Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче Уяв иртнӗ. Вӑл - нумаях пулмасть йӑлана кӗнӗ уяв.
Унта тӗрлӗ регионти чӑвашсем пухӑннӑ. Ҫав шутра - Чӑваш Енрен те. Уяв театрализациленӗ постановкӑран пуҫланнӑ: ҫын ҫуралса виличчен унӑн пурнӑҫӗ мӗнле иртнине кӑтартнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем, эстрада артисчӗсем юрланӑ-ташланӑ, ӑсталӑх класӗсем иртнӗ, вӑйӑсемпе конкурссем пулнӑ, куравсем йӗркеленӗ, «Уяв Пики» конкурс та иртнӗ.
Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакансен ырӑ йӑла пур. Вӗсем Троица уявӗнче мӗн ӗлӗкрен вӑййа тухнӑ.
Ҫак уява вӗсем халӗ те манмаҫҫӗ. Кивӗ Эйпеҫсем кӑҫал та вӑййа тухнӑ. Ырӑ йӑлана пӑхӑнаҫҫӗ - пурте чӑваш тумӗ тӑхӑнса тухнӑ, купӑс каласа юрланӑ-ташланӑ. Пӗр сӑмахпа, чунран савӑннӑ.
Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗпе вӗсем вырӑнти ЗАГСа пырса ҫитнӗ, унта вӗсем ҫырӑннӑ.
Дмитрий тата Татьяна каланӑ тӑрӑх, вӗсем йӑх-несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине упраса хӑварасшӑн, чӑваш тумне вара мӑнаҫланса тӑхӑнаҫҫӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче «Чӑваш кӗнеки кунӗ» мероприяти иртнӗ.
Ольга Тургай драматург тата радиожурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна тӑваттӑмӗш хут йӗркеленӗ.
Чӑваш чӗлхи кунне Е. Рожанский ҫырнӑ «Сочинения принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеки кун ҫути курнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Республика кунӗнче Шупашкара Пушкӑртстан Республикинчи Пишпӳлек районӗнчи «Асанне арчи» наци культура центрӗ ҫумӗнчи «Ҫеҫпӗл» фольклор коллективӗ килсе ҫитӗ. Унӑн ертӳҫи — Людмила Григорьева.
Фольклор коллективне 2020 ҫулта йӗркеленӗ. Ушкӑна ҫӳрекенсем халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ юрӑ-ташша, вӑййа аван пӗлеҫҫӗ, фольклор экспедицийӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Коллектив репертуарӗнче — авалхи чӑваш халӑх юррисем.
«Ҫеҫпӗл» фольклор коллектив «Мӑнкун», «Питрав», «Сурхури», «Нартукан», «Улах», «Ниме», «Акатуй», «Ҫимӗк» этнокультура уявӗсене пӗрмай хутшӑнать.
Хӑйӗн иртнӗ кун-ҫулне манакан халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук тесе шухӑшлаҫҫӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен кинемейсем. Унти Светлана Кириллова ӗҫ инструкторӗ пулӑшса-кӑтартса пынипе вӗсем масмак хатӗрленӗ.
Республика кунне халалланӑ ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннӑ ватӑсене Светлана Леонидовна Масмак ятлӑ хӗрача ҫинчен халап пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫав хӗрача тӗрлӗ ҫиппе капӑрлатса пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр ӑсталаса амӑшне парнеленӗ имӗш, унтан ҫав япалана масмак теме пуҫланӑ-мӗн.
«Кун пек ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлени пирӗн халӑхӑмӑрӑн эткерлӗхне упраса хӑварма пулӑшать», — тесе каланӑ масмак ӑсталама хутшӑнна кинемейсенчен пӗри, 78 ҫулти Ольга Усманова.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта тӗрлӗ регионти чӑвашсем пырса ҫитнӗ. Куракансем умне юрӑ-ташӑ ӑстисем тухнӑ. Ҫав шутра — Августа Уляндина та.
Чӑваш Акатуйӗнче пулнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пӗр коллектив ҫӗршывӗпе паллӑ Шаман юрӑҫӑн «Я — русский» юррине те шӑрантарнӑ. Ҫав юрра пуҫличчен Акатуя ертсе пыракансем пухӑннисене «Я — русский» (чӑв. Эпӗ вырӑс) тесе калама чӗнсе каланӑ.
Ку вӑл эпир пӗр халӑх тенине пӗлтерет-тӗр, ҫапах та «Я — россиянин» (чӑв. эпӗ — Раҫҫей ҫынни) тесен вырӑнлӑрах марччӗ-ши тесе аптӑракансем те пулнӑ.
Ӗнер, ҫӗртмен 16-мӗшӗнче, Мускавра Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулнӑ. Унта чылай регионти чӑваш диаспорисен элчисем килнӗ.
«Халӑхсен туслӑхӗ» фонтан патӗнче вӑйӑ картине тӑнӑ. Тӗп сцена ҫинче вара пултарулӑх коллективӗсем юрланӑ-ташланӑ. Акатуйра наци ӗҫми-ҫимине те тутанса курма май пулнӑ.
50 спортсмен кӗрешӳре парнесемшӗн тупӑшнӑ. Уяв вӗҫӗнче Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсем сцена ҫине тухнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ регионти истори учебникӗсен ал ҫырӑвӗсене хатӗрленӗ.
Учебниксене хатӗрленин тӗп тӗллевӗ – патритотизм туйӑмне аталантарма пулӑшасси, Раҫҫейри нумай нациллӗ халӑхӑн ӑс-хакӑл, истори, культура аталанӑвне кӑтартса парасси.
Учебник калӑпӑшне вӗренӳ предметне миҫе сехет ӑша хывмаллине шута илсе хатӗрленӗ: 5 класра – 34 сехет, 6 класра – 17 сехет, 7 класра – 17 сехет.
Ал ҫырусене (https://cloud.mail.ru/public/Ejny/VugTgYnAs) ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗччен хаклама май панӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш округӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Йӳҫкасси пуххи иртнӗ. «Ку уяв Турӑ ҫул тӳпене улӑхнӑ кун ячӗпе иртет. Шел те, юлашки ҫулсенче уяв манӑҫма та пуҫланӑ, анчах тӑрӑхри пуҫаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнипе ӑна кӑҫал ҫӗнӗрен чӗртсе тӑрӑтса муниципалитет шайӗпе туса ирттерчӗҫ. Малашне вӑл «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» халӑх пултарулӑхӗсен фестивалӗ ятлӑ пулӗ». — хыпарланӑ Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи вӗрентекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Уява эстрада, фольклор, ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнса халӑха хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ялавин Сергей Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, литература хаклавҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Калинин, Совет тата Октябрьски районсене туса хунӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |