Торчӗ чӑвашла мар-ха. Ӑна чӑвашла илемлетнӗ.
Юлашки вӑхӑтра ҫынсем хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркипе кӑсӑкланма пуҫлани сисӗнет. Пирӗн республикӑра та ҫавӑн пекех.
Ҫамрӑксем, сӑмахран, чӑвашла тумланса тата чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса туй ирттереҫҫӗ. Шупашкарта кофе ӗҫнӗ чухне чӑвашлӑха аса илтерекен вырӑн та пур.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗр торт пӗҫерме ӑста. Нумаях пулмасть вӑл ҫав пылак апата чӑвашла хитрелетнӗ. Ылтӑн алӑллӑ хӗр Наталья Кустина ятлӑ.
Хӗрлӗ Чутайӗнче «Пехил» монументпа декораци скульптура композицине вырнаҫтарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Ҫак эрнере вара, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, скульптурӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта тӳре-шара та пырса ҫитнӗ.
Арт-объектра чӑвашла тумланнӑ арҫынпа хӗрарӑм кӳлепине вырнаҫтарнӑ. Вӗсем — йӑла-йӗркене тытса тӑракансем. Арҫынпа хӗрарӑмӑн икӗ енче пурнӑҫ йывӑҫҫи, вӑл ҫичӗ ӑру ҫыхӑнӑвне палӑртать. Скульптура умне «Ēмēр сакки ҫинче ēмēр пēрле» арт-сак вырнаҫтарнӑ.
Скульптура 1,5 тонна таякан арт-бетонтан тӑрать. Унӑн ҫӳллӗшӗ — 2,80 метр.
Проект авторӗ —
Чӑваш Республикин культурӑн тав тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Вячеслав Андреев (Эткер).
Кӑҫал пирӗн республикӑра Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» пӗрремӗш фестивалӗ иртӗ. Ӑна СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Фестиваль чӳк уйӑхӗн 17-22-мӗшӗсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче иртӗ. Мероприятие тӗрлӗ регионти наци театрӗсем хутшӑнӗҫ. Профессиллӗ теаптрсемпе пӗрлех халӑх театрӗсене те хапӑл тӑвӗҫ. Вӗсем хӑйсен чӗлхипе лартнӑ чи лайӑх спектаклӗсене илсе килӗҫ.
Чӑваш академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале хутшӑнма Мари Республикинчи наци драма театрӗ, Тутар Республикинчи Галиасгар Камал ячӗллӗ академи театрӗ, Хакасс драма театрӗ тата Пушкӑртстанри «Нур» театр ыйтса ҫырса заявкӑсем янӑ та ӗнтӗ.
«Ҫак фестивале хаклама эпир Мускаври театр ӳнер институчӗн (ГИТИС) критикӗсене, уйрӑмах паллӑ театроведа, театр критикне Екатерина Морозӑвӑна кӗтетпӗр. «Чӗкеҫ» фестиваль иртнӗ кунсенче Шупашкар хули Раҫҫейри наци театрӗсен коллективӗсене пуҫтаракан чи анлӑ лапамӗ пулса тӑрӗ», – тенӗ Чӑваш академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева.
Чӑваш академи драма театрӗ фестивале Фёдор Павлов пьеси тӑрӑх СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев режиссер лартнӑ «Ялта» спектакльпе хутшӑнӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Калинушка» хора ҫӳрекен ватӑсем чӑваш спектаклӗсене юратаҫҫӗ.
Валентина Телей музыка ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, театра вӗсем час-часах ҫӳреҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, хора ҫӳрекенсем малтан Атӑл хӗррине уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ, унтан Чӑваш академи драма театрӗнче Арсений Тарасов хайлавӗпе лартнӑ «Туя туй пек тãвар-и?» камите курнӑ.
«Пирӗн хора ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗ чӑвашла ӑнланмасть. Апла пулин те чӑваш спектаклӗсене вӗсем курма кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ. Репертуара кӗртекен чӑваш юррисене те тӑрӑшсах вӗренеҫҫӗ», – каласа ертӳҫи Валентина Телей.
Хӗрлӗ Чутайӗнче Вячеслав Эткер скульпторӑн «Пехил» монументпа декораци скульптура композицине вырнаҫтарнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн наци йӑли-йӗркине, несӗлӗмӗрсене сума сунине палӑртакан ҫав ӗҫпе Ҫӗнтерӗве 50 ҫул паркра паллашма пулать.
Вячеслав Эткер — Чӑваш Енри художниксен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Ыттисем асӑрхаман эреветлӗхе витӗр куракан ҫак ӑстан йывӑсран касса тунӑ ытарайми илемлӗ ӗҫӗсем хамӑрӑн аваллӑхӑмӑра, эткерлӗхӗмӗре, тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культурине сума сума вӗрентеҫҫӗ.
Чӗмпӗрте ӗҫлесе пурӑнакан чӑваш скульпторӗн Николай Кондрашкинӑн «В единстве — сила» (чӑв. Пӗрлӗхре — вӑй) проектне Чӑваш Енӗн патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Автор ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе наци культурипе ӳнерне аталантарас, пӑлхар чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллаштарас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн тӑратнӑ.
Аса илтерер, асӑннӑ проекта скульптор Шӑмӑршӑра пурнӑҫа кӗртет. Пӗлтӗр унта Атӑлҫи Пӑлхар патшин Кӑтракӑн палӑкне лартнӑ.
Кӑтрак — Кубрат хан ывӑлӗ. Хасарсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Аслӑ Пӑлхартан пирӗн несӗлсем вӑл ерсте пынипе Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ, хальхи Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫарса янӑ.
Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа Хусанта ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Хусанти федераци университечӗ тата Тутарстанри наци библиотеки авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗрле пулса ирттерӗҫ.
«Гений места. Технология работы с наследием И.Я. Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» ятлӑ регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел Н.И. Лобачевский ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче иртӗ.
Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Тутарстан культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юлия Адгамова, Хусанти федераци университечӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Дмитрий Таюрский, музейсемпе архивсен, вулавӑшсен ӗченӗсем хутшӑнӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашия: вехи истории и современность» кӗнеке-альбомӑн хӑтлавӗ иртӗ. Кӑларӑма хаклама патшалӑх тата общество ӗҫченӗсем, учёнӑйсем, педагогсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, краеведсем хутшӑнӗҫ.
Кӗнеке-альбом тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн пуян культурипе, хӑйне евӗр ҫутҫанталӑкӗпе, нумай ӗмӗрлӗ историйӗпе, паллӑ ҫыннисемпе паллаштарать. Кӗнекен тӗп пайне ХХ ӗмӗрти пулӑмсене халалланӑ.
Кӑларӑма хальхи вӑхӑтри паллӑ учёнӑй-историксем: Евгений Касимов, Сергей Кодыбайкин, Фёдор Козлов — хатӗрленӗ.
«Пятница!» телеканалпа пыракан «Гастротур» кӑларӑмра Чӑваш Енре ӳкернӗ сюжета кӑтартнӑ. Ӑна чӑваш наци апат-ҫимӗҫне халалланӑ.
Чӑваш Ене кӑларӑм ертӳҫи Дмитрий Левицкий ресторатор килнӗ. Вӑл туй ӗҫми-ҫими хатӗрлеме вӗреннӗ, сӑра мӗнле вӗретнине сӑнанӑ. Ку кӑна мар, ертӳҫӗ уҫӑ тӳпе айӗнче ресторан йӗркеленӗ, сыр пӗҫернӗ. Кайран вӑл хур фермине те ҫитсе курнӑ, ҫӗр ҫырли мӗнле ӳстернипе те паллашнӑ.
Видеопа ҫак каҫӑпа паллашма пулать: https://gtur.friday.ru/videos/e4/e6.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен...» романӗн хӑтлавӗ иртнӗ.
Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ. Ӑна пахалама прозаиксемпе поэтсем, литературоведсемпе критиксем, журналистсемпе вулавӑш ӗҫченӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Людмила Сачкова прозаик шухӑшланӑ тӑрӑх, «сюжет аталанӑвӗ, конфликт – йӑлт вырӑнлӑ. Сӑнарсен портречӗсем тулли, характерсене кӑтартса пама пултарнӑ». Юрий Артемьев критик, литературовед «романри характерсем пулса ҫитнӗ. Ку авторӑн пӗрремӗш кӗнеки марри сисӗнет»,— тесе палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |