Патӑрьел муниципалллӑ округӗнчи Аслӑ Арапуҫ шкулӗнче «Митта вулавӗсем» иртнӗ. Мероприятие ачасем ӗнер, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пуҫтарӑннӑ.
Сӑвӑ илемлӗ вулакансен конкурсне йышлӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 3-11 классенче вӗренекенсем пулнӑ. Ачасем поэт сӑввисене чӑвашла, вырӑсла хитре вуланӑ. Пуринчен маттуррисене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енри вӑрӑм ӗмӗрлӗ предприятисенчен пӗрне, художество промыслисен «Паха тӗрӗ» фабрикине, Хисеп грамотипе чысланӑ.
Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Фабрикӑна «чӑваш наци культурине упраса хӑварассине тата аталантарассине тӳпе хывнӑшӑн» Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шупашкар округӗнчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш туйӗн йӑли-йӗрки» курав экспозицийӗ уҫӑлнӑ. Унта - наци тумӗ тӑхӑнтартнӑ пуканесем. Вӗсем чӑваш туйӗн йӑлисене кӑтартаҫҫӗ. Пуканесен ҫи-пуҫне Наталия Никонорова (Зиновьева) хатӗрленӗ. Экспонатсен йышӗнче ҫураҫнӑ хӗр, хӗр ҫумӗ, туй арӑмӗсем, вӑйӑҫӑ пур.
Наталия Никонорова Кӳкеҫре ҫуралса ӳснӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, уншӑн амӑшӗ Лидия Николаевна Зиновьева тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ. Вӑл нумай ҫул «Паха тӗрӗ» фабрикӑра кавир тӗртекен цехра ӗҫленӗ. Килӗнче вӗсен яланах тӗрленӗ япала нумай пулнӑ.
Наталия ача чухне фабрикӑна амӑшӗ патне час-часах кайнӑ, тӗрӗҫӗсене сӑнанӑ. Алӑ ӗҫне юратасси ҫакӑнтан пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Халӗ Наталия Канаш округӗнчи Кӑшнаруй клубне ертсе пырать, вӑл - «Хӗлхем» вокал ансамблӗн солистки те. Наталия Никонорова пуканесене тумлантарнисӗр пуҫне капӑрлӑхсем – умҫакки, хушпу, сурпан – ӑсталать.
Палӑртмалла: куравра чӑваш тӗрри, туйӗ ҫинчен каласа кӑтартакан кӗнекесем те пур.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Аманик ялӗнче халӑх инструменчӗсемпе паллаштаракан ӑсталӑх урокӗ иртнӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Трифонов ертсе пыракан «Аккорд» ансамбль ачасене музыка инструменчӗсем пирки каласа панӑ, вӗсен кӑткӑс енӗсемпе, вӑрттанлӑхӗсемпе паллаштарнӑ.
Ӑсталӑх урокне хутшӑннӑ ачасенчен хӑшӗсем тӳрех кружока ҫырӑннӑ-мӗн.
Мускавра иртекен «Раҫҫей» курав-форумӑн Чӑваш Республикин кунӗнче «Я и есть Чувашия» (чӑв. Эпӗ — Чӑваш Ен) клип кӑтартнӑ.
Юрра чӑвашла тата вырӑсла чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тата Шупашкарти «Глянец» кавер-ушкӑн шӑрантарнӑ.
Клипра икӗ асамҫӑ: Уйӑх ҫинчи хӗр тата Тӗрӗ амӑшӗ. Вӗсем чӑваш хӗрӗсене пӗрлешме йыхравлаҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, ВДНХри куравра чӑваш пуканисене те ӑсталанӑ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрне Алёна Елизаровӑна пӗр ача хӑйӗн «Нарспи» картинине парнеленӗ.
«Вӗсем пирки «хӑйне евӗр» ачасем теҫҫӗ. Ытти ача пекех вӗсем те ачашлӑха, юратӑва туясшӑн, хӑйсемшӗн тӑрӑшнине курасшӑн», — тесе ҫырнӑ министр Телеграмри хӑйӗн страницинче.
Министр Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пулнӑ. Ӑна унта ӑсталӑх лаҫҫине чӗннӗ. Ылтӑн алӑллӑ ачасем тем те пӗр ӑсталаҫҫӗ.
Владислав Разводов вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш ялавне тӗрлет. Александр Митрофанов вара хӑйӗн «Нарспи» картинине министра парнеленӗ. Вӑл ӑна йывӑҫа ҫунтарса хатӗрленӗ.
«Паха тӗрӗ» фабрикӑра туса кӑларакан тумтир сумлӑ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Асӑннӑ предприятире туса кӑларакан наци платйисемпе шупӑр пысӑк модӑн «ЭТНО-ЭРАТО» Еврази конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Конкурсӑн гала-концерчӗ Мускавра иртнӗ. «Акатуй» коллекци «Этнические мотивы в современном костюме» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри тумри этнос ҫемми) номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Анатолий Кибеч «Хаклӑ ентешӗмӗрсене чӗнсе калани» уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухрӗ. Хушса ҫырнӑ йӗркесем пурри те паллӑ. Вулакансене вӗсем те усӑллӑ пулассӑн туйӑнать.
Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсем халӑхпа уйрӑм ҫын умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсемпе ыйтусем кӑларса тӑратнине шута илсе, кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗп.
Тӑван халӑх пулман тӑк эпир те пулас ҫукчӗ. Вӑл пирӗншӗн анне те, атте те. Халӑхшӑн ырӑ ӗҫ тума тытӑнасси юратупа вӑй илнӗ чӑвашлӑх туйӑмӗнчен пуҫланать. Ҫав туйӑм ӑс-тӑна ҫивӗчлетет, хавхалану кӳрет, хамӑр хушӑри туслӑха, пӗрлӗхе ҫирӗплетет. Кӗскен каласан, пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа малашлӑх сывӑ та ӑслӑ ӑру парнелекен икӗ чӑваш юратӑвӗнче.
Чӑвашшӑн чӑвашах шанчӑклӑ.
Телейлӗ ҫын пуласси хӑвӑртан килет; ыттисене ӳпкелес йӑлана пӑрахӑр; иртнипе мар, хальхи вӑхӑтпа харӑс утса ҫӗнӗ тӗллевсем лартӑр; ӗҫе тӗплӗ туса тулӑх пурнакан ӑнӑҫлӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр; шухӑш-кӑмӑл ирӗклӗхне, чун ҫирӗплӗхне упрӑр; чыс-хисеп вараланасран сыхланӑр.
Чӑваш композитрӗсен ассоциацийӗ ӗнер, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче пӗтӗмлетӳ концертне ирттерчӗ.
Унта чӑваш композиторӗсен хайлавӗсем янӑрарӗҫ. Сцена ҫине шкул ҫулне ҫитменнисенчен пуҫласа тӑнлавӗсем пасарнӑ кинемей-мучисем те тухрӗҫ.
«Музыка родного края» (чӑв. Тӑван тӑрӑхӑн музыки) программӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — ертсе пычӗҫ.
Культура ҫурчӗн пысӑк залӗнче пушӑ вырӑн та сахалччӗ. Куракансем номерсене кӑмӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем Чӑваш тӗррин музейне ҫӳресе хавхаланаҫҫӗ. Кун пирки асӑннӑ центрта пӗлтереҫҫӗ.
Пирӗн халӑхӑмӑрӑн тӗрри чӑннипех те илемлӗ, унӑн кашни эрешӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекенсем Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне час-часах ҫӳреҫҫӗ. Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлӗнче вӗсем кунта каллех кайнӑ. Музей ертӳҫи Надежда Сельверстрова экспонатсемпе хавхалантарса паллаштарнӑ.
Кинемейсене XVIII ӗмӗрти хӗрарӑм кӗпи хӑйӗн илемӗпе тыткӑланӑ. «Кӑкӑр ҫине ҫакмалли те питӗ илемлӗ», — , тенӗ втатисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |