесе калаҫҫӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем. Икӗ урапаллӑ транспорт кирек хӑш самантра та сиксе тухма пултарать. Вӗсемпе ҫул-йӗр инспекторӗсен мотовзвочӗсем ӗҫлемелле. Ҫитменнине, кӑҫалтан мопедистсен тата скутеристсен права пулмалла.
Инкекӗсем халех сиксе тухма ӗлкӗрнӗ иккен. Мопедпа ҫыхӑннӑ инкек ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейре 14 хутчен пулнӑ та иккен. Вӗсен рульне кашнинчех 16 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем тытса пынӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗччен скутерпа 14 ҫултанах ҫӳреме ирӗк паратчӗҫ-ха. Кӑҫал вара 16-ран иртсен кӑна руль умне ларма юрать тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, кун валли права кирлӗ. Права пурри ҫул ҫинче асар-писер вӗҫтермеллине пӗлтермест.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта пушара хирӗҫле йӗрке туса хурасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун пеккине Патӑрьел районӗнче те йышӑнни пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Ятарлӑ йӗркепе пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсен вӑрманта кӑвайт чӗртме тата ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть.
Йӗркене пӑхӑнмасан пуҫран шӑлмӗҫ. Айӑплисене административлӑ майпа ҫирӗп явап тыттарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Штрафӗ пӗчӗк мар. Уйрӑм ҫынсене саккун 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлама ирӗк парать, должноҫри ҫынсене — 15 пинрен пуҫӑнса 30 пин таран. Предприяти-организацисем ҫаклансан 400 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама юрать.
Пушара хирӗҫле тапхӑр Патӑрьелте те, Шупашкарти пекех, ҫу уйӑхӗн ҫурриччен пырӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта пушара хирӗҫле йӗрке туса хурӗҫ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.
Ятарлӑ йӗркепе шупашкарсем ҫитес уйӑхӗн ҫурричченех пурӑнӗҫ. Ҫакӑн пек йӗрке вӑйра тӑнӑ чух хулан район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен пушарпа кӗрешмелли хушма вӑй тата хатӗр тупса хумалла.
Пушара хирӗҫле вӑхӑт пынӑ тапхӑрта ку енӗпе лару-тӑру епле иккенне кунсерен тӗрӗслесси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Йӗркешӗн яваплисем уйрӑм ҫынсен кил-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнӗҫ, вӑрман-парксене ҫитӗҫ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен типӗ курӑка чӗртсе юрамасть. Хуҫасӑр вырӑнсене те тӑтӑшах тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Каланине итлемесен административлӑ майпа явап тыттарма та пултараҫҫӗ.
Ҫул-йӗр правилине пӑснине палӑртма 2013–2014 ҫулсенче Чӑваш Енре 93,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Приборсем кӑтартнӑ кӑлтӑк тӑрӑх 323 миллион тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ.
Фото тата видео ӳкерекен 113 прибортан паянхи куна 98-шӗ кӑна ӗҫлет иккен. Сӑлтавӗ — тивӗҫлӗ программа ҫукки. Программа илме виҫӗ ҫулта хыснаран 110,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Штраф мӗн чухлӗ ҫырса панине маларах каларӑмӑр ӗнтӗ. Ҫак виҫерен 87 процентне шыраса илнӗ.
Ҫул ҫинче йӗркене пӑсакансене палӑртакан хатӗрсене ҫул-йӗр правилине уйрӑмах пӑсакан вырӑнсене лартса хума тӑрӑшаҫҫӗ. Ун пек вырӑнсене ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем кӑтартаҫҫӗ.
Ӗҫлемен хатӗрсем пирки каласан, иккӗшӗ чукун ҫул урлӑ каҫнӑ вырӑнта пустуях тӑрать, тӑваттӑшӗ — ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнта, тӑххӑрӑшӗ — ҫул хӗресленнӗ тӗлте. Вӗсем ваннӑскерсем мар. Тивӗҫлӗ программа ҫуккине пула 15 камера хальлӗхе усӑсӑр. Анчах ҫу уйӑхӗнче вӗсене ӗҫлеттерсе ямалла.
Ҫак кунсенче ҪҪХПИ инспекторӗсем хӑйне евӗр рейда тухнӑ. Пакунлисем ача кӳмисем ҫине ҫутаткӑчсем ҫакса янӑ.
Инспекторсем ашшӗ-амӑшӗсене ҫул ҫинче ачасен умне мӗнле хӑрушлӑх тухса тӑнине те аса илтернӗ. Акци ачасен сӗт кухнисем патӗнче иртнӗ.
ҪҪХПИ экипажӗ пепкепе е кӳмепе ҫул урлӑ мӗнле каҫмаллине лайӑх ӑнлантарса панӑ.
«Ҫул урлӑ каҫма тӑрсан ачана алӑ ҫине йӑтмалла. Ҫывӑхра хӑрушлӑх ҫуккине ӗненмесӗр кӳмене ҫул ҫине тӗксе кӑлармалла мар. Ҫунашкапа чухне те ҫул умӗнче чарӑнса тӑмалла, ачана алӑ ҫине йӑтмалла», — ҫапла ӑнлантарнӑ ҪҪХПИ управленийӗн сайтӗнче те.
Акцие ЧР ШӖМӗ ҫумӗнчи общество канашӗ тата Альберт Ильин пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |