Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ чухне чӑвашла цитатӑсемпе те усӑ курнӑ.
Ҫырӑвӑн пуҫламӑшӗнче вӑл, сӑмахран, паллӑ ентешӗмӗр, Раҫҫейӗн этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волков академик каланине илсе кӑтартнӑ. «Кашни ҫынна е уйрӑм халӑхӑн шӑпине виҫӗ юрату тытса пырать: ачасене юратни: ӗҫе юратни: Тӑван ҫӗршыва юратни», – тесе аса илтернӗ Олег Николаев Геннадий Никандрович сӑмахӗсене. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев каланине те асӑнса хӑварнӑ: «Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнланса пурӑнни, пӗрне пӗри ырӑлӑх туса тӑни пурнӑҫа хӑват парать… Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ – ҫакна пӗлсе тӑрӑр».
«Пурте пӗрле кар тӑрса, харӑссӑн утсан, йывӑрлӑхсем те сирӗлӗҫ, ҫул та кӗскелӗ!» — тесе вӗҫленӗ Ҫырӑва Олег Николаев.
Шупашкар хулинче пӗр хӗрачана Хӗвел тесе чӗнӗҫ.
Ача кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Хусанта ҫуралнӑ. Ят пама ашшӗ-амӑшӗ «Рождение ребенка» (чӑв. Ача ҫурални) суперсервиспа усӑ курнӑ.
Ачана Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи загсра иртнӗ эрнере регистрациленӗ.
Эпир астӑвасса, Хӗвел ят хунине унччен илтменччӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин XIII фестивалӗ иртӗ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче «Атӑл Опера» оперӑпа балет театрӗнче йӗркелӗҫ.
Музыка форумне Анисим Асламас кӗввипе ҫырнӑ «История Нарспи» балет уҫӗ. Композитор ҫуралнӑранпа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитӗ. Балета Константин Иванов поэмине тӗпе хурса хатӗрленӗ.
Фёдор Васильевӑн «Шыварман» балетне те программӑна кӗртнӗ. 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче шӑпах ҫав ӗҫпе уҫӑлнӑ та Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ. Премьера хыҫҫӑ оперӑна темиҫе хутчен ҫӗнетнӗ.
Андрей Галкин музыкипе лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» балета нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче курма май килӗ.
Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Тӗнчери наци музыки» гала-концертпа вӗҫленӗ. Унта Питӗрти «Acid Hasid» ансамбль тата «Атӑл Опера» симфони оркестрӗ хутшӑнӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑрлач уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче Мускаври «Раҫҫей» форума хутшӑнӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Ахмед Чӑваш Ен ҫинчен каласа кӑтартӗ тата актёр пултарулӑхӗн вӑрттӑнлӑхне уҫӗ.
Чӑваш халӑх артистки Ирина Архипова ырӑ кӑмӑллӑ Урине карчӑка ҫаврӑнса чӑвашсем йӑлара усӑ куракан япалисемпе, арчасенче упранакан тумтирпе паллаштарӗ. Тумсене тӑхӑнса пӑхма та ирӗк парӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Леонид Яргейкин чӑвашсен паллӑ ывӑлӗн Василий Чапаевӑн сӑнарне кӑтартса парӗ. «Чапаев. Вечность за час» моноспектакль сыпӑкӗсемпе паллаштарӗ.
Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав малалла ӗҫлет. Чӑваш наци музейӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна унта чӑваш тӗррин кунне халалланӑ.
Курава пырса куракансем чӑва эрешӗллӗ брошка хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Ҫав енӗпе вӗсене Чӑваш тӗррин музейӗнче ӗҫлекен Татьяна Петрова пулӑшать. Наци тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме те май пур. Пысӑк экран ҫинче вара чӑвашсен виҫӗ этнографи укшӑнӗпе паллаштаракан фильм кӑтартаҫҫӗ.
Испанире пурӑнакан кил хуҫи хӗрарӑмӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме тӑрсан чӑваш тӗрриллӗ саппун ҫакать. Ӑна чӑваш хӗрӗ Людмила Иванова парнеленӗ.
Людмила Иванова чылай ҫул ӗнтӗ мӑшӑрӗпе Бельгири Брюссель хулинче пурӑнать. Ентешӗмӗрӗн упӑшки — Испани ҫынни. Ҫавна май вӗсем упӑшкин тӑван тӑрӑхӗнче час-часах пулаҫҫӗ.
«Упӑшка Испани ҫынни пулнӑран эпир мӗнпур уява Мадридра пухӑнатпӑр. Уявсене эпир ҫемьепе тата туссемпе палӑртатпӑр. Ака уйӑхӗнче тӑван тӑрӑхра пулнӑ чухне эпӗ чӑваш тӗрриллӗ саппун туянтӑм, ӑна Мадридри хамӑр кӳршӗ хӗрарӑмне парнелерӗм», — каласа кӑтартрӗ ҫак йӗркесен авторне Людмила.
Людмила, сӑмах май каласан, аякра пулсан та Тӑван ҫӗршыва, ҫуралнӑ кӗтесне, тӑван халӑхӗн йӑли-йӗркине сума суса тата пысӑка хурса хакласа пурӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӗнер «Чӑваш ёлки» иртнӗ.
Уява вырати шкулта пӗлӳ илекенсем ҫеҫ мар, хулари 14-мӗш шкулӑн вӗренекенӗсемпе чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем те хутшӑннӑ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем чӑрӑш тавра чӑвашла юрланӑ, ташланӑ, вӑйӑсем вылянӑ. Вӗсен савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ: уяв пурне те килӗшнӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӱ институчӗ «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: Ҫӗнӗ ҫул, Сурхури, хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле е открытка хатӗрлемелле те #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» (https://vk.com/club201526545) ушкӑна е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла. Видеоролика маларах палӑртнӑ адреспа лартсан кашни хутшӑнакана сертификат парса чыслӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче нумаях пулмасть Любовь Фёдорова сӑвӑҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине хӑталнӑ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн халӑх тетелӗнче Марина Карягинӑпа Екатерина Янгалакова телесюжечӗ тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» сӑвӑ пуххи — Любовь Фёдорован 9-мӗш кӗнеки.
Автор чӑваш литературинче иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенчех палӑрма пуҫланӑ иккен. Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Энтепе хӗрӗ малтан тӑван тӑрӑхӗнче, унтан Шупашкарти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Виталий Родионов, Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Юлия Силэм пек пултаруллӑ тантӑшӗсемпе, «ҫилҫунатҫӑсемпе» литература тӗнчине кӗнӗ.
Кӑҫал Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Паха тӗрӗ» фабрика 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫав ятпа паян коллектив тата хӑнасем Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уява пуҫтарӑнӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Алькешри эртелтен пуҫланса кайнӑ фабрика историйӗ. Эртеле ҫывӑхри ялсенчи ал ӑстисем валли уҫнӑ.
Малтанхи ҫулсенче, паллах, алӑпа тӗрленӗ. 1923 ҫул вӗҫӗнче «Ал ӑсти — художник» юлташлӑх йӗркеленӗ. 1929 ҫулта эртел «Паха тӗрӗ» ятпа ӗҫлеме тытӑнса каять. Ҫавӑ фабрикӑн малашнехи вӑрӑм ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ тапхӑр тесен те йӑнӑш мар. 1930-1931 ҫулсенче фабрикӑн тӗрӗ мастерскойӗсен ҫӗнӗ корпусне туса лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |