Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «От древности до современности» (чӑв. Аваллӑхран паянхи кунччен) курав уҫӑлӗ. Унта Анастасия Зимина, Ксения Туктарова тата Алёна Ефимова ҫамрӑк художниксен ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ.
Вӗсем халӑх пултарулӑхне тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрсен ӗҫӗсенчи пӗрпеклӗх — мифсемпе легендӑсем, чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури. Ҫав вӑхӑтрах кашни авторӑн хӑйӗн стилӗ.
Кураври экспонатсен шутӗнче – шӑрҫаран тата пӑхӑр жетонсенчен хатӗрленӗ капӑрлӑхсем, тӗрлӗ тӗслӗ керамика, графика, фотопичет.
Курав 16 сехетре уҫӑлӗ.
Музей адресӗ: Шупашкар хули, К. Маркс урамӗ, 32-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +7 (8352) 62-03-44.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «В Стране Светлого дня» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта чӑваш юмахӗсем кӗнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма тӗрлӗ ҫулта Семен Шуртаков (1918–2014), Семен Григорьев-Эсрел (1907–1996), Ольга Васильевоа, Надежда Ильина чӑвашлран вырӑсла куҫарнӑ юмахсем кӗнӗ.
Юмахсене Виктор Бритвин (1955–2023) художник илемлетнӗ, кӗнеке хуплашкине — Ирина Калентьева.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Хавхалану» клубне ҫӳрекенсен черетлӗ поэзи уявне ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки клуб халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Хальхинче раштав уйӑхӗнче ҫуралнӑ поэтсен пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашӑпӑр», — хыпарланӑ унта. Раиса Сарпие, Владимир Андреева асӑнса хӑварнӑ, раштавра ҫуралнисене пурне те йыхравлассине пӗлтернӗ.
Мероприяти вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Трак ен - Красноармейски муниципалитет округӗ Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ хӑй 35 ҫул тултарнине паллӑ турӗ. Ҫак кун 2024 ҫулшӑн паракан Нестер Янкас ячӗллӗ Премийӗн ҫӗнӗ лауреачӗсене чысларӗҫ. Вӗсем ҫаксем:
1. Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство ҫурчӗ» хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗн филиалӗ – «Ял пурнӑҫӗ» Красноармейски район хаҫачӗн редакцийӗ Красноармейски муниципалитет округӗн экономикӑпа социаллӑ политика аталанӑвне ҫӗклеме сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май тивӗҫнӗ. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство ҫурчӗ» хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗ тӑратнӑ.
2. Афанасьева Любовь Владимировна, юрӑ-кӗвӗ тӗнчинче ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн, чӑваш юррине халӑх хушшинче анлӑ сарнӑшӑн тата 2024 ҫулта пултарулӑх ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тивӗҫнӗ. Лауреат ятне пама Красноармейски муниципалитет округӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ территори пайӗн Кану центрӗ тӑратнӑ.
Шупашкар хулинчи 40-мӗш вӑтам шкулта «Чӑваш чӑрӑшӗ» ятпа Ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртнӗ.
Унти шкулта ӗҫлекен Александр Степанов учитель халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ёлка илемлӗ пулнӑ. Уява капӑрланса пынӑ ачасем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрласа та ташласа савӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Лариса Петровӑн кӗнеки кун ҫути курнӑ. «Кун ячӗсем. Дни недели» ят панӑ ӑна.
Ҫамрӑк ҫыравҫӑ «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗслет.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма сӑвӑлла виҫӗ юмах кӗнӗ: «Кунсем выляҫҫӗ», «Кунсем ӗҫлеҫҫӗ» тата «Кунсем – хӑнара». Кӗнекепе пӗрле кун ячӗсемпе паллаштаракан карточка пуххи те пур-мӗн. Вӗсем чӑвашсен кун ячӗсем мӗне пӗлтернине каласа параҫҫӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Юлия Лутошкина.
Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал чӑваш Хӗл Мучийӗпе Юрпикине кӑтартнӑ. Вӗсене «Жить здорово» кӑларӑма йыхравланӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ кӑларӑма Елена Малышева тухтӑр ертсе пырать. Унта сывлӑха епле упрамалли, тӗрлӗ чир-чӗртен епле сывалмалли ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.
Телекӑларӑма хутшӑннӑ Хӗл Мучипе Юрпике — Чӑваш патшалӑх ӑкадеми драма театрӗнчен. Вӗсем Ҫӗнӗ ҫула чӑвашсем мӗнле кӗтсе илни, пӗр-пӗрне мӗн сунни, уявра мӗнле апат-ҫимӗҫпе сӑйланни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче регионсен шайӗнче ирттернӗ «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине сума суса» марафон ӗҫӗсене пӗтӗмлетнӗ.
Асӑннӑ вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие пынӑ чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементер тата Светлана Смирнова-Азамат, Сергей Павлов чӑваш халӑх присателӗ, Виталий Родионов тата Юлия Дмитриева профессорсем, Элли Юрьев мӑшӑрӗ Галина Юрьева, Марина Карягина поэт тата драматург, Надежда Кириллова актриса тата педагог, библиографсем Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тивӗҫлипе хакланӑ.
Яндекс команди фирма сервисне чӑваш калаҫӑвне тата синтез технологине ӑнланакан нейросете кӗртнӗ. Вӑл «Яндекс Тӑлмачра», «Яндекс Шыравра» тата «Яндекс Клавиатурӑра» пур.
Кун пек мелпе хальлӗхе унта икӗ чӗлхене ҫеҫ кӗртнӗ. Маларах, кӑҫалхи ҫулла, Яндекс тутар калаҫӑвне ӑнланма пуҫланӑ, халӗ, ав, — чӑвашла.
Чӑваш чӗлхи Яндексра 2020 ҫултанпа, анчах маларах сервис текстпа ыйтнине ҫеҫ ӑнланнӑ. Халӗ вӑл сасӑпа ыйтсан та ӑнланать. «Куҫаруҫӑ» приложенире чӑвашла диалог режимӗ те пур.
Яндекс Раҫҫейри халӑхсен чӗлхине интеграцилессине Федерацин наицональноҫсен ӗҫӗсен агентствипе, Раҫҫейри халӑхсен ҫурчӗпе тата регионсенчи чӗлхе институчӗсемпе пӗрле ӗслет.
Яндекса чӑвашла сасса ӑнланма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пулӑшнӑ.
Шӑматкун Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иринӗ. Кӑҫал кам ҫӗнтернӗ-ха?Муркаш тӑрӑхӗнчи Дарья Дмитриева. Дарьйӑна тинӗс хӗрринче канмалли путевкӑпа чысланӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал илем конкурсне 16 чиперкке хутшӑннӑ. Вӗсем – Чӑваш Енри тӗрлӗ округран, Тутар Республикинчен, Чӗмпӗр, Пенза, Тюмень облаҫӗсенчен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ялавин Сергей Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, литература хаклавҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Калинин, Совет тата Октябрьски районсене туса хунӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |