Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Калайкасси шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» республика шайӗнчи 8-мӗш фестиваль иртнӗ.
Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗ Елизавета Долгова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Вӗрентетпӗр чӑвашла», «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн», «Сар каччӑпа сӑра хӗр», «Тӑвалла пулсан та малалла» ятлӑ лапамсенче тата шкул музейӗсенче чун каниччен чӑвашла калаҫма, чӑвашла юрлама, чӑвашла ташлама май пулнӑ.
«Фестиваль чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен вӗрентекенсене чӑвашла уроксем кӑтартма май панӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн йӑлине илемлӗн сӑнарланӑ. Вӑтам классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартнӑ.
Шкул ертӳҫисем хӑйсен чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проектсене хӳтӗленӗ», — хыпарланӑ Елизавета Долгова.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта Виктор Чугаров режиссёр ӳкернӗ «Чӑваш чӗлхи» фильма кӑтартнӑ.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Телей юрӑҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ача чухне вӑл ман пекех чӑвашла калаҫма пӗлмен. Тӑван чӗлхене вӗренес кӑмӑлӗ калама ҫук пысӑк пулнӑран вӑл тӑван чӗлхене ӑша илнӗ ҫеҫ мар, Парижра тата Берлинта пурӑнакан чӑвашсемпе тӗл пулса вӗсем ҫинчен фильм ӳкернӗ. Фильмра вӑл пуринпе те чӑвашла калаҫать. Ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать».
Ремезовов ҫулҫыравӗнчен: «Ружей же не было у кучумлян, только луки и стрелы, копья и сабли, у чувашей было две пушки, казаки заставили их умолкнуть, и те сбросили их с горы в Иртыш. Когда стоял Кучум на Чувашской горе, то, видя большие потери среди своих, молился со слезами сам и все неверные, приказав агунам и абызам своим взывать с мольбою к кумирам, но спали боги их, и оказался (Кучум) беспомощен и опозорен, тесним невидимою силой, и задумал бежать. А сражались три дня без сна неотступно».
Ҫӗпӗре илекен Ермак утаман ячӗ, вӑл темиҫе ӗмӗр каялла пурӑннӑ пулин те, ҫӗршыв шайӗнче манӑҫми янӑраса тӑрать. Ӑна хисеплесе Раҫҫей хутлӑхӗнче вунӑ ытла палӑк уҫнӑ, нумай ял-хула, урам Ермак ятлӑ. Утамана чиркӳсенче куллен асӑнса тӑраҫҫӗ, ку та ун ятне манма памасть. Халӑх асне вӑл Илья Муромец пӑхаттир пекех ӗмӗрлӗх кӗрсе юлнӑ.
Чаплӑ утаманӑн (ҫарпуҫӗн) пурнӑҫне халиччен те тӗпӗ-йӗрӗпе уҫса парайман-ха. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем Ермак Атӑл тӑрӑхӗнчен тухнӑ пулӗ теҫҫӗ, унӑн хушма ячӗсем ҫакна ҫирӗплетме май параҫҫӗ – Повольский (Поволжский), То(у)кмак.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫласа Чӑваш наци музейӗ «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» ятпа чӑваш чӗлхи уйӑхлӑхне ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл шӑп та лӑп пӗр уйӑха тӑсӑлӗ.
Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче тӗрлӗ темӑпа экскурсисем, занятисемпе ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Вӗсем культура епле йӗркеленнипе, ҫырулӑхпа чӑваш литератури епле пуҫланса кайнипе паллаштарӗҫ.
Наци музейӗн ӗҫченӗсем руна паллисем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, «Уяв» тата «Киремет карти», «Чӑваш Енӗн асамлӑ ҫырӑвӗсем» интерактивлӑ занятисем, «Вупӑр» вӑйӑ ирттерӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, Литература музейӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ те кӑсӑклӑ программӑсем хатӗрлесе хунӑ.
Кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашское народное творчество» ярӑмпа «Ыр-усал халапӗсем. Былички» икӗ чӗлхеллӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна филологи наукисен кандидачӗсем Галина Ильина тата Елена Федотова хатӗрленӗ. Халапсене истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев хатӗрленӗ.
Кӑларӑма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ученӑйсен канашӗ пуҫарнипе пичетленӗ.
«Ыр-усал халапӗсем. Былички» кӗнекене 461 текст кӗнӗ, ҫав шутра 286 алҫыру пуҫласа кун ҫути курнӑ. Текстсенчен чылайӑшӗ маларах асӑннӑ институтӑн Ӑслӑлӑх архивӗнче, Чӑваш Республикин патшалӑх архивӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи патшалӑх архивӗнче упранать.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен 2-мӗш форумӗ иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, «форум тӗллевӗ — чӑвашла калаҫмалли хутлӑх йӗркелесси, тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекен ҫамрӑксемпе паллаштарасси, кӑсӑклӑ проектсем ҫинчен пӗлтересси».
Форума йӗркелекенӗсем – чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата «Ҫамрӑксен хаҫачӗ».
Чӑваш ҫамрӑкӗсен 2-мӗш форумне шкул ачисене, студентсене тата ытти ҫамрӑка йыхравлаҫҫӗ.
Форума хутшӑнас тесен https://goo.su/C3qJfb3 каҫӑпа кӗрсе регистрациленмелле.
Чӑваш ҫамрӑкӗсен 1-мӗш форумӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Актуальные проблемы лексикографии, терминологии и теории перевода» (чӑв. Лексикографин, терминологин тата куҫару теорийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннисен материалӗсен сборникӗ пичетленсе тухнӑ.
Асӑннӑ конференцие пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш лексиографӗ Михаил Скворцов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӗнеке паллӑ учёнӑй эткерлӗхӗпе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Кӑларӑма институтӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ) туянма пулать. Кӗнеке хакӗ — 287 тенкӗ.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи тӗп вулавӑшра вулакансем чӑваш ҫыравҫисемпе тӗл пулнӑ. Мероприятие Чӑваш Енӗн наци библиотеки тата Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗ йӗркеленӗ. Тӗлпулӑва Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗренекенсене, кӗнеке вулама юратакан ытти ҫынна йыхравланӑ.
Вулакансемпе тӗл пулма чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат; Людмила Сачкова писатель, публицист, драматург; Лидия Сарине писатель, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ; Раиса Воробъева писатель, педагог пырса ҫитнӗ.
Хӑнасене кӗтсе илме хатӗрленсе вулавӑшра чӑваш писателӗсен ҫӗнӗ кӗнекисемпе паллаштаракан «Ҫӗнӗ кӗнеке – ҫӗнӗ тӗнче» курав хатӗрленӗ.
«Чӑваш ачи чӑвашах» 8-мӗш фестиваль ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, шӑматкун, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Калайкасси шкулӗнче иртӗ. Уяв 9:00 сехетре вӑйӑ картипе пуҫланӗ.
Фестивале пуҫараканӗсем тата йӗркелекенӗсем – Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ, Чӑваш наци конгресӗ тата Муркаш муниципалитет округӗн Калайкасси вӑтам шкулӗ.
Фестивале тӑватӑ номинаципе хутшӑнма пулать: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнӗҫ, чӑвашла уроксем кӑтартӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ).
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чуваши в русской литературе и публицистике XIX века» монографи пичетленсе тухнӑ. Ӑна филологи наукисен докторӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс чӗлхипе литературин кафедрин профессорӗ Людмила Сарбаш ҫырнӑ.
Людмила Николаевна – 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, Чӑваш Республикин гуманитари наукисен енӗпе патшалӑх премийӗн лауреачӗ. 2009–2010 ҫулсенче вӑл Раҫҫей гуманитари ӑслӑлӑх фончӗ ирттерекен тӗпчевсене хутшӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Изображение народов Среднего Поволжья в русской литературе и публицистике XIX века» темӑпа публикацисем ҫырнӑ.
Вырӑс сӑмахлӑхӗнче чӑвашсем пирки епле калани чӑваш этносӗшӗн яланах кӑсӑклӑ пулнӑ. Чӑваш писателӗсем вырӑс писателӗсем, публицисчӗсем, тӗпчевҫисем пирӗн ҫинчен каланисемпе пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ.
«Чуваши в русской литературе и публицистике XIX века» монографире вара автор пуян этнографин анлӑ сийне илсе кӑтартнӑ. Кӗнекене алла илекенсем М.Е. Салтыков-Щедрин, С.В. Максимов, А.А. Потехин, А.А. Коринфский, Вас. Ив. Немирович-Данченко, Ф.Д. Нефедов тата ыттисем чӑвашсене епле сӑнланипе те паллашма пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |