Чӑваш Енре сӑвӑ вулакансен «Сӑмах хӑвачӗ» конкурс-фестивалӗ виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Вӑл хальхинче те Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче пулнӑ.
Сӑвӑ калассипе кӑҫал 150 ача ӑмӑртнӑ. Ачасем хӑйсен ҫулне кура икӗ секцире ӑмӑртнӑ. «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» секцире чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай сӑввисене вуланӑ. «Муркаш сасси» секцире Муркаш районӗнче ҫуралнӑ поэтсен хайлавӗсене е Муркаш тӑрӑхне, халӑхне, паллӑ ҫыннисене халалланӑ сӑвӑсене вуланӑ.
1-4 классен хушшинче Петӗр Хусанкай сӑввисене 50-а яхӑн ача вуланӑ.
Ачасене чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Виталий Романов, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Юрату тата Николай Кузьмин, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов, чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн наци литературипе библиографи пайӗн тӗп библиотекарӗ Антонина Андреева хакланӑ.
Чӑвашла роман ҫыракансем кӑҫал та конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. «Чӑваш романӗ» пултарулӑх ӑмӑртӑвне
Чӑваш кӗнеке издательстви виҫҫӗмӗш хут ирттерет. Конкурса халиччен кӗнекен пичетленмен чӑвашла алҫырусене йышӑнӗҫ. Ӗҫӗн А4 форматпа 700 страницӑран ытла пулмалла мар.
Конкурс ӗҫӗсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа ҫак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса».
Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче иртне эрне вӗҫӗнче «Сӑмах хӑвачӗ» ятпа муниципалитет шайӗнчи фестиваль-конкурс иртнӗ.
Унта пурӗ 150 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсем Петӗр Хусанкай сӑввисене, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ сӑвӑҫсен хайлавӗсене тата Муркаш районне халалласа ытти поэт ҫырнӑ сӑвӑсене чӑвашла пӑхмасӑр илемлӗ вуланӑ.
«Муркаш ҫӗрӗ хастар та пултаруллӑ ҫынсемпе малтан та пуян пулнӑ, маттурсем татах йышлӑланчӗҫ. Поэзи уявне хутшӑннисем ҫакна паян тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ», —тесе пӗлтернӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче фестиваль-конкурсра ачасен пултарулӑхне хаклама хутшӑннӑ Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн ӗҫчене Антонина Андреева.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче поэзие юратакансем «Хавхалану» клубӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта раштав уйӑхӗнче ҫуралнӑ чӑваш халӑх поэчӗн Раиса Сарпин тата Владимир Андреев педагогӑн сӑввисемпе паллашнӑ.
«Вениамин Пехил пурӑннӑ пулсан кӑҫал 70 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Василий Кервен, унпа пӗрле аслӑ шкулта вӗреннӗскер, Пехилӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен каласа пачӗ, ҫак хушма ята мӗнле тупса пани ҫинчен те пӗлтерчӗ», — пӗлтернӗ клубӑн халӑх тетелӗнчи страницинче.
Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Чувашский национальный танец: обработка и сохранение фольклорных традиций» (чӑв. Чӑваш наци ташши: илемлетесси тата фольклор йӑли-йӗркине упраса хӑварасси) республика шайӗнчи ҫавра сӗтел иртнӗ.
Мероприятие республикӑри опытлӑ балетмейстер Людмила Нянина ертсе пынӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче преподавательте ӗҫлет.
Ҫавра сӗтеле ача-пӑча ӳнер шкулӗсен педагог-хореографӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсене ӑстасен ташшисене кӑтартнӑ, вӑл е ку хускану мӗне пӗлтернине каласа панӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйсен паллӑ ентеше Борис Алексеева, СССР халӑх артистне, асӑннӑ тӑрӑхри Паҫпак ялӗнче ҫуралса ӳснӗскере ырӑпа аса тытаҫҫӗ.
Апашри халӑх театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 4 ҫул каялла театра Борис Алексеев ятне панӑ, 3 ҫул каялла халӑх артисчӗн ентешӗсем Борис Алексеев ячӗпе Паҫпак ялӗнче палӑк лартнӑ. Апаш халӑх театрӗн артисчӗсем чапа тухнӑ артист ятне тивӗҫтерес енӗпе ырӑ йӑлана малалла тӑсма шут тытнӑ, театр логотипӗпе ятарласа футболкӑсем туса хатӗрленӗ.
Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкар професси колледжӗнче 1 курсра вӗренекенсем паян Наци вулавӑшӗнчи «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа» куравра пулнӑ . Экскурси хыҫҫӑн вӗсем «Ҫеҫпӗл-125» ӑс-хакӑл тата пултарулӑх программине хутшӑннӑ. Кун пирки вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Студентсем экскурси вӑхӑтӗнче тимлӗ итлерӗҫ, ҫавӑнпа программӑри ӗҫсене хавхаланса, тӗплӗн пурнӑҫларӗҫ, Ҫеҫпӗл сӑввисене те туйӑмлӑн вуларӗҫ.
Пулас педагогсем пурте маттур пулчӗҫ!» — хыпарланӑ Антонина Андреева.
Нарӑс уйӑхӗн 8-28-мӗшӗсенче «Атӑл Опера» театрта Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ.
Фестиваль А. Галкинӑн «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӑлӗ. Унӑн либреттине чӑваш эпосӗ, юмахӗсем, авалхи легендӑсем тӑрӑх хатӗрленӗ.
Г. Хирпӳн «Нарспи» опери композитор пурӑннӑ чухнех чӑваш опера ӳнерӗн классики пулса тӑнӑ. Ӑна К. Иванов поэми тӑрӑх хатӗрленӗ.
А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» балечӗ те кӑсӑклӑ пулмалла.
Фестиваль «Тӗнчен наци музыки» гала-концертпа вӗҫленӗ. Ӑна Питӗрти ACID HASID ансамбль тата театрӑн симфони оркестрӗ лартса парӗҫ.
2-мӗш классем валли кӑларнӑ «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ пособийӗ тӑрӑх интерактивлӑ хӑнӑхтарусем хатӗрленӗ. Вӗсене Шупашкар хулинчи 33-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Диарова хатӗрленӗ.
Кун пирки Александр Степанов педагог, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Чӑваш чӗлхи вӗренме тинтерех тытӑннисем валли сире 1-мӗш класс валли хатӗрленӗ интерактивлӑ хӑнӑхтарусен пуххи вырӑнлӑ пулмалла. Ӑна А.Блинов (Алпарух) тата унӑн ушкӑнӗ ҫырнӑ вӗренӳ пособийӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Хӑнӑхтарусене Шупашкар хулинчи 40-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Римма Гаврилова тунӑ. Ку хыпара Александр Степанов чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«1-мӗш класс валли эпӗ пурӗ 34 вӑйӑ йӗркелерӗм. Ачасен ҫул тата пӗлӳ шайне шута илсе вӗсене ансатрах тума тӑрӑшрӑм. Вӗсем пӗрремӗш класра вӗренекенсем валли кӑсӑклӑ пулччӑр терӗм. Ку вӑйӑсемпе урокӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те усӑ курма пулать. Вӗсем ачасене урокра мӗн вӗреннине килте ҫирӗплетме те меллӗ», — пӗлтернӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ялавин Сергей Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, литература хаклавҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Калинин, Совет тата Октябрьски районсене туса хунӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |